Ял пурнӑҫӗ
![]() Хурӑнлӑх тавралӑхӗ. Н. Плотников сӑнӗ Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче экологи эрни йӗркеленӗ-мӗн — ун шайӗнче Хурӑнлӑх ялӗ ҫумӗнчи пысӑк пӗвене ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 61 михӗ пуҫтарӑннӑ. Ҫак ӗҫе йӗркелекенӗ — Сарапакасси ял тӑрӑхӗнчи ветерансен ертӳҫи Ольга Дмитриева. Мӗн кӑна хӑвармаҫҫӗ пуль ҫак таврана канма килекенсемпе пулӑ тытакансем. Кантӑк, пластик кӗленчесем, консерва банкисем, полиэтилен хутаҫӗсем пӗтӗм тавралӑх илемне пӑсса выртнӑ. Ял ҫыннисене ҫакӑ питӗ килӗшмест. Ҫавӑнпа та ирхине кӗтӳ ярсанах ҫынсем алла михӗсем йӑтса пӗве хӗррине васканӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Г. Зотова сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ ӗнер, чӳкӗн 30-мӗшӗнче, чӑваш наци вулавӑшӗнче отчетпа суйлав пухӑвӗ ирттерчӗ. Залра «Краеведение Чувашии: история и культура» кӗнекесен куравӗ те йӗркеленӗччӗ. Унта 2013-мӗш ҫулта таврапӗлӳлӗх темипе кун ҫути курнӑ кӗнекесемпе паллашма май пурччӗ. Отчет пухӑвӗ тӗлне «Умы народа» журналӑн иккӗмӗш номерӗ те кун ҫути курнӑ. Кун йӗркинче 8 ыйту пулнӑ: академии пайташӗсен ретне ҫӗнӗ ҫынсене илесси, ЧХӐХӲА президенчӗн отчечӗ, ревизи комиссин отчечӗ, асӑннӑ отчетсем тӑрӑх калаҫасси, ҫӗнӗ президент суйлавӗ, ревизи комиссин председательне суйласси, президиум пайташӗсене суйласси, тата ревизии комиссин пайташӗсене суйласси. Пуху пуҫламӑшӗнче академи членӗсем пурнӑҫран уйрӑлса кайнисене ура ҫине тӑрса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Ҫӗнӗ ҫынсене илес умӗн кашни кандидат хӑйӗнпе паллаштарчӗ: чӑвашлӑхшӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакан В.Антонов, С.Петровский, Н.Семенов, П. Сидоров, А. Ефимов, В.Макаров, С. Федотов, Р. Петрова, М. Кузьмина тата ыттисем чӑннипех те академик ретне кӗме тивӗҫлӗ терӗҫ. И.Дубанов вӗсене удостоверени парса чысларӗ. Хисеплӗ академик Виталий Станьял пултаруллсене Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ят парса чысларӗ. |
Культура
![]() Чӳкӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекинче Чӑваш ҫыравҫисен канашне туса хунӑранпа 90 ҫул тултарнине халалласа анлӑ пуху иртрӗ. Фойере тата залра «Творящие прекрасное» чӑваш ҫыравҫисен кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Чӑваш ҫыравҫисен канашне туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа виҫӗ автор Юхма Мишши «Алтӑр Ҫӑлтӑр», Чутай Юркки «Чӑнлӑх уҫҫи» ятлӑ кӗнеке пухса хатӗрленӗ. Кунта 16 авторӑн юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ калавсемпе сӑвӑсем, очерксем, эссесемпе интервьюсем кӗнӗ. Пухура Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши чӑваш ҫыравҫисен канашӗн 90 ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерчӗ. Пухӑва ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан хӑнасем Тутарстанран, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Мари элрен, Ҫӗпӗрте, Чулхулара тата ытти ҫӗрти пурӑнакан ентешсем те хутшӑнчӗҫ, ҫӑмах каларӗҫ. Н. Заводскова ертсе пыракан «Эмине» ансамбль, Антонинӑпа Петр Красновсем, Т. Сергеева, В. Никонорова пухӑва юрӑ-кӗвӗпе илем кӳчӗҫ. Юхма Мишши чылай ҫыравҫа ӗҫӗсене кура тӗрлӗ наградӑсем пачӗ: Чӑваш Республикин ҫыравҫӑсен Канашӗн Хисеп хутне, мӗнпур чӑвашсен обществӑпа культура центрӗн Президиумӗн йышӑнӑвӗпе «Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята, Яковлев преми лауреачӗ ятне тата ытти хисеплӗ ятсене. |
Хулара
![]() Вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ ҫав. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ вут-кӑвартан асӑрханмалли куҫкӗрет. Куҫкӗрет кӑна та мар, инкек сиксе тухас-тӑвас пулсан хатӗр пулмалли пирки те шухӑшламалла теҫӗ пушарпа кӗрешекенсем. Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӗсем Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче пушар кӑларнӑ. Ҫук ӗнтӗ, ятарласа тивертмен. Сӑмахпа кӑна ҫапла пӗлтернӗ. Ҫулӑм акт залӗнче хыпса илнӗ пек тунӑ. «Пушара сӳнтерме» сехете яхӑн кирлӗ пулнӑ. «Темле айкашакан та пур-тӑр», — тесе тӗлӗнме ан васкӑр-ха тархасшӑн. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем аташман-айкашман. Ҫулӑм та хыпса илмен. Вӗренӳ кӑна ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫри культура ҫуртӗнче Чӑваш культурин кунне ирттернӗ. Унта фольклор ушкӑнӗсем концерт кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне тӑван халӑхӑмӑр тумне кӑтартнӑ. Район шайӗнче йӗркеленӗ мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — ӗҫ йӗркелӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая, культура пайӗн пуҫлӑхӗ Лариса Никонова хутшӑннӑ. Культура ҫурчӗн фойине ал ӑстисен ӗҫӗсем — тӗрлени те, ҫыхса ӑсталани те, наци апат-ҫимӗҫӗпе тумтирӗ, ҫавӑн пекех вырӑнти художниксемпе ытти ӑстан ӗҫӗ илемлетнӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа тата сӑрапа кӗтсе илнӗ. Тӑван халӑх культурине тӳпе хывакансене ҫав кун Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Район администрацийӗнне Кивӗ Эйпеҫри культура ҫурчӗн ертӳҫи Вера Разбокина, вӑл унти «Ахрӑм» фольклор коллективне ертсе пырать, тивӗҫнӗ. Асӑннӑ ушкӑна вара культура пайӗн грамотипе чысланӑ. Ҫав шайри Хисеп хучӗ ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Эйпеҫри «Ҫӑлкуҫ», Сойгинӑри «Хӗвел» фольклор ушкӑнӗсене лекнӗ. Ал ӑстисене те манса хӑвраман. Пурнӑҫра хастар пулнӑшӑн, чӑваш наци культурине сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑшӑн тесе Сойгинӑри Альбина Захаровапа Ольга Ильденеевана, Ҫӗнӗ Эйпеҫри Надежда Рожкована Тав хучӗпе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Денис Осокин Хусанта пурӑнакан Денис Осокинӑн «Небесные жены луговые мари» (чӑв. Улӑх ҫармӑссен тӳпери арӑмӗсем) кӗнеки Андрей Белый премине тивӗҫнӗ. Автор ӗҫне «Проза» номинацире чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Андрей Белый ячӗллӗ литература премине 1978 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Чӑвашсенчен 1987 ҫулта ӑна Геннадий Айхи поэта панӑ, 2010-мӗшӗнче — Шупашкарта ҫуралнӑ Алеша Прокопьев куҫаруҫӑ. Осокинӑн маларах асӑннӑ ӗҫӗ мари фольклорӗ тӑрӑх никӗсленнӗ прозӑлла тата сӑвӑлласа ҫырнӑ миниатюрӑсенчен тӑрать иккен. Кӗнекене кӑлариччен асӑннӑ ӗҫ тӑрӑх кино ӳкернӗ. Мари кӑларнӑ фильм тӗрлӗ кинофестивальте, ҫав шутра ют ҫӗршыврисенче те, парнесене тивӗҫнӗ. Осокин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен фольклорӗпе хӑйӗн ӗҫӗнче тахҫанах усӑ курать. Кӗнекисенче вӑл чӑвашсем пирки асӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер Чӑваш Республикин Аслӑ судӗнче Илле Иванов тӗлӗшпе аппеляци ҫӑхавӗсене пӑхса тухассипе лару иртнӗ. Аса илтеретпӗр, Илле Иванова чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе ҫырнӑ статьяна «экстремистла» тесе хакланӑран Муркаш район сучӗ айӑплӑ тесе йышӑну кӑларни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе каярах аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Николай Столбов ваккат тата Борис Чиндыков хӳтӗлевҫӗ ӗҫ ҫумне ҫӗнӗ материалсене хушма ыйтнӑ иккен. Ҫав материалсен хушшинче Мускаври Прикладной лингвистика лабораторийӗн эксперчӗсен тӗпчевӗ те пулнӑ. Мускаври никама пӑхӑнман экспертсем «Покажи свой язык, и я скажу — кто ты» статьяра (унӑн авторӗ ӑна Илле Иванов тесе шухӑшлаҫҫӗ) экстремизм сӗмне тупса палӑртман. Унччен тунӑ экспертизӑсенче (Иванова Муркаш район сучӗ ҫав пӗтӗмлетӳ тӑрӑх айӑпламалла тунӑ) методологи йӑнӑшӗсем пур тесе палӑртнӑ иккен мускавсем. Иванов хӳтӗлевҫипе ваккат ытти материал та тӑратасшӑн пулнӑ-мӗн. Анчах суд вӗсене ларуччен пилӗк кун маларах ҫитермен тесе йышӑнман. Иванов енчисем ытти свидетельпе специалиста суда хутшӑнтарма та ыйтса пӑхнӑ теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Таҫта тӗнче хӗрнех мар-ха. Хӗрлӗ Чутайне. Унти вӑй-хал культурипе спорт комплексӗнче патшалӑхӑн влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен XII спартакиади иртет иккен. Хальхи пӗтӗмлетӳллӗ тупӑшу темелле. Унччен ҫулталӑк тӑршшӗпех тӳре-шара спортӑн тӗрлӗ енӗпе ӑмӑртнӑ. Кӑрлачра, сӑмахра, йӗлтӗр ҫине тӑрса тупӑшнӑ. Финалти ӑмӑртура дартс, ишес, ҫавӑн пекех волейболпа стритбол енӗпе ӑмӑртӗҫ. Спартакиадӑна ултӑ теҫеткене яхӑн ушкӑн хутшӑнмалла иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче премьера пулнӑ. Хальхинче Арсений Тарасовӑн «Мунча кунне» лартнӑ. Тӳрех каласа хӑварам — тӗрлӗ сӑлтава пула ӗнер ҫитсе курайманнисем паян кайма пултараҫҫӗ: репертуара ӑна икӗ кун умлӑ-хыҫлӑ кӗртнӗ. Асӑннӑ театрпа унӑн кураканӗсемшӗн асӑннӑ автор ячӗ ҫӗнӗ мар. Пытармасӑр каласан, Арсений Тарасов писатель-журналистӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Инҫет телей ҫути» драмӑна кайса курнӑ хыҫҫӑн 11 ҫулти ывӑлӑм чӑваш театрне юратса пӑрахнӑччӗ те ҫавӑнтанпа пӗр спектакле сиктерми пулнӑччӗ. Сӑмах май, 2003 ҫулта «Инҫет телей ҫути» Раҫҫей Федерацийӗн литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине тивӗҫнӗччӗ. Шел те, тӗлӗнмелле тарӑн шухӑшлӑ ҫав спектакль паян — репертуартан кӑларнисен шутӗнче (нимӗн те тӑваймӑн, 2001 ҫулта лартнӑскерӗн театрти ӗмӗрӗ иртнӗ пуль ҫав ӗнтӗ…) Каярах Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Арсений Тарасовпа Ольга Туркай ҫырнӑ «Вӗҫсе иртеҫҫӗ кайӑксем» спектакле, 2009 ҫулта авторӑн тата тепӗр хайлавӗ тӑрӑх «Салтак шӑпи» спектакле лартрӗ. Хальхи те драма. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗкри Адюковсем республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа «Пуҫлӑхсем ача ҫуратма хушрӗҫ», — тесе каларӗ «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс ҫӗнтерӳҫисене саламлама пуҫтарӑннӑ мероприятие кайса курнӑ пӗлӗшӗм. Те пуҫлӑхсем каланине тӑнлаҫҫӗ, те пӗр ачапах ҫырлахманнисене патшалӑх амӑш укҫи парса пулӑшнӑран иккӗмӗш е унтан та ытларах хут ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑма килӗшекенсен йышӗ республикӑра ӳссе пырать-мӗн. Иртнӗ ҫул, акӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 10 процент йышланнӑ. «Ҫулталӑк ҫемйи» республикӑри конкурсра хутшӑннисене тӗрлӗ номинаципе чысланӑ: хӑшӗсене — ӗҫченлӗхшӗн, теприсене — пултарулӑхшӑн, виҫҫӗмӗшсене — спортпа туслӑ пулнӑшӑн… Аслӑ Елчӗкри Адюковсем вара «Ҫулталӑк ҫемйи» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |