Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче питӗ те хастар халӑх пурӑнать теме юрать. Ҫапла пӗтӗмлетме вырӑнти ял тӑрӑхӗ хыпарлани тӑрӑх май килет. Нумаях пулмасть ял ҫыннисем пӗр шухӑшлӑ пулса асӑнӑн ялти Культура ҫурчӗпе юнашар вырнаҫнӑ пӗве ҫинчи пӗчӗк кӗпере юсама тухнӑ. Унта тӑрса ял халӑхӗ кӗпе чӳхет иккен. Нимене кам хӑма, кам пӑчӑкӑ, кам пӑта йӑтса пынӑ. Валерий тата Любовь Федоровсем, Ирина Варламовӑпа унӑн ывӑлӗ Александр, Николайпа Ирина Алексеевсем, Лидия Кузнецова, Лидия Михайлова, Антонина Петрова ирех ӗҫе кӳлӗннӗ. Пӗр-ик сехет хушшинче палӑртнине вӗҫлеме те ӗлкӗрнӗ. Сӑнсем (15) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Патӑрьел районӗнчи Пикшик ял тӑрӑхӗнче ҫак шӑматкун йӑлана кӗнӗ уяв — Патӑрьел районӗн кунӗ — иртнӗ. Ӑна Пукрава халалласа кӑҫалхипе улттӑмӗш ҫул ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Патӑрьелсем вара ҫав куна чи лайӑх ял тӑрӑхне палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ-мӗн. Уява вырӑнти пуҫлӑхсемпе пӗрлех районӑн хисеплӗ ҫынни Лев Кураков (чылайӑшӗ ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ тӑрӑх пӗлет), ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Никифоров тата Кокель ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери VII пленэра хутшӑнакан делегаци хутшӑннӑ. Кирек епле уяври пекех тӗрлӗ чыслав та самай пулнӑ. Пикшикри халӑх театрӗ вара тинех машинӑллӑ пулнӑ — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов йыша ГАЗель машина илме сертификат тыттарнӑ. Тата, паллах, халӑх юрланӑ-ташланӑ, савӑннӑ. Ял тӑрӑхӗсем хӑйсен ал ӑстисен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Уява салют вӗҫленӗ. Сӑнсем (126) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян, утӑн 8-мӗшӗнче, Кил-йыш тата юратупа шанӑҫлӑх кунӗнче республикӑра 18 ҫемьене «Юратупа шанӑҫлӑх» медальпе тата орденпа чыслама палӑртнӑ. Республика Элтепӗрен администрацин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Михаил Игнатьев ҫак медаль-орденпа Шупашкарти вунвиҫӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти пилӗк ҫемьене тивӗҫтерӗ. Хуласемпе районсенче вара ҫак куна халалласа концертсем, ҫемье конкурсӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ. Унсӑр пуҫне тата «ылтӑн» мӑшӑрсене чыслама палӑртнӑ — парнесемпе килӗсене ҫитсех тивӗҫтерӗҫ. Паян, Шупашкарта 34 ҫамрӑк мӑшӑр хӑйсен юратӑвне мӑшӑрлану кӗрменӗнче ҫирӗплетӗҫ (2011 ҫулта — 24, 2012 ҫулта — 37). Кӳлмек хӗрринчи юрӑ ӗшнинче те хулари пултаруллӑх коллективӗпе ҫемье ансамблӗ хӑйсен ӑсталӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Шупашкарти «Спартак» стадионта «Атте, анне, эпӗ — спорт ҫемьи» ятпа ҫемьесен ӑмӑртӑвне ирттерӗҫ. Кӑҫал республикӑра «Юратупа шанӑҫлӑх» медальӗпе 25 ҫул е ытларах пӗрле пурӑнакан 70 ҫемьене чыслама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Элӗк район администрацийӗ халӑх тӳре-шара, тепӗр майлӑ каласан, хӑйсем патне, епле ыйтупа ытларах пынине тишкернӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта унти администрацине уйрӑм ҫынсенчен 181 ҫыру ҫитнӗ. Вӗсен шутне сӑмахпа пулӑшу ыйтнӑ 17 тӗслӗхе те кӗртнӗ. Йышпа пухӑнса шӑрҫалакансем те пулнӑ. Ун пекки — 1 тӗслӗх. Цифрӑсене пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенчипе танлаштарнӑ та вӗсен шучӗ 1,16 хут ӳснине асӑрханӑ. Теприсем республика шайӗнчи пуҫлӑхсенчен пулӑшу ыйтнӑ иккен. Асӑннӑ 181 тӗслӗхрен 9-шне Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнчен ярса панӑ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ патне ҫул такӑрлатакан та пулнӑ: Руслан Тихоновӑн йышӑну пӳлӗмӗнчен района 1 ыйту ярса панӑ. Пӗр ҫын «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин общество йышӑнӑвӗн пӳлӗмне ӳркенмесӗрех ҫитсе килнӗ. Ыйтӑва вырӑнта татмаллине кура ҫыру район администрацине ҫитсе выртнӑ. Тата хастартараххисем, пурӗ 3 ҫын, РФ Президенчӗн Администрацийӗн ҫынсен тата организацисен ҫырӑвӗсемпе ӗҫлекен Управленинех ҫыру ҫитернӗ. Ҫырусен тӗп пайӗ — 151 тӗслӗх — ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Тӳре-шараран пулӑшу ыйтас хастарлӑхпа вара Элӗк, Крымсарайкӑ, Ехремкасси ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнче «Раҫҫей 10» конкурсӑн черетлӗ тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Ку вӑл ҫӗршыври чи паллӑ вунӑ вырӑна палӑртассишӗн сасӑлав пуҫланнине пӗлтерет. Чӑваш Ен мультиамедиа конкурса тӑхӑр объекта тӑратнӑччӗ. Вӗсенчен пӗри, Улатӑрти Ҫветтуй Троицки мӑнастирӗн колокольни Атӑлҫи федераци округӗпе чи паллӑ вунӑ вырӑн шутне кӗнӗ. Пирӗн республикӑри ҫав колокольня Раҫҫейре епле вырӑн йышӑнасси пирӗнтен, сасӑлакансенчен, килет. Уншӑн хӑйӗн сассине парас текенсен http://10russia.ru сайта кӗмелле. Е 1880 номер ҫине хӑвӑр суйланӑ объект номерне кӑтартса та СМС яма пулать. Улатӑрти колокольня номерӗ — 19. Хальхинче виҫӗ вырӑншӑн харӑс так сасӑлама пулать иккен. СМС хакӗ 3 тенкӗ те 54 пусран ытла маррине пӗлтереҫҫӗ. Ку вӑл, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, епле компанирен килет. Кунне темиҫе хут та СМС шӑрҫалама юрать. Иккӗмӗш тур авӑнӑн 1-мӗшӗчченхи 12 сехетчен пырать. Ун вӑхӑтӗнче 80 объекта суйласа илеҫҫӗ. Ҫавсем финала тухӗҫ те. Ҫӗнтерӳҫӗсен миниатюрисем Мускав облаҫӗнчи «Раҫҫей» паркра вырӑн тупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Алина Прокопьева Ӗнерхи кун Раҫҫей спортсменӗсемшӗн чӑннипех тухӑҫлӑ пулнине федераци шайӗнчи МИХсем пӗлтерме ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ. Универсиадӑра медальсемшӗн пынӑ пӗрремӗш кунхи кӗрешӳре пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсем 17 медальлӗ пулса тӑма ӗлкӗрнӗ, вӗсенчен ҫиччӗшӗ — ылтӑн. Пиҫиххипе кӗрешекенсем тӳрех виҫӗ ылтӑна тивӗҫнӗ. Сӑмах май, спортӑн ҫак енне кӑҫал пуҫласа студентсен вӑййи шутне кӗртнӗ. Раҫҫей спортсменӗсенчен пӗрремӗш ылтӑна вара Евгений Кузнецов виҫӗ метр ҫӳллӗшӗнчен шыва сиксе ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш спортсменӗсемпе те мухтанмалӑх пур. Алина Прокопьева, акӑ, 10 пин метра чупса кӗмӗл медальлӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
2011 ҫулхи Чунҫӳреврен Ӗнер, утӑн 7-мӗшӗнче, Шупашкартан черетлӗ «Чунҫӳрев» ҫула тухрӗ. Чӑваш халӑхӗн авалхи вырӑнӗсемпе паллашас тӗллевпе тухнӑ маршрут хальхинче ҫапла иртӗ: Шупашкар–Чӗмпӗр–Ӗшнеуй (Шняево, Сарӑту облаҫӗ)–Волгоград–Элиста–Каҫпи тинӗҫӗ–Пенза–Шупашкар. Ку тӑрӑхалла виҫӗмҫул кайса килнӗ пулин те кӑҫалхи ҫул та кӑнтӑралла выртать — 2011 ҫулта лекеймен вырӑнсемпе паллашасси (тӑванла халахсем йыхравленипе), туса ҫитереймен ӗҫсене вӗҫлесси. Каҫпи тинӗсӗ хӗрринче 3 кун ирттермелле — пӗр куна юпа лартма уйӑрӗҫ. Чунҫӳревҫӗсем чӑваш ячӗсем йышӑнӗҫ, инҫетри чӑваш ялӗсенче концертсем лартӗҫ. Водительсене шута илсен ҫула пурӗ 69 ҫын тухнӑ. Инҫе ҫул ӑнӑҫлӑ пуласса, палӑртнӑ ӗҫсем пурнӑҫланасса шанса тӑратпӑр. Такӑр ҫул сунатпӑр! |
Парта хушшинче — НФЦсенче ӗҫлеме хатӗрленекенсем Патшалӑх тата умниципалитет пулӑшӑвне илес тесен вырӑнти вулавӑшсене ҫул тытмалла. Кун пирки Пӑрачкав район администрацийӗ хыпарлать. Ҫак енӗпе халӑха «пӗр чӳрече» текен меслетпе пулӑшу кӳрессине унччен Мишуково, Никулино, Сиява, Сыреҫ вулавӑшӗсенче йӗркеленӗ пулнӑ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен вара Анастасово, Кудеиха, Напольное ялӗсенчи вулавӑшсенче ӗҫлеттерсе янӑ. Асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗсене ӗҫе хӑнӑхтарма ака уйӑхӗнче ятарлӑ вӗрентӳ йӗркеленӗ. Ҫак кунсенче вара районти тӗп вулавӑшра ҫакӑн пеккине тепре йӗркеленӗ. Унта Пӑрачкав, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле районӗсенчи нумай функциллӗ центрсенче ӗҫлеме хатӗрленекенсене ӗҫ йӗркине хӑнӑхтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Атӑл юханшывӗн хӗрринче вырнаҫнӑ Куславкка хулине ҫуллахи вӑхӑтра туристсем вӗҫӗмех килеҫҫӗ. Вырӑнтисем вӗсене яланах хапӑл тесе пӗлтереҫҫӗ. Виҫӗмкун кӑнтӑрла унта виҫӗ теплоход персе ҫитнӗ: «А.И. Герцен», «Сергей Кучкин» тата «Александр Бенуа». Вӗсемпе Мускав, Самар тата Хусан хулинчи туристсем ҫула тухнӑ пулнӑ иккен. Хӑнасем хула пляжӗнче те каннӑ, Николай Лобачевскин музей-ҫуртне те кӗрсе курнӑ. «Тӗнчери лӗпӗшсемпе нӑрӑсем» курав та вӗсене килӗшрӗ тесе ӗнентерет район администрацийӗ. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Патшалӑх регистрацийӗ, кадастрӗ тата картографийӗ енӗпе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «дача амнистийӗпе» усӑ куракансен шучӗ ҫулсерен чакса пырать. «Амнисти» тени дача ҫурчӗсене, ҫӗр участокӗсене, уйрӑм ҫурт-йӗре тата гаражсене ҫӑмӑллатнӑ майпа шута илме май панине пӗлтерет. 2009 ҫулта ку меслетпе усӑ куракансем йышлӑ пулнӑ иккен-ха — ун чух 38 пин обьекта регистрациленӗ. Пӗлтӗр вара — 18 пин, кӑҫал — 6 пин ытларах кӑна. Куҫман пурлӑха ҫӑмӑллатнӑ меслетпе Канаш (кӑҫал кӑна унта 736 объекта шута илтерттернӗ), Куславкка (625), Сӗнтӗрвӑрри (549), Вӑрнар (480), Тӑвай (385) районӗсенче пурӑнакансем хастар хутшӑннӑ. Шӑмӑршӑ, Хӗрлӗ Чутайсем, Шупашкар, Пӑрачкав тата Муркаш районӗсенче аплах мар иккен. «Дача амнистийӗпе» ҫыхӑннӑ ыйтусене маларах асӑннӑ управленин районсенчи пайӗсенче тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |