Шупашкар хула администрацийӗн тӑватӑ ӗҫченне улталанӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсен аллине лекнисем право управленийӗнче тӑрӑшаҫҫӗ иккен. Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енти Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхисем Улатимӗр хулинче командировкӑра пулнӑ чух хӑна ҫуртӗнче чарӑнтӑмӑр тесе хутсем илсе килнӗ иккен. Тӗрӗссипе ҫав вӑхӑтра вӗсем ӑҫта тӗпленнине кӗске информацире хыпарламан, анчах тӗпчевҫӗсен шучӗпе тӳре-шара унта пурӑнман. Апла пулин те суя хутсене хула администрацийӗн бухгалтерине тӑратса хӑна ҫуртӗнче тӑкакланнӑҫи пулса хыснаран укҫа илнӗ. Ҫапла майпа вӗсене пустуйран 9 пин тенкӗ тӳленӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тепӗр виҫӗ уйӑх ытларахран Шупашкарта паллӑ ӑсчаха, этнопедагогика шкулне йӗркелесе янӑ Геннадий Волкова халалласа палӑк уҫмалла. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Шупашкар депутачӗсен пухӑвӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернине тӗпе хурсан. Геннадий Волков кӗнекине алла пӗр илсен вӗҫертес килмест. Унӑн ӗҫне пӗрремӗш хут тытсан: «Пӗр-пӗр ӗҫе хӑнӑхтарса е йӗркене ӑша хывтарса кукамай ытарлӑн каланӑ сӑмахсем вӗт кунта», — тесе антӑхса каяссӑн вулани халӗ те асрах. Ара, ырӑпа усала уйӑрма шур сухалсем сӗтеле чыша-чыша, пыр шӑтӑкӗ ҫурӑлса каясла кӑшкӑрса вӗрентмен-ҫке. Вӗсен ӑслайӗнче халӑхӑн ламран лама куҫса пыракан вышкайсӑр ӑс-тӑнӗ палӑрнӑ. Геннадий Волков академик Германири вӗренӳ заведенийӗсемпе те тачӑ ҫыхӑну йӗркелесе янӑ. Вӑл ертсе пынипе Цюрихри, Берлинти, Регенсбургри, Эрфуртри, Йенӑри, Софийӑри, Бишкекри университетсенче пирӗн халӑхӑмӑрӑн этнопедагогики пирки лекцисем вуланӑ. Палӑк республикӑн тӗп хулинчи Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ Геннадий Волков академикӑн скверӗнче пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Енре 30 ытла суйлав кампанийӗ иртмелле. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерни ҫине таянса хыпарлать. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче хӑш-пӗр ҫӗрте республикӑн парламентне депутатсем суйланипе пӗрлех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫлӑхӗсене суйлассипе тата вырӑнти халӑх тарҫисене суйлассипе сасӑлавсем иртмелле. Вӑхӑт ҫитиччен иртекен суйлавӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Чӑваш парламентне депутат суйлассине илсен, унӑн вырӑнӗ Куславкка районӗнче пушаннӑ. Асӑнӑн пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланнӑ Александр Разумов пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Россотрудничествӑна (ӑна Константин Косачев ерсте пырать, Разумов унӑн пулӑшаканӗ пулнӑччӗ) ӗҫлеме куҫнӑччӗ. Кунсӑр пуҫне 10 ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйламалла. Улатӑр районӗнче Атрать тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Етӗрне районӗнчи Мучар, Стрелецки тата Ирҫе, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл, Муркаш районӗнчи Ильинкӑри, Пӑрачкав районӗнчи Сиявски, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене суйламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шывран вут пек хӑра, вутран шыв пек хӑра тенӗ чӑваш. Чӑн та, иккӗшӗ те шӳтлемелли япаласем мар ҫав. Тата вӑрӑран юлать, вутран юлмасть тенине шута илсен пушшех те шиклентерет. Шӑматкун, акӑ, Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче инкек пулса иртнӗ. Ҫав кунхи вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫиҫӗме пула 59 ҫулти арҫын сарайӗ тивсе илнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешме пырса ҫитнӗ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, Турра шӗкӗр, вута алхасма паман — хӑвӑрт сӳнтернӗ. Ҫапах та хуралтӑн ҫивиттийӗ ҫунса кайма ӗлкӗрнӗ, вӑл хӑй те самай сиенленнӗ. Тӑкака 25 пин тенкӗпе хаклаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тулай чӑвашсем халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркине тытса пыма тӑрӑшни чӑннипех савӑнтарать. Акӑ, ӗнер Тутарстанри Нурлат хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш культурин «Уяв — 2013» уявӗ иртнӗ. Ӑна 2006 ҫултанпа йӗркелеме тытӑннӑ. Малтанласа республика шайӗнчи мероприяти пулнӑскер тепӗр ҫулхинех вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри статуса йышӑннӑ. Кӑҫалхине те ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 130 ытла фольклор коллективӗ пухӑннӑ. Хӑнасем хушшинче Тутарстан тата Чӑваш Республикин правительствисен элчисене палӑртмалла. Чӑваш Ен ячӗпе республика парламенчӗн вице-спикерӗ Олег Мешков саламланӑ. Халӑхӑн йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе тӑрӑшнӑшӑн Нурлат районӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн социаллӑ культура аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумне Рамзия Сингатуллинӑна тата асӑннӑ районти Елаурск ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Галина Кульметьевӑна вӑл ЧР Патшалхӑ канашӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Уява ҫавӑн пекех Турцири Джейхан хулипе Германири Рейнс тӑрӑхӗнчен хаклӑ хӑнасем пырса ҫитнӗ. Нурлат район администрацийӗ мероприяти пирки хӑйӗн сайтӗнче хыпарланинче уяв майӗпен тӗнче шайне тухать тесе палӑртнинче апла тӑк чӑнлӑхӗ пурах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Йӗпреҫ район администрацине иртнӗ эрнекунтан ҫӗнӗ ҫын — Николай Чугаров — ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен ҫак тилхепене туртнӑ Анатолий Петров тӗлӗшпе кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем Анатолий Петров кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса кивӗ тата ҫӗнӗ хваттер хакӗн уйрӑмлӑхне саплаштарма укҫа тӳлеме тивет тесе ҫынсене ӗнентернӗ иккен. «Кӗмӗле» кӑларса хума килӗшмесен хваттер тивӗҫмессипе хӑратнӑ имӗш. Аптӑранипе ҫынсем ҫурт тӑвакан организаци счечӗ ҫине пурӗ 5,9 миллион тенкӗ куҫарнӑ-мӗн. Депутатсен районти пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗнче администрацие ертсе пыма халӑх тарҫисем икӗ кандидатурӑна пӑхса тухнӑ. Пуҫлӑх лавне туртма кӑмӑл тӑвакансем малтанласа пилӗкӗн пулнӑ иккен, анчах кашнинпе уйрӑмшар калаҫнӑ хыҫҫӑн конкурс комиссийӗ вӗсенчен иккӗшне ырланӑ. Вӗсенчен пӗри — Игорь Семенов, тепри — Николай Чугаров. Юлашкинчен асӑнни юлашки ҫулсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Депутатсенчен 16-шӗ шӑпах ӑна шаннине палӑртнӑ та. Тепӗр улттӑшӗ Игорь Семеновшӑн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хусантан Чӑваш Ен урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫласси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пысӑк тӑкаклӑ (ӑна хута яма пӗр триллион тенкӗ таран тухса каять-мӗн) ҫак проекта 2018 ҫулта туса пӗтерме яма палӑртаҫҫӗ. Чӑвашра пуйӑссем ӑҫта чарӑнӗҫ? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать «Правда ПФО» сайт. Тупсӑмне шыранӑ май вӑл Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн ҫумӗпе Владимир Степановпа ҫыхӑннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ведомство «Скоростные магистрали» тата «Ленгипротранс» обществӑсемпе тӗлпулу ирттернине пӗлтернӗ иккен. Ҫав калаҫура пуйӑс ҫулӗн ҫурҫӗр вариантне малтанласа ырланӑ-мӗн. Ҫурҫӗр вариант тени Кӳкеҫ патӗнчен иртессе пӗлтерет. Тепӗр вариантне, кӑнтӑр текеннине ырласан, Апаш урлӑ каймалла пулатчӗ. Апла тӑк чарӑну ӑҫтарах вырнаҫма пултарасси пирки тавҫӑрма май пур. Анчах республикӑра пуйӑс икӗ ҫӗрте чарӑнас шанчӑк та пур имӗш. Теприн пирки хальлӗхе калама хӗн. Ҫапах та «Ленгипротранс» общество чарӑнусене кашни 70 ҫухрӑмра тума шухӑшланине тӗпе хурсан, тепри е Етӗрнере, е Куславккара пуласси пирки тӗшмӗртет маларах асӑннӑ Интернет-кӑларӑм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫемьепе спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнни вӑрттӑнлӑх та, тӗлӗнтермӗш те мар. Ҫынсене спорта туслӑ пулма чӗнсе каланӑ май сӑмаха вӑл хӑй тӗслӗхӗпе ҫирӗплетет. Акӑ, иртнӗ шӑматкун Игнатьевсем каллех спорт тумне тӑхӑннӑ. Хальхинче вӗсем Сочи хулинче ҫитес ҫул иртекен Хӗллехи XXII Олимп вӑййисене халалласа йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри Олимп кунне тата Чӑваш Енре хӑвӑрт утассине пуҫарнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ велочупӑва хутшӑннӑ. Старта республика Элтеперӗ мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе тухнӑ. Мероприятие республика шайӗнчи тӳре-шара, Чӑваш Ене тӗнчере чапа кӑларнӑ спортсменсем — СССР спорт мастерӗ, 1976 ҫулта хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййине хутшӑннӑ Виктор Семенов, Валентина Егорова Олимп чемпионки, хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййинче палӑрнӑ Владимир Андреев, тӗнче тата Европа чемпионӗ Алина Иванова хутшӑннӑ. Старта ӑнӑҫлӑ вӗҫленисене Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗн президенчӗ Жак Рогге алӑ пуснӑ дипломпа чысланӑ. Атӑл заливӗ тавралли велочупусӑр пуҫне урамри баскетбол, ҫӑмӑл атлетика тата утассипе ӑмӑртусем иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӑрнар районӗнче ҫак ятпа ҫӗртмен 26-мӗшӗнче хӑйне майлӑ проект пуҫарса янӑ. Ун пек шухӑш патне Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен Екатерина Лукина пырса ҫитнӗ. Проекта хутшӑнакансем пурӗ 15 маршрут хатӗрленӗ. Ун вӑхӑтӗнче ача-пӑча ӳнер шкулӗнче халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗнче ӑс пухакан Андриан Петров. Мария Григорьева, Екатерина Лукина тата Евгений Михайлов районти кашни яла ҫитме ӗмӗтленеҫҫӗ. Вӗсем В.А. Михайлов ӑсталанӑ чӑваш халӑх инструменчӗсемпе каласа куракансене савӑнтарӗҫ. Проекта пурнӑҫа кӗртме саппасри пограничник, хальхи вӑхӑтра вара усламҫӑра тӑрӑшакан Юрий Вазянга пулӑшать иккен. Ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче курни-илтнине Екатерина ятарлӑ дневника ҫырса пырать-мӗн. Сӑнсем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Шанель пике» спектакльти сыпӑк Екатеринбург хулинче хальхи вӑхӑтри драматургин «Коляда-Plays» пӗтӗм тӗнчери VII фестиваль иртнӗ. Ӑна паллӑ драматург, актер, сценарист Николай Коляда пуҫарса янӑ иккен. Унта хутшӑнакансем чи кӑсӑклӑ та ҫӗнӗ пьесӑсемпе сцена ҫине тухнӑ иккен. Унта Раҫҫейри тата Польшӑри, Молдавинчи, Кӑркӑстанри тата Казахстанри 20 коллектив хутшӑннӑ, ҫав шутра — Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те. Фестивальте вӑл Гран-прие тивӗҫнӗ. Унта вӑл асӑннӑ драматург пьесипе лартнӑ «Шанель пике» спектакльпе кайнӑ. Республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, жюри членӗсемпе критиксем Валерий Яковлев сценографине пӗр шухӑшлӑн пулса лайӑх енчен палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |