Республикӑра ҫак эрнере Раҫҫей шайӗнче иртекен маунтинбайкпа ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва Вӑрмар районӗнчи Мусирма ял таврашӗнче Алексей Трафимова асӑнса уҫнӑ. Утӑн 13-14-мӗшӗнче Шупашкарта велочупу-маунтинбайкпа Раҫҫей кубокӗшӗн тӑваттӑмӗш этапӗ иртет. Спортсменсен ӑмӑртура хӑйсен маттурлӑхне икӗ дисциплинӑпа кӑтартмалла пулӗ: утӑн 13-мӗшӗнче — «Тухса ӳкмелли чупувӗпе — кросс-кантри», утӑн 14-мӗшӗнче вара 11:00 сехетре — профессионаллӑ велосипедистсем хушшинче «Кросс-кантри» олимп дисциплинипе вӑйлисене палӑртӗҫ. Раҫҫей кубокӗшӗн ирттерекен ӑмӑртӑва утӑн 13-мӗшӗнче 10:30 сехетсенче уҫма палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫапла пӗлтерет Regnum информаци агентстви Россельхознадзор хыпарлани ҫине таянса. Асӑннӑ служба Китайран хӑмӑр тӗслӗ бактери ҫӗрӗкӗллӗ ҫӗрулми кӳрсе килме пӑхнине юлашки виҫӗ эрнере виҫӗ хутчен тытса чарнӑ иккен. Кӑлтӑка икӗ хутчен асӑрханӑ хыҫҫӑн Россельхознадзор хамӑрпа кӳршӗллӗ ҫав ҫӗршыва капла лару-тӑрӑва сирме ыйтса официаллӑ ҫыру та янӑ иккен. Анчах унтан хурав паян кун та кӗтсе илеймен, унтан та ытларах — ҫӗрулмине пирӗн пата тепӗр хут та кӳрсе килме хӑтланнӑ. Асӑннӑ ҫӗрӗкпе чирлисӗр пуҫне «иккӗмӗш ҫӑкӑр» тепӗр йышшипе те чирлет-мӗн. Ун пеккине пула Казахстанпа Белоруссинче карантин тесех йышӑннӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сылтӑмри — Станислав Васильев. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ сезона мӗнле спектакльпе уҫассине халех палӑртса хунӑ. «Унччен нумай-ха» текенсене пӗлтерер — питех те чылай та мар. Черетлӗ сезона театр авӑн уйӑхӗнче пуҫлӗ. Куракансне ун чух вӑл Шекспирӑн «Король Лир» спектаклӗпе савӑнтарӗ. Ӑна, асилтеретпӗр, тӗнче классикине чӑвашла лартма федераци хыснинчен ҫӗнсе илнӗ 300 пин тенкӗ пулӑшнипе куракан умне кӑларӗҫ. Проектри тепӗр спектакль — «Мамаша Кураж и ее дети» пулни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. "Король Лир" пьесӑна чӑвашла "Тантӑш" хаҫат редакторӗ Владислав Николаев куҫарнӑ. Спектакле театрӑн тӗп режиссерӗ Станислав Васильев лартать. "Ку спекталкь ашшӗ-амӑшӗн инкекӗпе вӑйсӑрлӑхӗнчен ытла ҫынра ҫынлӑх арканса пыни пирки", — тесе палӑртнӑ-мӗн премьера пирки каласа кӑтартакан пресс-релизра. Паянхи куна декорацисемпе костюмсен самай пайӗ хатӗр иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Иртнӗ ҫул ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче ултӑ ача пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Чуна ҫӳҫентерекен ҫак цифрӑсене республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова правительство ларӑвӗнче асӑнса хӑварнӑ. Тӗлӗнмелле пек те, анчах хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ пирки шӑпӑрланӗсем пирки манса каять иккен. Юратнӑ ывӑл-хӗрӗн сывлӑхӗшӗн черкке хыҫҫӑн черкке ҫӗклесе тӳнсе каяҫҫӗ курӑнать те... Пӗчӗккисем вилнӗ тӗслӗхсем пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен 22 процент нумайланнӑ. Ҫапла вара ҫулталӑка ҫитмен 91 пепке ҫут тӗнчепе киленеймесӗрех куҫне хупнӑ. ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ вилӗмсен ытларах сӑлтавне тулаш текен ӑнлавпа ҫыхӑнтарнӑ. Кунта, сӑмахран, пӗрле ҫывӑрма выртсан амӑшӗсем тӗпренчӗкӗсене кӑкӑрпа хӗстерсе лартнине е тата апатлантарнӑ чух ача чыхланса кайса вилнине кӗртмелле. Ҫут тӗнчене килекенсен шучӗ вара пӗлтӗр хутшӑннӑ. Пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 1307 ача нумайрах ҫуралнӑ. Юлашки 20 ҫул хушшинче халӑх шучӗ пуҫласа естествӑлла майпа ӳснӗ. Ку вӑл ҫуралакансен шучӗ вилекенсенчен йышлӑрах пулнине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫанталӑк шӑрӑх та типӗ тӑнине пула кӑнтӑр енчи районсем — маларах патӑрельсем, каярах комсомольскисем тата елчӗксем — инкеклӗ лару-тӑру пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ, ав, ун пеккине Шӑмӑршӑ районӗнче йышӑннӑ. Ҫакӑн пирки тивӗҫлӗ йышӑнӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Валерий Фадеев ӗнер тунӑ иккен. Унта ял хуҫалӑх культурисем 2,3 пин гектар ҫинче типсе ларнӑ иккен. Шӑрӑха пула хресчен тӗш тырӑ тата ҫӗр улми туса илессипе самай шар курма пултарасси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, тӗш тырӑна 70 пин тонна, ҫӗр улмине 25-30 пин тонна ҫухатас хӑрушлӑх пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кун пирки республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ иккен. Ҫакна тӳре-шара темиҫе сӑлтавпа ҫыхӑнтарать. 100 ачалӑх учрежденире паян 41-ӗн пурӑнаҫҫӗ. Анчах ҫак пӗчӗк цифра пӑшӑрхантармаллискер марри паллӑ ӗнтӗ. Апла тӑк, ача ҫуртӗнче пурӑнакансен йышӗ чакни куҫ кӗрет (ҫав вӑхӑтрах куккук амӑшсен йышӗ сахалланать-ши? Кӑна, шел те, пӗлейместпӗр). Ача ҫурчӗсенче пурӑнакансен шучӗ пӗчӗкленсе пыни патшалӑх ачасене ҫемьене усрава парассипе ҫине тӑнипе те ҫыхӑннӑ. Тӑван мар тӗпренчӗке кил ӑшши паракансене укҫа-тенкӗпе те пулӑшаҫҫӗ-хавхалантараҫҫӗ. Маларах, сӑмах май, Етӗрнери ача ҫуртне хупнӑччӗ. Юрӗ, канашри патнех таврӑнам-ха. Унта паян пурӑнакан 41 ачаран 17-шӗ ҫул ҫитнипе кӑҫал ун ҫунатти айӗнчен тухса каять иккен. Тепӗр вуннӑшне усрава илес кӑмӑллисем пур. Ытти 14-шне ытти ача ҫурчӗсене яраҫҫӗ иккен. Ача ҫуртне хупас шухӑш патне вӑл кивелнӗрен те ҫитнӗ-мӗн. Тата, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, унта тӑрӑшакансене хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫласа ҫитерейменшӗн те министерство кӑмӑлсӑр-мӗн. Ара, паян унта пурӑнакан 41 ачаран ҫиччӗшӗ вӑл е ку енӗпе харсӑрланнӑшӑн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекцире шутра тӑрать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян, утӑн 10-мӗшӗнче, 2012 ҫулхи 21-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗнӗ «Республикӑра вӑтам пӗлӳ паракан шкул ҫамрӑк вӗрентекенӗсене пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатас патшалӑх тивӗҫӗн тӑвӗме ҫинчен» хушӑва пурнӑҫламалли ҫинчен Вӗренӳ Министерствийӗнче ятарлӑ комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Унта комисси пайташӗсем патшалӑх тивӗҫӗпе усӑ курма пултаракан ҫамрӑк вӗрентекенсен списокне ҫирӗплетнӗ. Кӑҫал ятарлӑ хушупа килешӳллен патшалӑх тивӗҫтерӗвне илес тӗллевсемпе 14 муниципаллӑ районсемпе 4 хула огругӗсенчи 68 ҫамрӑк вӗрентекен заявкӑ панӑ. 2012 ҫулта патшалӑх тивӗҫтерӗвӗпе 35 ҫамрӑк вӗрентекен усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
2011-мӗш ҫулхи Питрав пуххи Ҫак вырсарникун Чулхула облаҫӗнчи чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑр культурин фестивальне — ӑна «Питрав пуххи» ят панӑ — ирттерме шут тытнӑ. Унти йӑхташӑмӑрсем ку уява кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут пухӑнаҫҫӗ. Вӑл Воротынец районти Лысая Гора поселокра иртет. Облаҫ шайне кӑларнӑ мероприятире вӑл тӑрӑхри ушкӑнсем кӑна мар, пирӗн республикӑрисем те хутшӑнмалла. Артистсем концерт кӑтартӗҫ, ал ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем чӑваш сӑрине астивсе пӑхма та май пуласса шантарҫҫӗ. Программӑна туслӑх кӑшӑлӗ йӗркелессине те, чӑваш халӑх вӑййисене те кӗртнӗ-мӗн. «Питрав пуххи» ирхи вунӑ сехетре пуҫӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян, утӑн 10-мӗшӗнче, Хусанти ҫуллахи Универсиадӑра 20 ҫухрӑм хӑвӑрт утас ӑмӑртура пирӗн ентеш, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен журналистика факультечӗн студентки Ирина Юманова кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ, ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Раҫҫей пӗрлешӳ команди ылтӑн медалне тивӗҫнӗ. Пирӗн ентешӗ чи малтанах спортсменкӑн харпӑр тренерӗ, 20 ҫухрӑм хӑвӑрт утассипе 2004 ҫулхи Олим вӑййисен призёрӗ, Раҫҫейӗн пӗрлӗх командин лидерӗ Олимпиада Иванова ҫӗнтерӳ ятпа саламланӑ. Ирина Юманова хӑйӗн паянхи ҫӗнтерӗве хӑйӗн пӗрремӗш тренерне тата 3 ҫул каялла вилнӗ ашшӗне халалланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен паянхи хӑвӑрт утас ӑмӑртура Раҫҫей команди пьедисталӑн 3 картлашки ҫине те тӑма пултарнӑ, ҫапла вара ҫӗршыв чысне тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра регион пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗн ятне «Куснарти ҫӑлкуҫ» тивӗҫнӗ. Хӑйне майлӑ ята Куславкка районӗнче вырнаҫнӑ ҫӑлкуҫ республика правительствин килешӗвӗпе паян, утӑн 10-мӗшӗнче, илнӗ. Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерствин пуҫлӑхӗ Иван Исаев палӑртнӑ тӑрӑх ҫӗнӗ ҫутҫанталӑк палӑкне ҫӗнетсе илем кӳнӗ, ҫӑлкуҫри шыв дебичӗ — 0,5 л/с. 0,18 га лаптӑклӑ палӑка хута ярас тӗллевӗ — культура-истори, ӑслӑлӑх, ҫутлӑх пӗлтерӗшлӗ ҫутҫанталӑк объектне упраса хӑварассинче. «Куснарти ҫӑлкуҫ» проекта Куславкка районӗнӗн администраци пуҫлӑхӗн тата Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫутҫанталӑкминӗ утӑн 1-мӗшри кӑтартӑвӗсемпе килешӳллӗн республика тӗрлӗ лаптӑкӗнче регион пӗлтерӗшлӗ 9 ҫутҫанталӑк ӗскерне тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ 12 объекта (Канаш, Комсомольски, Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенче) хута янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |