Хулари фотофиксатор Ҫӗнӗ Шупашкарта фотофиксаторсене вырнаҫтарассипе хӗрӳ ӗҫ пырать. Ҫул-йӗрти хӑрушсӑрлӑха ӳстерес дирекцинче пӗлтернӗ тӑрӑх регистраторсене лартмалли вырӑнсене ятарласа суйланӑ. — Фотофиксаторсене аварисем тӑтӑш пулакан вырӑнсене вырнаҫтарма планланӑ. Ҫӗнӗ техника ҫул-йӗрти саккун пӑснине «Онлайн» майпа тӗпчеме пултарать, йӗркене пӑсни вара тӳрех Чӑваш Ен ҪХПИ центрне каять, — пӗлтерет учреждени директорӗ Владимир Баженов. Ҫул йӗркине пӑснӑ кӑтартӑва фотофиксатор регистрациленӗ хыҫҫӑн инспектор саккунпа килешӳллӗн ҫак ӗҫ-пуҫпа постановленисем ҫырать. Хыҫҫӑн ҫул йӗркине пӑсакансем патне ятарлӑ пӗлтерӳ ҫырӑвӗсем яраҫҫӗ. Саккуна пӑсакансен 60 кун хушшинче штрафа тӳлесе татмалла. Паянхи куна хулара икӗ фотофиксатор комплексне вырнаҫтарнӑ. Энергипе тивӗҫтерекен компанипе килешӳ тунӑ хыҫҫӑн хулара тата темиҫе прибора электричество парса ӗҫлеттерсе ямалла. Александр Смирнов инспектор пелтернӗ тӑрӑх хулара фотофиксаторсем Совет урамӗнче ҫулӑн икӗ енӗпе те вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗрти лару-тӑру паянхи кун та йӗркелле мар-ха. Кашни кун тенӗ пек ҫул ҫинче водительсен айӑпне пула тӗрлӗрен пӑтӑрмахсем сиксе тухаҫҫӗ, вӗсенче ҫын пурнӑҫӗ те татӑлма пултрать. Шел пулин те ДТП-ра ачасем сусӑрланни те час-часах тӗл пулать. Ытларах ӗнтӗ ҫуллахи кунсенче ачасем мопед, скутер тавраш «тимӗр» лашапа ҫӳресе пӑтӑрмахсене ҫакаланаҫҫӗ. Шупашкарта пилӗк уйӑхра ҫул ҫинче ачасемпе ҫыхӑннӑ 35 пӑтӑрмах сиксе тухнӑ пулнӑ, унта 37 шӑпӑрлан сусӑрланнӑ. Урапасен водителӗсем 18 ҫула ҫитмен ачасене ҫапса кайни 26 пулӑм пулнӑ. Вунӑ пӑтӑрмахӗнче 7-11 ҫулхи ачасем сусӑрланнӑ, 9 пулӑмра вара 12-15 ҫулхисем аманнӑ, 7 пӑтӑрмахра шкул ҫулӗсене ҫитмен ачасем урапа айне лекнӗ. Кӑҫалхи пилӗк уйӑх хушшинче ҫул-йӗрте пӗлтерхи кӑтартусемпе танлаштарсае пӗтӗмпе 20,5 % сахалрах. 2013 статистикӑпа килешӳллӗн аварине лекесси тунтикун тата юнкунсенче 12-15 тата 17-19 сехетсенче ытларах тӗл пулать. Шӑпӑрласене ҫул-йӗр инкекӗсенчен хӑтӑлтарас тесен ҪХПИ ӗҫченӗсем кӑна мар, ашшӗ-амӑшсен те хӑйсен ачисене упрама тӑрашмалла: ҫул йӗркине ӑнлантармалла, асӑрханулӑха ӳстермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗртме уйӑхӗн 14-17-мӗшӗсенче Ӑренпур хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри «Тӑван ялӑм юрлать» фестиваль-конкурс иртнӗ. Чӑваш Енрен унта Канаш районӗнчи Сиккассинчи «Салам» вокал ансамблӗ хутшӑннӑ. Унта хутшӑнакансен тӑван тӑрӑхӗнчи мӗн авалтан пыракан юрӑ-ташӑ пултарулӑхне кӑтартма тивнӗ. Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Роза Шоркина ертсе пыракан «Салам» «Тӑрна», «Уй варринче», «Тӳттӗл» чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Композиторсен произведенийӗсене илсен, ушкӑн Аркадий Ӗҫхӗл сӑввипе Филипп Лукин ҫырнӑ «Вӑйӑ юррине» куракансен умне кӑларнӑ. Республикӑн Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «Салам» юррисене куракансем кӑна мар, жюри те кӑмӑлтан йышӑннӑ. Конкурса хутшӑннипе пӗрлех ансамбль Ӑремпур облаҫӗнче вырӑнсене тухса ирттернӗ концертсене те хутшӑннӑ-мӗн. «Вокал ансамблӗсем» номинаципе «Салама» иккӗмӗш степеньлӗ дипломпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республика кунӗ театр ӳнерне юратакансемшӗн кӑҫал тӗлӗнмелле парне хатӗрлерӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, вырсарникун, пирӗн республика историйӗнче пӗрремӗш хут Театрсен каҫӗ иртет. Акци каҫхи 11 сехет ҫурӑра пуҫӑнать. Вӑл кун Чӑваш Енӗн патшалӑх театрӗсем Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗсенче хӑйсен постановкисене кӑтартӗҫ. Вырӑс драма театрӗ «Мир Луксор» кинотеатр умӗнчи лаптӑкра «Театр тӗнчи» театрализациленӗ композиципе савӑнтарӗ. Хӗрлӗ тӳремре вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакль сыпӑкне курма йыхравлать. Шупашкрати Суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи лапама Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем пухӑнӗҫ. Шупашкарта пурӑнакансемпе хула хӑнисене вӗсем «Сана юратса, тӑван ен» музыкӑпа сцена композицийӗ хатӗрленӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Лебединое озеро» балет сценисемпе паллаштарӗ. Балета юратакансен асӑннӑ театр умне пухӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш сценин чӑннипех те пултаруллӑ ӑсти, Августа Уляндина, ҫак эрнере «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫрӗ. Пултарулӑх ҫулне вӑл Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ӑс пухнинчен пуҫланӑ. Кайран Августа Чулухлари консерваторинче пӗлӳ илнӗ. Профессири пӗрремӗш утӑмне вара вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче пуҫланӑ. 1997 ҫултанпа вӑл «Чӑваш Ен» ансамбльте ӗҫлет, паян вӑл — унӑн ертӳҫи. Лара-тӑра пӗлмен ӑста И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи ӳнер факультетӗнче ҫамрӑксене юрлама вӗрентет. Августа Уляндина пирки нумай каласа кайма пулать. Хӑйне евӗр юрӑҫ тӗлӗнмелле пултарулӑхпа куракана хӑй патне илӗртет. Унӑн репертуарӗнче — чӑваш тата вырӑс халӑх юррисем, хальхи авторсен произведенийӗсем, романссемпе балладӑсем. Кирек мӗне те вӑл чунне парса шӑрантарать. Специалистсем ӑна Николай Казаков, Юрий Григорьев, Светлана Асамат композиторсемпе пӗрле пулса фольклора эстрадӑпа ӑнӑҫлӑ ҫыхӑнтарнӑ пӗрремӗш юрӑҫ тесе хаклаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗртмен 17-18-мӗшӗнче 17:00–9:30 сехт хушшинче, йӗрлев тӗпчесе пӗлеймен вӑрӑ-хурах организаци таврашӗнче 14 труба вӑрласа тухнӑ пулнӑ. — Вӑрлас ӗҫе пурнӑҫлакан арҫын «БОС» УПП организаци хӗррипе утса пынӑ. Ҫулпа утса пынӑ май вӑл 400 мм диаметрлӑ тата 12 метр вӑрӑмӑш ултӑ пластмас трубине вӑрттӑн вӑрланӑ. Унсӑр пуҫне тата 500 мм диаметрлӑ, 12 метр тӑршшӗ пластмас трубисен (пурӗ 8 шт) «хуҫи» пулса тӑнӑ, — пӗлтерет ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти штаб пуҫлӑхӗ Александр Алексеев. Паллӑ мар вӑрра шыраҫҫӗ. Организацие миҫе тенкӗлӗх шырлӑх кӳнине те хальлӗхе палӑртайман-ха. Вӑрланӑ пурлӑх вара пӗтӗмпех ҫул-йӗрсемпе кӗпер таврашӗсене тивӗҫтерекен организацийӗн пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта пурӑннӑ май эрне хушши Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчисем вӗри шыв ҫуккипе аптранине час-часах илтме тиветчӗ. Вӗри шывсӑр ларнин сӑлтавӗ — асӑннӑ районта ҫӗртмен 10-мӗшӗнче ӑшӑту сечӗсене юсама пуҫлани. Ҫапла вара Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи темиҫе ҫурта вӗри шывсӑр хӑварнӑччӗ. Кӗҫнерникун вара, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче вӗри шыв каллех крансенчен юхма тытӑннӑ. Компани пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Пролетари урамӗнче тата Трактор тӑвакансен проспектӗнче ӑшӑту сӗчӗсене туллин юсаса пӗтернӗ. Вырсарникун, ҫӗртмен 23-мӗшӗнчен пуҫласа утӑн 2-мӗшӗччен Ленин Комсомолӗн тата Хусанкай урамӗсенчи пӑрӑхсене юсама планланӑ. Утӑн 7-16-мӗшӗнче Ленин Комсомол лаптӑкӗ хӗррипе, Иван Яковлев проспекчӗпе тата Николаев урамӗпе те ремонтлама палӑртнӑ. Ҫапла вара юсав ӗҫӗсем пынӑ чух асӑннӑ урамри ҫурт-йӗрсенче вӗри шыва чарса лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
ФГБУ «Верхне-Волжское УГМС» уйрӑмӗн гидрометеорологипе ҫутҫанталӑк сӑнавӗн чӑваш центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗртмен 25-29-мӗшӗсенче Шупашкарта тата Чӑваш Республикинче шӑрӑх ҫанталӑк таврӑнӗ. Асӑннӑ кунсенче сывлӑш температури ытти ҫулсемпе танлаштарсан 7 градус ӑшӑрах пулма пултарӗ (+17… +19). Паянхи кун ҫанталӑк кӗркуннехи пек ӑмӑрлӑ. Ҫавӑнпа та таврана килекен шӑрӑх кун пӗр енчен лайӑх та пуль, вӑл ҫуллахи кунсемпе килленсе ӗлкӗреймен ҫынсене хавхалантарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Людмила Линик Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче паян ректор суйлассине эпир пӗлтернӗччӗ. Пуҫлӑх пуканне ректор тивӗҫне халӗ пурнӑҫлакан Людмила Линика шанса панӑ иккен. Уншӑн 118 ҫынтан 90-шӗ сасӑланӑ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, суйлава академи алӑкне шал енчен питӗрсех ирттернӗ-мӗн. Унта журналистсем ҫеҫ мар, ректор пулма кандидат пулнӑ Семеновӑн шаннӑ ҫынни те кӗреймен иккен. Владимир Семенов кадидатуришӗн 25-ӗн сасӑланӑ-мӗн, Николай Кирилловшӑн — 2-ӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Общество укҫи-тенкине тытса пырассипе Раҫҫейри чи лайӑх ӗҫлекен муниципалитет пӗрлешӗвӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чӑвашран унта тӑватӑ муниципалитет хутшӑннӑ: Патӑрьел, Пӑрачкав, Муркаш районӗсем тата Шупашкар хули. Пӗтӗмпе вара 60 регионти 186 хула округӗ тата район тупӑшнӑ. Конкурса йӗркелекенсем вырӑнтисен хысни пӗлтӗр епле тулнине, вӗсен нормативпа право базине, йӗркелӳпе кадр ӗҫ-хӗлне тишкернӗ. Пӗрремӗш степеньлӗ дипломпа виҫӗ муниципалитета чысланӑ: Владимир хулине, Алтай енӗнчи Барнаул хулине тата Муркаш районне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |