«Сарӑ ҫӳҫле, кӑвак куҫлӑ хӗрача — саншӑн ҫеҫ ҫунатӑп, тух мана качча». Ҫакӑн йышши юрӑ сӑмахӗсемпе шӑрантараҫҫӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсем пирӗн республикӑра. Чӑннипех-ши вара сарӑ ҫӳҫле хӗрсем тыткӑнлаҫҫӗ-ши яшсене? Тен ку чӑнлӑхах та. Ахальтен мар нумай сӑмахлӑх ҫӳрет сар ҫӳҫлӗ пикесем пирки. Паян, ҫӑвӗн 31-мӗшӗнче сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрсем хӑйсен пӗчӗк уявне уявлаҫҫӗ — тӗнчипе уявлакан сар ҫӳҫлӗ хӗрсен кунне. Асӑннӑ уява Раҫҫейре пӗрремӗш хут 2006 ҫулта уявланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара сар ҫӳҫлӗ хӗрсен уявӗ тӗрекленсе, ҫирӗпленсе паянхи кун та упранать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Павловсен пысӑк кил-йышӗ Ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Кремльте «Мухтава тивӗҫлӗ ашшӗ-амӑшӗ» орденпа нумай ачалла 10 ҫемьене чысланӑ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ аллинчен орден илекенӗсен шутне пирӗн ентешӗмӗрсем, Шупашкар хулинче пурӑнакан Павловсен ҫемьи те кӗнӗ. Ольга Михайловновнапа Алексей Аполлинарьевич 10 ача пӑхса ӳстереҫҫӗ, вӗсенчен чи асли 18 ҫулта, кӗҫени вара ҫӗртме уйӑхӗнче 4 ҫул тултарать. Мускавра пулнӑ вӑхӑтра мухтава тивӗҫлӗ кашни кил-йыша хулари паллӑ вырӑнӗсемпе илсе ҫӳренӗ, тӗрлӗ музейсемпе паллаштарнӑ. Асӑннӑ ордена пирӗн етешсем иртнӗ ҫулсенче те тивӗҫнӗ. 2009 ҫулта — Медведьевсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), в 2010 ҫулта — Маловсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), 2012 ҫулта — Филимоновсен ҫемьи (Ҫӗрпӳ районӗ). Ордена тивӗҫлӗ нумай ачаллӑ ҫемьесем пирӗн республикӑра малашне те пулӗҫ тесе шанас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ыран Самар облаҫӗнче Акатуй уявӗ иртмелле. Вӑл кӑҫалхипе XVI хут иртет. Унта чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗпе, ал ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашма май пулӗ. Чӑваш наци мероприятийӗсене сӑнлакан фото ӗҫсен куравӗсем ӗҫлӗҫ. Пӗр уяв та концертсӑр иртмессине те шута илмелле. Кунсӑр пуҫне вӑй питти арҫынсем кӗрешӗве тухӗҫ. Кире пуканӗ йӑтакансем валли те ӑмӑрту хатӗрленӗ. Спортӑн ытти енӗпе ӑстасен те тунсӑхлама вӑхӑт пулмӗ: хӑвӑрт чупакансем ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртӗҫ, футболла та вылӗҫ. Юланутпа тупӑшни те уява илем кӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫапла хаксемпе Раҫҫей социаллӑ университечӗн Шупашкарти филиалӗн профессорӗ ӗҫленӗ. «Пиллӗк» паллӑ илес тесен студентсен пин тенкӗ кӑларса хумалла пулнӑ, «тӑваттӑ» илме — 800 тенкӗ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштавӑн 9-мӗшӗнче хайхискер пиллӗк студентран пурӗ 4,8 пин тенкӗ илнӗ. «Кӗмӗл» шеллеменнисем — «Тӑван ҫӗршывӑн историйӗпе прави» предмета лайӑх паллӑпа тытасшӑн ҫунакансем. Алла алӑ ҫӑвать теҫҫӗ те, анчах ку каларӑш хальхинче тӳрре килмен темелле. Тӳрӗ чунлӑ пулманшӑн преподавателе 150 пин тенкӗ штрафлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне юратнӑ ӗҫре унӑн ҫулталӑк ӗҫлеме май килмӗ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӑрмарти чӑх-чӗп фабрикин сӑн-пичӗ Чӑваш Енре страхлакан тата инвестици компанисене сутма шухӑшлаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӑратлӑ чӑх-чӗп фабрикин акцине те сутлӑха кӑларӗҫ. Кун пирки республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ иккен. Аукцион утӑ уйӑхӗнче иртмелле. Хальхи вӑхӑтра заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ-мӗн. «Поддержка» страхлакан компанин 34,6% акцине сутма шухӑшланӑ. Малтанхи хак 46,16 миллион тенкӗпе танлашать. Устав пурлӑхне вара 158,8 миллион тенкӗпе палӑртнӑ. «Атӑлҫи инвестици компанийӗн» обществӑн акцийӗсене ҫуррине яхӑн — 49,3% — сутӗҫ. Унӑн устав пурлӑхне 730 миллион тенкӗпе хакланӑ. Сӑмах май, предприятие кӑҫал икӗ хутчен те сутлӑха кӑларнӑ-мӗн, анчах туянакан тупӑнман. Сутма шухӑшланӑ тепӗр обьект — Вӑрмарти чӑх-чӗп фабрики. Унӑн устав пурлӑхӗ 85,57 миллион тенкӗ тӑрать. Аукцион 62,76 миллонтан тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫапла, ҫапла... Пирӗн депутатсем ӗҫсер лармаҫҫӗ, ҫӗнӗ саккунсем начасах шутласа кӑлараҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе арҫынсемпе хӗрарӑмсен ирӗклӗхне пӗр шайра хакламалла, хӗрарӑмсен те ҫар хӗсметне кайса килни пӑсмасть. Паянхи кун ятарлӑ саккунпа килешӳллӗн ҫар хӗсметне 18-27 ҫулхи каччӑсене илсе каяҫҫӗ. Депутатсем вара хӗрсене хӗсмете ярасси ҫинчен ятарлӑ хутне хатӗрленӗ те, ӑна хӳтӗлев министерствине яма та ӗлкернӗ пулнӑ. Ҫапах та депутатсен йышӑнӑвӗ тӑрӑх хальлӗхе хӗрсене ҫара хӑйсен кӑмӑлӗпе ҫеҫ илсе кайӗҫ. Ҫав хушӑрах Шупашкар хулинчи Чӑваш Енӗн ҫар комиссириачӗн пуҫлӑхӗ Олег Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх ҫар хӗсметне кайма кӑмӑллӑ хӗрсене Пирогов урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра ятарлӑ хут пама хатӗр. Вӑл хутпа хӗрсем Ҫыхӑну ҫар университетне е Питӗрти медицина ҫар академине вӗренме кайма пултараҫҫӗ. Ҫар хӗсметне хӗрсен каймалла-ши е ҫук? Ку ыйту чӑнах та тавлашаллӑ. Тем тесессӗн те вара мӗн пур хӗрарӑм тӗллевӗ вӑл ҫемье ҫавӑрса, ачасене тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстересси. Арҫынсемпе тан пӑшӑл тытса, ҫар вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпченни вара кирлӗх-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Палӑк умӗнче 1960 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкара никӗсленӗ. Ҫавӑн чухне ӗнтӗ ялта пурӑнакан ҫынсене хулана куҫарнӑ. Ҫӗнӗ масартан инҫех мар Туҫи ял вырнаҫнӑ пулнӑ. Тахҫанхи ял вырӑнӗнче вара паянхи кун пӑрахӑҫланӑ палӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Туҫире ӳснӗ виҫӗ юлташ асӑннӑ палӑка юсама шут тытнӑ. Пур вӑя пухса монумента кӗске вӑхӑт хушшинче илем кӳнӗ, палӑк ҫинче Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксен ячӗсене те палӑртнӑ пулнӑ. Ҫӑвӗн 28-мӗшӗнче вара палӑк умне вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнма Туҫире ҫуралса ӳснисем пуҫтарӑннӑ. Юсанӑ монумента асӑннӑ кунра Георий атте те ятарласа сӑваплама килнӗ. Монумент умне ҫынсем ҫителӗкле пухӑннӑ. Тахҫан пӗр ялта кӳршӗлле пурӑннӑскерсемшӗн пӗр-пӗрне курни кӑмӑлӗсене самай ҫӗкленӗ. Вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ паттӑрсене асӑннӑ вӑхӑтра ҫӗнӗ шухӑш та ҫуралнӑ — хӑйсен ачалӑхӗ иртнӗ ял шӑпи ҫинчен, унтан тухнӑ пултаруллӑ ҫыннисем пирки ятарлӑ кӗнеке ҫырса кӑларма палӑртнӑ. Ку кӗнеке вара хӑйне майлӑ асаилӳ кӗнеки пулӗ, ҫитӗнекен ачасемшӗн те вӗсен ӑрӑвӗ ӑҫтан тухнине, вӗсен пурнӑҫе епле пулнине пӗлме пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Улатӑр хули Ӗнер, каҫхи 11 сехет те 15 минутра, Улатӑр хули шывсӑр тӑрса юлнӑ. Сӑлтавӗ — канализаци коллекторӗнче инкек пулнине кура ӗҫмелли шыв вӑхӑтлӑха чарса лартни. Ҫапла майпа 8 пине яхӑн ҫурта шыв пыма пӑрахнӑ. Ҫав шутра социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем те пур иккен. Хула мэрийӗ ӗнетернине шута илсен больницӑсенче, ача ҫуртӗнче, ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗнче, ача сачӗсенче, социаллӑ сфера учрежденийӗсенче ҫапах та ӗҫмелли шывсӑр лартман иккен. Сӑмах май, инкеке пӗтерме май килнӗ. Хула ҫыннисене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗртмен 5-6-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Франци элчисем килсе ҫитмелле. Инҫе ҫула ҫывӑхлатма вӗсем пирӗн патӑмӑрти ял хуҫалӑх отраслӗпе кӑсӑкланнӑран шут тытнӑ-мӗн. Ҫичӗ ютран килекенсем хушшинче ял хуҫалӑх машинисене кӑларакансем, кукурус, хӗвелҫаврӑнӑш, рапс, сорго тата соя вӑррине туса илекенсем пулмалла иккен. Францин ял хуҫалӑх отраслӗн ӗҫченӗсем Чӑваш Енри хӑш-пӗр предприятие ҫитӗҫ, фермерсемпе курнӑҫӗҫ. Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн килӗштерсе ӗҫлесси пирки пӗр чӗлхе тупасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Фестивальти самант Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ятсене тивӗҫнӗ Алексей Мокин ячӗпе ташӑ ӑстисен «Ташша яра пар!» иккӗмӗш фестиваль-ӑмӑрту иртнӗ. Ку уява районти 18 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Жюри пайташӗсем: районти культура пуҫлӑхӗ Александр Самсонов, Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Попова тата районти администрацин культура, спорт тата архив уйрӑмӗн тӗп специалисчӗ Алина Михуткина ташӑ ӑстисене икӗ ушкӑна уйӑрса чысланӑ. «Ҫамрӑксемпе ачасен ушкӑнӗ» номинацире 1-мӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулӑн «Танц-класс» тата кадет класӗнчи ташӑ ушкӑнӗсем йышӑннӑ, 2-мӗш вырӑнта «Колибри» ташӑ ушкӑнӗ (вӗсем ӑсталӑха «Хӗрлӗ Чутай районӗн культурӑпа кану центрӗнче» туптаҫҫӗ, 3-мӗшсем — Штанашри «Ария» ташӑ ушкӑнӗ. «Аслисен ташӑ ушкӑнӗ» номинацире малти вырӑнта Штанашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ушкӑн тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |