Чӑваш Енӗн спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир хулинче юпа уйӗхӗн 18-па 22 кунӗсем хушшинче иртнӗ йывӑр атлетикӑн Раҫҫей чемпионачӗнче Чӑваш Енӗн йывӑр атлетикӑн ҫӑмрӑксен хушшинчи ҫӗнӗ рекорда лартнӑ. Рекорда лартаканӗ Вячеслав Ластухин. Ҫак тупӑшурах пирӗн тепӗр спортсмен, Ирина Савина, 48 кило йышӗнче иккӗмӗш вырӑна йышӑннӑ. Ҫӑлкуҫ: culture21.ru |
http://cap.ru пӗлтернӗ тӑрӑх Республикаӑн 9 уйӑх хушшинче экономикӑн ӳсӗмне палӑртма пулать. Пелтӗрхи авӑн уйӑхӗпе танлаштарсан вӑл 110,5% тарин ӳснӗ. Уйрӑмах «Шумерлинский завод специализированных автомобилей», «Перкарбанат», «Чебоксарский трикотаж», «Чебоксарский гормолзавод», ООО «Алатырская бумажная фабрика» акционер обществисен ӳсӗмӗ вӑйлӑ пулнине палӑртнӑ. Хуласенчен пысӑк ӳсӗмсем Шупашкарта тата Канашра пулнӑ. Районсенчен чи усӗмлисем: Шупашкар (1-мӗш вырӑн), Етӗрне (2-мӗш), Муркаш (3-мӗш). Г.Т.Акимова министрӗн доклачӗпе анлӑн кунта паллашма пултаратӑр. |
Вӗренӳ учреждениӗсенче чӑваш пичетне халалланӑ пултарулӑх ӗҫӗсен yҫӑ конкурсӗ пуҫланнӑ (26.10.2005). Конкурс "Хыпар" хаҫат 100 ҫул тултарнӑ ятпа иртет. Конкурсa икӗ тапхӑра пайланӑ. Пӗрремӗшӗ хула шaйӗнче (юпа-раштав 2005), иккӗмӗшӗ республика шaйӗнче (кӑрлач 2006) иртӗ. Конкурс ӗҫӗсене 2005 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӑлкуҫ: http://cap.ru |
Юпа уйӑхӗн 25 Шупашкарти Хальхи исскуство центрӗнче "Хӑвна кӑтарт!-2005" фотоконкурсӑн пӗтӗмлетекен куравӗ уҫӑлнӑ. Унта ӑста тата ку ӗҫе пикенме кӑна пуҫланӑ фотографсен ӳкерчӗксене курма пулать. Ҫӑлкуҫ: http://cap.ru, Фоторепортаж. |
Чӑваш Патшалӑх Музейӗнче «Куба – далекая и близкая» Куба Республикин посольствин куравӗ уҫӑлнӑ. Куравра 15 Kубa ӳнерҫин шелкографи мелӗпе тунӑ ӗҫӗсене курма пулать. Курав юпа уйӑхӗн 21 ӗҫлӗ. |
Людмила Линик Тӗп суйлав комиссӗн председателӗ пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, вырсарникунхи суйлав йӗркеллӗн иртнӗ. 4274 вырӑна йышӑнас тесе 10 475 кандидат тупӑшнӑ. Тупӑшу ҫивӗч пулнӑ, тесе палартрӗ Людмила Линик, анчах та саккунсене пӑсмасӑр иртнӗ. |
Сайтӑн акӑлчнла версийӗнче Тимухха Хӗветӗрӗ ҫинчен ҫырнин акӑлчан версийӗ халӗ пур. |
Википедиӗн Чӑваш уйрӑмӗнче халӗ 1000 статья яхӑн! Пинмӗш статья — Тимухха Хветӗрӗ: Тимухха Хӗветӗрӗ, — чӑваш чӗлхине тӗпчекенӗ, вӗрентекен. Чӑн ячӗ Тимофеев Фёдор Тимофеевич. 1887 ҫулхи раштавӑн 1 Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Муркаш районӗ) Якаткасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 25 ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ. Орфографипе пунктуаци йӗркисене пӗрремӗш йӗркелекенӗ. Вӑлах пӗрремӗш тӑван чӗлхе вӗренӳ кӗнекисене тата программисене хатӗрлекен. Пособисем ҫавӑн пекех хатӗрленӗ. Вӗсене вӑл чӑваш тата вырӑс чӗлхисем ҫинче хатӗрленӗ. - тесе пуҫланать вӑл. Сӑмах май каласан Чӑваш Википедире халӗ питӗ нумай ӗҫ. Нумай статьясене кӗртмелле, анлӑрах ӑнлантарса памалла. Чӑваш Ен ҫинчен те лайӑхах, пӗтӗмӗшле каласа паман. Эсир кӑна тӳрлетме, Википедине информаципе тултарма пултаратӑр! |
Литература кӗтесӗнче Андрей Петтоки ҫырнӑ "Тухатмӑш" калавне кӗртсе хутӑм. Пӗрре, вӑл ӗлӗкех пулать ӗнтӗ, эпӗр виҫӗ ҫамрӑк ача -Митри, Ванюк /иккӗш те салтакран килнӗ анчах, эпӗ хам та маттур/ калӑм каҫ, пӗр шут тытса, тухрӑмӑр тухатмӑш шырама. Малтанах мунчасенче шырарӑмӑр. Ҫук, шуйттан ҫитӗр пуҫна, пӗр калӑм ватти те тупаймарӑмӑр. Кайрӑмӑр масар ҫине. Ун чух пирӗн икӗ масарччӗ: пӗри - тӗне кӗнӗ чӑвашсен, тепри - тӗне кӗмен чӑвашсен. Унта та ҫук. Уттартӑмӑр Емел масарӗ ҫине. Пӗр пилӗк-ултӑ ҫухрӑм ытла каймалла. Каллех пӗр тухатмӑш та ҫук. Киле пӗр тухатмӑш та пулин тытмасӑр каяс мар тесе тепӗр вун ҫухрӑма, Вӑтӑр Юман киремечӗ /ял ячӗ/ масарӗ ҫине яра патӑмӑр. Каллех пӗр тухатмӑш йӗрӗ те ҫук. Малаллине вулӑр. Вӑл кӗске. |
Юпан 7 Патӑръел районӗн Культура керменӗнче "Патӑръел энциклопедиӗ" кӗнекин презентациӗ иртнӗ. Презентацие нумай хӑна хутшӑннӑ. Мероприяти вӗҫӗнче хӑнасем умӗнче "Ӑраскал" эстрада ушкӑнӗн концерчӗ иртнӗ. Фойера "Тӑван кӗтес, тӑван тавралӑх" кӗнеке куравӗ иртнӗ. Источник: Cap.Ru |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |