Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче йышӑннӑ саккун, леш, хайхи халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче пирус туртма чараканни, юрӑхсӑр пулнине Патшалӑх Канашӗ те ӑнланчӗ пулмалла. Раҫҫее илес пулсан ҫак саккуна 45% ҫын ырланӑ, йышӑннӑ ҫӗнӗлӗхпе вара 49% ҫын килешсех кайман. Нумайӑшӗшӗн саккун ытла ҫирӗп пулни тата ҫынсен ирӗклӗхне хӗсни килӗшмен. Ҫакна шута илсе тата пирус туртакансем те саккуна ытлашшиех пӑхӑнманнине кура Патшалӑх Канашӗ Раҫҫей правительствипе пӗрле йышӑннӑ документа улшӑнусем кӗртесшӗн иккен. Чи малтанах саккуна пӑхӑнмансенчен штрафне сахалтарах сӑптӑрасшӑн, унсӑр пуҫне пирус туртмалли вырӑнсен йышне анлӑлатасшӑн. Улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн, тӗслӗхрен, санатори таврашӗнче пирус туртма пулӗ пулас. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта чӗлӗм пакклатаракансенчен вара штрафне 1–1,5 пин тенкӗ таран чакарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑҫал шкулпа техникумран вӗренсе тухакансем пӗрремӗш пӗрлехи патшалӑх экзаменне ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче вырӑс чӗлхипе тытнӑ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑра чи пысӑк балл — 100 балл — 35 вӗренекен тивӗҫнӗ. Ку кӑтарту пӗлтӗрхи ҫултан пӗчӗкрех. 2012 ҫулта асӑннӑ вӗренӳ предмечӗпе 100 балл 57 ҫамрӑк илнӗ пулнӑ. Экзамена тӗресленӗ хыҫҫӑн унӑн вӑтам кӑтартӑвне палӑртнӑ — 66,39 балл. Ку вӑл пӗлтерхинчен 0,6 бал пысӑкрах. Экзамена хутшӑннӑ 1 482 ҫамрӑк 80 баллӑх ҫырнӑ. Шел пулин те вырӑс чӗлхи экзамен ӗҫне 147 ача чи пӗчӗк баллпа ҫырнӑ. Рособрнадзор палӑртнӑ тӑрӑх вырӑс чӗлхипе чи пӗчӗк бал шучӗ 36. Кам вара ҫак балла ҫитеймен — экзамена тытайман. Пӗтӗпе вара кӑҫал, республикӑпа экзамена вырӑс чӗлхипе 7 966 вӗренекен тытнӑ. Экзаменри хӑйсен кӑтартӑвӗпе килӗшменнисем апелляци пама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Акатуй Канаш районӗнче ҫеҫ мар, Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче те иртрӗ. Кунта та ӑна уявлама илемлӗ вырӑн шыраса тупнӑ — ака-суха ӗҫӗсене вӗҫленӗ ятпа ирттерекен уява «Чавал» уҫланкӑна пуҫтарӑнчӗҫ. Хӑнасене чӑваш йӑлипе ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе кӗтсе илчӗҫ. Кашни ял тӑрӑхӗ уява хатӗрленсе курав йӗркеленӗ, тӗрӗ ӑстисем, ал ӑстисем куракансене хӑйсен ӗҫӗсемпе хаваспах паллаштарчӗҫ. Уявра ҫурхи ӗҫсен паттӑрӑсене, ытти отрасльсенче курӑмлӑ тӑрӑшакансене чысларӗҫ. Юрра-ташша ӑста ҫынсен пултарулӑхӗ уява савӑнӑҫ парнелерӗ. Сӑнсем (225) |
Шӑматкун, ҫӗртмен пӗрремӗш кунхине Николаев урамӗпе Республика тӳременчи обществӑлла транспорт чарӑнӑвӗсенче ятарлӑ электрон хӑмине вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Асӑннӑ хӑма ҫинче маршрут номерӗ тата кирлӗ чарӑнура транспорт хӑш вӑхӑтран ҫитессине палӑртнӑ. Таблона лартнӑ компани ятарлӑ хӑмасене вырнаҫтарнӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерменни ҫинчен пӗлтерет. «Хӑма ятне чӑвашла ҫырма маннӑ пулинех, халь йӑнӑша юсаҫҫӗ», — тесе ӗмӗтленме ҫеҫ юлать мӑнтарӑн чӑваш халӑхӗн. Михаил Игнатьев хулана чӑвашлататпӑр тесе шантарни кӑлӑхах пулас. Чӑваш телекоммуникаци компани ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра ку таблосен ӗҫне тӗрӗслеҫҫӗ ҫеҫ-ха имӗш. Чӑннипе хӑйсен ӗҫне вара каярах кӳленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Йӗркене пӑсакансене ШӖМ ӗҫченӗсем саккунпа килешӳллӗн обществӑлла ӗҫсене явӑҫтараҫҫӗ. Пирӗн республикӑра та айӑпа кӗнӗ ҫынсене ӗҫ урлӑ йӗркене пӑхӑнма вӗрентеҫҫӗ. Иртнӗ кунсенче саккун умӗнче айӑплӑ 4 ҫын хула лаптӑкӗнче 40 михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ пулнӑ. Вӗсем Гладков урамне тасатнӑ тата Президент бульварӗнчи Ачасемпе ҫамрӑксен ача кӗрменӗ лаптӑкне илем, тасалӑх кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫитес кану кунӗсенче Шупашкар хулинче хӑвӑрт утас енпе чемпионат тата Раҫҫей ӑмартӑвӗ иртет. Унта хутшӑнма Раҫҫейрен, Колумбирен, Казахстанран, Беларуссинчен пӗтӗмпе 300 спортсмен килсе ҫитет. Ӑмӑрту йӗркине 60 арбитр тытса пырӗ, вӗсем хушшинче ют ҫӗршыв арбитрӗсем те пулӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗве тӑрӑх Мускаври тӗнче шайӗнчи ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗ, Хусанти ҫуллахи универсиада, Европа тата тӗнче первенстви валли наци командисене йӗркелӗҫ. Чӑваш Республикинчен ӑмӑртӑва тӳрех икӗ ушкӑн хутшӑнать — старта 41 спортсмен тухӗ. Спорт уявне вара паян 11 сехетре хула кӳлмекӗ хӗрринче уҫрӗҫ. Хамӑр ентешсене эпир ӑнӑҫу сунатпӑр — лайӑх кӑтарусем кӑтартса пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума ҫул уҫмалла пултӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кашни ҫулла кану кунӗсенче ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене тӗрлӗрен кану ҫурт-йӗрӗсене, уйлӑхсене (лагерьсене) яраҫҫӗ. Анчах та унта шӑпӑрлансем тӗрӗс-тӗкел, сывлӑхлӑ пурӑнасса никам та шантарса калаймасть. Кӑҫал ҫуллахи кунсем ҫитнӗрен виҫӗ ҫемье хӑйсен ачисене лагерсенчен тӗрлӗ сӑлтава пула киле илсе кайма ӗлкӗрнӗ те. Ак, нумай та пулмарӗ иртнӗ кунсенче ашшӗ-амӑшӗсенчен тата тӗпер ӳпкев илтме май лекрӗ. «Пирӗн ача сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьте канать. Кунта вара, ачасем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫмелли шыв та ҫук. Типӗ пыра кранри шывпа тивӗҫтерме лекет», — пӗлтерет пӗр амӑшӗ. Ача лагерӗн администрацийӗ ку ӳпкевпе килешмеҫҫӗ, вӗсене ӗненсен кану ҫуртӗнче пӗтӗмпех йӗркеллӗ. Иртнӗ кунсенче Чӑваш Енӗн сывлӑха сыхлакан тата социаллӑ аталанӑ министрӗ Алла Самойлова ача-пӑча уйлӑхӗсене ҫитсе курнӑ, унти лару-тӑрӑва тӗпченӗ. Ашшӗ-амӑшӗн кӑмӑлне кайман кану лагерьне вӗсем лекмен ҫав, тӗрӗслев ӗҫне ирттермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫемье, юрату, шанчӑклӑх кунӗнче Канаш хулинче Сӑваплӑ Петӗрпе Феврони Муромскийсене халалласа ятарлӑ часавай уҫма палӑртнӑ. Асӑннӑ турӑшсем мӑшӑрсем хушшинчи юратупа шанчӑклӑхне упраса тӑраҫҫӗ. Асӑннӑ чиркӗве хута ярасси ҫинчен сӑмаха Канаш хулинчи хӗрамсен канашлӑвӗ ҫӗкленӗ пулнӑ. Ку шухӑша хула администрацийӗ те ырланӑ. Часавай пӗрремӗш чулне нарӑс уйӑхӗнче хунӑ пулнӑ. Ҫак пулӑмран 4 уйӑх иртсен, ҫак кунсенче Чӑваш республикинчи хӗрарӑмсен канашлӑвӗн председателӗ Ольга Зайцева тепӗр хут Канаш хулине ӗҫ мӗнле шайра пынине пӑхма килнӗ. Паянхи куна ҫур ӗҫне тунӑ тесен те йӑнӑш мар пулать. Анчах та ҫак ӗҫ-пуҫра чӑрмавсем те сиксе тухаҫҫӗ. Чиркӳ тӑррипе хӗресӗ валли татах укҫа-тенкӗ кирлӗ пулать. Ҫавӑнпа та ЧР хӗрарӑмсен канашлӑвӗ ҫак паха ӗҫе вӗҫне-хӗрне ҫитерме пысӑк чӗрелле ҫынсенчен пулӑшу ыйтать. Хута янӑ часавай ҫемье юратӑвне, ӑшшине упрама, хисеплеме хавхалантарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелне пӗрлехи патшалӑх экзамен ӗҫӗсене кӑларнӑ Вӑрмар районӗн хӗрӗ пирки эпир иртнӗ кунсенченех каланӑччӗ. Экзамен йӗркине пӑснӑ вунпӗрмӗш класс пӗтерекене Раҫҫей вӗренӳ министерстви кӑҫал аттестатсӑр хӑварма йышӑннӑ, вырӑс чӗлхипе экзамена ҫӗнӗ хут тытма вӑл тепӗр ҫул та ҫеҫ пултарӗ. Ку лару-тӑру пирки Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗр ҫапларах ӑнлантарать: «Хальлӗхе хам ятӑма палӑртас килмест-ха. Ҫак ӗҫ-пуҫ лайӑх вӗҫленессе шанатӑп, кӑҫал аттестата алла илессе ӗненетӗп. Вырӑс чӗлхи экзаменне эпӗ пӗрремӗш классранах хатӗрленнӗ. Шкулта яланах «5» паллӑсемпе вӗренсе пынӑ». Экзамен ӗҫне Вӑрмар хӗрӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ пулнӑ, анчах та пӗр-икӗ ыйту ӑна иккелентернӗ. «Килте тепӗр хут пӑхса тухам-ха ҫак ӗҫсене» тесе хӗр ӗҫе ӳкернӗ те хӑйӗн юлташне ярса панӑ пулнӑ. Юлташ хӗр вара унтан пулӑшу ыйтаҫҫӗ тесе ун патне килнӗ ӗҫе Тӗнче тетеле кӑларса хунӑ. Ку факта тӳрех тӗрӗслевҫӗсем курнӑ. — Экзаменран таврӑнсан эпӗ ҫывӑрма выртрӑм. Тепӗртакран ман пата шӑнкӑравларӗҫ, шкула пыма хушрӗҫ. Ҫак ӗҫ-пуҫ мана хама та, аннепе аттене те кулянтарать, — каласа парать пӑтӑрмаха лекнӗ хӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫеҫпӗл амӑшӗ. Василий Макаров ӳкерчӗкӗ (1959) Ҫӗртмен 7-мӗшӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши музейӗшӗн чӑннипех те паллӑ пулӑм. Кун пирки асӑннӑ аваллӑх ҫӳпҫин управҫи Антонина Андреева паян социаллӑ сайтсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Халӗ паллӑ поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне, Агафья Николаевна Николаевӑна, ӑҫта пытарнине шыраса тупнӑ иккен. Чаплӑ классикӑн амӑшӗ ӗмӗрлӗх канӑҫа Шупашкарти 2-мӗш ҫӑва ҫинче тупнӑ пулнӑ. Вӑл масар газопровод патӗнче вырнаҫнӑ. Вил тӑприне пӑхса тӑраҫҫӗ иккен — ӑна карта тытса ҫавӑрнӑ, чечексем ӳстереҫҫӗ, сӑнӳкерчӗк те вырнаҫтарнӑ, ятне ҫырса хуни те пур-мӗн. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева вил тӑпри ӑҫтине палӑртма пулӑшнӑшӑн паллӑ поэтӑн тӑванне Юрий Кириллович Кузьмина тата ЧР Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн директорне — тӗп редакторне Лидия Михайловӑна (сӑмах май, вӑл Ҫеҫпӗл ентешӗ) тав тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |