Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен кунӗнче, икӗ хутчен совет союзӗн геройӗ ята тивӗҫнӗ Андриан Николаев лётчик-космонавта халалласа Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӑлана кӗнӗ «Хаклӑ космонавт, Андриан Николаев» ятпа виҫҫемӗш хут велосипед ӑмӑртӑвӗ иртнӗ пулнӑ. Ир-ирех велосипедпа чупма кӑмӑл тӑвакансем Шуршӑлти мемориал комплекс ҫумӗнчи тӗп тӳремне пухӑнма тытӑннӑ. Ӑмӑртма тухнисемпе курма пынисене Сӗнтӗрвӑрри районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю.Ф. Моисеев тата хӑнасем саламланӑ, яланах ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма сӗнсе хӑварнӑ. Хыҫҫӑн вара Андриан Николаев косманавтӑн вил тӑпри ҫине асӑнса чечексем хунӑ. Велочупӑва вӗренӳ учережденисемпе тӗрлӗ организаци ӗҫченӗсем, хулапа район ҫыннисем, районти администрацинче вӑй хуракансем, халӑх пӗрлӗхӗсенче тӑракансемпе Ҫӗнӗ Шупашкарти велосипед спортне кӑмӑллакансем хастаррӑн хутшӑннӑ пулнӑ. Ӑмӑрту пӗтӗмешлӗ ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Шӑрӑх та хӗвеллӗ куна пӑхмасӑрах ӑмӑртма тухнисем 22 ҫухрӑма тивӗҫлипех вӗҫне тарин тухма пултарнӑ, ҫапла вара спортпа туслӑ пулмаллине ҫирӗплетсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта паллӑ чӑваш композиторне тата музыка ӗҫченне Евгений Федорова асӑнса асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна композитор пурӑннӑ Энергетиксен урамӗнчи 1-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Маларах ҫакӑн йышши палӑка икӗ чӗлхепе тӑватчӗҫ пулсан, хальхинче вара вырӑсла кӑна ҫырса хурас тенӗ пулас. Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре кӳршӗ-аршӑ, тӑванӗсем, хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Хӑмана уҫас шухӑша Евгений Федоровӑн тӑванӗн ачисем, композиторӑн тӑлӑх арӑмӗ Нина Якимовна ҫине тӑнӑ иккен. Чӑваш Енӗн композиторсен ассоциацийӗпе Чӑваш Енӗн ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ те айккинче юлман. Евгений Федоровӑн арӑмӗ унӑн пулас упӑшки мӗн ҫамрӑкранпах юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе ҫывӑх пулнине палӑртнӑ. «Вӑл лирикӑлла юрӑсем ҫыратчӗ. Тӑван ҫӗршыв, Чӑваш Ен пирки», — ӑшшӑн аса илнӗ вӑл упӑшкине. «Шел, пирӗн ҫемьере нихӑшӗ те унӑн ҫулне суйламарӗ. Мӑнука пианинопа калама вӗрентесшӗнччӗ те май килмерӗ», — чунне уҫнӑ Нина Якимовна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫак канмалли кунсенче республкӑра ҫил-тӑвӑл алхасас хӑрушлӑх пур-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви тата Чӑвашгидрометцентрӗ пӗлтерет. Синоптиксем аслати тата авӑк ҫил вӗрессине систереҫҫӗ. Улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑмалла иккен, вырӑн-вырӑнпа ҫумӑр кӑштах ҫӑвасса шантараҫҫӗ. Сывлӑш температури каҫхине 16–23 градус пулмалла, кӑнтӑрла – 28–33 градус ӑшӑ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен ҫеккунтра 3–8 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрмелле, аслати вӑхӑтӗнче унӑн хӑвӑртлӑхӗ 20 метра ҫитмелле. Ҫил-тӑвӑла пула ҫутӑ тата ҫыхӑну пӑралукӗсем татӑлас хӑрушлӑх пулӗ. Автотрнапсортӑн та ҫулта-йӗрте асӑрхануллӑ пулмалла. Тата ҫанталӑк шӑрӑх та типӗ тӑнине пула вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫапла-ҫапла. Анчах сӑлтавсӑр-мӗнсӗр мар. Ҫак тимӗр урхамаха курӑк ҫине лартнӑшӑн. Кун пирки Шупашкар хулин Ленин район администрацийӗ пӗлтерет. Автомобильсене курӑк ҫине лартакансем, ача-пӑча вылямалли лаптӑксем ҫине кӗрсе каякансем пирки тӳре-шарана хула ҫыннисем вӗҫӗмех евитлеҫҫӗ имӗш. Пӗр тесен, хула урамӗсен картишӗсемпе утса ҫаврӑнсан ҫӑхавламасӑр та курӑнать-ха. Апла хӑтланаканӗсен, ахӑртнех, хӑйсен ӑнлантарӑвӗ. Хӑшӗсен, тен, гараж ҫук-тӑр. Теприсем пулсан та унта ҫитесшӗн мар пулӗ. Ара, кил умне лартма меллӗрех-ҫке. Тата машинӑсем нумайланса кайнипе те вырӑн ҫитменни пур. Кирек епле пулсан та ку вӑл тӳрре тухмалли сӑлтав мар. Кирек мӗнӗн те йӗрки пур, ҫав шутра ку тӗлӗшпе те. Ҫӗртмен 25-27-мӗшӗсенче асӑннӑ район администрацийӗн специалисчӗсем машинӑсене ӑҫта кирлӗ унта лартса тухнине палӑртма рейд ирттернӗ. Вӗсем Хусанкай, Кӑкшӑм, Гагарин, Энгельс, Маршак, Ярославль, Воробьев композиторсен, К. Маркс урамӗсене, Ленин проспектне ҫитсе ҫаврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра йӗркене пӑснӑ 105 тӗслӗх асӑрханӑ, вӗсене сӑн ӳкерсех илнӗ. Автомашина хуҫисене ҫывӑх вӑхӑтра административлӑ явап тыттарӗҫ тата, паллах, апла лартма юраманни пирки адмкомиссине чӗнсех ӑнлантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Анчах халех мар, ҫитес уйӑхӑн ҫурринчен. Кун пирки ProГород портал хыпарлать. Кино курма урама йыхравлакансем 13 метр сарлакӑш, 8 метр ҫӳллӗш экран ҫакса хума палӑртаҫҫӗ иккен. Ӑна валли вӗсем Шупашкар хули варринче вырӑн тупма шухӑшлаҫҫӗ. Автокинона 30 машина лартмалӑх лаптӑкра вырнаҫтарасшӑн. Репертуарта киносем кӗртнипе пӗрлех спорт мероприятийӗсене трансляцилессине те йӗркелесшӗн иккен. Сасса автомашинӑри радиоприемник урлӑ итлеме май килӗ. Экран пӗчӗкрех пек туйӑнсан тыта пысӑккине те туянма пулать теҫҫӗ-мӗн автокино йӗркелеме шут тытнисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян, кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре, Шупашкарти Литература музейӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Юрий Айташӑн юбилей каҫӗ иртмелле. Унта литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, шкул ачисем пухӑнмалла. Юрий Айташ 1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ялӗнче ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче учитель те пулса ӗҫленӗ, Чӑваш телевиденипе радиовещани комитечӗн литература кӑларӑмӗсен редакторӗнче те. Ҫирӗм ҫул ытла вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хунӑ, каярах вара — «Тӑван Атӑл» литература журналӗн проза пайӗн редакторӗнче. Юрий Айташ — поэт, прозаик тата куҫаруҫӑ. Вӑл А. Пушкин, М. Лермонтов, С. Есенин, швед, украин, белорус, болгар, азербайджан поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ. Литература лаҫҫине вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче — 70-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче «Йӗплӗ роза», «Кӑнтӑр ҫутипе» хайлавсемпе кӗнӗ. Унти тӗп сӑнсем — пултарулӑх интеллигиенцийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хусанти Универсиада ҫитиччен пӗр эрне ытларах кӑна юлчӗ ӗнтӗ. Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ командине йӗркелессипе ятарлӑ суйлава та ирттернӗ пулнӑ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пирӗн 8 ентеш Раҫҫейӗн командине лекме пултарнӑ: инҫете чупаканссипе Алина Прокопьевӑпа Наталья Пучкова; хӑвӑрт утассипе — Вера Соколова, Марина Пандакова, Ирина Юманова; нумайла ӑмӑртассипе — Кристина Савицкая; кӗрешессипе — Екатерина Краснова тата теннис вӑййипе выляссипе — Антонина Савельева. Тата темиҫе спортсмен саппасра пулӗ. Пӑхатӑн та ҫак йыша, тӳрех шухӑш ҫуралать — пирӗн хӗрсем кӑна маттур иккен, каччӑсем спорт ҫитӗнӗвӗсенче вӗсенчен темшӗн каярах. Чӑваш Енӗн вӑй-хал культури, спорт тата туризм министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх кашни спорт тӗсӗпе списока ҫитес кунсенче йӗркелӗҫ. Унсӑр пуҫне тата республикӑри 50 яхӑн тӳре (судья) Универсиада ӑмӑртӑвӗн йӗркисене тытса пырӗ. Хусанта иртекен тӗнче шайӗнчи ҫуллахи XXVII Универсиада утӑн 6–17-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Путвала резина атӑсӑр кӗреймӗн Канаш районӗнчи Шӑхасанти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, 11-мӗшӗнче, пурӑнакансем путвалта шыв тӑнипе, унтан ырӑ мар шӑршӑ хваттерсене хӑпарнипе халтан кайнӑ. Ҫуркуннеренпех ҫапла-мӗн. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тытӑмра ӗҫлекенсем килсе шыва уҫласа каяҫҫӗ иккен те, анчах кӑштахран каллех тулать. Ҫакӑн сӑлтавне шыранӑ май ҫуртра пурӑнакансем канализаци пӑрӑхӗ шӑтӑк пуль тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫурта тытса тӑракан компани вара хваттерте пурӑнакансене хӑйсене айӑплать. Вӗсем хӑйсем тӗллӗн путвал чавса пӗтернӗ мӗн-те ҫумӑр шывӗ лекет имӗш. «Дренаж тӑвасси пирки эпӗ темиҫе хутчен те сӑмах хускатнӑ», — тет иккен компани директорӗ Сергей Иванов. Анчах ку ӗҫе камӑн тытса тумалли пирки вӑл шарламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫапла, ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ ҫав. Шупашкар енче юлашки вӑхӑтра ҫумӑр пулман мар-ха. Анчах кӑнтӑр енче ӑна теме кӗтнӗ пекех тӗмсӗлеҫҫӗ иккен. Патӑрьел районӗнче, сӑмахран, вӑйлӑ ҫумӑр ака уйӑхӗн 26-мӗшренпе ҫуман теҫҫӗ. Унтанпа вӗтӗ ҫумӑр икӗ хутчен шӑпӑртатса иртнӗ те тек пулман-мӗн. Ял хуҫалӑх культурисене епле те пулин сыхласа хӑварас тесе хресчен тӗрлӗ меслет шырать. 4 хуҫалӑхра хирсене шӑвараҫҫӗ иккен. Ҫапах та мӗнпур уя шӑварса пӗтереймесси паллӑ ӗнтӗ. Ҫӗрулмине типсе каясран ятарлӑ препаратпа аталантараҫҫӗ-мӗн-ха. Анчах ку та йывӑрлӑхран тухмалли ҫул-йӗр тееймӗн. Ҫеҫке симӗс ларсан та ҫӗрулми ӳсесшӗн мар. Акӑ, «Батыръ» хуҫалӑхра рапс пачах шӑтса тухманпа пӗрех иккен. Сухаласа пӑрахасси кӑна юлать тесе пӑшӑрханать имӗш агрофирма ертӳҫи Шейхулла Куликов. Пӗтӗмӗшле илсен, Патӑрьел районӗнче ҫуртрисен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ пӗтнӗ теҫҫӗ. Пӗрчӗллӗ йышши культурӑсем кӑна 7 пин ытла гектар ҫинче типсе ларнӑ. Синоптиксем те хресчене ҫумӑр ҫӑвать текен хыпарпа савӑнтараймаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта Чӑваш Енӗн паллӑ ӑсчахӗ, карап тӑвассипе ӗҫленӗ Алексей Крылов академик ячӗпе музей уҫнӑ. Аваллӑх управҫи Шупашкарти политехника институтӗнче вырӑн тупнӑ. Унта Пӑрачкав районӗнчи Крылово ялӗнчи (тӗнчипе паллӑ академик 150 ҫул каялла шӑпах ҫав ялта ҫуралнӑ) музейри экспонатсем вырӑн тупнӑ. Кӑсӑклӑ япаласем хушшинче шыв айӗнчи атом киммипе ҫӳренӗ Владимир Квасков мичман парнеленӗ астролябине, 2-мӗш рангри капитан Николай Раськинӑн тинӗс хронометрне тата секстанне, Шупашкарти ҫамрӑксен А.Н. Крылов ячӗпе хисепелнекен «Маяк» клубӗн ертӳҫи Марина Сугробован ҫӑлтӑрсен глобусне тата тинӗс компасне палӑртма пулать. Тӗрӗссипе, пӗлес-курас, паллашас килмелли экспонатсем тата нумай-мӗн-ха. Музее чи малтан кӗрсе курнисем — пысӑк хӑвӑртлӑхӑн гидродинамики тата карап тӑвасси темӑпа Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннӑ ӑсчахсем. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |