Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

ЧӲК
18

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 18.11.2005 18:53 |

К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ ячӗпе

Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче литература каҫӗ иртнӗ. Ку каҫ пултаруллӑ сӑвӑҫӑ ҫуралнаранпа 115 ҫул ҫитни тата музейе уҫнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ ячӗпе иртернӗ.

Кунтах К.В. Ивановӑн "Нарспи" поэми ҫине ӳкернӗ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен куравӗ уҫӑлчӗ.

Валери Тургай "Нарспи" поэми пичӗтленнине 100 ҫул ҫитнине мӗнле уявласси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Ҫӑлкуҫ: cap.ru

 

ЧӲК
18

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 18.11.2005 15:40 |

"Грани" хаҫатпа пӗрле иртернӗ Ҫӗнӗ Шупашкар валли слогансем хатӗрлес конкурс вӗҫленнӗ, унӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ:

1 вырӑна Синицин Евгенийӗн "Красив, уютен, чист и молод - Мой самый лучший в мире город!" слогана палартнӑ.

Ҫӑлкуҫ: cap.ru

 

ЧӲК
17

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 17.11.2005 16:46 |

Етӗрне районӗн депутатсен пухӑвӗнче Етӗрне районӗн уставӗн ҫӗнӗ редакциӗне йышӑннӑ. Кунта районӑн кивӗ уставӗпе паллашма пултаратӑр, ҫӗннине халлӗхе район сайчӗ ҫине кӑларса хуман.

Ҫӑлкуҫ: cap.ru

 

ЧӲК
16

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 16.11.2005 13:26 |

Канаш хула библиотекинче хула уставне халӑха вуласа панӑ, сӳтсе явнӑ. Ҫурла уйӑхӗнчех устава хула периодикӑллӑ кӑларӑмӗсенче пичӗтленӗчӗ. Ҫав майпа вара пур ҫынӑн та хула уставӗпе паллашма, хӑйӗн сӗнӗвесене пама май пулнӑ.

Хальхинче панӑ сӗнӳсене протокола кӗртнӗ, проекта хула депутачӗсен пухӑвӗн пулас заседаниӗнче йышӑнӗҫ.

 

ЧӲК
15

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 15.11.2005 12:58 |

"Сириус" ача-пӑча театр студиӗ хӑйсем патне пӗчӗк артистсене чӗнет. Студи Елчӗкӗн халӑх театрӗ ҫумӗнче ӗҫлет. 1994 ҫулта пуҫарӑнтарса ярнӑ хыҫҫӑн кунта темиҫе ушкӑн вӗренсе тухнӑ. Студи темиҫе спектакль лартнӑ.

 

ЧӲК
14

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 14.11.2005 15:27 |

Чӳк уйӑхӗн 18 Ҫӗнӗ Шупашкар хӑйӗн 45 ҫула ҫитнине уявлать. Уяв программипе кунта паллашма пулать. Кӗскен каласан, эстафета, музейсенче тӗрлӗ куравсем, конкурсем, концертсем (тӗслӗхрен, Ефим Шифрин "Химик" КК хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартӗ) иртӗҫ.

 

ЧӲК
11

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 11.11.2005 12:05 |

чӳк уйӑхӗн 4-8 хушшинче Пензӑра иртнӗ "Созвездие" ятлӑ ача-пӑча пултарулӑхӗн фестивалӗнче Куславвкари интернат шкулӗнчи духовой инструмент ансамблӗн коллективӗ чи лайӑххи тесе палӑртнӑ.

Фестивалте 28 регионтан 250 хутшӑнакан пулнӑ. Ачасем Пушкӑрт, Калмыки, Мордови, Чӑваш, Кабардин-Балкари Республикинчен, Краснодар тата Ставрополь енӗсенчен, Белгород, Владимир, Иваново, Кострома, Ленинград, Липецк, Мурманск, Чулхула, Оренбург, Орел, Пенза, Пермь, Рязань, Самара, Саратов, Свердловск, Тамбов, Тверь, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчен хутшӑннӑ.

Ҫӑлкуҫ: Culture21.ru

 

ЧӲК
11

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 11.11.2005 11:30 |

Чӳк уйӑхӗн 21-28 хушшинче шупашкарти Ленин районӗнчи ҫӗмьепе ачасене социаллӑ пулӑшу паракан центрта "Анне - тӑван хӗвелӗм" ятлӑ курав иртӗ. Халӗ вӑл курав валли ачасем пикенсех ӳкерчӗксем ӳкереҫҫӗ.

Ҫӑлкуҫ: cap.ru

 

ЧӲК
09

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 09.11.2005 10:13 |

Чӳк уйӑхӗн 12 18 сехетре Чӑваш патшалӑх филармониӗнче «Малин йӑмӑкӗсем» вокал ансамбльӗн концерчӗ иртӗ.

Ансамбль 12 ҫул ӗҫлет. Ансамбльте Лидия, Ирина тата Елана тӑван йӑмӑксем юрлаҫҫӗ. Ку ансамбль Чӑваш Енре кӑна мар, тулашӗнче те паллӑ.

Ҫӑлкуҫ: cap.ru

 

ЧӲК
02

Хыпар
 reflejo | 02.11.2005 18:38 |

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине йышӑннӑранпа 15 ҫул ҫитнине чысланӑ.

Суверeнитет йышӑннӑ куна чыслакансем чӑваш патшалӑхлӑхне хӳтӗлессишен, Раҫҫейӗн федераци институтне пӑсас марришӗн, демократи йӗркисене хӳтӗлессишӗн митингланӑ, чӑваш халӑхӗ ячӗнчен заявлени ҫырса йышӑннӑ. Ӑна chuvash.ru сайт ҫинче вулама пултаратӑр.

 

Страницӑсем: 1 ... 3802, 3803, 3804, 3805, 3806, 3807, 3808, 3809, 3810, 3811, [3812], 3813, 3814, 3815
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗр евӗрлӗ эрне мар, ҫавӑнпа мӗн тумаллине тӗплӗн шутламалла. Тен, тупӑшлӑ килӗшӳ тӑватӑр - ку сирӗн юлашки вӑхӑтри кӑтуртусем. Ҫемьере, ӗҫтешсемпе хирӗҫӳсем тухма пултараҫҫӗ.