![]() Паянхи кунсенче шӑпӑрлансене ахаль вулавӑша хӑваласа кӑларса яраймӑн. Ҫуллахи кунсенче те кӗнеке вулакансен йышӗ ӳсмест. Пӗринчен ятарласа «мӗншӗн вулавӑша кӗнекесемпе паллашма каймастӑн?» тесе ыйтрӑм. Вӑл вара мана «унта халь пӑчӑ, хӗсӗк» тесе хурав пачӗ. Наци вулавӗшӗ вара ҫак ыйтӑва хӑйне майлӑ татса парас тенӗ. Ӗнер, ҫурлан 17-мӗшӗнче 15:00 сехетре Наци вулавӑшӗ литература картишӗ уҫрӗ. Мероприятийӗ учреждени ӗҫченӗсем, артистсем тата ахаль куракансем пухӑннӑ. Вулавӑш лаптӑкӗ таврашӗнче ятарласа кӗнеке, журнал стендчӗсене вырнаҫтарнӑ. Картиша уҫнӑ ҫӗре пухӑннӑ ҫынсем валли юрӑсем шӑрантарнӑ, сӑвӑсемпе юптарусем вуласа панӑ. — Литература картишне эпир ятарласа Шупашкар хула кунӗ ҫывхарнӑ вӑхӑталла уҫрӑмӑр. Мӗншӗн тесен уйрӑмах ҫак кунне ӗнтӗ эпир республикӑн культура еткерӗпе ҫыхӑнма пултаратпӑр, — палӑртать вулавӑш ӗҫченӗ Людмила Никитина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкарти туроператорсем ҫынсене Египета ярасшӑн мар иккен. Вӗсем Хӗрлӗ тинӗс хӗррине билетсене сутма чарӑннӑ-мӗн. Кун пирки Regnum хыпар агентстви тӗп хуламӑрти икӗ агентствӑпа калаҫни тӑрӑх пӗлтерет. Асӑннӑ ҫӗршывра президенчӗ пулнӑ Мухаммед Мурсине майлисемпе хирӗҫҫисен хушшинчи хирӗҫ-тӑрӑва упла унта хӗрӳ лару-тӑру пулнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерсех тӑраҫҫӗ-ха. Чӑваш Енри туроператорсенчен хӑшӗсем Египета канма кайма путевка сутма чарӑннине хӑйсене пуҫ ыратӑвӗ кирлӗ маррипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Ҫынсем хӑйсем те унта талпӑнни сисӗнмест иккен. Юлашки темиҫе кун хушшинче асӑннӑ араб ҫӗршывӗнче канас пирки путевка туянма кӑмӑл пррине пӗр ҫын та палӑртман имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӑҫал пирӗн республикӑри аслӑ шкулсенче 10 918 бюджет вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ. Пӗлтӗр ҫак хисеп 11 292-пе танлашнӑ. Ҫав шутран аслӑ пӗлӳ илес текенсем валли 3 375 бюджет вырӑнӗ пулнӑ. Аслӑ шкулсене кӗме пурӗ 25 пин ытла ача заявлени панӑ. Апла пулсан ҫакӑ пӗр вырӑна 4 ача лекнине пӗлтерет. Чӑваш патшалӑх университетне тӳлевсӗр майпа вӗренме кӗрес текенсем пӗр вырӑн пуҫне 7 ача тивнӗ, Ял хуҫалӑх академине — 6,6-ӑн, Чӑваш патшалӑх педагогика университетне — 5,6-ӑн. Абитуриентсенчен ытларахӑшӗ ҫӗр йӗркелӗвӗ тата кадастр енӗпе, электроэнергетика тата электротехника, строительство, сиплев ӗҫӗ, стоматологи, клиника психологийӗ, экономика тата юриспруденци енӗпе ӗҫлекен специалист пуласшӑн. Шкул пӗтернисене республикӑрах хӑварас тесе математикӑпа тата физикӑпа пысӑк балл (70-тен ытларах) пухнисене пӗлтӗртенпе Чӑваш Енре ятарлӑ стипенди пама тытӑнчӗҫ. Ӑна ҫулталӑк хушши тӳлесе тӑрӗҫ. Уйӑхсеренхи унӑн виҫи 2 пин тенкӗпе танлашать. Кӑҫал ун пек баллисем 80 ача Чӑваш Енри аслӑ шкулсене суйланӑ. 70 балтан илнисем вара пӗтӗмпе 408-ӑн пулнӑ. Рабочи профессийӗ илес текенсем 2 741 ача тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кун пек пӗтӗмлетӳ патне килсе тухма пулать ӗнер пирӗн республикӑра йӗркеленнӗ «Ӗҫлӗ Чӑваш Ен» бизнес-клуб тӗллевӗпе паллашнӑ май. Ара, коммерцилле мар ҫак юлташлӑхӑн тӗллевӗсен шутӗнче обществӑра усламҫӑсен витӗмне ӳстересси те пур-мӗн. Кунсӑр пуҫне бизнес-клуб предпринимательлӗхе аталантарма пулӑшасшӑн, пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене ӗҫ тӑвакан тата саккун йышӑнакан влаҫ умӗнче хӳтӗлесшӗн. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсен йышӗ 47,9 пинпе танлашать, ҫав шутран 33 пин ытла ҫын уйрӑммӑн ӗҫлет. Бизнес-клуба йӗркеленӗ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ пухӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл ку юлташлӑх Чӑваш Енри ӗҫлӗ ҫынсен хутшӑнӑвӗсене лайӑх енчен витӗм кӳрессине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енре уйрӑмах сыхламалли территорисемпе объектсен хакне палӑртнӑ. Ун пирки Министрсен Кабинечӗ ҫурлан 12-мӗшӗнче йышӑну тунӑ. Асӑннӑ категорие кӗрекен пурлӑхӑн кадастр хакне палӑртассипе Новосибирск облаҫӗнчи «Экопрогноз» СНЦ» тулли мар яваплӑ общество ӗҫленӗ. Унта ҫитмесӗр урӑх тупайман-шим текенсене ҫакна пӗлтерни ытлашши пулас ҫук: халӗ патшалӑх тата муниципалитет органӗсен мӗнпур ӗҫе ирттерекенсене конкурс урлӑ суйламалла-ҫке. Кадастр хакне палӑртассипе «Экопрогноз» ҫӗнтернӗ… «Экопрогноз» хаклавӗ каярах Кӑнтӑр федераци округӗнчи никама пӑхӑнман хаклавҫӑсен ассоциацийӗн «али» витӗр тухнӑ. Кадастр хакӗ ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет. Ҫапла вара уйрӑмах сыхламалли территорисемпе объектсене вӑл вӑхӑтран тытӑнса ҫӗнӗ кадастр хакне кура налук хума тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Республикӑн харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха тара панипе Чӑваш Ен хыснине 110 миллион тенкӗ укҫа кӗнӗ. Ку вӑл — ҫурлан 12-мӗшӗ тӗлне илсен. Пурлӑх министерстви ку цифрӑна пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртипе те танлаштарса пӑхнӑ. Сӑмах май, ытларах кӗнӗ иккен. Ӳсӗм — 18,3 процент. Маларах асӑннӑ 111 миллион тенкӗрен 43,4 миллионӗ патшалӑх пурлӑхне тара панипе килнӗ тупра, 67,6 миллионӗ — республика харпӑрлӑхӗнчи ҫӗрсене тара панипе. Раҫҫей Федерацийӗн Бюджет кодексӗн 57-мӗш статйинче патшалӑх харпӑрлӑхне палӑртман ҫӗрсене тара панинчен 20 проценчӗ регионсен хыснине юлма ирӗк парать-мӗн. Ҫавӑн йышшисене пула республика хыснине тепӗр 50 миллион тенкӗ кӗнӗ. Асӑннӑ категорие кӗрекен ҫӗрсенчен 78,7 проценчӗ Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сергей Иванов Кашни ҫӗнӗ кун хӑйне майлӑ пулӑмсемпе пуян. Шел пулин те пулӑмсем яланах ҫынна савӑнӑҫ кӑна кӳрсе тӑмаҫҫӗ. Кӗтмен ҫӗртен тухнӑ инкекрен этемӗн тем курса ларма тивет. Ҫавӑнпа та ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне упраса тӑракан йӗрке хуралҫисем пурри питӗ лайӑх. Вӗсен паттӑрлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫынсене пӗрре мар усӑ кӳнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ пулӑм вара ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Шупашкар хула администраци Сергей Иванов полици майорне «Ҫулталӑк ҫынни» ята панӑ. Раҫҫейӗн ШӖМ тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх Иванов ҫул-йӗрте тухнӑ инкекре ҫухалса кайманнине пула ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварнӑ. Инкекӗ вара ҫӗртмен 29-мӗшӗнче М-7 «Волга» трассӑн 648-мӗш ҫухрӑмӗнче, Ҫӗнӗ Лапсар посёлок ҫывӑхӗнче тухнӑ. Калугӑра пурӑнакан 50 ҫулхи арҫын темиҫе прицеплӑ урапапа ҫул тӑрӑх пынӑ. Темле самантра вара тимлӗхе ҫухатса хирӗҫле пыракан ҫул ҫине куҫнӑ. Ҫапла майпа арҫын бензовоза пырса тӑрӑннӑ. Вӑйлӑ ҫапӑннине пула топлива цистерни ҫаврӑнса ӳкнӗ, ҫул ҫине бензин юхма тытӑннӑ. Водителӗ те урапан кабининче хӗсенсе ларнӑ. Турра шӗкӗр, ҫак вӑхӑталла ҫывӑхра Иванов майор пулнӑ. Вӑл ҫулҫӳреве вӑхӑтра хупнӑ тата васкавлӑ службисене чӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Паян, ҫурлан 17-мӗшӗнче, 12 сехетсенче 500 ҫул Шупашкар паркӗнче бензин пӑчкипе усӑ курса пӗренерен кӳлепе касса кӑларассипе фестиваль уҫӑлнӑ. Ҫак вӑхӑталла хӑйне майлӑ ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пулас кӳлӗпесене ӑсталама та тытӑннӑ. — Ҫакӑн йышши фестивале пӗрремӗш хут хутшӑнатӑп. Пӗренерен ӑмӑрт кайӑка касса кӑларма шутлатӑп. Вӑл чи ҫӑмӑл кӳлӗпесенчен пӗри, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Украинӑран килсе ҫитнӗ пӑчкӑ ӑсти. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫак кунсенче Канаш хулинче V Ҫуллахи физкультурӑпа спорт Спартакиади иртнӗ. Ӑмӑртӑва республикӑри 16 хуласемпе районсенчен килнӗ спортсменӗсем хутшӑннӑ. Улатӑр чысне шывра ишес ӑмӑртура (комбинаци эстафети) вӑй-хал культурипе спорт комплексне ҫӳрекен Никита Келин, Андрей Тилеев, Ксения Воробьёва тата Евгения Финогентова хӳтеленӗ. Республикӑри вӑйлӑ спортсменсемпе пӗр танӑ ӑмӑртса Улатӑрсем япӑх мар кӑтартусем тунӑ — ҫӗнтерӳ картлашкинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шӑпӑрлансем вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлни обществӑна синкер сӑн ҫапать. Ҫакна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова 15-мӗшӗнче иртнӗ Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗнче те ҫирӗплетнӗ. Ача-пӑча вилесси пӗрремӗшӗнчен тулаш факторсемпе ҫыхӑннӑ. 1-4 ҫулсенче вилекен ачасен ҫур пайӗ ҫул-йӗр инкекӗнче пурнӑҫран уйрӑлса каяҫҫӗ. Хӑш чухне ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен тепренчӗкӗсене ятарлӑ ача-пӑча кресли ҫине лартмасӑр турттараҫҫӗ, ку та ача вилессинче пысӑк витӗм кӳрет. 5–9 ҫулсенчи ачасем нумай чухне шывра путса вилеҫҫӗ. 10–14 ҫулсенче вилекенсен пилӗкмӗш пайӗ тӗрлӗ наркамӑшлӑ им-ҫамсем ҫисе, вуннӑмӗш пайӗ — пӳклӗ майпа пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Ҫулталӑк тултарнӑ пепкесем час-часах амӑшпе-ашшӗсен явапсӑрлӑхне пула вилеҫҫӗ. Пӗр ҫемьере ҫывӑракан шӑпӑрлан ҫине хӑпарса выртса сывлайми тунӑ, тепринче — ӗҫкӗ вӑхӑтӗнче ачана виҫине пӗлмесӗр ҫитерсе лартнӑ тата ытти сӑлтавсене пула. Кун пек инкексем час-часах ӑнӑҫлӑ мар ҫемьесенче пулса иртеҫҫӗ. Ларура вара ӑнӑҫлӑ мар ҫемьесем хыҫҫӑн тимлӗ сӑнаса тӑма хушнӑ, унсӑр пуҫне шкулсем ҫывӑхӗнче ҫуран утакансен каҫмалли ятарлӑ переходра видеокамерӑсем вырнаҫтарас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |