Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Элӗк
Элӗк

Элӗкри нумай хваттерлӗ ҫуртсен умне пыракан ҫулсене юсама кӑҫал 2 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ. Сӑмах май, ку енӗпе районта икӗ ҫуллӑх ятарлӑ программа та йышӑннӑ. Вӑл кӑҫал вӗҫленет.

Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӑҫта юсассине те палӑртнӑ — Парк урамӗнчи 3-мӗш, 5-мӗш А, 7-мӗш А тата Совет урамӗнчи 36/1 тата 38/2 ҫуртсем умӗнчисене. Калӑпӑш ҫине куҫарса шутласан ӗҫ лаптӑкӗ 1 540 тӑваткал метрпа танлашать.

 

Конкурса хутшӑннисем
Конкурса хутшӑннисем

Пӗтӗм тӗнчери медицина апписен кунне халалласа (аса илтеретпӗр, ҫав уява ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) Шупашкар район пульницинче «2013 ҫулхи чи лайӑх медицина аппи» конкурс ирттернӗ. Унта фельдшерсемпе медаппасем хутшӑннӑ.

Вӗсем хӑйсемпе кӗскен паллаштарнӑ, ӗҫре куллен пурнӑҫлама тивекен хӑш-пӗр самантсем енӗпе тупӑшнӑ. Конкурс йӗркелӳҫисем шур халатлисен апат пӗҫерес ӑсталӑхне те тӗрӗслесе пӑхас тенине кура тухтӑрсем килтен апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе килнӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑннисене хаклакансен шучӗпе асӑннӑ районти Энтимӗркассинчи Нина Федорова фельдшер пек маттурри пулман. Район пульницинчи хирурги уйрӑмӗнче тӑрӑшакан Светлана Карсакова иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Наталия Гумирова анестизист.

 

Пӑрачкав районӗнчи Анастасово ялӗнче пурӑнакан Мария Кочеткова ҫак кунсенче хӑйӗн пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Хура-шурне пайтах курнӑ тесе шӑпах ун пек ҫынсем пирки калаҫҫӗ те халӑхра.

Хӑйӗн чылай тус-тантӑшӗ евӗрех Мария Александровна та вӑрҫӑра мӑшӑрне ҫухатнӑ. Пӗчченех вӑл икӗ хӗрпе ывӑлне ура ҫине тӑратнӑ. Пурнӑҫ урапи тӗрлӗрен ҫаврӑнать те, паянхи куна илсен, аслӑ хӗрӗпе ывӑлӗ пяанхи кун пирӗнпе ҫук ӗнтӗ. 100 ҫулхи ватта паян тӑванӗн ывӑлӗ пӑхса тӑрать. Шупашкарта пурӑнакан хӗрӗ те ватӑ амӑшӗ патӗнчен татӑлмасть тесе хыпарлать Пӑрачкав район администрацийӗн сайчӗ. Ҫирӗп кинемей 88 ҫула ҫитичченех хушма хуҫалӑх тытнӑ.

100 ҫула ҫитнӗ ятпа саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев хӑй пырса ҫитнӗ.

Сӑмах май, 100 ҫул урлӑ каҫма пултарнисенчен Мария Кочеткова — ку тӑрӑхри иккӗмӗш ҫын. Унччен кун-ҫулӑн ҫав каҫалӑкӗнчен Евдокия Мазеева иртейнӗ, анчах вӑл пӗлтӗр леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ.

 

Борис Борлен
Борис Борлен

Илле Иванов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх паян каҫхине ҫут тӗнчерен Борис Борлен сӑвӑҫ уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ытларикун, унӑн килӗ патӗнче 9 сехет ирхине иртӗ — Шупашкар, Иван Яковлев проспекчӗ, 8 ҫурт, 185 хваттер. Ваҫлей Митта премийӗн лауриатне (ытти чыслӑ ятсене паман ӑна) тӑван ялӗнче, Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкассинче пытарӗҫ.

Борлен Борис Леонтьевич 1934 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӗвне Чӑваш педагогика институтӗнче илнӗ. Пушкӑрт Республикин шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ, «Хыпар» хаҫатӑн Пушкӑртстанри ятарлӑ корреспонденчӗ вырӑнӗнче самай хушӑ тӑрмашнӑ. Хусанта тухакан «Сувар» хаҫат редакторӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Борис Леонтьевич тӑрӑшнипех Пушкӑртри Стерлӗ хулинче чӑваш ачисем валли ятарлӑ курссем, педагогика училищинче чӑваш уйрӑмӗ уҫалнӑ.

Унӑн ҫак кӗнекесем пичетленсе тухнӑ: «Асатте ялӗнче» (П. Ҫӑлкуҫпа пӗрле, 1994); «Пӑрттас патшапа Сӑвар Турханӗ» (1998); «Кӗсменрен тӑкаҫҫӗ кӗмӗл» (1999); «Ҫӗнӗ ӗмӗр, ҫӗнӗ ӗмӗт, ҫӗнӗ самана» (2001) тата ыттисем.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i955.html
 

Вӑрнар районӗнчи Нурӑс вӑтам шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекенсем Раҫҫей Геройӗн Сергей Ашихминӑн (вӑл федерацин хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗнче ӗҫленӗ майор. Хусан хулинче ирттерме палӑртнӑ терроризма сирме хутшӑнса пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче пуҫ хунӑ) ячӗпе хисепленсе тӑракан отряда ҫаврӑннӑ.

Вырӑнтан хыпарланӑ тӑрӑх, ку вӑл ытахальтен мар. Вӗренӳ заведенийӗ ачасене ҫарпа патриот туйӑмне ӑша хывтарассипе самай тар тӑкать. Чыслӑ ята тивӗҫнипе пиллӗкмӗшсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тата ҫар комиссариачӗн Вӑрнар тата Йӗпреҫ районӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Влдаимир Венекдитов саламланӑ, лайӑх ҫын пулса ӳсме суннӑ.

 

Ҫӗнтерӳ ҫунат хушать
Ҫӗнтерӳ ҫунат хушать

Шупашкарти С.М. Максимов ячӗллӗ музыка училищинче флейта ӑсталӑхне туптакан ачасем Испанирен ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Кун пек пысӑк ӑнӑҫу вӗсемшӗн пӗрремӗш хут мар пулин те малти вырӑна тухма кӑмӑлли каламасӑрах паллӑ.

Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи «Кӗвӗ-ҫемӗ Ривьери» конкурсра вӗсем кашни ушкӑнрах тата номинацирех ҫӗнтерме пултарнӑ. Ачасем чӑвашсен, вырӑссен, ют ҫӗршыв композиторӗсен 23 хайлавӗпе сцена ҫине тухнӑ. Вӗсене кӗвӗ-ҫемӗ тӗнчине илсе кӗрекенни — Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анжела Сидорова.

Сӑмах май, музыка училищинче вӗренекенсен пултарулӑхӗпе испан халӑхӗ кӑна мар, Францирен, Германирен, Италирен килнӗ туристсем те хаваспах паллашнӑ-мӗн.

Инҫе ҫӗре кайнӑ Шупашкар ачисен асӗнче ҫул май Франципе Германи ҫӗршывӗсенче тата Монакопа Мотне-Карло хулисенче пулни те чылайлӑха асра юлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62705.html
 

Иртнӗ ҫул республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев 2,9712 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Сӑмах май, унӑн пӗлтӗрхи тупӑшӗ виҫӗм ҫулхинчен 15,3% ӳснӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн харпӑрлӑхри пуянлӑх шучӗ унчченхиллех юлнӑ: унӑн 50 599 тӑваткал метр ҫӗр, пурӑнмалли икӗ пӳрт — пӗри 216,2 тӑваткал метр пысӑкӑш, тепри — 95,4 тӑваткал метр пур. Кунсӑр пуҫне мӑшӑрӗпе иккӗшӗн харпӑрлӑхӗнче — виҫӗ ҫӗр лаптӑкӗ, вӗсем 2 000, 623 тата 5 000 тӑваткал метрлӑскерсем. Унсӑр пуҫне Михаил Игнатьев 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗн хуҫи. Республика Элтеперӗн харпӑрлӑхӗнче машина тавраш ҫук.

Михаил Васильевичӑн мӑшӑрӗ вара хӑйӗн тӗп вырӑнӗнче 220,3 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ытти тупӑш та пур унӑн. Вӑл 4,174 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗн мӑшӑрӗ 88,4 тӑваткал метр пысӑкӑш хваттерне сутса 282,6 тӑваткал метрлине туяннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 25 300 тӑваткал метр ҫӗр, «Мерседес Бенц В 170» автомашина, гараж боксӗ пур.

 

Ҫӗнтерӳҫӗ хӗрарӑм
Ҫӗнтерӳҫӗ хӗрарӑм

Ҫак кунсенче Атӑл юханшывӗнче сивӗ шывра ишессипе Чӑваш Енӗн чемпионачӗ иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхри 70 ытла ҫын килсе ҫитнӗ. 25 метра ишессипе хӗрарӑмсен хушшинче шалти службӑн капитанӗ Светлана Ерпылева пӗрремӗш вырӑна тухса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Хастар хӗрарӑм Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗнче юрисконсульт пулса тӑрӑшать. Триатлонпа тата ишессипе профессилле майпа ҫине тӑраканскер Чӑваш Енри ӑмӑртусенче 10 хут та чемпион ятне тивӗҫнӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл хӑй те кӗтмен-туман ҫӗртен ҫӑлавҫӑ пек те палӑрчӗ. Ун чухне вӑл Сӗнтӗрвӑрри хулинче бассейнра шыва путма пуҫланӑ хӗрачана ҫӑлнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/980604/
 

Уявра —  асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк
Уявра — асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк

Кун-ҫул сукмакне алран алла 60 тата 65 ҫул пӗрле такӑрлатакансене халалласа Елчӗкри ЗАГСра савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ.

Акӑ, Таяпа Энтри ялӗнче пурӑнакан Василий Петровичпа Федосия Владимировна Петровсене илер-ха. Кӗҫӗн Таяпа тӑрӑхӗнче вӗсем пек 65 ҫул пурӑнакан мӑшӑр та пӗртен пӗрре кӑна. Василий Петрович — вӑрҫӑ ветеранӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче чылай ҫул шкулта тӑрӑшнӑ — ачасене черчение вӗрентнӗ, ӳкерме хӑнӑхтарнӑ. Уява йыхравланӑ тепӗр ҫемье — Патреккел ялӗнчи Илья Егоровичпа Зинаида Аркадьевна Петровсем. Вӗсем вара шӑп та лӑп ултӑ теҫетке ҫул каялла пӗрлешнӗ. Кил хуҫи — тыл ӗҫченӗ. Вӑл вара почтӑра нумай ҫул ӗҫленӗ.

Юбиляр-ҫемьесен ячӗсене ЗАГСра ятаралса уҫнӑ «Хисеп кӗнекине» кӗртнӗ. Вӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин тата ыттисем саламланӑ.

 

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь ялӗнче ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче Хусанушкӑнь ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Кузнецовӑпа вырӑнти депутат Валентин Харитонов пуҫарнипе вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунисене асӑнса ҫӗнӗ обелиск ҫӗкленнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3477, 3478, 3479, 3480, 3481, 3482, 3483, 3484, 3485, 3486, [3487], 3488, 3489, 3490, 3491, 3492, 3493, 3494, 3495, 3496, 3497, ... 3740
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...