![]() Ҫак кунсенче Вӑрмар районне медицина автобусӗ пырса ҫитнӗ. Вӑл ялсенче пурӑнакансене диспансеризаци витӗр кӑларать. Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ку енӗпе ҫине тӑраҫҫӗ. Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗ район центрӗнчен 9 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Сывлӑха тӗрӗслеттерессишӗнех ҫынсем унта сайра-хутра пыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри флюрографи тухма, тен, ҫулталӑкра пӗрре пырса каять-тӗр, теприсем вара амак аптӑратма пуҫласан кӑна ҫула тухаҫҫӗ. Медицина автобусӗнче тӗрлӗ анализ илеҫҫӗ, ультрасасӑ оборудованийӗпе те тӗрӗслеҫҫӗ. Хӗрарӑмсене гинеколог йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Республикӑри тата районти массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисене ӗнер ятарлӑ тӗрӗслев витӗр кӑларнӑ. Тӗп редактор кунне пуҫтарӑннӑ пуҫлӑхсен «Ертсе пыракан ушкӑна йӗркелессин технологийӗ» ятпа тест тухма тивнӗ. Мероприятие республикӑн Информаци министерстви ирттернӗ. Тренер пулса РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗн Шупашкарти филиалӗн социаллӑ технологисен кафедрин заведующийӗ Нина Семедова-Полупа хутшӑннӑ. Тест вӑхӑтӗнче пуҫлӑхсен хӑйсен кӑмӑлне: «ҫӗнӗ шухӑш калакан-и», «критик-и», «пӗрлештерекен-и», «тӗпчевҫӗ-и» тата ытти ҫавӑн йышши роле вылянине палӑртма май килнӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ «пӗрлештерекен», «практик-йӗркелӳҫӗ» тата «тӗпчевҫӗ» ролӗнче иккен. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗнче Украинӑри Козлецки районти Остер хулинче вилӗмсӗр поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин палӑкне уҫнӑ. Ӑна хура гранитран тунӑ. Палӑка Ҫеҫпӗл вилнӗ вырӑна асӑнса лартнӑ юпапа юнашар вырнаҫтарнӑ. Палӑка уҫма Чӑвашран сумлӑ делегаци тухса кайнӑ. Йышра «Канашсем» ентешлӗхӗн пайташӗсем Анатолий Кипеч, Лидия Филиппова тата Юрий Алексеев, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн членӗ Михаил Краснов, Канаш тӑрӑхӗнчи культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем, поэтӑн тӑванӗ Юрий Кузьмин, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева пулнӑ. Чӑваш делегацийӗ Украинӑна Чернигов облаҫӗн Культура департаменчӗ тата Пӗтӗм Украинӑри чӑвашсен «Ҫеҫпӗл» пӗрлӗхӗ чӗннипе ҫул тытнӑ. Палӑк ҫине «...Тусӑмсем! Ун чух ҫул майӗ, ман ҫине пырса, юрӑ юрласа кӑтартӑр, сӑвӑ каласа...» тесе чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата акӑлчанла ҫырса хунӑ. |
![]() Эдуард Мочалов Митинг авӑнӑн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ скверта иртмелле. Пуҫламӑшӗ 17 сехетре. Хальхинче те Эдуард Мочалов пухакан митинг тӗллевӗсем ҫавсемех: Михаил Игнатьевпа унӑн правительстви ӗҫрен каймалла; ирӗклӗ суйлав ирттермелле; тӳресене те суйлав ирттерсе лартмалла. Ку халӑх пухӑвӗнче «Сӗтев» хаҫатӑн ҫӗнӗ номерӗпе паллаштарма шантараҫҫӗ, унсӑр пуҫне кӑҫал тухнӑ ытти номерсене те валеҫме планлаҫҫӗ. Митинга чӗнсе каланинче «Сӗтев» хаҫат ҫак пухӑва Михаил Игнатьева, Юрий Попов спикера, Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн председательне Н. Порфирьева, Республикӑри ШӖМ министрне С. Семёнова тата ытти ҫӳлти шайри тӳре-шарана чӗннӗ. «Анчах, ман шухӑшпа, халӑх умне митинга тухма вӗсен халӗ ҫитмӗ», — пӗлтерет чӗнӳре хӑй шухӑшне Эдуард Мочалов. Аса илтеретпӗр, иртнӗ пуху ҫак уйӑхӑн 8-мӗш кунӗнче иртнӗччӗ, унта 200 яхӑн ҫын хутшӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Станцисене тӑвас ыйтупа республикӑра ирттернӗ канашлу саманчӗ. Пирӗн республикӑра вӗҫӗм ӗҫлекен референци станцийӗсене хута яма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ объектӑн тӗп-тӗрӗс вырӑнне кӗске вӑхӑтра палӑртма май параҫҫӗ иккен. Ку станцисем спутниксемпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ — ӗскер вырӑнне пӗлтернӗ чухне чи нумаййи темиҫе сантиметр кӑна йӑнӑшма пултараҫҫӗ. Ҫапла май вӗсем ҫурта е ҫула тӗп-тӗрӗс виҫме пултараҫҫӗ тени те тӗрӗс. Ун йышшисене маларах Улатимӗр, Ленинград облаҫӗсенче тата Камчатка енӗнче хута янӑ иккен. Пирӗн патра вӗсене ҫиччӗ хута ямалла. Станцисем Шупашкар, Куславкка, Ҫӗмӗрле, Канаш, Улатӑр, Етӗрне хулисенче, Патӑрьел ялӗнче пулмалла. Референцлӑ станцие хута яни автоҫулсене, социаллӑ сфера объекчӗсене тӑвассипе, газификаципе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли проект хучӗсене хатӗрлессине ансатмалла иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш кӗнеке издательстви чӑваш тата вырӑс шкулӗсем валли ҫӗнӗ кӗнекесем кӑларнӑ. Ҫав шутра 2-мӗш тата 3-мӗш класра вӗренмелли «Чӑваш чӗлхи» учебникӗсене, 5-мӗш классен «Тӑван литературине», 8-мӗшсен «Тӑван енне» асӑнма пулать. Шкул тулашӗнче вуламалли «Ылтӑн ҫӳпҫерен» 2-мӗш классен кӗнеки «Литература вулавӗ» кӗнекен тӑсӑмӗ шутланать. Учительсене пулӑштӑр тесе кун ҫути кӑтартнӑ «Чӑваш чӗлхипе литератури олимпиадине ирттересси» пособи тестсенчен, ыйтусенчен, олимпиада валли хатӗрлемелли текстсенчен тӑрать иккен. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем шкулсене кирлӗ ытти кӗнекене кӑларассипе те нумай ӗҫлет иккен. Акӑ, М. Моро тата ытти автор 1-4-мӗш классем валли хатӗрленӗ икӗ пайлӑ учебника пичете хатӗрленӗ. Икӗ пайран тӑракан «Пирӗн тавралӑх» кӗнекене 3-мӗш тата 4-мӗш классем валли юсаса ҫӗнетсе хатӗрленӗ. Пӗлӗве ачасем хӑйсем тӗллӗн тӗрӗслемелли страницӑсемпе те пуянлатнӑ. Чылай кӗнеке валли ӗҫ тетрачӗсем хатӗрленӗ. «Вӗренекенӗн уйрӑм маршручӗ» текен серипе те кӗҫех кӗнекесем кун ҫути курмалла. Кӗнекесене Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви заказ панипе кӑлараҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Приватизацилемелли предприятисенчен пӗри Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви 2014–2016-мӗш ҫулсенче федераци харпӑрлӑхӗнчи Чӑваш Енре вырнаҫнӑ патшалӑхӑн унитарлӑ виҫӗ предприятине приватизацилеме шухӑшлать. Приватизацилемеллисен йышӗнче — РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин харӑсах икӗ предприятийӗ: Шупашкарти тата Канашри протезпа ортопеди предприятийӗсем. Шупашкарти тепӗр предприяти те, вӑл дезинфекци тӑвассипе ӗҫлет, маларах асӑннӑ списока лекнӗ. 2014–2016-мӗш ҫулсенче «Проммеханизация» акционерсен уҫӑ обществин администраци ҫурчӗн иккӗмӗш хутне приватизациелме шухӑшлаҫҫӗ. Ку ҫурт Сӗнтӗрвӑрринче, Нахимов урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра, вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Анчах ал парса антарма мар, парӑма шыраса илме. Ҫак уйӑхра темиҫе хутчен ҫапла тунӑ та вӗсем. Мускавран Шупашкара килсе ҫитнӗ пуйӑсран анакансене (анчах пурне те мар, парӑмлисене) вӗсем парӑм пирки аса илтернӗ, тӳлевпе татӑлма сӗннӗ. Ҫынсем тӗрлӗрен те, хӑшӗсем вырӑнтах тӳлесе татаҫҫӗ, теприсене суд приставӗсен уйрӑмне илсе кайма тивни те пулать-мӗн. Парӑма татма ҫумра укҫа ҫук-тӑк пурлӑха аретслеҫҫӗ. Суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗн пресс-служби вара парӑма татассине тӑсса ямалла маррине аса илтернӗ май, парӑмлисене ҫула кайма та тытса чарма пултарасси пирки асӑрхаттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Халӗ унта та кунта фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Вӗсенчен пӗри ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи Уйкас Асламас ялӗнче ӗҫлесе кайни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Халӗ, ав, тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Паян Елчӗк районӗнчи Тип Тимешре уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тата сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ҫитнӗ. Модульлӗ ҫӗнӗ ФАПсем Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫиччӗ пулмалла тесе эпир хыпраланӑччӗ-ха, Елчӗкре вара улттӑ уҫма тесе палӑртнӑ иккен. «Фельдшерпа акушер пунктне уҫасса эпир питӗ кӗтнӗччӗ. Халӗ питӗ савӑнтӑм», — тенӗ иккен вырӑнти фельдшер Елена Григорьева. Ку тухтӑр ҫурчӗ Тип Тимеш тата Анатри Тимеш ял ҫыннисене пӑхса тӑмалла. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Андрей Тимофеев Ҫурлан 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Андрей Тимофеев Шупашкарта ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, «Toyota Camry» урапапа ун чух вӑл ӗҫе кайма тухнӑ пулнӑ. Калинин тата Гагарин урамсене пӗрлештерекен ункӑра тепӗр йӗр ҫине кӗме хӑтланса «Лада Калина» машинӑна пырса лекнӗ. Инкекре ҫынсем аманман-ха — машинӑсем вара кӑштах чӗрмеленнӗ. Министр ҫумӗпе ҫыхӑннӑ ҫак инкек пирки Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин тата Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Харпӑрхӑй хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Инкек вырӑнне вӑл хӑй тӗллӗн пӑрахса кайнӑ, инкеке лекнӗ тепӗр машина водителӗпе кӑнттам калаҫнӑ, административлӑ ӗҫе пуҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ, ӗҫ транспорчӗпе усӑ курнӑ текен факт ҫирӗпленмен. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ инкеке лекнӗ тепӗр урапан водителӗпе ҫепӗҫ калаҫманшӑн унӑн тыткаларӑшне републикӑн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫ дисциплини тата професси этики енӗпе ӗҫлекен коллегийӗнче пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |