![]() Ҫурлан 30-мӗшӗнче Берендей вӑрманӗнче ҫӗнӗ спорт лаптӑкне уҫнӑ пулнӑ. Унта ара аслисем кӑна мар шӑпӑрлансем те хастаррӑн ҫӳреме тытӑннӑ. Спорт лаптӑкне хута янисемшӗн ку чӑннипе савӑнӑҫлӑ пулӑм. Ҫак вырӑна уҫнӑ-уҫманах йӗркелекенсен спорт объектне ят парас шухӑш ҫуралнӑ. Ҫапла майпа Шупашкарӑн Мускав район администрацийӗ спортпа гимнастика лаптӑкне ят парассипе ятарлӑ конкурс пуҫарса янӑ. Шутласа тупнӑ вариантсене вара ҫак электронлӑ адреспа ярса пама пулать: kult@mosk.cap.ru е 23-52-17 номерпа шӑнкӑравласа шухӑшсемпе паллаштарма май пулӗ. Чи лайӑх вариантсене Мускав районӗн администрацийӗн офицаллӑ сайтӗнче пӗлтерӗҫ. Конкурса кӑмӑл пур пулсан пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чи хастаррисене вара парнесемпе чыслама планланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Нумаях пулмасть Шупашкар шкулӗнче вӗренекен 11 ҫулхи Даниил Леонидов Болгаринчен вырӑс шашка вӑййипе тӗнче первентсвин ҫӗнтерӳҫӗ кубокне илсе килнӗ. Ӑмӑртура 14 ҫӗршывран пурӗ 184 шашист хутшӑннӑ пулнӑ. Первенство программине вӑййӑн виҫӗ тӗсе кӗнӗ — классикӑллӑ, хӑвӑрт тата ҫиҫӗмле хӑвӑрт виҫелле вӑхӑт контролӗсем. Даниил 54 парти ирттернӗ, вӗсенчен пиллӗкӗшӗнче ҫӗнтернӗ, пӗрре те выляса яман. — Тӗнче первенствине лекиччен эпир Ярославль облаҫӗнче иртекен чемпионата хутшӑннӑ. Унта Даниил пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Халӗ Питерта иртекен Тӗнче Кубокӗн этапӗнче хутшӑнма хатӗрленетпӗр, — каласа парать спортсмен тренерӗ Вячеслав Сухович. Даниил ултӑ ҫултанах ачасемпе ҫамрӑксен шкулӗнчи шашка вӑййин уйрӑмне ҫӳреме тытӑннӑ. Вӑййа юратма вара амӑшӗ хӑнӑхтарнӑ иккен. Шкула ачи хӑйӗн пултарулӑхне малалла та аталантарса пырасшӑн. Малашлӑхра тата пысӑк ҫитенӳсем тума ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шӑмӑршӑ районӗнче авӑнӑн 2–13-мӗшсенче «Ачасен чӗрисене ӑшӑтар» ятпа ыркӑмӑллӑх акци иртет. Акцие йывӑр пурнӑҫ ситуацине лекнӗ, нумай ачаллӑ, укҫа-тенкӗ енчен катӑкрах ҫемьесене пулӑшас тӗллевсемпе йӗркеленӗ. Акцие районти шкул, предприяти, организаци коллективӗсем тата ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем те явӑҫнӑ. Вӗсем теттесем, кӗнекесем, ҫыру хатӗрӗсем парнеленӗ. Ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас кӑмӑл тӑвакансем япаласене ҫак адреспа илсе килсе пама пултараҫҫӗ: Шӑмӑршӑ, Совет урамӗ, 8 ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8 (3546) 2-36-22 — Светлана Чегаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫак кунсенче Европӑри ҫӑмӑл атлетика ассоциацийӗ 2015 ҫулта республика тӗп хулинче иртекен ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа ушкӑнсен чемпионатӑн офицаллӑ логотипне ҫирӗплетнӗ. Пулас спорт форумӗн логотип проектне иртнӗ эрнере Швеци Лозанненче сӳтсе явнӑ. Унта республикӑри спорт министрӗ Сергей Мельников тата Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн аслӑ секретарӗ Михаил Бутов хутшӑннӑ пулнӑ. Семинарта ҫитес ӑмӑртӑва йӗркелессипе тунӑ ӗҫсем ҫинчен тулли отчет йӗркеленӗ. Уйрӑмах спорт инфраструктури ҫине, аккредитаци, вырнаҫтару, ӑмӑртӑва хутшӑнакансене тата хӑнасене транспортпа тата медицинӑпа тивӗҫтерес ыйтусем ҫине пусӑм тунӑ. Семинара Европӑри ҫӑмӑл атлетика ассоциацийӗн тӗп ертӳҫи Кристиан Милз ертсе пынӑ. Пӗлме: асӑннӑ ӑмӑрту Европа шайӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Унта Суперлигӑн 12 вӑйлӑ спортсмен ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Паянхи кунтан ӑмӑртӑва йӗркелекенсем ҫирӗплетнӗ логотипа ӑмӑртун офицаллӑ символӗ тесе усӑ курма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер, авӑнӑн 9-мӗшӗнче, «Контактра» социаллӑ тетелте Республика Элтеперӗн Михаил Игнатьев ячӗпе уҫнӑ страницӑна хуратнӑ иккен. Ку акӑ мӗнпе ҫыхӑнма пултарнӑ. Нумаях пулмасть массӑллӑ информаци хатӗренче Михаил Игнатьев ячӗпе уҫнӑ страница хуҫине хирӗҫ Республика Элтеперӗн чысне вараланӑшӑн пуҫиле ӗҫе пуҫарса яма пултарни ҫинчен хыпар анлӑ сарӑлчӗ. Ку информаци, паллах, страницӑна уҫакана пӑшӑрхантарса яма пултарнӑ, ҫавӑнпа та вӑл суя аккаунта тетелтен хуратнӑ та пуль. — Паянхи кун Михаил Игнатьевӑн твиттерта кӑна пӗртен-пӗр офицаллӑ аккаунт пур, — пӗлтереҫҫӗ Республика Элтеперӗн пресс-службинче. «Контактра» тетелте ларакансем хушшинче Михаил Игнатьев страницине Шупашкар ҫынни мар, Волгоградра пурӑнакан Сергей Петров ятлӑ ҫын уҫнӑ текен сас-хура сарӑлнӑ. Нумай чухне Игнатьев ятран «Мухтанатӑп», «Пурте сире валли — Чӑваш Республика ҫыннисем» йышши ҫырусем янӑ пулнӑ. Ҫырури текстра характерлӑ йӑнӑшсем пулнине те сӑнанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ларура Иртнӗ эрнекун авӑнӑн 6-мӗшӗнче, ЧНК Президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ иккен — кун пирки «Сӑвар ТВ» канал пӗлтерет. Чӑваш наци конгресӗн ҫуртне вӑл кун президиума кӗмен ҫынсене те чӗннӗ — анчах лару пуҫланнӑ-пуҫланман конгресӑн вице-президенчӗ Ивантаев Пётр Васильевич ЧНК президиумне кӗмен ҫынсене кӑларса яма ыйтнӑ. Тӳрех кӑларса яман-ха, Архипов Геннадий Николаевич сасӑлав ирттерме сӗннӗ — ку лару ун шухӑшӗпе уҫӑ пулмалла, нимӗнле вӑрттӑн ыйту та сӳтсе явма шутламаҫҫӗ имӗш. Сасӑлавра президиум членӗсен ытларахӑш пайӗ «ют» ҫынсене кӑларса яма килӗшнӗ пулать. Хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ чухне Пётр Васильевич иртнӗ мӑн канашӑн ларӑвне чыса ҫухатасла ирттерни пирки сӑмах хушрӗ: «Иртнинче эпир Мӑн Канаша провалили. Опозорились, ҫӗр айне анса каймалла опозорились». Кунашкал лару-тӑрӑва вӑл япӑх енчен курать пулать, ӑна юсас тесен вара канашлусенче хӑйсене кирлӗ ҫынсене кӑна хӑвармалла тесе шутлать-ши? «Ют» ҫынсене хутшӑнтарманни, вӗсене аяккалла пӑрни наци конгресӗн ӗҫне ырлӑх кӳрет тет-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Выҫӑ хырӑм хыр тӑрне хӑпартнӑ», — текен каларӑш ахальтен мар ӗнтӗ ҫӳрет халӑхра. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ирчкассинче пулса иртнӗ пулӑм ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Унта иккен виҫӗ шкул ачи утара ҫаратнӑ пулнӑ. Кун ҫинчен авӑнӑн 9-мӗшӗнче республикӑри ШӖМ управленийӗ пӗлтернӗ. Ведомство тӗпчевӗсемпе килешӳллӗн Ирчкасси ялӗн пӗр ҫынни темиҫе ҫул тӑршӗ вӗлле хурчӗсене ерчетет. Ялтан инҫех мар унӑн 500 яхӑн вӗлле те пур. Пуҫтарнӑ пыла 50 ҫулхи арҫын вырӑнтах, пысӑках мар будкӑра тасатнӑ пулнӑ. Нумаях пулмасть, каҫхи хурала ирттернӗ чухне вӗлле хурчӗсене ерчетекен будка ҫӑраҫҫине ҫӗмӗрнине тата алӑк юрӑхсӑрланнине асӑрханӑ пулнӑ. Шала кӗрсессӗн вӑл пыл шучӗ чакнине асӑрханӑ, ытти вара пӗтӗмпех хӑйӗн вырӑнӗнче пулнӑ. Полици ӗҫченӗсем пыла юратакансене тепӗр кунах шыраса тупнӑ . Вӗсем иккен Ҫӗмӗрлери коррекци шкулӗнче вӗренекен пӗр тӑван 12, 10, 8 ҫулхи пиччӗшсем пулнӑ. Пыл тутанас шухӑш вӗсен пуҫне кӳршӗ ялтан тарӑннӑ чухне кӗнӗ имӗш. Паянхи кун шӑпӑрлансене хирӗҫ пуҫарса янӑ администрацилле ӗҫе ятарлӑ инспекци тӗпчет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер, авӑнӑн 8-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш Ен парламенчӗн депутатне, 14 муниципаллӑ районта вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органне суйлассипе хушма тата васкавлӑ суйлавӗсем иртнӗ. ТСК (выр. ЦИК) кӑтартӑвӗсемпе килешӳллен республикӑра суйлава хутшӑннӑ ҫынсен шучӗ — 57,21%. Суйлавҫӑсем хутшӑннин чи ҫӳлле процентне Тӑвай районӗнче регистрациленӗ — 83,05%. Хыҫҫӑн 82,90% кӑтартупа Елчӗк районӗ пырать. Суйлав бюллетенӗ ҫине «Пӗрлехлӗ Раҫҫей», ЛДПР, КПРФ партирен тата «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей» фракцинчен пуре 90 кандидата кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри Патшалӑх канашӗн дупутатне суйлассипе хушма суйлавӗнче хӑйсен кандидатурине «Пӗрлехлӗ Раҫҫей», КПРФ, ЛДПР, «Родина» тата «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей» юхӑмӗсенчен пуре 5 кандидата палӑртнӑ. Чӑваш Ен ТСК кӑтартӑвӗ тӑрӑх нумайӑшӗ «Пӗрлехлӗ Раҫҫей» партийӗн элчисене суйланӑ — 70%. Ыттисен вара ҫапларах кӑтартусем: «ЛДПР» — 10%, КПРФ — 9% тата 5% — «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей». Тӗпсуйлавкомра пӗлтернӗ тӑрӑх суйлав вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснӑ пулӑмсене асӑрхаман. Суйлав йӗркине ШӖМ управленийӗн 350 ӗҫченӗ тата ШӖМ 3997 ШҪ 92 салтак тытса пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паянхи саманана тепӗр майлӑ «эгоизм» тапхӑрӗ тесен те пысӑк йӑнӑш пулмӗ. Ку каларӑша кулленхи пулӑмсем пӗрре мар ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Сӑмахран, хула урамӗсенчен час-часах ҫӗр ҫинче выртакан ҫынсене курма пулать. Вӗсен ҫумӗпе иртсе каякан ҫынсем нумай чухне ҫын ҫӗр ҫинчен выртнине ӳсӗр пулнӑ сӑлтавпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ку та тӗрӗс пуль, ҫапах та ҫын ҫӗр ҫине ӳсӗррипе кӑна тӗшӗрӗлсе анмасть ӗнтӗ, тен ҫын хӑйне сасартӑк сывлӑх енчен хавшарах туйса илнӗ — ку та тӗл пулать. Ҫул ҫинче пыракан урапа ҫырманалла сиксен те нумайӑшӗ пӑтӑрмах тухнӑ вырӑнтан курманҫи туса иртсе каяҫҫӗ. Ку вара тӗресех-ши? Ҫапах та паянхи пурнӑҫра пур ҫын та чунсӑр тесе те калаймӑн. Хӑйсен пурнӑҫне шӗллемесӗр тепӗр ҫын пурнӑҫне ҫӑлма хатӗррисем паянхи пурнӑҫра та пур. Паян, авӑнӑн 9-мӗшӗнче Шупашкар администрацийӗнче хула пляжӗсенче ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне сыхласа 25 ҫын пурнӑҫне (вӗсенчен — 7 шӑпӑрлан) ҫӑлакан инкекрен хӑтаракансене чысланӑ. Администрацире палӑртнӑ тӑрӑх «Тӗп», «Сулахай ҫыран» №1, №2 пляжсенче ӗҫленӗ «Инженер хӳтӗлевӗ» АУО хӑйӗн ӗҫӗсене тивӗҫлипе пурнӑҫланӑ. Вӗсенчен чи хастаррисем: Юрий Витюк матрос — 5 путакана ҫӑлнӑ, Виталий Петров — 4 ҫынна, Дмитрий Белинский — 3 ҫынна, Александр Немцевпа Анатолий Алексеев — икшер, Владимир Малышев, Леонид Никифоров, Алексей Волошин тата Вячеслав Бронихин — пӗршӗр ҫынна ҫӑлма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫемье — яланах обществӑн чи пӗлтерӗшлӗ тытӑмӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та Ҫӗмӗрле хула кунне ҫамрӑк ҫемьесем хутшӑнакан мероприятисене ирттерессинчен уҫнӑ. Социаллӑ политика ыйтӑвӗпе ӗҫлекен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн ертӳҫи Осипоа Л.В. Ҫӗмӗрле ҫыннисемпе, хӑнасене уяв ячӗпе саламланӑ тата Федуловсен, Федоросен, Чувихинсен, Беловыхсен кил-йышне пурӑнмалли кил-ҫурта туяннӑ ҫӗрте пысӑк пулӑшу кӳрекен сертификатсене алла тыттарнӑ. Ку савӑнӑҫлӑ чыслав хыҫҫӑн «Пӗрле савӑнӑҫлӑ» ятпа ҫӳрекен ҫамрӑк ҫемьесен фестивалӗ уҫӑлнӑ. Унта хӑйсен шӑпӑрланӗсемпе пурӗ 6 ҫемье хутшӑннӑ пулнӑ. Тӗрлӗ енле ӑмӑртусенче хутшӑнса пур ҫемье те хӑйсен туслӑхне, ҫирӗплехне тивӗҫлӗ кӑтартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |