Николаев Анатолий Раҫҫей шайӗнче ҫамрӑксем хушшинче хими предмечӗпе иртекен чемпионатӑн пӗтӗмлетӗвӗсене палӑртнӑ. Ҫӗмӗрле хулари 2-мӗш шкул вӗренекенӗсем асӑннӑ ӑмӑртура хӑйсене самай тивӗҫле кӑтартма пултарнӑ. I степеньлӗ федераллӑ ҫӗнтерӳҫӗ дипломне асӑннӑ шкулӑн 9 класс вӗренекенӗ Николаев Анатолий ҫӗнсе илнӗ пулнӑ. Регионсем хушшинчи ҫӗнтерӳҫӗ дипломне Шадрина Анна (I степеньлӗ диплом) тата Фролова Анна (II степеньлӗ) тивӗҫнӗ. Районта вара чи лайӑх кӑтартӑва 10 класс вӗренекенӗн Мартынова Мариян пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Енӗн Министрсен кабинечӗ «Ача-пӑчаллӑ граждансене пособисемпе тивӗҫтересси» саккуна ҫӗнӗ хут пӑхса тухнӑ пулнӑ. Чирлӗ, хавшак сывлӑхлӑ ача-пӑчасене усрава илекенсен йышне ӳстерес тӗллевсемпе утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен опекунсемпе ачана усрава илнӗ ашшӗ-амӑшсене пособи укҫине 10% хӑпартма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне тата ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх пособийӗн индекс-дефляторне ӳстерӗҫ, вӑл 5,5% пулӗ. Асӑннӑ тӗллев валли республика бюджетӗнчен 8 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шкулпа техникумсенчен вӗренсе тухакансем хӑйсен пурнӑҫӗнчи чи йывӑр тапхӑрне пӗчӗккӗн ак вӗҫлеме те тытӑнчӗҫ. Ӗнер, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче, пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ ҫамрӑксем суйланӑ юлашки предметсемпе — литературӑпа тата географипе — иртрӗ. Литература экзаменне тытма кӑмӑл тӑвакансен шучӗ республикӑра 637 ача, вӗсем 235 минут хушши экзаменра предмет пӗлӗвне ҫутатса пама тӑрӑшнӑ. 494 ҫамрӑк вара географи предметне суйласа илнӗ, 180 минут хушши хӑйсен пӗлӗвне кӑтартнӑ. «Экзамена тытрӑм» теме пултаракансен географи предмечӗпе экзамена 37 баллран кая мар, литературӑпа 32 баллран ҫӳллӗрех ҫырма тӑрӑшмалла пулнӑ. Мӗнлерех тытнине 12 кун кӗтме тивет ҫав — ҫӗртмен 25-мӗшӗн кунӗ тӗлне ҫеҫ паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗртме уйӑхӗн кашни виҫҫӗмӗш вырсарникун Ҫемӗрле районӗн медикӗсем хӑйсен професси уявӗ ячӗпе салам сӑмахӗсене илтеҫҫӗ. Пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлӗ профессинче чи хастаррисене ведомство — парнесемпе, хулапа район — хисеп хучӗсемпе, хулапа район администрациӗсем — хавхалану хучӗпе чыславнӑ. Унсӑр пуҫне Ҫӗмӗрле хулинчи тӗп медецина центрӗн грамотипе, хавхалану хучӗсемпе сахал мар ҫнна чысланӑ, укҫа-тенкӗпе те хавхалантарнӑ. «Сывлӑхлӑ пулӑр!» — медиксене саламланӑ май Ҫемӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ С.Н. Новичков хӑй калаҫӑвне ҫак сӑмахсемпе вӗҫленӗ. Вӑл пульница ӗҫченӗсене чунтан-чӗререн уяв ячӗпе саламланӑ, малашне те ӗҫ ҫапла ӑнӑҫлӑ пырасса шаннӑ. Унсӑр пуҫне тата тухтӑрсемпе медаппасене уявпа саламлама хулари депутатсен канашлӑвӗн депутачӗ Л.М. Егорова, Ҫемӗрле районӗн администраци пуҫлӑхӗ Л.Г. Рафинов тата ыттисемпе те килсе ҫитнӗ. Шур халатлӑ ҫынсене юрӑ-ташӑпа вара Ҫӗмӗрлери ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паянхи пурнӑҫ лару-тӑрӑвне ӑнланса та пӗтереес ҫук... Мӗнле ҫулпалла кустарать пурнӑҫ кустӑрми? Ку ыйту чӑнахах та пуҫа хыҫтарать. Те этемен чун хавалӗ улшӑнать, те самана сывлӑшӗ халӗ урӑхларах. Кӑна тӳрех ӑнланса пӗтереес ҫук. Ват кинемейсен вара сак ҫинче ларса «Эээх, вунӑ-ҫирӗм ҫул каялла пурнӑҫӗ урӑхлачӗ-ҫке» тесе лармалли ҫеҫ юлчӗ пулмалла. Юрату туйӑмне те паянхи кун таптамаллипех таптаса ҫӗр ҫумне лапчӑтса хунӑ, шел пулин те паянхи ӑру ҫутӑ туйӑм хакне самай йӳнӗтнӗ. «Ӗмӗрлӗхех санпа пулма хатӗр» каланӑ сӑмахсем те тахҫан пӗр-пӗрне каҫса кайса юратнӑ икӗ чӗрешӗн темле самантра пуш параппана ҫапнӑ евӗр, пӗлтерӗшсӗр пулса тӑраҫҫӗ. Пӗр ҫул хушшинче 50 мӑшӑр ҫемьеленсен, ҫавӑн чухлех уйрӑлаҫҫӗ. Паян пӗрлешнӗ мӑшӑр 5 ҫул пӗрле пурӑнса ҫитерсен вӗсене орденпа чыслама та шел мар. Ҫапла вара Куславкка районӗнчи пӗрлешӳ кӗрменӗнче чаплӑ уяв ирттерме палӑртнӑ. Уяв хӑнисем — 5, 10, 15, 20, 25, 30, 35, 40, 45, 50, 55, 60 ҫул хушши хӑйсен юратӑвне ҫемьере тытса пыракан мӑшӑрсем. Ҫемьесен юбилей парадне утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Куславкка районӗн пӗрлешӳ кӗрмененче ирттерме палӑртнӑ. Кӑмӑл тӑвакансем хаваспах уява хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта пӗр-ик чарӑнусенче электрон хӑма вырнаҫтарни ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ун чухне «ӑслӑ» хӑма татӑкӗсене чӑваш телекоммуникаци ӗҫлетерсе яма ӗлкерейменччӗ. Паян вара ак, ҫӗртмен 13-мӗшӗнче, электрон хӑмисем ҫинче сасартӑк ӑнланмалла мар паллӑсем тухма тытӑнчӗҫ — вӗсен ӗҫне тӗрӗсленӗ пулнӑ имӗш. Пӗтӗмпе ҫитес кунсенче ҫакӑн йышши электрон хӑмасене 5 чарӑнура вырнаҫтарма палӑртнӑ: Николаев урамӗ, Республика тӳреме, Дзержинский урамӗ, Раща, Суту-илӳ ҫурчӗ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх электрон хӑмасем транспорт хӑш вӑхӑтра килессине кӑна мар, кун датине те, сывлӑш температурине те кӑтартма тытӑнӗ. Хальлӗхе электрон хӑми ГЛОНАСС/GPS навигаци хатӗрӗллӗ троллейбуссене миҫе минут кӗтмеллине ҫеҫ палӑртма пултарӗ. Каярахпа проекта маршруткӑсемпе автобуссене хутшӑнтарма йышӑннӑ. Чарӑнури тӗлӗнтермӗш хӑма тата тӗрлӗрен пӗлтерӳсене, рекламӑпа салам сӑмахӗсене тата ытти хыпарсене ҫутатса пама пултарать иккен. Ҫынсен кӑмӑлӗ тата кӗсъи тулли пултӑр ҫеҫ — хӑма кирлӗ май пуплеме тытӑнӗ. Республика кунӗнче, сӑмахран, ҫынсем уяв ячӗпе салам сӑмахӗсене вулама пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейри сывлӑха сыхлакан министерстви ҫӗртмен 1-мӗшӗнче йышӑннӑ саккун юрӑхлӑ пулманнине туйрӗҫ пулин те, ҫапах пуҫӗсене усса ларасшӑн мар-ха — пирус туртакансене хирӗҫ тата ҫирӗпрех саккун йышӑнасси ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Сывлӑха сыхлакан тӗнчери организаци пирус таврашӗ ҫине акциз ставкине ӳстереме ыйтать, министерство вара ҫак сӑмахсенче усси пуррине кура ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫа кӗртесси ҫинчен шухӑшлать. Федераллӑ чиновниксем те ҫӗнӗ йышӑнӑва хирӗҫ мар. — 2020 ҫул тӗлнелле пӗр пачка пирус паянхи хакран ҫичӗ хут ӳсме пултарӗ. Ҫапла вара унӑн вӑтам хакӗ чӗлӗм туртакана 238 тенкӗлӗх ларӗ, — пӗлтерет сывлӑха сыхлакан министерствин пресс-секретарӗ Олег Салагай. Шупашкарта ку лару-тӑрӑва ҫынсем ытлах ырласа каясшӑн мар-ха. Вӗсен шухӑшӗпе пирус хакне ӳстерсен те чӗлӗм туртакансен йышӗ ҫапах та пӗлтерӗшлӗ чакмасть. Паклатарма юратакансен хӑйсен «чун канӑвӗшӗн» укҫи-тенкине те шӗлемест, тӑкаклама хӑяйманнисем вара йӳнерех пирусем ҫине куҫма пуҫлӗҫ. Пӗр хушӑ ӳҫтерме пӑрахнӑ тапак культури те тен, каллех, пахча йӑранӗсем ҫине таврӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паянхи кун та Шупашкарӑн Мускав районӗнче лаптӑксене тирпейлессипе илемлетес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ пырать. Асӑннӑ районта ҫул-йӗре юсасса пӗтернӗ, чарӑнусене те тахҫанах сӑрласа тухнӑ. Халӗ вара бригада ӗҫченӗсем «Ҫеҫпӗл» кинотеатрпа «Элара» савут хушшинче вырнаҫнӑ ҫӗр айӗн каҫмалли ҫула юсама пуҫараннӑ. Юсав ӗҫне «Стромтранс» ТМЯО йӗркелесе пырӗ. Асӑннӑ каҫмана юсанӑ хыҫҫӑн вӑл сӑнӗпе хытӑ улшӑнмалла имӗш. Пӗтӗмӗшле юсав ӗҫне тума 1,6 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗнчех вӗҫлеме палӑртнӑ. Ҫулсерен тӗрлӗ «тумхахсем» витӗр тухнӑ ҫӗр айӑнчи каҫмана юсани паха ӗҫ. Анчах Шупашкарта вӗсем Мускав районӗнче кӑна мар пур, ытти районсенче те тахҫанах «юсасса» кӗтеҫҫӗ. Нумай чухне шел пулин те ҫынсем ҫӳл каҫма ҫӗр айнеанса вӑхӑта ирттересшӗн мар пулмалла. Карталаман ҫулсем тӑрӑх йӑпӑрт кӑна каҫа ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа та пуль урапа кустӑрми айне лекеҫҫӗ. Тен, хулари кашни ҫӗр айӗн каҫмалли ҫула юсанӑ хыҫҫӑн ҫынсем машинсем чупмалли ҫул тӑрӑх чупма пӑрахӗҫ, вӗсен хӑрушсӑрлӑх валли юсанӑ каҫмапа усӑ курма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, пирӗн мӑнаҫлӑ ҫӗршыв хӑйӗн уявне — Раҫҫей кунне — паллӑ тӑвать. Чӑваш Ен тӗп хулинче асӑннӑ уява тӗрлӗрен тӳремсенче тата парксенче ирттереҫҫӗ. Яланхи пекех хула ҫыннисемпе хӑнасем уяв концертне курма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне паян велосипедҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртет, куракансене массӑллӑ флэшмоб савӑнтарма пултарӗ. Шупашкарсӑр пуҫне Раҫҫей кунне Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗрпӳре, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Сӗнтӗрвӑрринче тата Тӑвай ялӗнче уявлама палӑртнӑ. ШӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх паян Шупашкарта йӗркене 90 полицай сыхлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Иртнӗ шӑматкун, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӗрлешӳ кӗрменӗнче пӗр кунта харӑс 31 мӑшӑр хӑйсен килӗшӗвне регистрациленӗ. Ку хыпар тӗлентерместет пулсан, ҫав-ҫавах шӑматкун кунта кӑсӑклӑ пулӑмсемпе асра юлнӑ. Нумай чухне хӗр пӗрлешнӗ хыҫҫӑн упӑшка хушаматне тӳрех хӑнахаймасть. Хӑш чухне ҫӗнӗ хушамат ытла та хӗр кӑмӑлне каймасть —харкашусем пулни те тӗл пулать. Иртнӗ шӑматкун вара 3 хӗре пӗр енчен савӑнӑҫ кӳнӗ, мӗншӗн тесен Демьянов хушаматлӑ каччӑ Демьянова хушаматлӑ хӗрпе пӗрлешнӗ, Портнов та Портновсен хӗрне качча илнӗ, Владимиров та хӑйӗн пек хушаматла хӗре савса ҫемьеленнӗ. Кунашкалли иртнӗ кунсенче те пулнӑ мӗн: Яковлев каччӑ Яковлева хушаматлӑ хӗрпе пӗрлешнӗ, Пагеев та Пагеева хушаматлине качча илнӗ. Мӑшӑрлану керменӗнчен хушаматсемпе ҫыхӑннӑ тепӗр кӑсӑклӑ пулӑм пирки те пӗлтернӗ. Ӗнер, иккен, Уткина пулса тӑнӑ Лебедева хушаматлӑ, Беликова вара — Чернова хушаматлӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче пӗтӗмпе пӗрлӗшӳ кӗрменӗ 300 яхӑн мӑшӑра кӗтет. Ҫавӑнпа та кӑсӑклӑ пулӑмсем вӑл кӗтесрен малашне те илтӗнӗҫ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |