Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Универсаллӑ электрон карти
Универсаллӑ электрон карти

Чӑваш Енӗн информаци политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх универсаллӑ электрон картине республикӑра 300 ҫын алла илнӗ. Ҫитес вӑхӑтсенче тепӗр 600 ятарлӑ карти хӑйсен хуҫисене тупӗҫ. Универсаллӑ картӑ проектне сивлекен хӑш-пӗр ҫынсем те ун усӑллӑхне асӑрхама пултарчӗҫ.

Чӑваш Енӗн пӗлтерӳ политики министерствинче картӑн медицина хушӑмне те пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Асӑннӑ ҫӗнӗлӗх тухтӑр патне йышӑну ӗҫӗнче пулӑшӗ, аптекӑри им-ҫамсене туяннӑ чухне, чирсен историне сӑнама самаях ҫӑмӑллӑх кӳрӗ. Медицина электрон картине кӗртесси ҫинчен пӗрремӗш хут ака уйӑхӗнче Чулхулара иртекен (чӑв. «Малашлӑха пӑхни») канашлура сӑмахланӑ.

Йышӑннӑ ҫӗнӗлӗхсем халӑхра ытларах усӑллӑх кӳрессе проект ертӳҫисем шансах тӑраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62805.html
 

Чӑваш Енри Раҫҫейри патшалӑх пысӑках мар кимӗсен инспекци
Чӑваш Енри Раҫҫейри патшалӑх пысӑках мар кимӗсен инспекци

Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫейри ИӖМ пысӑках мар кимӗсен патшалӑх инспекцийӗн (ПмКПИ) Чӑваш Енри уйрӑмӗ Шупашкарти ӗҫ-пуҫа тишкернӗ, Атӑл хӗрринче лару-тӑру епле пулнине сӑнаса тухнӑ. Ҫав шутра ҫитес вӑхӑтсенче хулара шыва кӗрес тапхӑра уҫасси ҫинчен те канашланӑ. Сыхлав ӗҫне хатӗрине Чӑваш Енри ИӖМ тӗп тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов та ҫиреплетнӗ.

— Паянхи куна инспекци шутлавӗнче 9 844 кимӗ, ПмКПИ ӗҫне пурнӑҫлама 9 патруль кими тӑрать, — пӗлтереҫҫӗ ИӖМ пресс-службинче.

Шыва кӗрес сезонне хула ҫыннисем ҫанталӑк ӑшӑтнине пула иртнӗ кунсенчех уҫнӑ. Анчах ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫ йӗркипе шыва кӗрес тапхӑр ҫуллахи кунсем ҫитсен ҫеҫ пуҫланӗ. Шӑрӑх кунсенче ҫак хула пляжӗсем хӑйсен ӗҫне пуҫлӗҫ: «Центральный», 1-мӗш пляж (Афанасьев урамӗ), «Новосельский», «Левобережный», «Буревестник», «Волжская деревня».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62798.html
 

Чӑваш Енӗн Гидрометцентр пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес кану кунӗсенче ҫанталӑк сивӗтет, самаях вырсарникун.

— Паян Шупашкарта ҫанталӑк ҫуллахи кунсем пекех хӗвеллӗ, шӑрӑх. Каҫ еннелле вара таврана ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ ҫилӗ килет, градусӗ вара +5 – +10 ҫитет. Шӑматкун кӑнтӑралла ҫанталӑк сывлӑшӗ каялла ӑшӑтӗ — +17 – +18 ҫитӗ. Вырсарникун вара ҫуллахи ҫанталӑк ҫуркуннехи ҫанталӑка улӑштарать, «-1» градуса анса ларать, — каласа парать Чӑваш Ен Гидрометцентрӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева. Сивӗтне кунсенче ҫӑмӑр ҫӑвасси палӑрмасть. Ҫапах кану кунӗсенче ҫынсем планланӑ ӗҫсене ҫанталӑка пула урӑх кунсене куҫарма лекет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62803.html
 

ҪУ
17

«Атӑл юрри» ҫӗнӗрен янӑраса кайрӗ
 Йелмел Микулайе | 17.05.2013 10:32 |

Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Шевле» литпӗрлешӳ тӑрӑшнипе «Атӑл юрри» журналӑн ҫӗнӗ саманари 2-мӗш номерӗ кун ҫути курчӗ. Пурӗ вара ун 4 номер тухнӑ.

Аса илтеретпӗр. Ку кӑларӑмӑн малтанхи икӗ номерӗ Чӗмпӗрте 1920 тата 1921 ҫулсенче тухнӑ. 2000 ҫулта «Канаш» хаҫат ӗҫченӗсем ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратрӗҫ.

Ҫӗнӗ кӑларӑма хальхи вӑхӑтра пурӑнакан тата пиртен уйрӑлса кайнӑ вырӑнти чӑваш ҫыравҫисен тӗрлӗ жанрлӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Кунта тӗрлӗ ҫулхи вулакансем хӑйсене кирлине тупӗҫ. Тиражӗ — 900 экземпляр.

 

Кӗҫнерникунтан Куславкка хули туристсене йышӑнма тытӑннӑ. Волгоград хулинчен теплоходпа килсе ҫитнӗ хӑнасене ҫак районти Елчӗк ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен ансамблӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.

Ҫакна кӗтмен хӑнасем хытах тӗлӗннӗ-мӗн. Унтан вӗсен хулан паллӑ вырӑнӗсенчен пӗринче — Н.И. Лобачевскин музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ. Куславккасен ырӑ кӑмӑлӗпе пехиллӗхӗпе хавхаланнӑскерсем чунтан тав сӑмахӗ каланӑ, «Эпир сирӗн хулӑра юратса пӑрахрӑмӑр», — тесе сывпуллашнӑ.

 

Пысӑк хуласенче пурӑнакансене wi-fi тенипе тӗлӗнтереймӗн. Ҫакӑн пек меслет пулӑшнипе Тӗнче тетелӗн уҫлӑхне кафесенче, суту-илӳпе кану ҫурчӗсенче тата ытти вырӑнта кӗме май пур. Паллах, пуринче те мар-ха, ҫапах та…

Улатӑрти «Почта» ятлӑ чарӑнӑва Интернет уҫлӑхне кӗмелли вырӑна ҫавӑраканни — «Билайн» компани. Чарӑнура тӳлевсӗр Интернетпа пӗрре кӗрсен 30 минут усӑ курма май пур. Wi-fi технологиллӗ планшетлӑ, коммуникаторлӑ е ноутбуклӑ ҫынсене талӑксерен паракан трафик — 1 Гб.

 

Тӗрӗсрех каласан, вӗсем кӑна мар, хӑй вӑхӑтӗнче ҫак тытӑмра тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те кӗҫех хваттерлӗ пулӗҫ. Сӑмах кунта айӑпланӑва пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри уйрӑмӗнче халь тимлекенсемпе унта маларах вӑй хунисем пирки пырать.

Ҫурт-йӗр туянма паракан сертификата нумаях пулмасть харӑсах 51 ҫынна панӑ. Хаклӑ хутсене укҫа ҫине куҫарса пӑхсан, 51 ҫын валли патшалӑх 80 миллион тенкӗ уйӑрнине палӑртмалла.

 

Чӑваш Енӗн вӑй-хал культури тата спортпа туризм министерстви Китая ӗҫпе е канма каяс текенсене унта кайӑк-кӗшӗк грипӗ ҫӳрени пирки асӑрхаттарать. Ҫакна вӑл Потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен служба пӗлтернине тӗпе хурса систерет.

Китайра кайӑк-кӗшӗк грипӗпе чирлекенсен шучӗ ӳссе пырать иккен. Ҫав амака палӑртнӑ 102 ҫынтан 20-шӗ вилнӗ. Усал чире ҫаклатнисене Цзянсу, Чжэцзян, Аньхой и Хэнань провинцийӗсенче тата Шанхайпа Пекин хулисенче шута илнӗ-мӗн.

 

Ку пӗтӗмлетӗве республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви Чӑвашстат пӗлтернине тӗпе хурса тунӑ. Пысӑк тата вӑтам предприятисен кӑҫалхи икӗ уйӑхри (тӑватӑ уйӑх тесшӗн пулман-ши, ҫу уйӑхне ҫитрӗмӗр вӗт тесе те, тен, шухӑшлӗҫ теприсем. Ҫук, йӑнӑш ҫырмарӑмӑр) финанс лару-тӑрӑвне тишкернӗ те тупӑшлӑ ӗҫленисем 16 районта иккенне палӑртнӑ.

Тупӑш уйрӑмах нумай илнисем Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тата Ҫӗрпӳ, Муркаш, Вӑрнар, Етӗрне районӗсенче иккен. «Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пур пердприяти те тупӑшлӑ ӗҫленӗ», — хыпарлать министерство.

 

Ҫакӑн евӗр организаци туса хурасси пирки республика Правительствин черетлӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. Ӑна «Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсассипе ӗҫлекен республикӑри фонд» ят пама палӑртнӑ. Вӑл коммерцилле мар организаци пулӗ. Республикӑн Ҫурт тӑвӑм министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, унӑн тивӗҫӗ — нумай хваттерлӗ ҫуртри пӗрлехи пурлӑха юсассипе ҫине тӑрасси.

Сӑмах май, Раҫҫейӗн Ҫурт-йӗр кодексӗнче хваттерӗн харпӑрлӑх хуҫисем тӗплӗ юсав валли пухакан укҫана харпӑрлӑхҫӑсен пӗрлехи счечӗ ҫине е регионсенче йӗркелекен ятарлӑ оператор (хайхи-майхи паҫӑр асӑннӑ фонд тенине пӗлтерет те ӗнтӗ ку) «кӗсйинче» пухса пыма юранине палӑртнӑ. Ҫурт-йӗре юсама хваттер харпӑрлӑхҫисен уйӑхсерен мӗн чухлӗшер тӳлессине республика шайӗнче ятарлӑ документ кӑларса йышӑнмалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 3473, 3474, 3475, 3476, 3477, 3478, 3479, 3480, 3481, 3482, [3483], 3484, 3485, 3486, 3487, 3488, 3489, 3490, 3491, 3492, 3493, ... 3740
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...