Ҫӑвӗн 30-мӗшӗнче 11 класс пӗтерекенсем хӑйсем суйласа илнӗ вӗренӳ предмечӗсемпе — истори, биологи тата информатика — пӗрлӗхи патшалӑх экзаменне тытнӑ пулнӑ. Экзамена ППЭ тытмалли 24 пунктсенче ирттернӗ. Унта 3 400 ҫамрӑк экзамен тытнӑ. Вӗсен шутӗнче истори предметне 1 200 ача суйланӑ, биологи предметне — 1 700, 500 ҫын — информатикӑна. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче экзамен вӑхӑтӗнче пӗтӗмпе йӗркене пӑсни 3 пулӑм асӑрханӑ пулнӑ. Виҫӗ ҫамрӑк карас телефонӗпе тата шпаргалкӑсемпе усӑ курма хӑтланнӑ. Икӗ пулӑмӗ информатикӑпа экзамен тытнӑ чухне, тепри биологи предмечӗн вӑхӑтӗнче асӑрханӑ пулнӑ. Министерствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх 3 пулӑмне те аудиторисенче вырнаҫтарнӑ видеокамерӑсем асӑрхама пулӑшнӑ. Йӗркене пӑсакан виҫ ачан малалли шӑпине экзаменӑн патшалӑх комиссийӗнче татса парӗҫ. Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Математика предмечӗпе иртнӗ пӗрлӗхи патшалӑх экзамен вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснине республикӑра асӑрхаман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫу уйӑхӗнче нефть продукчӗсен хакӗсем йӳнелнӗ. Чӑвашстатра пӗлтернӗ тӑрӑх А-76 (АИ-80) маркӑллӑ бензинсӑр пуҫне (ун вӑтам кӑтартӑвӗ ҫу уйӑхӗнче 25,95 пус) чи паха продукчӗсен тӗсесем пур те хакӗпе чакнӑ. АИ-92 (АИ-93 тата ыт.те) маркӑллӑ бензин ҫу уйӑхӗнче 0,79% йӳнелнӗ, ҫапла вара ун хакӗ 27,68 тенке ҫитнӗ. АИ-95 0,85%, йӳнелнӗ, ӑна вара 30,32 текӗпе туянма пулать. Дизель топливӑн хакӗ асӑннӑ уйӑхра 0,88% йӳнелнӗ, хакӗ 30,4 тенке ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче хӑйӑр кӑларнӑ лаптӑкра пысӑк инкек сиксе тухнӑ — икӗ ҫын хӑйӑр айне лексе вилнӗ иккен. Республикӑри СУ СКР ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пӑтӑрмах Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. Ялти 6 ҫын ҫак вырӑнта килти хуҫалӑх валли хӑйӑр кӑларнӑ пулать. Ҫырӗ ытла та чӑнкӑ пулнӑ иккен — тайлӑк ҫӳллӗшӗ 8 метра ҫитнӗ. — 16:00 сехет тӗлнелле, ҫӗр йӑтӑнса анса 1951 тата 1956 ҫулхи арҫынсене хӑй айне тунӑ. Юнашар ӗҫленӗ ҫынсем инкеке лекнӗскерсене ҫӑлма чупнӑ, анчах ӗлкереймен — иккӗшӗ те вилсе кайнӑ, — пӗлтерчӗ Дмитриев. Паянхи кунна ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев пырать, мӗн-пур фактсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну ҫирӗплетме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗллехи шартлатма сивӗ самантсенче эпир ҫуллахи шӑрӑх кунсене чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр. Ҫу кунӗсем ҫитсессӗн вара «эх, хӗллехи кунсемех аптрамасчӗҫ-ҫке» тесе ӑмсанатпӑр. Ӑмсаннин вара вӑл вӑрӑмтуна хурт-кӑпшанкӑ амакӗшӗн пуҫланать. Ҫуллахи кунсем хуҫаланма ӗлкерсе те ҫитеймерӗҫ, вӑрӑм тунисем вара пиншӗрен тухса ҫынсене апла та капла та «тустараҫҫӗ». Шупашкарта пурӑнакансем те «чун илли» вӗҫен хуртран канӑҫ шыраса тӗрлерен меслетсемпе усӑ курма хӑтланкалаҫҫӗ. Анчах ҫынсем сиснӗ тӑрӑх вӑрӑмтунасемпе кӗрешме аптекӑра сутакан ятарлӑ спрейсемпе кремсем те пулӑшсах каймаҫҫӗ. Ҫӑвӗн 20–24-мӗш кунсенче вӑрӑмтунасене хирӗҫ ҫынсем йышлӑн ҫӳрекен вырӑнсенче ятарлӑ дезинсекци те тунӑччӗ. Анчах та ҫанталӑк малтан сивӗ, кайран сасартӑк ӑшӑтса янипе вӑрӑмтунасем самаях ӗрчесе кайнӑ. Хула администрацийӗнче ку лару-тӑрӑ хальлӗххе татса параймаҫҫӗ-ха. Асӑннӑ ӗҫ валли укҫа-тенкӗ уйӑрас ыйту та ҫивӗч тӑрать. Ҫапла вара паянлӑха ҫынсен вӑрӑмтунасемпе хӑйсен тӗлленӗх кӗрешме лекет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паянхи куна Чӑваш Енри пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт-йӗр 157 пин ытла тӑваткал метр шутланать. Вӗсенче 12 пин ҫын пурӑнать. 2013–2015 ҫулсенче республикӑра нумай хваттерлӗ 822 юрӑхсӑр ҫурта пӑсма палӑртнӑ. Ку ӗҫе вара ятарлӑ программа тӑрӑх ирттерӗҫ. Ҫапла вара республикӑра 4 810 ҫемьене ҫӗнӗ пурӑнмалли кил-ҫуртпа тивӗҫтермелле пулать. Ҫак ӗҫсене йӗркелеме 4 573 млн. тенкӗ уйӑрса панӑ имӗш. Хӑш-пӗр юрӑхсӑр ҫурта кӑҫалах пӑсма палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Минстрой пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫалхи ҫул вӗҫлениччен 245 пурӑнмалли ҫуртран 1 414 ҫемье (ку 3 500 ытла ҫын) ҫӗнӗ кил-ҫурта куҫӗ. Ҫак ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме кӑҫал 1 364,7 млн. тенкӗ уйӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗрлӗ хӗрес обществи пирки маларах вӗҫӗмех аса илтеретчӗҫ-ха. Халӗ темӗнле ыркӑмӑллӑх фончӗ те пур та, вӑл хӑлхаран кайман сӑмах тееймӗпӗр. Ҫапах та Хӗрлӗ хӗрес обществи халӗ те ӗҫлет иккен. Ытларикун Чӑваш Ен Элтеперӗ Раҫҫейӗн Хӗрлӗ хӗрес обществин председателӗпе Раиса Лукутцовӑпа тӗл пулнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ене вӑл кунти халӑха гуманитари пулӑшӑвӗ мӗн чухлӗ кирлине пӗлессишӗн килсе ҫитнӗ иккен. Раиса Лукутцкая сӑнанӑ тӑрӑх, Чӑвашра инкексем сахал пулаҫҫӗ иккен. Вӑл республикӑн Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерстви Хӗрлӗ хӗрес обществипе килӗштерсе ӗҫленине те палӑртнӑ. Михаил Игнатьевпа Раиса Лукутцкая инфекци чирӗсем, туберкулёз, ВИЧ-инфекци сарӑласран туса ирттермелли ӗҫсем пирки те калаҫу пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӗҫсӗр юлакан рабочисем хӑй вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек тухса тӑни те пулнӑ Кун пирки «Regnum» информаци агентстви республика Элтеперӗн пресс-служби хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет. Аса илтеретпӗр, федерацин «Росспиртпром» унитарлӑ предприятийӗ акционерсен аллине куҫнӑ хыҫҫӑн унӑн Чӑваш Енри предприятийӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хупӑнчӗҫ. 2010-мӗш ҫулта Сӗнтӗрвӑрринчи спирт савучӗ хупӑнчӗ, каярах ун пек шӑпа Етӗрнене пырса ҫапрӗ. Пӗр вӑхӑтра Шупашкарти ликёрпа водка завочӗ те хупӑннӑччӗ, анчах 2011 ҫулхи ҫулла вӑл ӗҫлесе кайрӗ. Маларах асӑннӑ информагентство куҫман пурлӑха унитарлӑ предприятирен «Росспиртпром» акционерсен обществине куҫарасси хӑй вӑхӑтӗнче тӑсӑлса кайнине те пӗлтерет. Ҫӗнӗ харпӑрлӑх хурмине куҫнӑ предприяти Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан влаҫӗсенчен республикӑна юлакан акцизсен ҫуррине субсидилеме ыйтнӑ-мӗн. Вӑл укҫана Етӗрнери филиалта пӑрака кӑларассине юсаса ҫӗнетме ярасшӑн пулнӑ-мӗн, унсӑрӑн завода лицензилеме май килмест тесе ӑнлантарнӑ имӗш. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейӗн экономика аталанӑвӗн министрӗпе Андрей Белоусовпа тӗл пулсан Етӗрнери спирт савутне ӗҫлеттерсе ярас ыйтӑва хускатнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникин сайчӗ Сӑмахӑмӑр сиплени, эмел тавраш ҫырса парни, укол туни пирки мар. Тепӗр тесен ытах чире кайсан киле те пырса пулӑшаҫҫӗ-ха, анчах паян эпир урӑххи пирки. Калаҫӑвӑмӑр ҫынсене электронлӑ майпа пулӑшу кӳресси ҫинчен. Ҫакна тухтӑрсен хушшинче анлӑ сарас тӗллевпе республикӑра кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ ятарлӑ конкурс ирттереҫҫӗ. Председатель пулса ӑна республикӑн сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова ертсе пыракан комисси хакланӑ. Конкурс тӗллевӗ — «Сывӑ Чӑваш Ен» медицина порталне кӗрекен организацисем хушшинче чи лайӑх сайта палӑртасси. Хальхинче унта 29 учрежденипе врач хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ҫынсене электронлӑ майпа пулӑшу кӳрессипе тата информацие уҫса парассипе Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникипе тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерствин штатра тӑман специалисчӗн — эндокринологӗпе танлашакан пулман иккен. Уйрӑм номинаципе те хакланӑ сайтсене. Сӑмахран, информаци енчен уҫӑмли — Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникин сайчӗ, Куславккари район больницин сайтне ҫынсем ҫӗнӗ хыпарсемпе паллашассишӗн час-час кӗреҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
2013-2015-мӗш ҫулсенче республикӑра 100 фельдшерпа акушер пункчӗ хута яма палӑртнӑ. Вӗсене пурне те хӑвӑрт купалакан меслетпе хӑпартаҫҫӗ. 100 пунктран ҫиччӗшне кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Ҫывӑх кунсенче уҫма палӑртнӑ тухтӑр ҫурчӗсенчен пӗринче — Ҫӗрпӳ районӗнчи Старак ялӗнчинче — паян тӗплӗ шайри пуҫлӑхсем: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин элчи Сергей Судьбин, Ҫӗрпӳ районӗн тӗп тухтӑрӗ Ольга Ермакова пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫуртӑн кӑшкарне ҫӗклесе лартнӑ. Унта шыв тата газ кӗртмелле, канализаци тумалла. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫуртне хӑпартассипе район пуҫлӑхӗн асӑрхаттармалли те тупӑннӑ. Строительсем ӗҫе ҫак уйӑхра вӗҫлеме шантараҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сахӑр мешукӗ 55 ҫулхи 2-мӗш ушкӑнри сусӑра Шупашкар район сучӗн йышӑнӑвӗпе 10 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатмалла тунӑ. Айӑпӗ пулман мар-ха арҫыннӑн. Пӗлтӗрхи кӗркунне вӑл дача ҫуртне кӗрсе сахӑр песукӗ тата ҫава вӑрланӑ. Ҫапла хӑтланса вӑл дача хуҫисене 305 тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Шупашкар район прокурорӗн ку вӑл ытла та кӑра айӑплав тесе суда тавӑҫпа тухнӑ, сусӑра условлӑ майпа айӑплама ыйтнӑ. Ҫитменнине тата вӑрӑ айӑпа йышӑннипе правӑна сыхлакан органа хӑех кайнӑ, айванла хӑтланкалӑрӑшшӑн ӳкӗннӗ. Ҫапла вара Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн коллегийӗ арҫынна 10 уйӑхлӑха условлӑ майпа айӑплама йышӑну кӑларнӑ, сӑнав вӑхӑтне 6 уйӑх тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |