Элӗк районӗн официаллӑ сайчӗ район ҫур акине епле хатӗрленни пирки пӗлтерчӗ. Кӑҫал Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ иртнӗ май районта тырӑпа ҫӗрулми тата пахча-ҫимӗҫ ытларах туса илме палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май лаптӑксене те ӳстерме шутлаҫҫӗ — усӑсӑр выртакан 2 500 гектара хута яма палӑртаҫҫӗ. Элӗк тӑрӑхӗнче кӑҫал 12 192 гектар тырӑ, 1 880 г ҫӗрулми лартма шутланӑ. Тур-пул тухӑҫлӑ пултӑр тесе хуҫалӑхсем 760 тонна тӗрлӗ удобрени тиесе килнӗ. Хальхи вӑхӑт тӗлне ял хуҫалӑхӗсем 100 тонна (палӑртнинчен 77%) дизтопливо, 28 тонна (67,1%) автомашин топливи туяннӑ. Хуҫалӑхсенче уйрӑмах тӗрлӗ техникӑна юсас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. 234 трактортан 72% ҫеҫ юсавлӑ. Ытти техникӑпа та ҫаплах: 126 йывӑр машинаран 91 (72%), 77 ака техникинчен 64 (83%), 69 сухаран 54 (78%), 85 культиватортан 77 (91%) ҫеҫ ӗҫлеме юрӑхлӑ. Уй-хирсенче хальлӗхе юр кайсах пӗтмен-ха — юсаса пӗтерме вӑхӑт пур.
| ||
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Кил-йыш вулав центрӗнче пӗтӗм тӗнчери театрсен кунӗ тӗлне «Хулари театрсем — библиотекӑра хӑнара» пултарулӑх тӗпелӗ пулать. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни халӑх историре хӑваракан чи пысӑк йӗр — культура. Театр тӑван халӑхӑмӑрӑн культурин вышкайсӑр пысӑк пайӗ, ӳнерӗн ӗнерхи манӑҫми ҫитӗнӗвӗ, паянхи пултарулӑх вӗҫевӗ, ыранхи шанчӑкӗ тата мухтавӗ. Хаваслӑ ларӑва спектакльсем вӑхӑтӗнче артистсемпе куракана уйӑракан чикке пӗтерсе тӗрлӗ театрсенче ӗҫлекенсемпе вӗсен ӗҫне хаклакансене пӗр зала пуҫтарас тӗллевпе ирттерме палӑртнӑ. Уяв тӗпелне Чӑваш Республикин тӗп хулинче вырнаҫнӑ пӗтӗм театрти артистсем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ: Константин Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче нумай ҫул тӑрӑшакан Вера Кузьминична Кузьмина СССР халӑх артисткипе ҫамрӑк артистсем халӑх юратакан спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартӗҫ; Вырӑс драма театрӗн хастар артисчӗсем — Чӑвӑш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Л. | ||
![]() Тутар Республикинчи Кӑнна Кушки — чӑвашсемшӗн хаклӑ ял. Кунта 1848-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑвашсен Аслӑ Вӗрентекенӗ, чӑваш ҫырулӑхне, литература чӗлхине пуҫарса яраканӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралса ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑваш ҫыннин тертпе-хӗнпе иртекен кун-ҫулне телейлӗрех тӑвасчӗ тени мӗн ачаранах канӑҫ паман ӑна. 1868-мӗш ҫулта Чӗмпӗрте Чӑваш шкулӗ уҫма мехел ҫитернӗскер, хӑйӗн пӗтӗм кун-ҫулне вӗрентӳ ӗҫне халалланӑ. Чӗмпӗр шкулӗ 1000 ытла вӗрентекене, ҫав шутранах тӑван литература анинче уйрӑмах тарӑн йӗр хӑварнӑ К.В. Иванов, Тайӑр Тимкки, Н. Шупуҫынни, Федор Павлов, Марфа Трубина тата ытти ҫыравҫӑсене те вӗрентсе ӑс панӑ. Манмастпӑр эпир те, паянхи ӑру, И.Я. Яковлевӑн вышкайсӑр пысӑк ӗҫне. Унӑн «Халалне» яланах асра тытса пурӑнатпӑр. Акӑ, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлқ паракан вӑтам шкулти саккӑрмӑш тата тӑххӑрмӗш классенче вӗренекенсем, вӗсен вӗрентекенӗсем — Н. | ||
![]() Пушӑн 20-мӗшӗнче Шупашкарта ЧНК хӑйӗн VII пухӑвне ирттерӗ. Раҫҫей тӑрӑхӗнчи чӑвашсем К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пухӑнӗҫ. Мероприяти 11 сехетре пуҫланӗ.
Пухӑва 500 ҫын патнелле пуҫтарӑнӗ. Вӗсенчен 102 делагат — Раҫҫейри 29 регионтан, тата 6 ют патшалӑхран килӗ. Чи пысӑк ушкӑн Чӑваш ҫӗрӗнчен пулӗ — 230 ҫын. Ҫавӑн пекех пысӑк ушкӑнсем Тутарстанран, Пушкӑртран, Ӑремпурк, Самар, Свердловск, Тӗмен, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен пулӗҫ. Мускавпа Питӗрти ушкӑнсен йышӗ те пысӑк пулӗ. Пухура пӑхса тухма палӑртнӑ ҫивӗҫ ыйтусем: 2010 ҫулта Раҫҫей ҫыравне ирттерессипе ҫыхӑннисем, ЧНК уставне улшӑнусем кӗртесси. Хӑнасем ҫавӑн пекех пушӑн 19-мӗшӗнче Я.Г. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче ирттерме палӑртнӑ чӑваш костюмӗн уявне хутшӑнӗҫ. Пушӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче пухӑва килнӗ делегатсем республикӑри вӗренӳ заведенийӗсен представителӗсемпе тӗл пулӗҫ — чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан тӑрӑхсем валли культурӑпа вӗрентӳ учрежденийӗсем валли вӗрентекенсене хатӗрлес ӗҫе пӑхса тухӗҫ. | ||
Чӑваш Республикинчи чӗлхе политикине пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗПушӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи чӗлхе политикине пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссийӗн иртрӗ. Чи малтан комисси членӗсем унӑн ятне улӑштарчӗҫ. Енчен те малтан вӑл чӑваш чӗлхин нормисене йӗркелекен комисси пулнӑ пулсан, халӗ вара чӗлхе политикине йӗркелекен комисси пулса тӑчӗ. Кайран, пухӑннӑ пайташсем, комисси президиумне суйларӗҫ. Комисси тахҫантанпах ӗҫлеменнине кура вӗсен унӑн ҫӗнӗ Положенине те пӑхса тухма тиврӗ. Пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн комисси сӗннӗ Положенири йӑнӑшсене тӳрлетсе ӑна ҫирӗплетрӗ. Вӑл положенипе каярах уйрӑм сайтра паллашма май пулӗ. Ҫавӑн пекех ку ӗҫлӗ лару 2009 ҫулта мӗнле йытусемпе ӗҫлемелли плана пӑхса тухрӗ, сӗнӗвӗсене шута илсе ҫирӗплетрӗ. Сӑмах май ҫакна каласа хӑвармалла — комисси ҫулталӑкра тӑваттӑ пухӑнӗ. Тепӗр лару ҫу уйӑхӗнче иртӗ. Комисси пайташӗсем шутне ҫак ҫынсене кӗртме килӗшрӗҫ: * Чернова Галина Петровна — Чӑваш Республикин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин Министрӗ. (председатель) * Краснов Михаил Николаевич — Чӑваш Республикин культура, национальноҫпе информаци политикин тата архив ӗҫӗсен Министерствин халӑхсемпе конфессисен хушшинчи хутшӑнусемпе культура эткерне упракан пай пуҫлӑхӗ (председатель ҫумӗ). | ||
![]() Ҫак кунсенче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри ҫӗнетсе илемлетнӗ Культура керменӗнче (халӗ ӑна информаципе культура центрӗ теҫҫӗ) ялти шкулта вӗренекенсем пысӑк уява — Ҫӗр ӗҫченӗсен ҫулталӑкне халалланӑ фольклор фестивальне пуҫтарӑнчӗҫ. Тӑван халӑх пултарулӑхӗ ҫав тери тӗрлӗ енлӗ та кӑсӑк. Авалтан килекен пуянлӑха — чӑвашсен ырӑ йӑли-йӗркине сцена ҫинче кӑтартса пама тӗллев тытрӗҫ те ӗнтӗ шкул ачисем. Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем - В.Н.Воронова тата Н.Н.Круглова йӗркеленӗ уяв сценарийӗнче 1-10 классенче вӗренекенсем «Вӑйӑ», «Выртмара», «Ҫӑварни», «Сӗрен», «Сурхури» тата ытти уявсен тӗслӗхӗсемпе паллаштарчӗҫ. Сӑнарсене калӑпламашкӑн ачасен самай вӑй хума тиврӗ. Чӑвашсен ӗлӗкхи вӑхӑтри пултарулӑхӗ ҫамрӑк ӑрушӑн ҫӗнӗлӗх уҫниех: нумай япалана ялти ватӑсенчен ыйтса пӗлмелле, кӗнекесенче ҫырнисене тӗпчемелле, «асанне арчине» ухтарса пӑхмалла…Паллах, вырӑнти материалсене тӗпе хуни пӗлтерӗшлӗрех те кун пек чухне. Хамӑр таврари йӑла-йӗркене, мӑн асатте, мӑн асаннесен иртнӗ кун-ҫулне ас тутарать, вӗсене уяса пурӑнма хистет. | ||
![]() Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче Ю. Сементерӗн «Ҫиҫӗм сапаки» кӗнекен презентацийӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене поэт ӗмӗр тӑршшӗпе пуҫтарнӑ тӑватшар йӗркерен тӑракан сӑвӑсем кӗнӗ. «Шухӑшӑма мӗн май килнӗ таран кӗскен ҫавӑрса калас тӗллев мана яланах канӑҫ паман. Ҫавӑнпа та вӑл туртӑм тилхепине эпӗ асран та, алран та пӗрре те яман темелле. Халӗ вара, ҫав тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсене пӗр кӑшӑл туса кӑларас терӗм», — тесе палӑртать чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер. Хӑйӗн тӑватӑ йӗркеллӗ сӑввисем урлӑ поэт чӑваш ҫыннин паянхи шухӑш-кӑмӑлне, пурнӑҫри туртӑмӗсене, туслӑхпа юратури ӑнлавӗсене сӑнласа кӑтартать. Уяв каҫне Чӑваш наци интернат-лицейӗнче вӗренекенсем поэтӑн тӑватӑ йӗркеллӗ хайлавӗсемпе хатӗрленӗ литература композицийӗпе уҫрӗҫ. Лицейҫӑсем илемлӗ вуланӑ композицийе итленӗ хыҫҫӑн вӗсен ертӳҫи Геронтий Лукиянович Никифоров аслӑ категориллӗ учитель ҫыравҫа поэзи анинче малалла та ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. | ||
![]() Пушӑн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Чӑваш Республикин халӑх ӳнерҫин Терюкалова Раиса Фоминичнӑн куравӗ уҫӑлчӗ. Ӑна ҫитсе пыракан пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне тата ӑста 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Раиса Фоминичнӑ саламлама ӗнер курава чылай хӑна килчӗ. Курава уҫнӑ май музей директорӗ Геннадий Козлов ҫакна каларӗ — Раиса Фоминичнӑн пултарулӑхӗ питӗ тарӑн шухӑшлӑ, ӳкерчӗксенче философи, шалти туйӑмсем питӗ лайӑх курӑнаҫҫӗ. Ӳнерҫӗне ҫавӑн пекех Чӑваш Ен культура министрӗ Роза Лизакова саламларӗ, вӑл Н.В. Фёдоров саламне вуласа пачӗ. Терюкалова Раиса Фоминична ӗҫӗсен куравӗ акан 4-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ӳнерҫӗн пултарулӑхӗпе паллашма кӑмӑлакансене пурне те музейе килсе курма йыхравлатпӑр!
| ||
![]() Пушӑн 8-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне паллӑ тӑвӑпӑр. Ҫак уяв ҫывхарса пынине кура Чӑваш Республикин электронлӑ тата кино документсен патшалӑх архивӗ «Чӑваш хӗрарӑмӗн сӑнӗ» ятлӑ сӑн галерейине хатӗрленӗ. Унта эсир пурне те курма пултаратӑр: паллӑ хӗрарӑмсене те, ахаль хула е ял ҫыннисене те. Сӑн галерейинче эсир ҫавӑн пекех чӑваш тумне тӑхӑннӑ хӗрсене, чӑваш хӗрарӑмӗсене сӑнланӑ паллӑ ӳнерҫӗсен ӗҫӗсене курма пултаратӑр.
Курава ҫак каҫӑ урлӑ каҫма пулать
| ||
Нумаях пулмасть Удмурт Республикин Глазов хулинче удмурт поэчӗ Ф.И.Васильев 75 ҫул тултарнине халалланӑ «Флор вулавӗсем 3» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Конференцире ЧПУри чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӑй хуракан В.Г.Родионов, Г.И.Федоров, Г.А.Ермакова прфессорсем, В.А.Милютин доцент хутшӑнчӗҫ. Ӑсчахсем чӑвашпа удмурт литература тӗпчевӗсенчи актуаллӑ ыйтусене хускатрӗҫ, пӗр пеклӗхсемпе уйрӑмлӑхсене палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче ЧПГНИ йӗркеленӗ М.Р. Романов ҫуралнӑранпа 90 ҫул, Н.И. Егоров ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ Пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑх конференцийӗ «Чӑваш чӗлхи тата алтаистикӑн хальхи ҫивӗч ыйтӑвӗсем» ятпа иртрӗ. Конференцин икӗ секцийӗ ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче ӗҫлерӗ. Секцисен ӗҫне факультетри тӗпчевҫӗсемпе пӗрле инҫетри тата ҫывӑхри хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем хушшинче: З.Г.Аминев (Ӗпхӳ),О.Н.Пятиков (Хусан), Ф.Ф.Гаффарова (Хусан), А.А.Емельянов (Пелепей), В. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |