Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ачасен интересӗсене хӳтӗлессипе туса ирттермелли ӗҫсене пурнӑҫлассипе ҫак эрнере координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов унта сусӑр ачасен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас ыйтусем тавра тухса калаҫнӑ.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра сусӑр ачасен хисепӗ 5 пине яхӑн. Вӗсенчен 1 150-шӗ — шкул ҫулне ҫитменнисем. Сусӑрсене вӗрентме ятарлӑ учрежденисем пур. Хӑшӗсем вара муниципалитет шкулӗсенче те ӑс пухаҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсенче 2 100 ача вӗреннӗ. Ку йышран 210-шӗ пӗлӗве дистанци мелӗпе шӗкӗлченӗ, 507-шӗ патне учительсем киле пырса ҫӳренӗ. Ҫапах та сусӑрсене вӗрентессинче йӑлтах кал-кал теме ҫук. Шкулсенче логопедсемпе дефектологсем ҫитмеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫавӑн йышши 71 специалист тӑрӑшать. Вӗсенчен пысӑк йышӗ, 55 логопедпа дефектолог, тӗп хулари шкулсенче ӗҫлет, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 6 специалист, Ҫӗрпӳ хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче — 2-шер, Улатӑрпа Канаш хулисенче. Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар тата Шупашкар районӗсенче — пӗрер.

Малалла...

 

Хӑйне мар-ха, унӑн проектне. Ҫурлан 15-мӗшӗнче Шупашкарта хула тӑвакан комитет ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова тӗп хуламӑрти Ленин проспектӗнче тума палӑртакан нумай ӗҫ пурнӑҫлакан поликлиника проекчӗпе паллаштарнӑ.

Ҫуртӑн тӗп пайне аслисене сиплеме уйӑрасшӑн-мӗн. Унпа юнашар ачасемпе ҫамрӑксен сывлӑхне тӗрӗслемелли центр тата реабилитацилемелли уйрӑм пултарасшӑн. Ҫуртӑн мал енне паянхи пекех хӑварасшӑн-мӗн, илемлетме кӑна шухӑшлаҫҫӗ.

Министр ҫынсем унта талӑкне 500 ҫын йышӑнмалӑх сиплев учрежеднийӗ пултарсшӑн иккенне пӗлтернӗ. Пульницӑна тума ҫитес ҫул валли хыснара пӑхса хӑварнӑ та иккен.

Анчах архитекторсем проекта хурласа пӗтернӗ. Стройминра ӗҫлекенсем те тиркенӗ. Вӗсен шучӗпе эскиза «Чӑвашгражданпроект» институт специалисчӗсене тата ытти архитектора явӑҫтарса йӗркелесе ҫитермелле.

 

ҪУР
17

Урамри музей
 Вера Эверкки | 17.08.2013 05:50 |

Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм ялӗнче тӗлӗнмелле кинемей пурӑнать иккен. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, ун килӗ умӗнчен чарӑнса тӑмасӑр иртсе каяймастӑн. Сакӑрвуннӑри Клавдия Прохорова килӗ тӗлӗнче чӑн-чӑн музей йӗркеленнӗ. Унта вӑл пир тӗртмелли, ҫип арламалли станоксем, тӑм савӑт-сапа кӑларса лартнӑ. Чечек те ӳстерет. Чечекӗсем пӳртре те унӑн нумай иккен. Мӑшӑрӗпе иккӗшӗ вӗсем лаша, ӗне, кролик тытаҫҫӗ.

Сӑнсем (30)

 

Ӗнерхи кун тӗлне Канаш районӗнчи ҫичӗ ял хуҫалӑх предприятийӗнче тӗш тырӑ вырса пӗтернӗ. Районӗпе илсен, эрнекун тӗлне 8 825 гектар ҫинчен вырса илнӗ. Тухӑҫ вӑтамран 18 центнер тухать.

Ӗҫҫи епле пынипе паллашма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Влдаислав Софронов «Канаш» обществӑна ҫитсе килнӗ. Вӑл пӗр хирте ҫурхи тулӑ вырнӑ вӑхӑта лекнӗ. Тепӗр уйра вара Тури Юнтапа ялӗнчи пӗр тӑван Олег Кузьминпа Анатоий Кузьмин ӗҫленӗ. Вӗсем иккӗшӗ те чылай ҫул ӗнтӗ «штурвал» умӗнче.

 

Ку вырсарникун, ҫурлан 18-мӗшӗнче республикӑн тӗп хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ку уява хула ҫыннисемпе хӑнасем чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Анчах та пурин кӑмӑлне ӗнӗрпе паян тӑракан ӑмӑрлӑ, йӗпе ҫанталӑк хуҫать. Пурте пӗр ыйтупа кӑсӑкланаҫҫӗ: «Хула кунӗнче мӗнле ҫанталӑк пулӗ?»

Чӑваш Енӗн гидрометеоцентрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫумӑр паян-ыран кӑна ҫуса тӑрӗ. Вырсарникун вара пӗлетсем хушшинчен хӗвел тухӗ, сывлӑш температури кӑнтӑрла 21–26 градус, каҫ еннелле — 13–17 градус пулӗ. Ҫурҫӗртен килекен ҫил ҫеккунтра 5–10 метр хӑвртлӑхпа вӗрӗ.

Ҫапла вара республика ҫыннисем кулянмасӑрах, тулли кӑмӑлпа Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64743
 

Этнер Егоров блогӗнчен
Этнер Егоров блогӗнчен

Ҫапла, ҫапла... Тахҫан Шупашкар Арбатӗнче «кун каҫнӑ» республикӑн тӗп хулин чысне варалатакан ӳкерчӗк ҫак кунсенче хӑйӗн вырӑнне ҫухатнӑ та. Кун ҫинчен «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫата Этнер Егоров блогер пӗлтернӗ.

«Чапа» тухнӑ «Шупашкартан салам!» ӳкерчӗк ҫинчен эпир иртнӗ кунсенче пӗлтернӗччӗ. Сӑра ӗҫмелли сӑна сӑнарлакан «пултаруллӑх» хайхи блогера кӳрентернӗ.

Ҫурлан 14-мӗшӗнче Егоров хӑйӗн блогӗнче фотоаппарт ҫине ӳкерсе илнӗ хайхи сӑнӳкерчӗке хула пуҫлӑхне ярса парап тесе ҫырнӑ. Ҫырни вара кӑлӑха пулман, ҫак кунсенче ӳкерчӗк хӑвӑрттӑн Ехрем купса урамӗнчен ҫухалнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1218.html
 

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тухнӑ инкек ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Аса илтеретпӗр, асӑннӑ кунне каҫ-кӳлем тӗлнелле Атӑлта ултӑ ҫамрӑк ларса килекен моторлӑ кимӗ ӑнсӑртран ҫаврӑнса ӳкнӗ, вара ҫакна пула кашни шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пиллӗкӗшӗ ҫӑлӑнма пултарнӑ, 16-ҫулхи хӗр вара путса вилнӗ. Хӗрен виллине вара эрнерен Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗ ҫумӗнче ял ҫыннисем асӑрханӑ пулнӑ.

Тухнӑ инкекшӗн явапне вара 27 ҫулхи кимӗ хуҫин тытмалла пулать. Чӑваш Енӗн СКР йӗрлев управленийӗ тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх инкек тухнӑ кунне моторлӑ кимӗн хуҫи ӳсӗр пулнӑ, пӗчӗк карапа ҫӳреме унӑн прави те пулман, унсӑр пуҫне кимӗре 4 ҫын вырӑннӗ (унта тӑваттӑн кӑна ларма пултарнӑ) улттӑн ларса пынӑ, ҫӑлӑнмалли жилетсем те пулман.

Ҫак кунсенче суд Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулхи ҫамрӑка «асӑрханулллӑ пулмасӑр ҫын пурнӑҫне татнӑ» статьяпа «айӑплӑ» тесе йышӑннӑ. Ӑна вара 9 уйӑхлӑх колонийе леҫмелле тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1217.html
 

Те пурнӑҫ самани улшӑнса пынӑ майӑн хӗрарӑмсем хӑйсен ятне варалама тытӑнчӗҫ. Кашни кун тенӗ пек массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пире амӑшсен явапсӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пулса иртнӗ пулӑм вара тепӗр хут хӗрарӑмсем хӑйсен ӑшри амӑш инстинктне ҫухатма тытӑннине ҫирӗплетсе парать.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулхи хӗрарӑма «асӑрхануллӑ пулмасӑр хӑйӗн икӗ уйӑхри ачине вӗлернӗ» статьяпа айӑплаҫҫӗ. Паяна вӑл суд йышӑнӑвне кӗтет.

Йӗрлев тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫамрӑк амӑш пепкене ҫуратнӑ хыҫҫӑн та хаяр шӗвӗксене ӗҫес йӑлана пӑрахӑҫламан. Чӑваш Ен йӗрлев комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр кунхине хайхи хӗрарӑм «хӗренкеленнӗ» хыҫҫӑн хӑйӗн пепкене кӑкӑр пама шутланӑ, хӑй вара ачине ҫитернӗ чухнех ҫывӑрса кайнӑ пулнӑ. Унтан хӑй сисмесӗрех ачи ҫине хӑпарса выртнӑ пулать, лешӗ сывлайми пулса ларнӑ. Ҫапла вара пӗчӗк тӗпренчӗкӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ та.

Суд-хими экспертизи пӗтӗмлетӗвӗ инкек пулнӑ вӑхӑтра хӗрарӑм ӳсӗр пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Амӑш айӑпне пула вилнӗ икӗ уйӑхри хӗрачан юнӗнче те этил спиртне асӑрханӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64728
 

Вӗрентекенсем хушшинче тем тӗрлӗ конкурс та ирттернӗрен хӑш вӑхӑтра вӗрентсе ӗлкӗреҫҫӗ-ши тесе те калас килет… Халӗ, акӑ, пуҫламӑш тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенче тӑрӑшакансем «Раҫҫей ӑстасемпе палӑрса тӑрать» конкурса хатӗрленеҫҫӗ. Ун йышшин республикӑри конкурсӗ маларах иртнӗ те, ҫавӑнта ҫӗнтернисем халӗ ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртӑвне хутшӑнӗҫ. Унта Шупашкарти 2-мӗш, 4-мӗш, 23-мӗш училищесенче, 12-мӗш лицейре тата Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗн пӗрер преподавателӗ 11 ӗҫпе хутшӑнӗҫ.

 

Тӗрӗссипе, списокӗ кунпах вӗҫленмест-ха. Кунта наци, арҫын е хӗрарӑм пулнине, мӗнле тӗне ӗненнине тата ытти ҫавӑн йышши самантсене кӗртнӗ. Сӑмахӗ вара ӗҫе илекенсем мӗне кура ҫынсене мӗне кура суйлани пирки пырать.

Ҫӗнӗлӗхе нумаях пулмасть йышӑннӑ 162-мӗш федераци саккунӗпе пӑхса хӑварнӑ. Саккуна пӑхӑнман уйрӑм ҫынсене 500 тенкӗрен пуҫласа 1000 тенкӗ таран штрафлама юрать; должноҫрисене — 3 пин тенкӗрен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран; предприяти-организацисене — 10 пин тенкӗрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран.

Саккуна йышӑнакансем ун пек пӗлтерӗве пичетлекен массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен тытӑнса ҫавӑн йышши пӗлтерӳ ҫыпӑҫтаракансем таранах явап тыттарассипе хӑратаҫҫӗ-мӗн.

 

Страницӑсем: 1 ... 3449, 3450, 3451, 3452, 3453, 3454, 3455, 3456, 3457, 3458, [3459], 3460, 3461, 3462, 3463, 3464, 3465, 3466, 3467, 3468, 3469, ... 3804
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 11

1907
118
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ.
1924
101
Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...