Кӑрлач уйӑхӗнче Кивӗ Улхашра милици майорне Виктор Рахманова асӑнса чӑваш кӗрешӗвӗн ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта облаҫри тата Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчен (Хулаҫырми, Матак, Ҫӗнӗ Йӗлмел) килнӗ спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Сумлӑ хӑнасем хушшинче УОЧНКА председателӗ В.И.Сваев (вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ), чӑваш усламҫисен «Эртел» ушкӑн арaсем В.В.Крлыков, А.П.Альмяшкин пулчӗҫ. Ҫаплах Раҫҫейри чӑваш кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ О.А.Захаров Мускавран килсе ҫитни те пысӑк пулӑм пулчӗ. Командӑсем хушшинче Аслӑ Нагаткин кӗрешӳҫисем ҫӗнтерчӗҫ (тренерӗсем Б.А.Чернов, А.А.Яковлев). Иккӗмeш вырӑнта – кивулхашсем (Н.А.Узеринов), виҫҫӗмӗшсем – ҫӗнйӗлмелсем (П.И.Рафиков). Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫаксем пулса тӑчӗҫ: Павел Рдюков (Кивӗ Улхаш), Дмитрий Лымбин (Елшанка), Марат Халимов (Ульяновск), Данил Горохин (Ҫӗнӗ Микулин), Андрей Шигирданов (Аслӑ Нагаткин), Михаил Белозёров (Ульяновск, ДЮСШ-7), Андрей Стратонов, Стас Савёлов (иккӗшӗ те – Аслӑ Нагаткин), Сергей Покровский (Ульяновск, ДЮСШ-7), Алексей Петров, Алексей Краснов, Денис Архандеев, Максим Изендеев, Эдуард Чумакин (пурте – Аслӑ Нагаткин), Никита Фёдоров, Александр Никифоров (иккӗшӗ те – Елшанка), Фёдор Шагаев (Ҫӗнӗ Йӗлмел), Пётр Краснов (Аслӑ Нагаткин). |
Красноармейскисем «Трак ен - 2008» йӗлтӗр ӑмӑртӑвне хатӗрленеҫҫӗ, вӑл нарӑсӑн 3-мӗшӗнче иртӗ. Пысӑк ӑмӑрту умӗн районти кашни шкулта уйрӑмшар ӑмӑртусем иртӗҫ. Хӑш-пӗрисем иртнӗ те ӗнтӗ, сӑмахран, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче 2-мӗш Красноармейски ПППШ-ри 100 шкул ачи йӗлтӗрпе чупнӑ, хӑйсен вӑйӗсене тӗрӗсленӗ.
|
Карлачӑн 18-мешӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӗренеш ялӗнче Валерий Ярды ячӗллӗ Ҫӗмерле районӗн велосипед кросӗн Уҫӑ чемпионачӗ тата Ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. А.Ф. Фёдоров ячӗллӗ Вӑрмар АҪСШ ушкӑнӗ те хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетсе ҫакна палартма пулать: 1996-1997 ҫулта ҫуралнисем хушшинче Дмитрий Яковлев (вӑл Кивӗ Вӗренер ялӗнчен) пӗрремӗш вырӑн, 1994-1995 ҫулта ҫуралнисем хушшинче Мӑнҫырма ялӗнче ҫуралнӑ Аркадий Архипов пӗрремеш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Ен спорт министерствинчен дипломсемпе асӑнмаллӑх парнесем тивӗҫнӗ. Вӑрмар спортсменӗсем халӗ вара тепӗр ӑмартӑва хатӗрленеҫҫӗ — нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш Ен велосипед кросӗн Чемпионачӗпе Ӑмартӑвӗ иртӗ.
|
«Питӗр чӑвашӗсем» хаҫатӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ тухнӑ. Ҫӗнӗ номерта эсир Питӗр хулинче ӑҫта тата мӗнле чӑваш чӗлхине вӗрентни ҫинчен, яппунпа чӑваш тымарлӑ Сатико хӗр пӗрчи пирки пӗлме, тӗрлӗ хыпарсемпе паллашма пултаратӑр. Хаҫат П.Н. Чичкановпа (ҫыравҫӑ тин ҫеҫ пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ) Илле Тукташ кун-ҫулӗпе паллаштарать. Кӑларӑмра ҫавӑн пекех «Хритун» юмахне, К. Турханӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романӗн малаллахи пайне вулама май пур.
|
Питер хулинче чӑвашла вӗрентекен вырсарни шкулӗ уҫӑлни ҫинчен пире пӗлтерчӗҫ. Пӗрремӗш урок кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче иртнӗ, ӑна Игнатова В.В. ирттернӗ. Пӗрремӗш урокра чӑваш алфавитне пӑхса тухнӑ, вырӑс чӗлхинче тӗл пулман сасӑсене тата хӑш-пӗр сӑмахсене вӗреннӗ. Тата ҫакна каласа хӑварма пулать: чи ватӑ вӗренекене 45 ҫул, чи кӗҫӗннине — 16 ҫул пулнӑ. Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче 2-мӗш урок иртнӗ.
Чӑвашла вӗренес кӑмӑл пур пулсан (911) 781-48-19 инҫесаспа шӑнкӑравлама, е gilded.youth@gmail.com электрон адресӗпе ҫыхӑнма пулать. Уроксем А.С. Грибоедов ячӗллӗ вулавӑшра кашни вырсарникун тӳлевсӗр иртеҫҫӗ.
Chuvash.Org пӗрлӗх вырсарни урокӗсене ирттерме пуҫланӑшӑн савӑнать, ӗҫе пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунать! |
Украина тӗп хулинчен, Кӗйӳрен, Хыпар хаҫат хурлӑхлӑ хыпар ҫитнине пӗлтерчӗ - Пётр Николаевич Чичканов чӗри тапма чарӑннӑ. Аслӑ чӑвашӑмӑр пӗтӗм пурнӑҫне чӑваш халӑхне, чӑваш литературипе культурине халалланӑ, чӑваш тата украин халӑхӗсен туслӑхне аталантарассишӗн ырми-канми ӗҫленипе паллӑ.
П.Н. Чичканов 1922 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан тата Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхшӑн икӗ хут Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, I степеньлӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗпе тата нумай-нумай медальпе чысланӑ. 1950 ҫултанпа вӑл Кейӳ хулинче пурӑннӑ, "Украина" журналӑн тӗп художникӗ пулса ӗҫленӗ. 1969 ҫултанпа вӑл - СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн членӗ. П.Н. Чичканов тӑлмач ӗҫӗпе те самай ӗҫленӗ. Т. Шевченко, П. Тычина, И. Котляревский хайлавӗсене чӑвашла куҫӑрнӑ. П. Хусанкай, Ҫеҫпӗл Мишши, К. |
2008 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми — тӗнче литература классикин шедеврӗ» ятпа регионсен хушшинчи наукӑпа практика конференцийӗ иртет. Конференцинче сӳтсе явма палӑртнӑ ыйтусем: - литературоведенири Нарспиана; - «Нарспи» поэмӑн жанр хӑйне евӗрлӗхӗ; - «Нарспи» поэмӑри кӑмӑл-сипет, философи тата психологи ыйтӑвӗсем; - Нарспи сӑнарӗн паянхи кунри философиллӗ ӑнлантарӑвӗ; - «Нарспи» поэма тата ӳнер искусстви; - «Нарспи» тата театр; - «Нарспи» поэмӑна шкулта вӗрентесси; - «Нарспи» тата музыка искусстви; - «Нарспи» поэмӑн илемлӗ чӗлхин хӑйне евӗрлӗхӗ. Конференцире тухса калаҫас кӑмӑллисен доклад темисене тата тезисӗсене нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫак электронлӑ адрессемпе ямалла: vitrod1@yandex.ru, chuvfil@chuvsu.ru, alb-myshkina@yandex.ru Конференци материалӗсем тӑрӑх «Паянхи Нарспиана: пӗтӗмлетӳсемпе малашлӑх» ятпа ӑстӑлӑх статйисен пуххине кӑларма палӑртнӑ. |
Хыпар хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Томск облаҫӗнчи чӑвашсен те халӗ хаҫат пур. Вӑл "Эпир" ятпа тухать, тӗп редакторӗ - Юлия Степанова. Хаҫат облаҫре иртекен уявсем, мероприятисем ҫинчен пӗлтерет, чӑваш халӑхӗн историне ҫутатса кӑтартать. Ҫавӑн пекех хаҫат чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, апачӗ-ҫимӗҫӗпе, юрри-кӗввисемпе, литературипе паллаштарать. Томск облаҫӗнче хальхи вӑхӑтра 10 пине яхӑн чӑваш пурӑнать. Вӗсем 1995 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче чӑмӑртана пуҫланӑ. Малтан "Палан" ансамбль, тӑван историпе, культурӑпа паллаштаракан "Вучах" клуб йӗркеленӗ. Темиҫе ҫул каялла чӑваш обществи вырӑнне "Чӑваш Ен" наци культура автономийӗ туса хунӑ. Пирӗн пӗрлӗх Томск чӑвашӗсене ӑнӑҫу, пуҫланӑ ӗҫе туса пыма вӑй-хӑват сунать.
|
2008 ҫул пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Лапсара кӗрекен ҫул ҫинче светофор ӗҫлеме пуҫларӗ. Лапсар ҫыннисем ӑна тахҫанах кӗтетчӗҫ - вӗсем валли пысӑк парне пулса тӑчӗ. Раҫҫей экономики ӳснӗ май йывӑр тиенӗ машинсен йышӗ те ҫул ҫинче нумайланчӗ. Ҫапла вара Шупашкартан Лапсаралла е Кӳкеҫ еннелле пӑрӑнас тесен ҫав ҫул тӑваткалӗнче автобуссен, ҫӑмӑл машшинсен темиҫе минут кӗтсе тӑма тиветчӗ - тӗп М7 ҫулпа иртекен машинсен йышӗ ытла та пысӑкчӗ. Ку та кӑна мар, ҫак кӗтесре аварисем час-часах пулса иртетчӗҫ. Светофор лартнин пӗр ҫитменлӗхӗ кӑна пур - М7 трасса тӑрӑх ҫӳрекен йывӑр машинсен ун патӗнче чарӑнма тивет. Тата светофорӗ тӑвайкинелле хӑпаракан ҫул ҫинче ларнӑ май йывӑр машинасем чарӑннӑ хыҫҫӑн аран-аран тапранса каяҫҫӗ - капла шуҫлак ҫанталӑкра ҫул пӑкӑланса ларма та пултарать. |
Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн чаплӑ ӑсчахӗ, словарьсене хатӗрлекен ӑста, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтaрӗ Скворцов Михаил Иванович профессор 75 ҫул тултарчӗ. М. И. Скворцов Канаш районне кӗрекен Иккӗмӗш Хурамал ялӗнче 1933 ҫулта ҫуралнӑ. 1967-77 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, 1977 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӑй хунӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин Вӗрент? институтӗнче ӗҫлет. 1960-64 ҫулсенче вӑл Наукӑпа тӗпчев институтӗнче (халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) чӗлхе пайӗнче вӑй хунӑ. Ҫав вӑхӑтрах Каир университетӗнче стажировкӑра пулнӑ, араб чӗлхине тӗплӗн вӗреннӗ. Михаил Иванович ҫак ҫулсем хушшинче нумай-нумай словарь хатӗрленӗ (хӑех редактор та): * Чӑвашла-вырсла словарь (1989, 240 с. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |