Кӑҫал пирӗн республикӑри аслӑ шкулсенче 10 918 бюджет вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ. Пӗлтӗр ҫак хисеп 11 292-пе танлашнӑ. Ҫав шутран аслӑ пӗлӳ илес текенсем валли 3 375 бюджет вырӑнӗ пулнӑ. Аслӑ шкулсене кӗме пурӗ 25 пин ытла ача заявлени панӑ. Апла пулсан ҫакӑ пӗр вырӑна 4 ача лекнине пӗлтерет. Чӑваш патшалӑх университетне тӳлевсӗр майпа вӗренме кӗрес текенсем пӗр вырӑн пуҫне 7 ача тивнӗ, Ял хуҫалӑх академине — 6,6-ӑн, Чӑваш патшалӑх педагогика университетне — 5,6-ӑн. Абитуриентсенчен ытларахӑшӗ ҫӗр йӗркелӗвӗ тата кадастр енӗпе, электроэнергетика тата электротехника, строительство, сиплев ӗҫӗ, стоматологи, клиника психологийӗ, экономика тата юриспруденци енӗпе ӗҫлекен специалист пуласшӑн. Шкул пӗтернисене республикӑрах хӑварас тесе математикӑпа тата физикӑпа пысӑк балл (70-тен ытларах) пухнисене пӗлтӗртенпе Чӑваш Енре ятарлӑ стипенди пама тытӑнчӗҫ. Ӑна ҫулталӑк хушши тӳлесе тӑрӗҫ. Уйӑхсеренхи унӑн виҫи 2 пин тенкӗпе танлашать. Кӑҫал ун пек баллисем 80 ача Чӑваш Енри аслӑ шкулсене суйланӑ. 70 балтан илнисем вара пӗтӗмпе 408-ӑн пулнӑ. Рабочи профессийӗ илес текенсем 2 741 ача тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кун пек пӗтӗмлетӳ патне килсе тухма пулать ӗнер пирӗн республикӑра йӗркеленнӗ «Ӗҫлӗ Чӑваш Ен» бизнес-клуб тӗллевӗпе паллашнӑ май. Ара, коммерцилле мар ҫак юлташлӑхӑн тӗллевӗсен шутӗнче обществӑра усламҫӑсен витӗмне ӳстересси те пур-мӗн. Кунсӑр пуҫне бизнес-клуб предпринимательлӗхе аталантарма пулӑшасшӑн, пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене ӗҫ тӑвакан тата саккун йышӑнакан влаҫ умӗнче хӳтӗлесшӗн. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсен йышӗ 47,9 пинпе танлашать, ҫав шутран 33 пин ытла ҫын уйрӑммӑн ӗҫлет. Бизнес-клуба йӗркеленӗ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ пухӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл ку юлташлӑх Чӑваш Енри ӗҫлӗ ҫынсен хутшӑнӑвӗсене лайӑх енчен витӗм кӳрессине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Енре уйрӑмах сыхламалли территорисемпе объектсен хакне палӑртнӑ. Ун пирки Министрсен Кабинечӗ ҫурлан 12-мӗшӗнче йышӑну тунӑ. Асӑннӑ категорие кӗрекен пурлӑхӑн кадастр хакне палӑртассипе Новосибирск облаҫӗнчи «Экопрогноз» СНЦ» тулли мар яваплӑ общество ӗҫленӗ. Унта ҫитмесӗр урӑх тупайман-шим текенсене ҫакна пӗлтерни ытлашши пулас ҫук: халӗ патшалӑх тата муниципалитет органӗсен мӗнпур ӗҫе ирттерекенсене конкурс урлӑ суйламалла-ҫке. Кадастр хакне палӑртассипе «Экопрогноз» ҫӗнтернӗ… «Экопрогноз» хаклавӗ каярах Кӑнтӑр федераци округӗнчи никама пӑхӑнман хаклавҫӑсен ассоциацийӗн «али» витӗр тухнӑ. Кадастр хакӗ ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет. Ҫапла вара уйрӑмах сыхламалли территорисемпе объектсене вӑл вӑхӑтран тытӑнса ҫӗнӗ кадастр хакне кура налук хума тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑн харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха тара панипе Чӑваш Ен хыснине 110 миллион тенкӗ укҫа кӗнӗ. Ку вӑл — ҫурлан 12-мӗшӗ тӗлне илсен. Пурлӑх министерстви ку цифрӑна пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртипе те танлаштарса пӑхнӑ. Сӑмах май, ытларах кӗнӗ иккен. Ӳсӗм — 18,3 процент. Маларах асӑннӑ 111 миллион тенкӗрен 43,4 миллионӗ патшалӑх пурлӑхне тара панипе килнӗ тупра, 67,6 миллионӗ — республика харпӑрлӑхӗнчи ҫӗрсене тара панипе. Раҫҫей Федерацийӗн Бюджет кодексӗн 57-мӗш статйинче патшалӑх харпӑрлӑхне палӑртман ҫӗрсене тара панинчен 20 проценчӗ регионсен хыснине юлма ирӗк парать-мӗн. Ҫавӑн йышшисене пула республика хыснине тепӗр 50 миллион тенкӗ кӗнӗ. Асӑннӑ категорие кӗрекен ҫӗрсенчен 78,7 проценчӗ Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сергей Иванов Кашни ҫӗнӗ кун хӑйне майлӑ пулӑмсемпе пуян. Шел пулин те пулӑмсем яланах ҫынна савӑнӑҫ кӑна кӳрсе тӑмаҫҫӗ. Кӗтмен ҫӗртен тухнӑ инкекрен этемӗн тем курса ларма тивет. Ҫавӑнпа та ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне упраса тӑракан йӗрке хуралҫисем пурри питӗ лайӑх. Вӗсен паттӑрлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫынсене пӗрре мар усӑ кӳнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ пулӑм вара ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Шупашкар хула администраци Сергей Иванов полици майорне «Ҫулталӑк ҫынни» ята панӑ. Раҫҫейӗн ШӖМ тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх Иванов ҫул-йӗрте тухнӑ инкекре ҫухалса кайманнине пула ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ. Инкекӗ вара ҫӗртмен 29-мӗшӗнче М-7 «Волга» трассӑн 648-мӗш ҫухрӑмӗнче, Ҫӗнӗ Лапсар посёлок ҫывӑхӗнче тухнӑ. Калугӑра пурӑнакан 50 ҫулхи арҫын темиҫе прицеплӑ урапапа ҫул тӑрӑх пынӑ. Темле самантра вара тимлӗхе ҫухатса хирӗҫле пыракан ҫул ҫине куҫнӑ. Ҫапла майпа арҫын бензовоза пырса тӑрӑннӑ. Вӑйлӑ ҫапӑннине пула топлива цистерни ҫаврӑнса ӳкнӗ, ҫул ҫине бензин юхма тытӑннӑ. Водителӗ те урапан кабининче хӗсенсе ларнӑ. Турра шӗкӗр, ҫак вӑхӑталла ҫывӑхра Иванов майор пулнӑ. Вӑл ҫулҫӳреве вӑхӑтра хупнӑ тата васкавлӑ службисене чӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян, ҫурлан 17-мӗшӗнче, 12 сехетсенче 500 ҫул Шупашкар паркӗнче бензин пӑчкипе усӑ курса пӗренерен кӳлепе касса кӑларассипе фестиваль уҫӑлнӑ. Ҫак вӑхӑталла хӑйне майлӑ ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пулас кӳлӗпесене ӑсталама та тытӑннӑ. — Ҫакӑн йышши фестивале пӗрремӗш хут хутшӑнатӑп. Пӗренерен ӑмӑрт кайӑка касса кӑларма шутлатӑп. Вӑл чи ҫӑмӑл кӳлӗпесенчен пӗри, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Украинӑран килсе ҫитнӗ пӑчкӑ ӑсти. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫак кунсенче Канаш хулинче V Ҫуллахи физкультурӑпа спорт Спартакиади иртнӗ. Ӑмӑртӑва республикӑри 16 хуласемпе районсенчен килнӗ спортсменӗсем хутшӑннӑ. Улатӑр чысне шывра ишес ӑмӑртура (комбинаци эстафети) вӑй-хал культурипе спорт комплексне ҫӳрекен Никита Келин, Андрей Тилеев, Ксения Воробьёва тата Евгения Финогентова хӳтеленӗ. Республикӑри вӑйлӑ спортсменсемпе пӗр танӑ ӑмӑртса Улатӑрсем япӑх мар кӑтартусем тунӑ — ҫӗнтерӳ картлашкинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шӑпӑрлансем вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлни обществӑна синкер сӑн ҫапать. Ҫакна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова 15-мӗшӗнче иртнӗ Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗнче те ҫирӗплетнӗ. Ача-пӑча вилесси пӗрремӗшӗнчен тулаш факторсемпе ҫыхӑннӑ. 1-4 ҫулсенче вилекен ачасен ҫур пайӗ ҫул-йӗр инкекӗнче пурнӑҫран уйрӑлса каяҫҫӗ. Хӑш чухне ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен тепренчӗкӗсене ятарлӑ ача-пӑча кресли ҫине лартмасӑр турттараҫҫӗ, ку та ача вилессинче пысӑк витӗм кӳрет. 5–9 ҫулсенчи ачасем нумай чухне шывра путса вилеҫҫӗ. 10–14 ҫулсенче вилекенсен пилӗкмӗш пайӗ тӗрлӗ наркамӑшлӑ им-ҫамсем ҫисе, вуннӑмӗш пайӗ — пӳклӗ майпа пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Ҫулталӑк тултарнӑ пепкесем час-часах амӑшпе-ашшӗсен явапсӑрлӑхне пула вилеҫҫӗ. Пӗр ҫемьере ҫывӑракан шӑпӑрлан ҫине хӑпарса выртса сывлайми тунӑ, тепринче — ӗҫкӗ вӑхӑтӗнче ачана виҫине пӗлмесӗр ҫитерсе лартнӑ тата ытти сӑлтавсене пула. Кун пек инкексем час-часах ӑнӑҫлӑ мар ҫемьесенче пулса иртеҫҫӗ. Ларура вара ӑнӑҫлӑ мар ҫемьесем хыҫҫӑн тимлӗ сӑнаса тӑма хушнӑ, унсӑр пуҫне шкулсем ҫывӑхӗнче ҫуран утакансен каҫмалли ятарлӑ переходра видеокамерӑсем вырнаҫтарас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ республикӑн строительство министрӗ Олег Марков районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура. Вырӑнти пуҫлӑхсем ҫурт-йӗр тӑвасси епле шайри пынипе паллаштарнӑ. Вӗсем планпа палӑртнӑ кӑтартӑва ҫитме мӗн кансӗрлени тата ку ыйтӑва епле татса пама шухӑшлани пирки каласа кӑтартнӑ. Кун йӗркинчи тепӗр ыйту вара нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тӗпрен юсамалли тытӑма йӗркелессипе ҫыхӑннӑ. Аса илтеретпӗр, нумай хваттерлӗ ҫурта тӗпрен юсамалли тӑкак ӳлӗмрен вӗсенче пурӑнакан харпӑрлӑхҫӑсем ҫине тиенӗ. Тӗпрен юсамалли программӑна кӗмелли ҫуртсем Чӑваш Енре 6 пин ытла-мӗн. Хальхи вӑхӑтра муниципалитетсен пӗрлехи пурлӑха инвентаризацилемелле, ҫурт-йӗрӗн тӑрӑмне тӗрӗс хакламалла. Кашни ҫуртӑн паспортне Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх порталӗнче вырнаҫтармалла. Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре юсассипе ҫыхӑннӑ информацие Строительство министерстви хӑйӗн сайтӗнче те вырнаҫтарма шантарать. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкар хула кунӗ ҫитнӗ тӗлнелле республика тӗп хулине 10 кӑвакалсен кӳлеписем ҫитсе килмелли ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Кӗҫнерникун, ҫурлан 15-мӗшӗнче вара килсе ҫитнӗ квакалсен кӳлеписене сӑрласа илемлетессипе хула акцийӗ иртнӗ. К.Иванов скверӗ умӗнчи тӳремре кӑвакалсен макечӗсене, эскизсене, сӑрӑ, киҫтӗксемпе сӗтӗлсем ҫине вырнаҫтарнӑ, шӑпӑрлансем валли ача-пӑча тӳремне йӗркеленӗ, сӑрлама пысаках мар кӑвакалсене хатӗрленӗ. Пултаруллӑ тӑрмашура хастаррӑн масӑллӑ информаци хатӗрӗсен элчисем, хушма вӗренӳ шкулӗн вӗренекенӗсем, ҫамрӑк юхӑмӑн активисчӗсем, блоггерсем, аслисемпе вӗсен ачисем, пуҫлӑхсем, кӗвӗҫӗсем, архитекторсем, спортсменсем тата ӳкеревҫӗсем хутшӑннӑ. Кашни кӳлӗпе хӑйнӗ евӗрлӗ стильпе ӳкереннӗ. Вӗсене Хӗрлӗ тӳремре 3 метр ҫӳллӗш постаментра вырнаҫтарнӑ та ӗнтӗ. Сӑрланӑ вӑхӑтри самантсем (68 сӑн) Кӑвакалсен тӗсӗсем (13 сӑн, Атнер кун кӗнекийӗ) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |