Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара «Пушӑ хир» ятлӑ уяв иртет. Вӑл Аслӑ Таяпа ялӗ ҫумӗнчи Иван Грозный ҫарӗпе тӗп тунӑ Таяпа ятлӑ ӗлӗкхи хула вырӑнӗнче иртет. Уявра ӗлӗкхи хӗҫ-пӑшалсене кӑтартӗҫ, кӗрешӳсем иртӗҫ, ташӑ-юрӑсем пулӗҫ тата ытти те. Енчен те кама та пулин чӑвашсен авалхи историйӗпе пурнӑҫӗ кӑсӑклантарать пулсан вӗсемшӗн ку мероприяти питӗ кӑткӑс пулӗ. Йӗркелекенсем — Аслӑ Таяпа ял администрацийӗ, Елчӗк районӗн администрацийӗн культура пайӗ, Елчӗк музейӗ тата ыттисем. |
«Чӑваш тӗнчи» фотогаллерейинчи сӑнӳкерчӗксен шучӗ 6 пинрен иртрӗ! Юлашки хутӗнче галерейӑна Ишек муйзейӗнче тата Шупашкар районӗнче тунӑ сӑнӳкерчӗксене кӗртнӗ — вӗсен шучӗпе 6 пине яхӑн сӑнӳкерчек пулса тӑчӗ.
«Чӑваш тӗнчи» фотогалерейӑра эсир чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ сӑнӳкерчӗксене тупма пултаратӑр: Чӑваш Ен районӗсене, ялӗсене, тавралӑхне. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре иртнӗ мероприятисемпе те паллашма пулать. Унсӑр пуҫсӑр фотогалерейӑра чӑвашсем пурӑнакан ытти тӑрӑхри сӑнӳкречӗксем те вырнаҫнӑ — Тутарстан, Мускав, Самар Ен. |
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкасси ялӗнче 200 ача вӗренмелли шкула хӑпартасси малалла пырать. Ӗҫ мӗнле пынине Чӑваш Енӗн вӗрентӳ Министерствипе Вӑрмар районӗн администрацийӗ тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Халӗ иккӗмӗш хут стенисене тата газпа ӑшӑтмалли котельнӑй ҫуртне купалаҫҫӗ. Подрядчиксем палартнӑ вӑхӑтпа тан ӗҫлесе пыраҫҫӗ.
|
Паян, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче ҫӗрмӗш ача ҫуралнӑ. Пӗчӗк Диана Удяковсен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Алексей Осиповичпа Оксана Юрьевнӑн ку пӗрремӗш ача. Тин ҫеҫ ашшӗпе амӑшӗ пулса тӑнӑ ҫамрӑксене ЗАГС пуҫлӑхӗ М.М.Николаева ӑшӑ сӑмах каларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Н.В.Фёдоровпа Элӗк район пуҫлӑхӗн, А.И.Платоновӑн, саламӗсене вуласа пачӗ, вӗсен открыткисене парнелерӗ. Ҫавӑн пекех Алексей Осиповичпа Оксана Юрьевна ача ҫуралнине ҫирӗплетекен свидетельство пачӗ.
|
Ҫитес канмалли кунсенче Сентӗрвӑрри районӗнчи Пӗчченхыр ялӗнче футбол турнирӗ иртӗ. Пӗчченхыр ялӗнчи футбол ушкӑнӗн капитанӗ юнашар ялти ҫарӑксене юлташла матча чӗннӗ. Ҫапла вара Пӗчченхыр ялте Маклашкипе Кукашни ялӗнчи футбол ушкӑнӗсем пухӑнса ӑмӑрту ирттерӗҫ. Килме пултаракансене пурне те ҫак ӑмӑртӑва чӗнетпӗр!
|
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнче Выла юханшыв урлӑ асфальт хунӑ кӗпере ӗҫе кӗртнӗ. Ҫак чаплӑ ӗҫ уявне Чӑваш республикин хулари тата обществӑри инфраструктурине ҫӗнетсе-йӗркелесе пыракан министрӗ А.Н. Гончаров, унӑн ҫумӗ А.И. Лепилин, Элӗк районӗн пуҫлӑхӗ А.И. Платонов, Чӑваш республикин Минстройӑн автомобиль ҫулӗсене тытса пыракан управленин пуҫлӑхӗ В.А. Атрохов, унӑн ҫумӗ Н.Н. Бахмисов, ООО СПФ "Стромос" тӗп ертӳҫи В.Н. Карпеев, ДЭП-146 ертӳҫи В.А. Павлов хутшӑннӑ. "Элӗк-Ураскилт-Ҫирӗккасси-Выла" автотрасса ҫинчи кӗпере тума 2006 чӳк уйӑхӗнче тапратнӑ. Кӗпер вӑрӑммӑшӗ — 41 м. Кӗпере Чӑваш Республики Президенчӗн "Чӑваш Республикинче автомобиль ҫулӗсен шутне хӑвӑртрах аталантарасси" хушнипе туса лартнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ял ачисене юнашар ялти шкула автобуспа турттарма питӗ ансат пулать. Ҫаплах тата ял ҫыннисем кунта автобуссен ҫӗнӗ маршрутне уҫасса шанаҫҫӗ. Ӗнтӗ, ҫак такӑр та хӑвӑрт ҫулпа элӗксемпе чутайсем хушшинчи тачӑ ҫыхӑнусем татах ҫирӗпленсе пырӗҫ. |
Паян Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнче уяв иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ял 147 ҫул тултарнӑ. Ку ял хӑй кун-ҫулӗнче Пушкина та Бичурина та астӑвать. Ял нумай ятлӑ-сумлӑ ҫынсене ӳстерсе кӑларнӑ. Вӗсем шутне Канаш Альберт Георгиевич сӑвӑҫ та кӗрет.
Уявра Сӗнтӗрвӑрри пуҫлӑхӗ А.А.Шумов сӑмах тухса каларӗ, Сӗнтӗрвӑрринчи чӑваш хорӗ юрларӗ.
|
Шупашкарти культура институтӗнче ҫӗнӗ специальность уҫнӑ — ал ӑстисене вӗрентеҫҫӗ.
Пурӗ 10 вырӑн, хальхи вӑхӑтра ку специальноҫа илме пурӗ улттӑн кӑмӑл тунӑ. Вӗренме кӗрес текенсем хӑйсен докуменчӗсене утӑ уйӑхӗн вӗҫӗ таран пама пултараҫҫӗ. Чӑвашсем! Бюджет укҫипе вӗрентмелли вырӑнсем пур вӑхӑтра хӑвӑр ачӑрсене тӑвансене ҫак специальноҫе вӗренме ярӑр! Вӗсене Микуҫ Палтай шайри вӗрентевҫӗсем вӗрентӗҫ!
|
Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упи ялӗ 707 ҫул тултарнӑ май уява чӗнет! Уяв 10 сехетре стадионра пуҫланӗ.
Ку ялтан нумай ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тухнӑ: Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ, Тава тивӗҫлӗ вӗрентекен И.Н.Никифоров, I-мӗш Патшалӑх Думин депутачӗ Я.А.Абрамов, Денин орденӗн кавалерӗ, СССР Аслӑ Канаш депутачӗ К.И.Горина, тата ыттисем те.
Уявра ҫавӑн пекех Нина Ивановнӑпа Николай Тимофеевич Тимофеевсене ылттӑн туй ячӗпе, Раиса Клементьевна Григорьевнӑна 60 ҫул тултарнӑ ятпа саламлӗҫ.
Уяв хӑнисене тутлӑ шӳрпе ҫитерӗҫ, чӑваш сӑрине ӗҫтерӗҫ.
|
Чӑваш Енӗн Вӗрентӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхин кафедрин ертӳҫи Ю. Виноградов, Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкул директорӗ, электронлӑ пособисене хатӗрлекен В. Андреев тата пирӗн Chuvash.Org пӗрлӗх интертетел уҫлӑхӗнче «Чӑваш чӗлхепе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентекенсем валли интертетелти педканаш» ятлӑ проекта хатӗрлеме пуҫланӑ. Сайт тытӑмне утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ, халӗ вара вӑл сайта ӗҫлеттерсе ярасси пирки ӗҫ пырать. Сайт ҫурла уйӑхӗн варри тӗлне ӗҫлеме пуҫламалла. Сӑмах май каласан, 2007 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурри хушшинче республикӑри 186 шкула интертетел кӗртнӗ. Пурӗ вара хальхи вӑхӑтра тетелпе республикӑри 570 шкула (97,9%) ҫыхӑнтарнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |