Чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс вӗҫленчӗ — ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр. Тӳрех калам, Вӗрентӳ министерстви сайтӗнче пелтернӗ хыпарта тӗрӗс марри пур — чи лайӑх фантастсем Штанаш шкулӗнче вӗренмеҫҫӗ. Унти вӗренекенсем те чаплӑ, анчах та Вӑрмар районне кӗрекен Чупайри тӗп шкулпа Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула (Йӗпреҫ районӗ) ҫӳрекен ачасен хайлавӗсем пирӗн шутпа чаплӑрах. Штанаш шкул ачисен хайлавӗ вара вулавҫӑсене ытларах килӗшнӗ. Хайлавӗ интереслӗ пулнӑран пулӗ — унпа чылайӑшӗ паллашрӗҫ. Сире те интереслӗ пулсан вӑл «Иртнӗ ӗмӗрте пулса куртӑмӑр» ятлӑ. Ҫырасса ӑна ушкӑнпа ҫырнӑ — ҫак ачасем тӑрмашнӑ: Андреев Александр, Лобова Ирина, Ильина Екатерина, Коннова Алевтина, Семенова Ксения, Соловьева Наталия, Сатлайкина Ирина, Софронов Николай. |
Паян 12 сехетре чаплӑ уяв туса 30-мӗш автоҫулӑн 4-мӗш пайне хута ярӗҫ. 4-мӗш пайӗ Коммуналлӑ Слабода урамӗнчен пуҫланать те Мускав проспектне тухать. Ун шутне Крылов урамӗ те кӗрет. Ку пай тӑршшӗ ҫухрӑм ҫурӑ. Ӑна пӗлтӗр тума пуҫланӑ — кӑҫал вара, ав, хута та яма вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫул хатӗрлеме пурӗ 272 млн. тенкӗ тӑкакланӑ. 30-мӗш ҫула тӑвас шухӑш 1970-мӗш ҫулсенче кӗнӗ. 1973 ҫулта пӗрремӗш пайне хута янӑ — вӑл Гладковпа Шевченко урамӗсене ҫыхӑнтарнӑ. Ун хыҫҫӑн ӗҫе пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Малалли ӗҫе 21 ӗмӗрте пуҫӑннӑ — 2006 ҫулта хута янӑ ҫул татӑкӗ Улицкий, Гладков тата Комуналлӑ Слабода урамӗсене ҫыхӑнтарнӑ. Тӗп пайне, астӑватӑр пулӗ, Президент бульварӗ ятне те панӑччӗ. Вӑл хальхи вӑхӑтра талӑкне 50 пин машин йышӑнать. Паян хута яракан ҫул татӑкӗ талӑк хушшинче пӗтӗмӗшле 20 пин машин йышӑнма пултарӗ. Тепӗр ҫул Пирогов урамне ҫӗнетме шутлаҫҫӗ — вӑл Президент бульварӗпе Мускав проспекчӗ хушшинчи тӗп ҫыхӑну вырӑнӗ пулӗ.
|
Нумай пулмасть И.С. Дубановӑн «Озера, реки и родники Чувашии» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке кӑсӑклӑ пулнӑран вӑл специалистсене кӑна мар, ахаль ҫынсене те самай интереслентерчӗ. Нумай пулмасть «Наше культурное наследие» (Пирӗн культура эткерӗ) ятлӑ Раҫҫейри таврапӗлӳ литературин иккӗмӗш конкурсӗ иртрӗ. Тӑван Ен ҫутҫанталӑкӗ пайра ку кӗнеке лайӑх хака тивӗҫрӗ — чи лайӑх кӗнеке ятне илчӗ. Ҫакна та каласа хӑварас пулать: пурӗ 16 регионтан 200 кӗнеке патнелле тупӑшрӗҫ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енре тухнӑ кӗнеке чапа тухни пире те савӑнтарать!
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ленин районӗ |
Муркашри тӗп район пульницине никӗсленӗренпе 75 ҫул ҫитрӗ. Унӑн кун-ҫулӗ 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫланать — вӑл вӑхӑтра ӗнтӗ кунта фельдшер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ҫак юбилее халалласа нумай пулмасть районти культура ҫуртӗнче чаплӑ уяв иртрӗ. Чи малтан уява пухӑннӑ ҫынсене Муркаш район пуҫлӑхӗ Юрий Александрович Иванов тата пульница тӗп тухтӑрӗ Владислав Григорьевич Данилов сӑмах тухса каларӗҫ. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗп тухтӑр вырӑнне йышӑннӑ Аршуткин Н.А, Ильина В.А., Куликов Н.Ф., Огурцов Г.М., Виноградов В.В. вӑл вӑхӑтри пурнӑҫпа паллаштарчӗҫ. Уява килнӗ хӑнасене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Ача-пӑча хороографи ушкӑнӗпе «Расна» фольклор ушкӑнӗн пултарулӑхӗ уйрӑмах кӑмӑла кайрӗ. Пульница ӗҫченӗсем те хӑйсен ачисемпе пӗрле юрласа та ташласа кӑтартрӗҫ — вӗсене алӑ ҫупса саламларӗҫ.
Истори: Муркашри тӗп район пульницин кун-ҫулӗ 1923 ҫулта уҫнӑ фельдшер пунктӗнчен пуҫланать. 1930 ҫулта ялти тухтӑр участокне йӗркеленӗ, стационар вӑл вӑхӑтра пулман. 1933 ҫулта 25 вырӑнлӑ пульница туса лартнӑ. 1950 ҫулта вырӑн шучӗ 50 ҫитнӗ — ун валли уйрӑм йывӑҫ ҫуртсем лартнӑ пулнӑ. 1960-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче пульница валли котельнӑй хатӗрленӗ, шыв кӗртнӗ. |
Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн никӗсӗнче академик Л.П. Кураков сӗннипе йӗркеленӗ ЧПУн Вӗрентӳпе консультаци пунктӗнче вӑй хуракансем уява килнисене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уяв И.Я.Яковлев музейӗнче иртрӗ. Саламлама килнисем хушшинче Ульяновск облаҫӗн вӗрентӳ министерствинчен Ф.Т. Улендеева, Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономи исполкомӗн председателӗ В. |
Паян, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, (ку хыпара пичетленӗ хушӑна концерчӗ пырать те ӗнтӗ) Ҫӗнӗ Лапсарти «Акаци» КК-нче ун ҫумӗнче ӗҫлекен «Укӑлча» фольклор ушкӑнне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа концерт иртрӗ.
Пирӗн пӗрлӗх ушкӑна 20 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлать, малашне те юрӑ-ташӑпа савӑнтарма, ӑнӑҫу, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунать!
Кӗскен: ушкӑна 1988 ҫулта Сакмаров И.А. йӗркеленӗ, 1995 ҫултанпа ертӳҫи — Щетина А.А. (Сукмаровӑн вӗренекенӗ). 2000 ҫулта ушкӑна халӑх ятне панӑ. Ушкӑн тӗрлӗ ятсене ҫӗнсе илнӗ, тӗрлӗ тӑрӑха ҫитсе курнӑ. Тутарстанпа Мари Эле, Чулхула, Оренбург, Киров тата ытти Чӑваш Ен тулашӗнче вырнаҫнӑ хуласене ҫитсе пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Кашни ҫул «Раҫҫей ҫалкуҫӗсем» фестивале хутшӑнать.
|
Шупашкарти 57-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литература эрни иртрӗ. Вӗренекенсем тӗрлӗ конкурссене хутшӑнчӗҫ: * пуҫламӑш классенче вӗренекенсен хушшинче «Манӑн юратнӑ анне» вулав-ӑмӑрту иртрӗ — шкул ачисем ӑмӑртмалла чӑвашла вуларӗҫ. * 6-7-мӗш классенчи ачасен хушшинче «Наукӑпа фантастикӑлла чи лайӑх хайлав» ӑмӑртӑва пӗтӗмлетрӗҫ. * 5-мӗш классем хушшинче «Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи» вӑйӑ иртрӗ. Ачасем кӑсӑклансах ыйтусем ҫине хуравларӗҫ. * 8-мӗш классенчи ачасем тӑван ҫӗршыва ҫинчен мӗн пӗлнине пӗлтерчӗҫ — «Савнӑ ен — Чӑваш ҫӗршывӗ» ӑмӑртуллӑ вӑййа хутшӑнчӗҫ. * 10-11 классенчи вӗренекенсем хӑйсен пӗлӗвне чӑваш чӗлхипе литература олимпиадинче кӑтартрӗҫ — ыйтусем ҫине хуравларӗҫ, сӑмахкаҫмӑшсемпе ребуссен тупсӑмӗсене шырарӗҫ.
Парнесӗр пӗр хутшӑнакан та юлмарӗ, ҫӗнтерӳҫӗсем — хисеп хутне илчӗҫ. Чӑваш чӗлхе эрни Чӑваш Патшалӑх Филармонийӗнчи артистсем хатӗрленӗ концертпа вӗҫленчӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Шупашкарти Ленин районӗн сайчӗ |
Раштавӑн 4-мӗшӗнче «Янташ» эстрада ушкӑнӗ пурне те Трактор тӑвакан культура керменне йыхравлать — унта вӑл хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартӗ! Концертра «Янташ» ушкӑнӗн ҫӗнӗ юррисем, шӳтсем пулӗҫ. «Янташсӑр» пуҫне концерта ытти чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те хутшӑнӗҫ! Билетсене ҫак телефонпа туянма пулать: 8-919-650-42-93. Вӗсене ҫавӑн пекех хулари кассӑсенче те тупма пулать. |
Чӳкӗн 14-15-мӗшӗсенче Шупашкарта чӑвашсен пӗрремӗш халӑх вӗрентӳ заведенине, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртрӗ. Пӗрремӗш пленарлӑ пайра докладсем пулчӗҫ. Чӑваш Енӗн вӗрентупе ҫамрӑксен политикин министрӗ Г. П. Чернова, Чӑваш патшалӑух университечӗн ректорӗ Л.П. Кураков, Шупашкарти ӑс-хакӑл училищин ректорӗ Михаил Атте, Раҫҫейри «Православиллӗ Раҫҫей» халӑх юхӑмӗн Тӗп канаш пайташӗ В.А. Смирнов, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ, И.Я. Яковлев мӑнукӑн ачи В.В. Павлов тухса сӑмах каларӗҫ. Иккӗмӗш пайра Ф.М. Достоевский ҫырнӑ «Путишле ҫын тӗлӗкӗ» калав тӑрӑх моноспектакль пулчӗ — М. Ермолаева ячӗллӗ Мускав театорӗн артисчӗ, И.Я. Яковлев мӑнукӗн ачи Владимир Всеволдович Павлов хӑй ӑсталӑхне кӑтартрӗ.
Пленарлӑ ларура тунӑ докладсене кунта итлеме пулать. |
Туссем, эсир техника ӑслӑлӑхӗн ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ кӗнеке таврашне вулама юрататӑр-и? Паллах, (ҫемҫерех калам-ха) кӑмӑлласах каймастӑр. Киче-е-ем вулама. Мӗншӗн кичем? Мӗн-ма тесен “технарьсен” чӗлхи типӗ-типӗ – стандартлӑ. Вӗсем ирӗклӗхе юратмаҫҫӗ: кашни ӑнлавӑн пӗр ят кӑна пулмалла теҫҫӗ, пӗр сӑмахпа темиҫе япалана палӑртмалла мар теҫҫӗ. Ҫапах та вӗсене уншӑн ӳпкелер мар. Хӑвӑрах ӑнланатӑр: капсюль вырӑнне хушӑран кастрюль тесен, атом вырӑнне те ҫавӑн евӗрлине калама пуҫласан специалистсем пӗр-пӗрне ӑнланми пулӗччӗҫ. Вара техника процесӗ те вӑрахланӗччӗ, ҫӗршыв та хӑрушлӑха лекӗччӗ. Ай-яй-яй! калаҫса кайрӑм. Хӑратаканӗсем халь пирӗн ахаль те пур-ха – вӑн, телевизорӗпе радионе яма та шикленмелле.
Ахаль калаҫура вара эпир пӗр сӑмаха тепринпе ирӗклӗнех улӑштаратпӑр. Ӗненместӗр-и? Тӗслӗхрен, пӗр-пӗр шӗвӗркке урамран лап-лапра килсен амӑшӗ ывӑлӑ-ӑ-ӑм! тесе кӗтсе илет-ши? Кӑмӑлне кура, пӗри сысна ҫури! тесе кӑшкӑрать, тепри шӑпӑрлана э-хе-хей, сысна ҫурийӗм тесе ӳпкелет. Кун пек улӑштарусем ятарлӑ лару-тӑруран килеҫҫӗ тейӗпӗр, хӑнӑхнӑ ылмашусем те сахал мар чӗлхере: куршакне чӳлмек теҫҫӗ, кӑшманне – чӗкӗнтӗр, пиччене – тете. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |