Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

«Илем» ушкӑн
«Илем» ушкӑн

Кайри Шӗнерпуҫри (Сӗнтӗрвӑрри районӗ) культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗ кӳршӗллӗ района — Шупашкар районне — концертпа кайса килчӗ.

Урай Макаҫ культура ҫуртне «Илем» ушкӑн пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма ҫитрӗ. Курма килекенсем умӗнче вӗсем пуш уйӑхӗнчи уявсем тӑрӑх сӑвӑ вуларӗҫ, кулӑшла номерсем лартса пачӗҫ, юрӑ шӑрантарчӗҫ.

Пултарулӑх каҫӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗрле ларса чей ӗҫлрӗҫ, Урай Макаҫри культура ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнне Сӗнтӗрвӑрри районне хӑнана чӗнчӗҫ — пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнни хальхи вӑхӑтра тем тесен те питӗ пӗлтерӗшлӗ!

 

Ӗнер, акан 7-мӗшӗнче, Мускавра ыркӑмӑллӑ концерчӗ иртрӗ. «Барин» пӑрахут ҫинче вӑл 16 сехетре пуҫланчӗ. Мӗнпур пухӑннӑ укҫа Чӑваш Сашши (Александр Павлов) юрӑҫа пулӑшма кайӗ.

Шупашкартан Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн делегацийӗ те хутшӑнчӗ — вӗсем шӑматкунах ҫула тухрӗҫ.

«Сӑвар» пӗрлешӗвӗнчен концерта кайрӗҫ: Олег Цыпленков ертӳҫӗ, Надежда Заводскова тата Светлана Иванова-Мерчен юрӑҫсем, Алиса Чайникова-Ахахпи — Чӑваш-пики-2013.

Енчен те сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур пулсан ҫак счет ҫине укҫа куҫарма пулать («Однокласники» халӑх тетелӗнчен илнӗ):

Павлов Александр Витальевич

Самарская область, сбербанк России Сберегательная книга, счет 42307.810.9.5415.0023245 Внутреннее структурное подразделение 4244/00057

Е почтӑпа куҫарма пулать:

446476 Самарская область, Похвистневский район, с. Нижнее Аверкино, Павлову Александру Витальевичу (е унӑн мӑшӑрне: Павловой Елене Сергеевне)

 

Уяври самант
Уяври самант

Паян Сӗнтӗрвӑрринчи культура ҫуртӗнче уяв пулчӗ — ӑна ҫак культура учрежденийӗ ҫумӗнчи чӑваш юррин хорне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа ирттерчӗҫ. Чылай номинацисенче ҫӗнтернӗ, кашни уява тенӗ пекех хутшӑнакан ушкӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Павлович Раков ертсе пырать. Мӑшӑрӗ те унан ҫак хортах юрлать.

Халӑх хорӗн ҫупҫинче — терлӗ автор юррисем. Ҫав шутра, паллах, чӑваш халӑх юррисем те. Хальхи композиторсен хайлавӗсене те тиркемеҫҫӗ вӗсем — Ф. Лукин, Г. Хирпӳ, Ю. Кудаков кӗвӗленисене шӑрантараҫҫӗ. Ушкӑнра аслисем кӑна мар, ача-пӑча та сахал мар — ҫитӗннӗ ӑрӑвӑн эткерне ӳнер шкулӗн фольклор пайӗнче вӗренекенсем тӑсаҫҫӗ.

Уяв халах хорӗн юррисемпе пуҫланчӗ. «Чӗкеҫ вӗҫет ҫӳлелле», «Юрату юрри», «Итлӗр куккук сассине» тата ытти юрӑ курма килекенсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ. Ҫавра ҫул тултарнӑ ушкӑна саламлама ыттисем те килнӗччӗ — вӗсенчен те парне, юрӑ саламӗ, пулчӗ. Чӑваш наци конгресӗ ячӗпе ҫитнӗ Алевтина Соколовӑпа Александр Иванов та ыттисенчен юлмарӗҫ — хисеп хучӗпе чысланисӗр пуҫне пӗрер юрӑ шӑрантарса пачӗҫ.

Малалла...

 

Микрофон
Микрофон

Кун пирки ӳнер музейӗнче ӗҫлекен Геннадий Иванов-Орков пӗлтернӗ — ун сӑмахӗ тӑрӑх микрофонсем лартасси пирки культура учрежденийӗнче ӗҫлекенсемпе канашламан иккен, вӗсене систермесӗр хӑварнӑ. Музее курма килекенсене те вӗсене итлени пирки пӗр пӗлтерӳ хучӗ те ҫакман пулать.

Геннадий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх микрофонсем ҫак пӳлӗмсенче пур: вахтер патӗнче; иккӗмеш хутри тӗп залсем хушшинче, кӗтеслӗ рекриацисенче (унта чей ӗҫме кӑмӑллаҫҫӗ тет). Курӑмлисем те пур: кӑнтӑр енчи залсенче видеокамера ҫийӗнче. Ҫавӑн пекех администраци коридорӗнче пур — бухгалтери тата тӗп управҫӑн пӳлӗмӗсемпе юнашар вырнаҫнӑ.

Музей директорӗ Геннадий Козлов микрофонсем лартнине экспонатсене хӳтӗлесссипе ӑнлантарнӑ. Пӗтӗмпех саккунпа килӗшӳллӗн тунӑ иккен: хутсем йӗркеллӗ, официаллӑ аукцион пуҫарса ирттернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i861.html
 

Ҫӗнӗ кӗнеке хуплашки
Ҫӗнӗ кӗнеке хуплашки

Валентина Элпин «Пулас кинсем» кӗнеки чылай вулакан аллинче пулнӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Виҫӗ пайран тӑракан романа пичетленӗренпе чылай ҫул иртнине (унчченхи 1989 ҫулта тухнӑ) шута илсех пулӗ Чӑваш кӗнеке издательстви ӑна вулакансем патне тӑваттӑмӑш кӑларӑмпа ҫитерме шутларӗ. Уйрӑмах, ҫыравҫӑ кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче 100 ҫул тултарнине шута илсен ку хӑйне евӗр парне пулчӗ — ҫыравҫӑшӑн та, кӗнеке вулама кӑмӑллакансемшӗн те.

«Пулас пинсем» кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ чӑваш хӗрӗсем — Талюнапа унӑн тус-тантӑшӗсем — ҫитӗнсе ҫитнӗ-ҫитмен фронта тухса каяҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ хаяр вӑрҫӑ вӗсен шухӑш-кӑмӑлне пиҫӗхтерсе ҫирӗплетет, халӑх ирӗклӗхӗшӗн, юратнӑ ҫӗршыва хӳтӗлесе хӑварассишӗн темӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттереҫҫӗ вӗсем. Хаяр ҫапӑҫусенчен киле ҫӗнтерӳҫӗсем пулса таврӑннӑ хӗрсем мирлӗ ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ. Тӑнӑҫ пурнӑҫра та ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Ҫӗнӗ кӗнекене лавккасенче туянма май пур. 1989 ҫулхи кӑларӑмпа вара пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пулать.

 

Канашри ЗАГС (foto.cheb.ru сӑнӗ)
Канашри ЗАГС (foto.cheb.ru сӑнӗ)

Иртнӗ уйрӑхри кӑтартусене тишкернӗ май Канаш районӗнчи ЗАГС ҫак тӑрӑхра пурӗ 54 пепке ҫуралнине палӑртнӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗпе танлаштарсан ку самай пысӑк, вӑл вӑхӑтра 42 пепке ҫут тӗнчене килнӗ пулнӑ. Кӑҫалхи кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗнчи кӑтартусем те пӗчӗкрех: кӑрлачра 43 ача ҫуралнӑ, нарӑсра — 38.

Ҫуралнисен йышӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнисенчен пысӑкрах пулнине те палӑртнӑ — пуш уйӑхӗнче 41 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Районти ытти кӑтартусене илес пулсан вӗсем ҫакнашкал: пурӗ 20 ҫӗнӗ ҫемье йӗркеленнӗ, 12 саланнӑ. Пӗр ҫын хӑйӗн ятне улӑштарнӑ — мӗнле ят йышӑнни пирки, хӑшӗ ӑна килӗшменни пирки ГТАҪ (ЗАГС) пайӗ пӗлтермест.

 

Кӗнеке хуплашки
Кӗнеке хуплашки

Пултаруллӑ сӑвӑҫсем пирӗн халӑхӑн сахал мар пулин те Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ Алексей Аттил вӗсен йышӗнче уйрӑм вырӑн йышӑнать. Пурӑннӑ пулсан паян вӑл 70 ҫул тултармаллаччӗ. Шел те, кун-ҫулӗ вӑрӑм пулман унӑн, вӑтӑр улттӑра ҫӗре кӗнӗ.

Алексей Аттил (ашшӗпе Васильевич) хӑйӗн сӑввисене васкамасӑр ҫырнӑ, — пӗлтерет Вениамин Тимуков: «Вӑл хыпаланмасӑр, чунра капланнӑ шухӑш-туйӑма ҫынсене каласа памасӑр пурӑнма май ҫук чухне кӑна сӑвӑсем хывнӑ». Ҫавӑнпах пулӗ, вӗсем нумаях мар пулин те, кашни сӑввинче тенӗ пекех тарӑн философи вуланать.

Алексей Аттилӑн сӑввисем уйрӑммӑн пӗр кӗнекере ҫеҫ тухнӑ — «Илем» ятлинче (1985). Паян эпир ҫав кӗнекене электронлӑ вулавӑша кӗртсе пӗтертӗмӗр — пултаруллӑ сӑвӑҫӑн ӗҫӗпе унта туллин паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/lib/keneke/76.html
 

Чӑвашри шкул автобусӗ
Чӑвашри шкул автобусӗ

Кустӑрма (Кострома) облаҫри дума депутачӗсем Раҫҫей правительствине сӗнӳ ярасшан иккен — шкул автобусӗсенче те мӗлтлетмӗшсемпе усӑ курма ирӗк илмешкӗн. Вӗсен шухӑшӗпе сарӑ тӗслӗ мӗлтлетмӗш лартсан шкул автобусне ытти водительсем тӳрех асӑрхӗҫ, хӑйсене асархануллӑрах тытма пуҫлӗҫ.

Кустӑрма облаҫӗнче паянхи кун тӗлне пурӗ 120 шкул автобусӗ шутланать, вӗсенчен 95-ӗшӗ кашни кун шкул ачисене вӗренме илсе каять, уроксем пӗтсен килӗсене леҫет. Пурӗ 3 пин ача вӗсен пулӑшӑвӗпе шкула ҫитет, шкултан таврӑнать.

Чӑваш Енре те сахал мар вӗсем. 300 ытла автобус ялсенчи ачасене шкула ҫитерет. Ҫӗннисемпе те вӗсене улӑштарса тӑраҫҫӗ: пӗлтӗр, сӑмахран, 78 ҫӗнӗ автобус илмелле пулнӑ. Пысӑк пӑтӑрмахсем пирки калаҫу пуҫлас пулсан 2008 ҫулта пулса иртнине аса илме пулать — шкул автобусӗн водительне пула ун чухне Ишек (Шупашкар районӗ) патӗнче пӗри ҫаврӑнса ӳкнӗччӗ. Телее, никам та вӑйлӑ суранланманччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2013/04/04/lights/
 

Ҫӗнтерӳ кунӗччен вӑхӑт пур-ха. Анчах унӑн пӗлтерӗшне кура эпир ӑна чылай маларах кӗтсе илмешкӗн хатӗрленме пуҫлатпӑр. Аслӑ уява йӗркелесе ирттерес тӗлӗшпе ӗҫлекен ушкӑна Чӑваш Республикин правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин хӑй ертсе пырать. Акан 3-мӗшӗнче вӑл тӳре-шарана пуҫтарса канашлу ирттерчӗ.

Куҫҫуль кӑларакан ҫак сумлӑ уяв халӑх асӑнче нумайлӑха юлтӑр тесе влаҫ ҫыннисем ҫулсерен мӗнпе те пулин тӗлӗнтересшӗн. Шупашкарсем кӑҫал, калӑпӑр, хулана уяв тӗлне тап-таса тӑвасшӑн. «Ҫамрӑк волонтерсен ушкӑнӗсем вӑрҫа ветеранӗсем патне ҫитсе килес шутлӑ — кирлӗ пулсан мӗнпе-тӗр пулӑшма та хатӗр вӗсем», — тет хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов.

Яш-кӗрӗм тӗп хулари Мускав районӗнче ав, «Таса пӳртре ӑша та хӑтлӑ», Ленин районӗнче «Таса чӳречесем» акцисем йӗркелес шухӑшлӑ. Вӗсен тӗллевӗсем ячӗсенченех паллӑ. Ҫӗнтерӗве туптакансене — вӗсем яланах хисепре пулсан та — ҫак кунсенче ытти чухнехинчен пысӑкрах тимлӗх уйӑрасшӑн-ҫке-ха. Акан 9-мӗшӗнче республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче ятарлӑ программӑсем ӗҫлесе каяҫҫӗ.

Малалла...

 

Вӗренме ҫӳремесӗр, экзамен тытмасӑр та пиллӗк паллӑ илмешкӗн май пур иккен — Чӑваш патшалӑх унивеститечӗн Канашри филиал директорӗ пулӑшсан. Паллах, ахаль мар — укҫалла.

Право йӗркин хуралҫисем Чӑваш патшалӑх университечӗн Канашри филиал директорӗн кабинетне ухтармашкӑн темиҫе эрне каяллах пырса кайнӑ. Следстви шучӗпе куҫӑмсӑр майпа вӗренекен 3 ушкӑнри студентсем 150 пин тенкӗлле зачеткисене «5» паллӑ ларттарнӑ. Анчах та пуҫиле ӗҫе малалла тӗпченӗ май тата ытти лайӑх мар пулӑм та ҫиеле тухнӑ. Ҫапла майпа университетӑн Канашри филиалӗнче вӗренекен пӗр хӗрӗн ултавлӑ майпа илнӗ «пиллӗксем» тата тепӗр 5 пуҫиле ӗҫе пуҫарма хистенӗ.

Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев каласа панӑ тӑрӑх: аслӑ шкул филиалӗн директорӗ 2008–2012 ҫулсенче студенткӑран 50 пин тенкӗ ытла взятка илсе вӗренме ҫӳремесӗрех, ӑна пӗр зачет та, пӗр экзамен та тыттармасӑрах курсран курса ӑнӑҫлӑ куҫарса пынӑ. Диплома ӗҫӗ те ҫырман ҫав хӗр — ҫавах та ӑна вӑл пиллӗклӗх хӳтӗленӗ пулса тухать.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3488, 3489, 3490, 3491, 3492, 3493, 3494, 3495, 3496, 3497, [3498], 3499, 3500, 3501, 3502, 3503, 3504, 3505, 3506, 3507, 3508, ... 3740
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...