![]() Паян, ҫурлан 17-мӗшӗнче, 12 сехетсенче 500 ҫул Шупашкар паркӗнче бензин пӑчкипе усӑ курса пӗренерен кӳлепе касса кӑларассипе фестиваль уҫӑлнӑ. Ҫак вӑхӑталла хӑйне майлӑ ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пулас кӳлӗпесене ӑсталама та тытӑннӑ. — Ҫакӑн йышши фестивале пӗрремӗш хут хутшӑнатӑп. Пӗренерен ӑмӑрт кайӑка касса кӑларма шутлатӑп. Вӑл чи ҫӑмӑл кӳлӗпесенчен пӗри, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Украинӑран килсе ҫитнӗ пӑчкӑ ӑсти. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ҫак кунсенче Канаш хулинче V Ҫуллахи физкультурӑпа спорт Спартакиади иртнӗ. Ӑмӑртӑва республикӑри 16 хуласемпе районсенчен килнӗ спортсменӗсем хутшӑннӑ. Улатӑр чысне шывра ишес ӑмӑртура (комбинаци эстафети) вӑй-хал культурипе спорт комплексне ҫӳрекен Никита Келин, Андрей Тилеев, Ксения Воробьёва тата Евгения Финогентова хӳтеленӗ. Республикӑри вӑйлӑ спортсменсемпе пӗр танӑ ӑмӑртса Улатӑрсем япӑх мар кӑтартусем тунӑ — ҫӗнтерӳ картлашкинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Шӑпӑрлансем вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлни обществӑна синкер сӑн ҫапать. Ҫакна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова 15-мӗшӗнче иртнӗ Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗнче те ҫирӗплетнӗ. Ача-пӑча вилесси пӗрремӗшӗнчен тулаш факторсемпе ҫыхӑннӑ. 1-4 ҫулсенче вилекен ачасен ҫур пайӗ ҫул-йӗр инкекӗнче пурнӑҫран уйрӑлса каяҫҫӗ. Хӑш чухне ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен тепренчӗкӗсене ятарлӑ ача-пӑча кресли ҫине лартмасӑр турттараҫҫӗ, ку та ача вилессинче пысӑк витӗм кӳрет. 5–9 ҫулсенчи ачасем нумай чухне шывра путса вилеҫҫӗ. 10–14 ҫулсенче вилекенсен пилӗкмӗш пайӗ тӗрлӗ наркамӑшлӑ им-ҫамсем ҫисе, вуннӑмӗш пайӗ — пӳклӗ майпа пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Ҫулталӑк тултарнӑ пепкесем час-часах амӑшпе-ашшӗсен явапсӑрлӑхне пула вилеҫҫӗ. Пӗр ҫемьере ҫывӑракан шӑпӑрлан ҫине хӑпарса выртса сывлайми тунӑ, тепринче — ӗҫкӗ вӑхӑтӗнче ачана виҫине пӗлмесӗр ҫитерсе лартнӑ тата ытти сӑлтавсене пула. Кун пек инкексем час-часах ӑнӑҫлӑ мар ҫемьесенче пулса иртеҫҫӗ. Ларура вара ӑнӑҫлӑ мар ҫемьесем хыҫҫӑн тимлӗ сӑнаса тӑма хушнӑ, унсӑр пуҫне шкулсем ҫывӑхӗнче ҫуран утакансен каҫмалли ятарлӑ переходра видеокамерӑсем вырнаҫтарас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ республикӑн строительство министрӗ Олег Марков районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура. Вырӑнти пуҫлӑхсем ҫурт-йӗр тӑвасси епле шайри пынипе паллаштарнӑ. Вӗсем планпа палӑртнӑ кӑтартӑва ҫитме мӗн кансӗрлени тата ку ыйтӑва епле татса пама шухӑшлани пирки каласа кӑтартнӑ. Кун йӗркинчи тепӗр ыйту вара нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тӗпрен юсамалли тытӑма йӗркелессипе ҫыхӑннӑ. Аса илтеретпӗр, нумай хваттерлӗ ҫурта тӗпрен юсамалли тӑкак ӳлӗмрен вӗсенче пурӑнакан харпӑрлӑхҫӑсем ҫине тиенӗ. Тӗпрен юсамалли программӑна кӗмелли ҫуртсем Чӑваш Енре 6 пин ытла-мӗн. Хальхи вӑхӑтра муниципалитетсен пӗрлехи пурлӑха инвентаризацилемелле, ҫурт-йӗрӗн тӑрӑмне тӗрӗс хакламалла. Кашни ҫуртӑн паспортне Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх порталӗнче вырнаҫтармалла. Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре юсассипе ҫыхӑннӑ информацие Строительство министерстви хӑйӗн сайтӗнче те вырнаҫтарма шантарать. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Шупашкар хула кунӗ ҫитнӗ тӗлнелле республика тӗп хулине 10 кӑвакалсен кӳлеписем ҫитсе килмелли ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Кӗҫнерникун, ҫурлан 15-мӗшӗнче вара килсе ҫитнӗ квакалсен кӳлеписене сӑрласа илемлетессипе хула акцийӗ иртнӗ. К.Иванов скверӗ умӗнчи тӳремре кӑвакалсен макечӗсене, эскизсене, сӑрӑ, киҫтӗксемпе сӗтӗлсем ҫине вырнаҫтарнӑ, шӑпӑрлансем валли ача-пӑча тӳремне йӗркеленӗ, сӑрлама пысаках мар кӑвакалсене хатӗрленӗ. Пултаруллӑ тӑрмашура хастаррӑн масӑллӑ информаци хатӗрӗсен элчисем, хушма вӗренӳ шкулӗн вӗренекенӗсем, ҫамрӑк юхӑмӑн активисчӗсем, блоггерсем, аслисемпе вӗсен ачисем, пуҫлӑхсем, кӗвӗҫӗсем, архитекторсем, спортсменсем тата ӳкеревҫӗсем хутшӑннӑ. Кашни кӳлӗпе хӑйнӗ евӗрлӗ стильпе ӳкереннӗ. Вӗсене Хӗрлӗ тӳремре 3 метр ҫӳллӗш постаментра вырнаҫтарнӑ та ӗнтӗ. Сӑрланӑ вӑхӑтри самантсем (68 сӑн) Кӑвакалсен тӗсӗсем (13 сӑн, Атнер кун кӗнекийӗ) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ачасен интересӗсене хӳтӗлессипе туса ирттермелли ӗҫсене пурнӑҫлассипе ҫак эрнере координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов унта сусӑр ачасен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас ыйтусем тавра тухса калаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра сусӑр ачасен хисепӗ 5 пине яхӑн. Вӗсенчен 1 150-шӗ — шкул ҫулне ҫитменнисем. Сусӑрсене вӗрентме ятарлӑ учрежденисем пур. Хӑшӗсем вара муниципалитет шкулӗсенче те ӑс пухаҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсенче 2 100 ача вӗреннӗ. Ку йышран 210-шӗ пӗлӗве дистанци мелӗпе шӗкӗлченӗ, 507-шӗ патне учительсем киле пырса ҫӳренӗ. Ҫапах та сусӑрсене вӗрентессинче йӑлтах кал-кал теме ҫук. Шкулсенче логопедсемпе дефектологсем ҫитмеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫавӑн йышши 71 специалист тӑрӑшать. Вӗсенчен пысӑк йышӗ, 55 логопедпа дефектолог, тӗп хулари шкулсенче ӗҫлет, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 6 специалист, Ҫӗрпӳ хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче — 2-шер, Улатӑрпа Канаш хулисенче. Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар тата Шупашкар районӗсенче — пӗрер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Хӑйне мар-ха, унӑн проектне. Ҫурлан 15-мӗшӗнче Шупашкарта хула тӑвакан комитет ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова тӗп хуламӑрти Ленин проспектӗнче тума палӑртакан нумай ӗҫ пурнӑҫлакан поликлиника проекчӗпе паллаштарнӑ. Ҫуртӑн тӗп пайне аслисене сиплеме уйӑрасшӑн-мӗн. Унпа юнашар ачасемпе ҫамрӑксен сывлӑхне тӗрӗслемелли центр тата реабилитацилемелли уйрӑм пултарасшӑн. Ҫуртӑн мал енне паянхи пекех хӑварасшӑн-мӗн, илемлетме кӑна шухӑшлаҫҫӗ. Министр ҫынсем унта талӑкне 500 ҫын йышӑнмалӑх сиплев учрежеднийӗ пултарсшӑн иккенне пӗлтернӗ. Пульницӑна тума ҫитес ҫул валли хыснара пӑхса хӑварнӑ та иккен. Анчах архитекторсем проекта хурласа пӗтернӗ. Стройминра ӗҫлекенсем те тиркенӗ. Вӗсен шучӗпе эскиза «Чӑвашгражданпроект» институт специалисчӗсене тата ытти архитектора явӑҫтарса йӗркелесе ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Урамри музей![]() Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм ялӗнче тӗлӗнмелле кинемей пурӑнать иккен. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, ун килӗ умӗнчен чарӑнса тӑмасӑр иртсе каяймастӑн. Сакӑрвуннӑри Клавдия Прохорова килӗ тӗлӗнче чӑн-чӑн музей йӗркеленнӗ. Унта вӑл пир тӗртмелли, ҫип арламалли станоксем, тӑм савӑт-сапа кӑларса лартнӑ. Чечек те ӳстерет. Чечекӗсем пӳртре те унӑн нумай иккен. Мӑшӑрӗпе иккӗшӗ вӗсем лаша, ӗне, кролик тытаҫҫӗ. Сӑнсем (30) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ӗнерхи кун тӗлне Канаш районӗнчи ҫичӗ ял хуҫалӑх предприятийӗнче тӗш тырӑ вырса пӗтернӗ. Районӗпе илсен, эрнекун тӗлне 8 825 гектар ҫинчен вырса илнӗ. Тухӑҫ вӑтамран 18 центнер тухать. Ӗҫҫи епле пынипе паллашма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Влдаислав Софронов «Канаш» обществӑна ҫитсе килнӗ. Вӑл пӗр хирте ҫурхи тулӑ вырнӑ вӑхӑта лекнӗ. Тепӗр уйра вара Тури Юнтапа ялӗнчи пӗр тӑван Олег Кузьминпа Анатоий Кузьмин ӗҫленӗ. Вӗсем иккӗшӗ те чылай ҫул ӗнтӗ «штурвал» умӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ку вырсарникун, ҫурлан 18-мӗшӗнче республикӑн тӗп хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ку уява хула ҫыннисемпе хӑнасем чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Анчах та пурин кӑмӑлне ӗнӗрпе паян тӑракан ӑмӑрлӑ, йӗпе ҫанталӑк хуҫать. Пурте пӗр ыйтупа кӑсӑкланаҫҫӗ: «Хула кунӗнче мӗнле ҫанталӑк пулӗ?» Чӑваш Енӗн гидрометеоцентрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫумӑр паян-ыран кӑна ҫуса тӑрӗ. Вырсарникун вара пӗлетсем хушшинчен хӗвел тухӗ, сывлӑш температури кӑнтӑрла 21–26 градус, каҫ еннелле — 13–17 градус пулӗ. Ҫурҫӗртен килекен ҫил ҫеккунтра 5–10 метр хӑвртлӑхпа вӗрӗ. Ҫапла вара республика ҫыннисем кулянмасӑрах, тулли кӑмӑлпа Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |