Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫапах та хальлӗхе капла ҫирӗплетсе калама иртерех-ха, мӗншӗн тесен Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем капитан улталама пӑхнӑ тесе тӗпчев пуҫарса янӑ кӑна-ха. Паянхи куна ҫакӑ паллӑ темелле. Тӗпчевҫсӗем шухӑшланӑ тӑрӑх, капитан кӑҫалхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчен тытӑнса раштавӑн 12-мӗшӗччен Шупашкрати пӗр усламҫӑран 135 пин тенкӗ илнӗ. Ӑна вӑл пулӑшса тата хӳтӗлесе пыма тесе сӑптӑрнӑ пулать. Укҫана черетлӗ хут илме тӑнӑ вӑхӑтра полицейские ярса илнӗ. Ҫав ҫын — Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче ӗҫлекен оперуполномоченнӑй. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Гуманитари ӑслӑлӑхне сарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Чӑваш халӑхӗн наци патшалӑхӗн историйӗ» ӑслӑлӑх ӗҫне пичетлеме ӗмӗтленет. Ҫак ыйтӑва республикӑра гуманитари ӑслӑлӑхне сарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвне ирттернӗ чух ҫӗкленӗ. Кӗнекене Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 2020 ҫулта 100 ҫул ҫитни тӗлне хатӗрлесе ҫитересшӗн тата кун ҫути кӑтартасшӑн. Кунсӑр пуҫне наци юхӑмӗпе Чӑваш автономине йӗркелени ҫинче икӗ томпа кӗнеке кӑларма шухӑшлаҫҫӗ. Кун валли республика Элетепӗрӗн кӗмӗлне ҫӗнсе илессе шанаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫуркунне Чӑваш Ен патшалӑх пулма пӑрахрӗ. Кун пирки республика Конституцине улшӑну кӗртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Малтан аслӑ шкул ячӗ чӑвашла кӑна пулнӑ «Хавал» халӑх пӗрлӗхӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне республикӑри икӗ патшалӑх чӗлхин пӗртанлӑхне пӑхӑнма чӗнсе каланӑ. Ҫырӑва Андрей Александров ректор ячӗпе шӑрҫаланӑ. Алла ручка тытма тивнине хастарсем аслӑ шкулӑн тӗп корпусне кӗмелли вырӑнта университет ятне икӗ чӗлхепе ҫырса хуни хистенӗ. Унччен вӑл чӑвашла кӑна пулнӑ. «Хавалҫӑсем» ЧПУ ик чӗлхене хисепленине ырланине палӑртнӑ, анчах ку ырӑ ӗҫе мӗншӗн ят чӑвашла кӑна тӑракан вырӑнта туса ирттернине ӑнланманнине палӑртнӑ. Вырӑсла кӑна ҫырса ҫапнӑ ятсене вара икӗ чӗлхе ҫине, тепӗр майлӑ каласан, чӑвашла куҫарманни вӗсене тӗлӗнтернӗ. «Хавал» хастарӗсем ЧПУри факультетсемпе филиалсен ячӗсене вырӑсла кӑна ҫырса хунине асӑрханӑ. Икӗ чӗлхен пӗр танлӑхне ҫурт ҫинче кӑна мар, информаци стенчӗсемпе вестибюльсенче тата коридорсенче те пӑхӑнмаллине палӑртнӑ вӗсем. Хальхи вӑхӑтра ун пек ҫырса хунисем питӗ сайра тӗл пулаҫҫӗ иккен. Аслӑ шкулӑн сайтӗнче те чӑваш чӗлхи валли вырӑн ҫукраххине асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Выртан каска мӑкланӑ, ҫӳрен каска якалнӑ теме кӑмӑллатчӗ кукамай. Паян ку каларӑша темле йышӑнмалла ӗнтӗ?.. Ҫичӗ ҫӗре тухса каймасӑр та май ҫук теҫҫӗ те хӑшӗсем — аптӑравлӑ. Таса-сывӑ таврӑнсан тем мар-ха, анчах инкек-синкек курса ларасси те пулать-ҫке хӑш чух. Сарӑмсӑрлӑхран кунта та никам та шантарса калаймассине ӑнланатпӑр-ха, ҫапах та укҫа тума кайнӑ ҫын ют ҫӗртен тупӑкпа килни питех те кулянтарать-ҫке. Ӗнер, акӑ, Коми Республикинче вӑй хуракан арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унта вӑл кранпа ӗҫленӗ. Сыктывкар хулине кӗрекен Човью текен тӑрӑхра вӑл «КомиЭкспоТрейд» компанире тӑрӑшнӑ. Инкек пирки тӗпчевҫӑсем ӗҫсыхлавӗн правилисене пӑснине пула ҫын вилнӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ют ҫӗре ӗҫлеме тухса кайнӑ ҫынсем инкек курни унччен те пулкаланине аса илтерет «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Чулхулари стройкӑра каменщик вилнӗ. Сочири Олимп стройкинчен таврӑнакан арҫынсем Пенза облаҫӗнче ҫул ҫинчи инкекре куҫ хупни те чылайӑшӗн асӗнче. Омск облаҫӗнче вӑрман касакан арҫын хурт-кӑпшанкӑ сӑхнипе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() «Око» уҫлӑхташ Виҫмине, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Ҫӗр ҫине Совет Союзӗ вӑхӑтенчех вӗҫтерсе янӑ «Око» ҫар уҫлӑхташӗ (спутникӗ) ӳкмелле иккен. «Вымпел» патшалӑхпа акционерсен корпорацинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл Инди океанӗ таврашӗнче персе анмалла. Хальхи вӑхӑтра ун перегей ҫӳллӗшӗ 90 ҫухрӑмпа танлашать — тепӗр май каласан вӑл атмосферӑна перӗнме пуҫланипе танах. «Око» уҫлӑхташа хӑй вӑхӑтӗнче Плесецкран «Молния-М» ракетӑпа вӗҫтерсе янӑ, унӑн баллистика ракетисене ярсан систермелле пулнӑ. Ҫак уҫлӑхташсен орбитисем ҫуллӗ эллипслӑ та ҫурматалӑклӑ. Унашкал космос аппарачӗсем тӗнче уҫлӑхӗнче вуншар ҫул та вӗҫме пултараҫҫӗ, ҫав хушӑрах темиҫе уйӑхран та персе анайраҫҫӗ. «Око» йышши аппарата пирӗн патшалӑх пурӗ 86 штук вӗҫтерсе янӑ иккен, юлашкинчен — 2010 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче. Вӗсен йывӑрӑшӗ — 1250 кг. 2014 ҫулӑн малтанхи кунӗсенче тепӗр уҫлӑхташ ӳкмелле иккен — ку хутенче «Молния-3-45» ятлӑскер. «Вымпел» ӗҫченӗсем унӑн кунне кӑрлачӑн 1-3-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри тӑрӑмпа хастарсене паллашма халӗ те чармаҫҫӗ-ха. Ӳлӗмрен вара ҫакна саккун йышӑнсах ҫирӗплетесшӗн. Асӑннӑ отрасльте халӑх тӗрӗслевӗ туса хурасси ҫинчен калакан саккун проектне Раҫҫейӗн патшалӑх Думин депутачӗсем пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ та ӗнтӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем ассоциацисене пухӑнсах ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен управляющи компанисен ӗҫне хаклама тата тӗрӗслеме пултарӗҫ. Вӗсене надзор органӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме ҫул уҫса парасшӑн. Халӑх пӗрлешӗвӗсен управляющи компанисен кашни утӑмне тӗрӗслеме тата вӗсем кашни пус ӑҫта яни пирки сметӑпа отчет ыйтма ирӗк пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кунта сӑмах Олимп ҫулӑмӗ пирки пырать. Ӑна ҫӗршыв тӑрӑх илсе ҫӳренине тӗрлӗрен йышӑнакансем пур та. Ҫак темӑна кунта та хускатнӑшӑн вулакансем кӑмӑлсӑрланмасса шанатӑп. Олимп вӑййи, мӗн тесен те, тӑтӑш пирӗн ҫӗршывра иртекен мероприяти мар та, ҫапла чыса тивӗҫнин савӑнӑҫне ҫапла палӑртма шухӑшланине ӑнланма пулать те пулӗ. Юрӗ, ку вӑл ум сӑмах вырӑнне пултӑр тейӗпӗр. Олимп ҫулӑмӗ Шупашкара ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗнче килсе ҫитмелле. Ӑна епле ирттерессине паян республикӑн Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ҫулӑма йӑтма 163 ҫынна явӑҫтармалла. Вӗсенчен кашнине 200-е яхӑн метр лекӗ. Трассӑн пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ — 33 километр. Ҫулӑм Чӑваш Ене ҫитсен ӑна илсе каяс ҫул ҫинче транспорт чупассине вӑхӑтлӑха чарма тивӗ. Шупашкарта хӑш-пӗр вырӑнта ҫула ирхи вунӑ сехетрен пуҫласа каҫхи вуннӑччен пӳлӗҫ. Тӗплӗнрех пӗлес тесен ҫак каҫӑпа пӑхма пулать: gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2671565 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫапла юраманни пирки калаҫнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче. Унта Шупашкарти аэропортӑн кӑҫалхи ӗҫ-хӗлне тишкернӗ. Предприятин директорӗ Александр Жирнов каласа панӑ тӑрӑх аэропорта тата унтан пурӗ 2 601 рейс тунӑ. Ҫав вӑхӑтра 36 пин ытла пассажир ҫула тухнине шута илнӗ. Шупашкартан Мускава самолётсем эрнере ултӑ хут вӗҫнӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса вунӑ кунта Анталие вӗҫме тытӑннӑ. Кунсӑр пуҫне Сочи, Питӗр, Сургут тата Ӗпхӳ хулисене хутланӑ-мӗн. Самолётсем ҫула тухманни е каярах хускални пулкаланӑ иккен. Анчах аэропорт директорӗ «пирӗн айӑппа мар» тесе ӗнентернӗ. Рейсем йӗркелекен тепӗр предприяти хутшӑннӑ хыҫҫӑн хаксем чӗрӗк пай чухлӗ йӳнелнӗ-мӗн. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев рейссем пулмасси пирки малтанах пӗлтерме тата ҫакӑн сӑлтавне уҫӑмлатма чӗнсе каланӑ. Мускавра пӗр рейса тытса чарнӑ чух самолёта Шупашкарта йышӑнманнипе сӑлтавланӑ имӗш. Тӳррипе вара самолёт тата экипаж сывлӑша ҫӗкленме хатӗр пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Пултаруллӑ тепӗр ҫынна, тӗлӗнмелле пек те, хӑш чухне тӑван кӗтесӗнчинчен ытларах ют ҫӗрте пӗлеҫҫӗ. Муркаш районӗнчи Ҫӗнӗ Кӑрмӑш ялӗнче 1957 ҫулта ҫуралнӑ писателе тата журналиста Валерий Петровские Чӑвашринчен ытла Америкӑра вулаҫҫӗ тесен те ытлашши йӑнӑшмастпӑр пулӗ. Ӑна унта «Вырӑс америка писателӗ» тени пирки унӑн тӑванӗ пӗр ик-виҫ ҫул каялла каланине ас тӑватӑп-ха. Акӑлчан чӗлхипе пӗчӗк калавсем ҫыракан автор ӗҫӗсене Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тата Австралинче пичетлеҫҫӗ. Халӗ Валерий Петровский «Nazar Look» литература журналӗн премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ҫав журнала акӑлчанла тата крым тутар чӗлхипе кӑлараҫҫӗ иккен. Асӑннӑ кӑларӑмӑн акӑлчанла версийӗнче Валерий Петровскин ӗҫӗ пуҫласа пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче кун ҫути курнӑ. Ҫав журнала пичетлекен Румынири издательствӑра кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче авторӑн «Tomcat Tale» ятпа кӗнеке пичетленнӗ. Маларах Петровский ӗҫӗсем асӑннӑ издательствӑн икӗ антологине кӗнӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Валерий Петровский Чӑваш патшалӑх университетӗнче «истори» специальноҫа алла илнӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче ют чӗлхесен факультетӗнче ӑс пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() ЧНК сайтӗнчи сӑн ЧНК сайчӗ Хусанта «Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи халӑхсен историллӗ шӑпи (XVI ӗм.-XVIII ӗм. пуҫл.)» конференци иртни пирки пӗлтерет. Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи ӑслӑлӑх конференцине Тутарстан ӑсчахӗсемсӗр пуҫне, Чӑваш Енрен те хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Мускав, Челепи, Тобольск, Ӗремпур, Волгоград облаҫӗнчен те килнӗ. Сӳтсе явнӑ ыйтусенчен пӗри «XVI–XVIII ӗмӗрсенчи ҫырулӑх ҫӑлкуҫӗсенче тӗл пулакан «чюваш» тата «ясачная чюваша» сӑмахсен этникӑпа социаллӑ пурнӑҫри пӗлтерӗшӗсем» тема пулнӑ. Ыйтӑва тишкернӗ «ҫавра сӗтеле» Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх тӗп ӗҫченӗ, этнологипе социологи пайӗн пуҫлӑхӗ Виталий Петрович Иванов ертсе пынӑ. Доклад калаканни вара асӑннӑ институтӑн филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Иванович Егоров пулнӑ. Ыйту чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ курӑнать — ӑна сӳтсе явма тутарсем те, чӑвашсем те хӗрӳллӗ хутшӑннӑ. Шел те, мӗнле пӗтӗмлетӳ патне тухнине ЧНК сайчӗ пӗлтермест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |