Культура
![]() Красноармейски районӗнче Питӗр хулинчи купӑсҫӑ, композитор, халӑх юррисене шӑрантаракан Игорь Шипков пулнӑ. Красноармейски районӗнче вӑл унччен те килнӗ. Пуҫласа — икӗ ҫул каярах. Хальхинче Питӗр хӑнипе пӗрле Мускаври Илья Соловьёв юрӑҫ ҫитнӗ. Вӗсем Геннадий Заволокин тата ытти купӑсҫӑ юррисене шӑрантарнӑ. Хӑнасене кура Красноармейски тӑрӑхӗнчи купӑсҫӑсем те чӑтайман. Сцена ҫине тухнӑ. Геннадий Яковлев, Юрий Романов тата Николай Дмитриев чӑваш халӑх кӗвви-ҫеммисене выляса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке хӗрӗ тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ. Асӑннӑ ялта ҫуралнӑ Марина Федорова иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Тӗмен хулинче кире пуканӗ йӑтассипе иртнӗ тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ кӑна та мар, унтан вӑл ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Икӗ пӑт таякан кире пуканне хӗр 114 хутчен ҫӗклесе 68 килограмран пысӑкрах виҫе категорийӗнче вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Марина хальхи вӑхӑтра Санкт-Петербургри ҫарпа спорт академийӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренет. Кӑҫал хӗршӗн чӑннипех те ӑнӑҫлӑ ҫулталӑк. Маларах вӑл Европа чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Иртнӗ эрнере Вӑрнар тӑрӑхӗнчи культура пурнӑҫӗнче асра юлмалла пулӑм иртни пирки пӗлтерет асӑннӑ район администрацийӗ. Чӑн та, хирӗҫлемӗпӗр — ҫапла. Унта СССР халӑх артистки, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни, 90-ри Вера Кузьмина пулнӑ. Пӗтӗм чӑваш халӑхӗн (капла калани ӳстерсе калани мар тесе шухӑшлатпӑр) юратнӑ артистки ҫав кун икӗ тӗлпулу ирттернӗ: Санарпуҫӗнчи шкул ачисемпе тата Ҫӗрпелӗнче пурӑнакансемпе. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Вера Кузьминичнӑн сцена ҫинчи пурнӑҫӗпе кӑна мар, пурнӑҫӗнчи ытти фактпа та паллашма май килнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, сӑмахран, Вера Кузьмина Смоленск тата Мускав хулисем патӗнче хӳтлӗх сооруженийӗсем тунӑ. Вӑл «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» тӑваттӑмӗш степеньлӗ ордена, «Мускава хӳтӗленӗшӗн», тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи хастарлӑхшӑн медальсене тивӗҫнӗ. Тӗлпулура Вера Кузьмина «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли». «Салтак амӑшӗ», «Хура чӗкеҫ» спектакльсенчи сыпӑксене выляса панӑ, мӑшӑрӗн, Петӗр Хусанкайӑн, сӑввисене вуланӑ. Тӗлпулу хыҫҫӑн пурте тенӗ пекех юратнӑ артисткӑна сырса илнӗ — автограф илме е пӗрле ӳкерӗнме хыпӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Президиумӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ, унта кулленхи ӗҫ-хӗлпе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ. Чи пысӑк ыйту — республикӑн кашни районӗнче, хулинче Конгресӑн вырӑнти уйрӑмне йӗркелесси пулнӑ. Ку вӑл халӑхпа тӳрремӗн ҫыхӑнса ӗҫлеме кирлӗ тесе пӗлтерет Конгресс. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне 2014 ҫул валли яма палӑртнӑ Ҫырӑвне кӗртме сӗнӳсем пухма пуҫлани ҫинчен эпир пӗлтернӗччӗ. Президиум ларӑвӗнче та ҫак ыйтӑва ҫӗклерӗҫ. «Наци конгресӗн те каламалли пур, чылай сӗнӳ нумай пулмасть иртнӗ Аслӑ Пухура янӑранӑччӗ», — терӗҫ Президиум пайташӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта автомашинӑсене эвакуацилеме пуҫлаҫҫӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсен умне лартса тухнӑ машинӑсем лартса тухни коммуналлӑ хуҫалӑх машинисене те чӑрмантарни каламасӑрах паллӑ. Хӗлле лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗчленет — урамра ларакан машинӑсене пула юр тасатма та йывӑр. Шупашкарта йышӑннӑ хӑтлӑх кӳмелли правилӑсемпе килӗшӳллӗн унта-кунта лартса хӑварнӑ машинӑсене эвакуацилеме тытӑнӗҫ. Ятарлӑ рейдсене каҫсерен ирттерме палӑртаҫҫӗ. Ятарлӑ автопредприятин кун валли виҫӗ эвакуатор пур-мӗн. Ҫапах та ҫапла кӑра мера йышӑниччен хула влаҫӗсем «Лартма юрмасть» текен асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Ятарлӑ асӑрхаттарусем 66 штук иккен. Вӗсене машинӑсем уйрӑмах хутлакан ҫул-йӗр хӗрне е машинӑсене кӗрсе тухма йывӑр вырӑнсене вырнаҫтарса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ку факта Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ тупса палӑртнӑ. Хула мэрийӗпе Депутатсен хула пухӑвӗ кӑна мар, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче ӗҫлекен муниципалитет учрежденийӗ те саккуна — монополие хирӗҫлине — пӑснӑ иккен. Ҫакӑн пек кӑлтӑк юлашкинчен асӑннӑ предприятие тӗрӗслев функцийӗ панӑ чух сиксе тухнӑ. Шупашкар депутачӗсемпе хула мэрийӗ хысна учрежденине ҫӗр ӗҫӗпе аппаланма ордер парас функципе тивӗҫтернӗ. Кунсӑр пуҫне хула администрацийӗ маларах асӑннӑ йышши ирӗк панӑшӑн укҫа тӳлеттермелле тунӑ. Монополие хирӗҫле саккуна пӑснӑ фактсем пирки асӑрхаттару ҫырса панӑ, кӑлтӑка пӗтерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «В трагические годы, репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые» ятпа кӗнекен пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче ӗҫлесе полковника ҫитнӗ Валерий Кошкин. Хӑй вӑх 1952 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетне вӗренсе тухнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл хальхи «Хыпар» хаҫатра ҫулталӑк тӑрӑшнӑ. Патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх службинчи ӗҫе пӑрахнӑ хыҫҫӑн республикӑн культура министерствинче 10 ҫул тимленӗ. Кошкинӑн ҫӗнӗ кӗнекине (унччен те вӑл кӑларнӑ) 1930 ҫулсем хыҫҫӑн политика тӗлӗшӗнчен хӗсӗрленӗ ҫыравҫӑсем, журналистсем, ученӑйсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Репресси пирки каласа панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Красноармейски районӗнчи Именкасси каччи, филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ Эдуард Фомин черетлӗ кӗнеки пичетлесе кӑларнӑ. Вӑл «Чи хитре чӗлхе» ятлӑ. Кӗнеке пин экземплярпа тухнӑ. Унта чӑваш чӗлхин илемлӗхӗпе техӗмлӗхне, унӑн пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшне пит аван уҫса панӑ. Туянас кӑмӑллисем ӑна «СУМ» лавккара (85 тенкӗпе) тупма пултарӗҫ. Э.В. Фомин «Чӑвашла-финла словарь» кӗнекен авторӗсенчен пӗри Кунсӑр пуҫне «Чӗлхе терминӗсен чӑвашла-вырӑсла-нимӗҫле-акӑлчанла словарӗ» кӗнеке авторӗсенчен пӗри. Тата вӑл «Пӗлтерӗшсӗр чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» кӗнекен авторӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ачаш та ҫепӗҫ-ҫке чӗлхи! Инҫе ҫӗрте ӑна илтеттӗм: Кӗсле янратнӑ хӗлӗх-и, Чӗкеҫ чӗвӗлтетет-и? – теттӗм. Ачаш та ҫепӗҫ-ҫке чӗлхи! П.Хусанкай
2013 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗпе раштавӑн 1-мӗшӗнче «Волжанка» санаторинче Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ — чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ конкурс 10 ҫулта. Опыт. Татса памалли ыйтусем. Малашлӑх.» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ иртрӗ. Конференцие ирттерекенӗ — «Хӗрарӑмсем ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑлла организацин чӑваш регионӗнчи уйрӑмӗ (ЧРО МОО «ЖНО»). Икӗ куна тӑсӑлнӑ ӗҫлӗ канашлура Чӑваш ен, Тутарстан, Пушкӑртстан тата Самар тӑрӑхӗнчен килнӗ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗсем опытпа паллашрӗҫ, вӑйӑ конкурса йӗркелекенсемпе тӗл пулчӗҫ. Конференцие уҫнӑ май педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Н.И.Мерлина профессор ҫапла каларӗ: «Эпир Чӑваш Республикинче тӗрлӗ вӑйӑсем ирттеретпӗр: естествознанипе «Гелиантус», математикӑпа «Кенгуру», вырӑс чӗлхипе «Русский медвежонок», акӑлчан чӗлхипе «Британский бульдог», информатикӑпа «Кит» тата ытти те. |
Вӗренӳ
![]() Ак, «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвне те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вӑл кӑҫал тивӗҫлӗ шайра иртрӗ теме пулать — пурӗ 92 хайлав пирӗн пата ҫитрӗ. Кашни районтан тенӗ пекех хутшӑнакансем тупӑнчӗҫ. Ҫавах та Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Элӗк, Канаш районӗсенчисем уйрӑмах хастар хутшӑнчӗҫ. Тутарстанран та икӗ хайлав килчӗ — пӗри Пӑва районӗнчен, тепри Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчен. Хайлавӗсене хаклама питӗ йывӑр пулчӗ — кашнинех мухтас килет. Чылай хайлаври чӗлхе илемлӗхӗ те, сюжет кӑткӑслӑхӗ япӑх мар шӑрҫаланнӑ. Хӑшна мала кӑларасси, хӑшне парнеллӗ тӑвасси самай пуҫа ваттарчӗ. Кӑҫал эпир кашни класа уйрӑммӑн хаклас терӗмӗр — капла парнесем те сахал мар пулӗҫ, ачасене та ытларах савӑнтарӑпӑр. Мала ҫак хайлавсем тухрӗҫ: 6-мӗш класс, проза: 1-мӗш: Дарья Джус (Красноармейски) ҫырнӑ «Кушакпа йӑмра» калавӗ; 2-мӗш: Кристина Ивановӑн (Красноармейски) «Телей йӑмри» тата Алексей Яшмейкинӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) «Пӗлӗт ҫинчи кермен» калавӗсем; 3-мӗш: Екатерина Сидоровӑн (Красноармейски) «Ҫул ҫӳревҫӗ йӑмра», Дмитрий Капитоновӑн (Шупашкарти 37-мӗш шкул) «Йӑмра шавӗ», Наталия Михайловӑн (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш) «Йӑмра-метеоролог» калавӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |