![]() Паян Хӗрлӗ Чутайра Ҫулланнисен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче йӗркеленӗ. Канаш тӗллевӗ тесе ун чухне ҫынсене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе экономика тата социаллӑ аталану пурнӑҫ, халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ ытти ыйтупа ҫыхӑну тыттарасси тесе палӑртнӑ. Ҫулланнисен канашне паллӑ ҫынсем — район пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Татьяна Шереметьева, вӗренӳ пайне хӑй вӑхӑтӗнче ертсе пынӑ Галина Тимакова, ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Николай Коробков, район администрацийӗн йӗркелӳпе тӗрӗслев тата кадр ӗҫӗн секторӗн заведующийӗн лавне туртнӑ Алексей Кузьмин, сусӑрсен районти обществин ертӳҫи Евдокия Сергеева, Паньтӑк тата Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ Николай Трифоновпа Валерий Романов, Раҫҫейӗн пенсионерсен союзӗн районти пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Юрий Егоров, район пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ Иван Хораськин тата «Аккозинский» ял хуҫалӑх кооперативӗн унчченхи директорӗ Иван Никифоров кӗреҫҫӗ. Ҫулланнисем район администарцийӗн пуҫлӑхӗн Александр Башкировӑн пӳлӗмне пухӑнса 8 уйӑхри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Ама кайӑк ҫулӗпе» юмах сыпӑкӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Халал» гастроль турне тухса каять. Театршӑн ҫакӑ ҫӗнӗ проект. Ӑна вӑл Раҫҫейӗн Культура министерстви ҫӗршывра гастрольсене ирттерме пулӑшасси ҫинчен калакан программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май тивӗҫнӗ. Ҫула кайса ҫӳреме федераци хыснинчен укҫа уйӑраҫҫӗ. Гастролӗн малтанхи тапхӑрӗ ҫак уйӑхӑн 7-11-мӗшӗсенче Тутарстан Республикинче иртӗ. Унта ачасем тата аслисем валли лартнӑ икӗ спектакльпе тухса кайӗҫ. Пӗри — «Ама кайӑк ҫулӗпе» асамлӑ юмах, тепри — «Ах, хуняма, хуняма» камит. Юмах авторӗ, сӑмах май, хальхи вӑхӑтри автор тата режиссер — Иосиф Трер. Чӑваш халӑхӗн ламран лама пыракан ӑслайне кӑтартакан юмах аслисемшӗн те кӑсӑклӑ пулмалла. Чӳк уйӑхӗнче артистсем Пушкӑртстана ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер Патӑрьел районӗнче ҫӗнӗ шкул уҫӑлни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Тӗрӗссипе, шкул кӑна мар, ача-пӑча пахчи те ӗнер уҫӑлнӑ. Вӑл Канашра ӗҫлеме тытӑннӑ. «Хутӑш енлӗ 19-мӗш ача-пӑча пахчи» ят панӑ учреждение хута янине пула Канашра 3 ҫултан аслӑраххисем черетре тӑракан шӑпӑрлансем юлман та иккен. «Раҫҫей Президенчӗ шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине кайма черет тӑракансен черетне пӗтерме тӗллев лартни пурнӑҫланса пырать», — тенӗ ача-пӑча пахчине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ятпа ирттернӗ мероприятие хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. «Эпӗ сирӗн ачӑрсемшӗн хавасланатӑп», — палӑртса хӑварнӑ Михаил Васильевич. Канаш хула администрацийӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Людмила Иванова юлашки 22 ҫул хушшинче хулара ҫӗнӗрен ача-пӑча пахчи туса лартни халӗ пӗрремӗш хут иккенне асӑнса хӑварнӑ. Сӑнсем (26) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Хыпар ҫырма ларнӑ чух криминал пирки сахалтарах пӗлтерес тесе кашнинчех хама хам калатӑп. Ҫук вӗт, тӗлӗнмелли тупӑннӑҫемӗн тупӑнсах тӑрать. Акӑ ҫавӑн пек тӗслӗхсенчен пӗри. Хӑть тӳнсе кай! Ӗҫӗ-пуҫӗ Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкасси ялӗнче пулса иртнӗ. Пӗр кунхине лавккаҫӑ ӗҫрен тухнӑ чух ҫӑра уҫҫине те ҫӑрара хӑварать, те утнӑ чухне ӳкерет. Анчах уҫҫа шӑпӑрлансем асӑрхаҫҫӗ те лавккана уҫса кӗреҫҫӗ. Пӗри кӑна шкула тин кӑна кайма пуҫланӑ шӑпӑрлан пулнӑ, ыттисем тата кӗҫӗнрехскерсем. Хайхисен пуҫӗнче мӗн шухӑш иккенӗ паллӑ ӗнтӗ — пылак ҫисе пултӑр. Анчах аслӑраххи укҫа мӗнне пӗлнӗ. Вӑрӑ-хурахсем пирки кӑтартакан киносене куркаланӑ курӑнать. Кассӑна чавсипе ҫапса уҫать, унтан ҫанӑпа тытса 5 пин тенкӗ укҫа кӑларса илет. Ҫанӑпа тытни вӑл алӑ йӗрне хӑварас килменнине пӗлтерет-ха ӗнтӗ. Лавккаран тухнӑ чух пӗчӗкскерсем хӑйсен ял арҫыннине асӑрхаҫҫӗ. Вӑрланӑшӑн вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ. Айӑпа ҫавӑн ҫине йӑвантарма шут тытаҫҫӗ те хайхисем. Аслисене шӑпӑрлансем ҫав арҫын лавккаран тухнине куртӑмӑр тесе ӗнентереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑт ялӗнче вӑтам шкулӑн ҫӗнӗ ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вӑл паянхи пурнӑҫ ыйтнине шута илсе тунӑскер: ҫутӑ та илемлӗ классем тени ытлашши те пулӗ. Кунсӑр пуҫне унта ҫӑвӑнса илмелли тата ҫипуҫа ылмаштармалли пӳлӗмсемлӗ спорт залӗ, акт залӗ, мастерской пур иккен. Шкула уҫма хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хальхи вӑхӑтра ял шкулӗсене информаци технологийӗсем ҫитнине палӑртнӑ май «Ял ачисен хуларисенчен кая юлмалла мар» тесе каланӑ. Ҫӗнӗ шкулта 174 ача вӗренӗ, унта шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнӗсем те ӗҫлеҫҫӗ. Сӑнсем (49) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер Етӗрне районӗнчи Чаканар ялӗнчи авалхи чиркӳ вутпа кӗлленнӗ. Тӗрӗссипе, чиркӳ ҫӗрпе танлашнӑ тени тӗрӗсрех те пулать. Энциклопедийӗнче ҫав кӗлӗ ҫуртне 1784 ҫулта тунӑ тесе палӑртнӑ иккен. Пушар тӑр кӑнтӑрла, 13 сехетре, тухнӑ. Пӗрремӗш пушар машинисем инкек вырӑнне 10 минутран ҫитнӗ-мӗн. Вӑл тӗле чиркӗве ҫулӑм ярса илме ӗлкӗрнӗ теҫҫӗ. Юнашар хуралтӑсене кӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Тӗпчевҫӗсем халӗ пушар сӑлтавне палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Чӑвашра чиркӳ ҫунни пӗрремӗш тӗслӗх мар теҫҫӗ астӑвакансем. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнчи чиркӳ куполне аслати ҫапнипе чӗрӗлсе кайнӑ. Пӗлтӗр вара Улатӑр районӗнчи Миренки салари 18-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнче–19-мӗш ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче туса лартнӑ чиркӳ кӗлленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар район ҫынни Украинӑри Харьков хулин хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫак чыса асӑннӑ районти Якимово (1961 ҫулта Шупашкар хулине кӗнӗ) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Михаил Карпеев тивӗҫнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи умӗн вӑл Шупашкарти аэроклуба ҫӳренӗ, унтан Ҫар ретне тӑнӑ. Кӗҫех Карпеев та вӑрҫа лекет. Самолетпа вӑл 310 хутчен сывлӑша ҫӗкленнӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне вӑл Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫме ӗлкӗрнӗ. Вӑрҫӑ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Карпеев авиацин генерал-майорӗ ҫар авиацийӗ валли специалистсем хатӗрленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Афганистанра командировкӑра пулнӑ. Тӑхӑр теҫеткене ҫитнӗ пулин те Михаил Карпеев общество пурнӑҫне хастар хутшӑнать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кам ӑҫта ӗҫлет, ҫавӑнта пуять теҫҫӗ те, чӑнахах та пуль тесси патнех ҫитетӗн вара хӑш чух. Е тата укҫа тесен шапа та алӑ тӑснӑ каларӑш та вырӑнлӑ пек туйӑнать. Ҫамрӑклах теприсем сӗмсӗр те выҫӑ куҫлӑ пулни те тӗлӗнтерет. Акӑ, Санкт-Петербургри патшалӑх инженерипе экономика университечӗн Шупашкарти филиалӗн пӗр пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне виҫӗ теҫеткене те ярса пусман хӗрарӑм ертсе пынӑ. Пӗринче вӑл куҫӑнсӑр майпа вӗренекен студент амӑшӗнчен хайхин ывӑлне зачет тытма, курс тата ытти ӗҫсене ҫӑмӑллӑнах хӳтӗлеме, диплом умӗнхи практикӑна тухнӑ тесе ӗнентерме хӑй пырса ҫӳремесӗрех пулӑшатӑп тесе пӗтӗмпе 140 пин тенкӗ илнӗ. Студентӑн амӑшӗ те пуянскер пулнӑ-тӑр ҫав — ара, ун чухлӗ укҫана пухас тесен ахаль-махаль ҫыннӑн мӗн чухлӗ тар тӑкмалла. Харӑс тыттарман-ха та — 2009 ҫулхи кӑрлачран тытӑнса 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗ таран. Ывӑлӗшӗн чупса ҫӳреме хӑнӑхнӑ амӑшӗ ҫав хӗрарӑма кунсӑр пуҫне тепӗр 100 пин тенкӗ укҫана вӗреннишӗн тӳлеме тесе тыттарнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗнче пукан йышӑнаканскер 47 пинне кӑна кассӑна хывнӑ, ыттине кӗсьене пӗтӗрсе чикнӗ. Ку лару-тӑрура чи кӑсӑкли — студента ӗлкӗрсе пыраймасть тата вӗреннишӗн укҫа тӳлемест тесе 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчех кӑларса янӑ пулнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Ен могулисчӗ Елена Муратова ҫӗршывӑн Олимп сборнӑйне кӗрес шанчӑк пур. Унӑн ятне кандидатсен йышне кӗртнӗ. Олимп вӑййине хутшӑнма пултаракансен йышӗнче пӗтӗмпе 530 спортсмен иккен. Вӗсенчен пӗри, эсир ӑнлантӑр ӗнтӗ, — Елена Муратова. Халӗ могул енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ Чилири йӗлтӗрпе ту ҫинчен ярӑнмалли Валье-Невадо курортра пухӑннӑ. Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче спортсменсем Сочире вунӑ кунлӑха пуҫтарӑнӗҫ. Унта вӗсем тренировка ирттерӗҫ. Раштав уйӑхӗн 13–14-мӗшӗсенче вара Финляндире Тӗнче кубокӗ шайӗнчи ӑмӑрту иртӗ. Хӗллехи спорт вӑййисен Олимп сборнӑйне пирӗн республикӑран 1972 ҫулта Владимир Воронков йӗлтӗрҫӗ кӗнӗренпе тек никам та лекни пулман. Ун чухне вӑл 10 ҫухрӑма чупассипе чемпион пулса тӑнӑ. Ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ ушкӑнне лекекен Чӑваш Ен ҫыннисем каярах пулнӑ-ха, анчах вӗсем е урӑх регионшӑн, е урӑх ҫӗршывшӑн кӗрешӗве тухнӑ. 2006 ҫулта, акӑ, Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Лилия Ефремова биатлонистка Украина ушкӑнӗшӗн тупӑшса спринт енӗпе бронза медале ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 2,1 миллион патшалӑх служащийӗнчен 800 ытла ҫынна ирӗксӗр канма янӑ. Уншӑн ӗҫ укҫи тӳлемӗҫ. Кӗтмен-туман ҫӗртен отпуска ӑсатнин сӑлтавӗ — Барак Обам президентпа Конгресри хирӗҫле вӑйсем хыснана килес ҫул валли йышӑнассипе пӗр чӗлхе тупайманни. Халӗ Америкӑри чылай учреждени хӑйсен ӗҫне чарса лартӗ. Социаллӑ тӳлев илес, ипотека кредичӗшӗн патшалӑхран тӗрев курас тата пӗчӗк бизнеза аталантарма «кӗмӗллӗ» пулас текенсен заявкисене йышӑнма чарӑнаҫҫӗ. Наци паркӗсемпе музейӗсем хупӑнӗҫ, NASA ӗҫлеме чарӑнӗ. Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗсен астронавчӗсемпе вӗҫевне йӗркелесе тӑракан центр кӑна ӗҫлӗ. Конгреспа президент пӗр чӗлхе тупайманни АПШра унччен те пулнӑ. Федераци правительстви валли укҫа уйӑрассине 1977 ҫултанпа сахалтан та 17 хут чарса лартнӑ-мӗн. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |