![]() Вӗрентекенсем хушшинче тем тӗрлӗ конкурс та ирттернӗрен хӑш вӑхӑтра вӗрентсе ӗлкӗреҫҫӗ-ши тесе те калас килет… Халӗ, акӑ, пуҫламӑш тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенче тӑрӑшакансем «Раҫҫей ӑстасемпе палӑрса тӑрать» конкурса хатӗрленеҫҫӗ. Ун йышшин республикӑри конкурсӗ маларах иртнӗ те, ҫавӑнта ҫӗнтернисем халӗ ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртӑвне хутшӑнӗҫ. Унта Шупашкарти 2-мӗш, 4-мӗш, 23-мӗш училищесенче, 12-мӗш лицейре тата Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗн пӗрер преподавателӗ 11 ӗҫпе хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Тӗрӗссипе, списокӗ кунпах вӗҫленмест-ха. Кунта наци, арҫын е хӗрарӑм пулнине, мӗнле тӗне ӗненнине тата ытти ҫавӑн йышши самантсене кӗртнӗ. Сӑмахӗ вара ӗҫе илекенсем мӗне кура ҫынсене мӗне кура суйлани пирки пырать. Ҫӗнӗлӗхе нумаях пулмасть йышӑннӑ 162-мӗш федераци саккунӗпе пӑхса хӑварнӑ. Саккуна пӑхӑнман уйрӑм ҫынсене 500 тенкӗрен пуҫласа 1000 тенкӗ таран штрафлама юрать; должноҫрисене — 3 пин тенкӗрен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран; предприяти-организацисене — 10 пин тенкӗрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран. Саккуна йышӑнакансем ун пек пӗлтерӗве пичетлекен массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен тытӑнса ҫавӑн йышши пӗлтерӳ ҫыпӑҫтаракансем таранах явап тыттарассипе хӑратаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарта ҫул ҫӳремелли уйӑхлӑх билетсене элеткронли ҫине куҫарӗҫ. Кун пирки республикӑн Транспорт министерствинче ирттернӗ канашлура йышӑннӑ. Унта министерствӑна пӑхӑнса тӑракан «Чӑвашавтотранс» предприяти тата «Пӗрлехи транспорт картти» обществӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ. Малтанхи вӑхӑтра электронлӑ билетсене хулари тарнспорт валли сутӗҫ, хула ҫумӗнчи транспортра хут билетсемех юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Паян Шупашкарта тепӗр ача-пӑча пахчи хута кайнӑ. Вӑл уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнчи учреждени пулӗ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ҫак учреждение уҫни патшалӑхпа уйрӑм ҫын пӗр тӗвӗре ӗҫлеме пултарнине палӑртса хӑварнӑ. «Шкул ҫулне ҫитменнисен академийӗ» ят панӑскер Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче хута кайнӑ. Унта пилӗк ушкӑн уҫма палӑртаҫҫӗ. Кашнинче 20-шер ачана йышӑнма май пур-мӗн. Ачасен аталанӑвӗн центрӗ те, ача-пӑча пахчи текен ҫав учрежденире музыка тата физкультура залӗсем пур иккен. Паллах, психолог та ӗҫлӗ. Сенсор пӳлӗмӗ те пур. Тата, паллах, ӗҫре кирлӗ ытти пӳлӗм… Ҫулталӑк вӗҫлениччен вӑл тӑрӑхра шкул ҫулне ҫитменнисен тепӗр учрежденине уҫма палӑртнине пӗлтернӗ вӑл тӑрӑхри нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре хӑпартакан предприяти директорӗ Николай Угаслов. Сӑнсем (25) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ҫурлан виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче Чӑваш Республикин тӗп хули пурне те пысӑк та савӑнӑҫлӑ уява — Шупашкар хули кунне — паллӑ тума йыхравлать. Ҫак куна халаласа Шупашкарта тӗрлӗ мероприятийӗсем ирттерме планланӑ. Йӑла тӑрӑх хулан ҫуралнӑ кунӗ тӗлнелле чӑваш ӳкеревҫисен пӗрлешӗвӗ юлашки ҫулта ӳкернӗ ӗҫӗсем тӑрӑх ятарлӑ курав уҫать. Кӑҫалхи «Савнӑ Шупашкарӑм» ятпа ҫӳрекен курав паян, ҫурлан 16-мӗшӗнче Президент бульварӗнчи паянхи вӑхӑтри ӳнер центрӑн залӗсенче уҫӑлнӑ. Йӗркелевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх курав яланхи пекех ҫынсемшӗн кӑсӑклӑ та тухӑҫлӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Шупашкарта ҫӳллӗ кӗлӗ тӑхӑнса тупӑшассипе ӑмӑрту иртнӗ. Унта 26 хӗр хутшӑннӑ иккен. Старта тӑракансен кӗлли 8 сантиметртан ҫӳллӗрех кӗлӗллӗ пушмак тӑхӑнма тивнӗ иккен. Ҫапах та 14 сантиметр ҫӳллӗшне тӑхӑнса тупӑшӑва тухакан та тупӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫи вара — 13 сантиметр ҫӳллӗш кӗлӗ тӑхӑнса старта тӑнӑ Валентина Алексеева. Ҫӗнтерес текенскернчен хӑшӗсен суранланасси те пулнӑ. Ытла хытӑ чупса пынине пула вӑхӑтра чарӑнса ӗлкӗрейменнипе куракансемпе тупӑшакансене уйӑрма лартнӑ тимӗр картана пырса ҫапӑннӑ иккен. Теприсем ӳксе чӗркуҫҫине амантнӑ, хӑшӗн чупнӑ ҫӗрте пушмакӗ ураран хывӑнса ӳкнӗ, теприн пушмак кӗлли хуҫӑлса кайнипе ҫурма ҫулта ӑна тепӗр пушмакпа ылмаштарма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ паян тепӗр словарьпе пуянланчӗ — 1993 ҫулта тухнӑ «Чӗрчун ячӗсен чӑваш-вырӑс-латин словарӗпе». Ку вӑл ҫак сайтри 10-мӗш сӑмах пуххи. Туллин кӗртнисене ҫеҫ шута илес пулсан — 7-мӗш. Авторсем — Н.Г. Игнатьевпа И.П. Павлов — словаре вӗренӳ пособийӗсенче, ял хуҫалӑх литературинче, ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче час-часах тӗл пулакан чӗрчунсен ячӗсене кӗртме тӑйӑшнӑ. Пурӗ 1 500 яхӑн чӗрчун ятне унта тупма май пур. Ҫак словаре хатӗрленӗ чухне авторӗсем халиччен тухнӑ чӑваш-вырӑс, вырӑс-чӑваш словарӗсене, термин тата диалектологи словарӗсене, ҫутҫанталӑк ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене, учебниксене пӑхса тухса, чӗрчунсен ячӗсене пӗр ҫӗре пухма тӑрӑшнӑ, йӗркене кӗртнӗ. Май пур чухне чӗлхемӗрте ҫук ятсене авторсем хӑйсем тунӑ. Ку сӑмах пуххи тухнӑранпа 20 ҫул иртнине тата вулавӑшсенче тупма йывӑртарах пулнине шута илсе эпир ӑна электронлӑлатрӑмӑр та. Кӗнекене ҫӗнӗ орфографи правилисемпе хатӗрленине кура эпир май ҫитнӗ таран ӑна кивӗ орфографи ҫине куҫартӑмӑр — ку ӗҫ терминсене тупас ӗҫе ҫӑмӑллатмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Музейра пулнӑ![]() Чӑваш Республикин культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова Етӗрнери таврапӗлӳ музейне ҫитсе курнӑ. Музей 2011 ҫулта революцичченхи куҫ пульницин ҫуртӗнче уҫӑлнӑ. Ӑна ертсе пыма Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ учительне Жуков Рудольф Васильевича шаннӑ. Ҫак ҫулсем хушшинче музей пирки таврана ырӑ ят сарӑлнӑ. Республика программипе килӗшӳллӗн музей ҫуртне юсама республика хыснинчен 554,987 пин тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Ку укҫапа музейӑн пӗрремӗш этажӗнче юсав ӗҫӗсем тума палӑртнӑ. 2011 ҫулта ҫуртӑн ҫивиттине тата музей умне тирпей-илем кӳнӗ. Экспонатсен шучӗпе чухӑн мар вӑл — кунта вӗсен йышӗ 4 пине ҫитет. Музейра паянхи кун 761 ӳнерҫӗн ӗҫӗсем упранаҫҫӗ: К. Долгашов, М. Григорян, Р. Федоров, Н. Коновалов, О. Леонтьева, В. Немцев, О. Арбузов тата ыт.те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Хула кунӗнче — ӑна ҫак вырсарникун ирттереҫҫӗ — «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество организацийӗ лару ирттерме шут тытнӑ. Вӑл Наци вулавӑшӗн ларусен залӗнче 14 сехетре пуҫланмалла. Унта конгресс канашӗн Мари Эл, Пушкӑрт, Тутар республикисенчи, Мускавпа Питӗр хулисенчи, Самар, Чӗмпӗр, Чулхула, Тӗмен, Ӑремпур облаҫӗсенчи элчисем килсе ҫитмелле. Унта Чӑваш наци конгресӗн VIII сьездне ирттерес ыйтӑва сӳтсе явмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ Чӑваш Енре культура учрежденисене реорганизацилес ӗҫ малалла пырать. Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗпе халӑх пултарулӑхӗн ҫуртне пӗрлештерӗҫ. Йышӑнӑва правительство ларӑвӗнче ырланӑ. Иккӗшне пӗр тытӑма пӗрлештернӗ хыҫҫӑн ӑна «Культура керменӗ тата халӑх пултарулӑхӗ» автономи учрежденийӗ туса хурӗҫ. Штатсене чакарассипе пирки каласан, республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов директор пуканӗ тата тӗп бухгалтерсен вырӑнӗсем кӑна пушанасса пӗлтернӗ. Ытти специалиста ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтермелле-мӗн. Реорганизацие пула хысна укҫине 1,3 миллион тенкӗ ытла перекетлеме май килет иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |