Сывлӑх
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Китайри тухтӑрсем Чӑваш Ене килни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Вӗсене «Проект Панда» скрининг консультацине хутшӑнма чӗннӗ. Китайри специалистсем сывлӑх енчен хавшак ачасен сывлӑхне тӗрӗсленӗ кӑна мар, пӗлтерӗшлӗ сӗнӳсем те панӑ. Акӑ 6 ҫулти Костя Ача-пӑча реабилитаци центрӗнче 6 ҫул ӗнтӗ сиплев курсӗ витӗр тухать. Ӑна массаж тата физиотерапи пулӑшаҫҫӗ. Анчах ку ҫителӗксӗр. Китай тухтӑрӗсем ӑна операци тума сӗннӗ. Капла ача часрах ура ҫине тӑрӗ-мӗн. Ӑна Китая реабилитацие чӗннӗ. Ҫул укҫине Раҫҫей ача-пӑча фончӗ тӳлӗ, сертификатпа пӗр ҫул усӑ курма май пур. Костьӑн ашшӗ-амӑшӗ халӗ кун пирки шутлать. Китай тухтӑрӗсем темиҫе кунра 100 ытла ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсем малашне те Шупашкарти реабилитаци центрӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекен нумайланнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Иртнӗ эрнере 31 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Стопкоронавирус.рф сайт хыпарланӑ тӑрӑх, авӑнӑн 11-17-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра 312 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Авӑнӑн 4-10-мӗшӗсенче вара 202 тӗслӗх пулнӑ. Ҫулла вӗҫӗнче 90 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑра санитари авиацийӗпе час-часах усӑ кураҫҫӗ. Вертолётпа чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑракансене ытларах чухне илсе каяҫҫӗ. Мӗншӗн тесен кун пек пациентсене вӑхӑтра операци тумалла. Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан, 1959 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна республикӑн тӗп хулине илсе килнӗ. Арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ. Арҫын хӑнара пулнӑ чухне чӗри патӗнче ҫунтарма тытӑнса кайнине сиснӗ. Вӑл хӑех васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Шурӑ халатлисем ӑна Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе кайнӑ. Унта ӑна анестезиологипе реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ. Кайран тухтӑрсем Республикӑри юн тымарӗсен центрӗпе канашланӑ хыҫҫӑн пациента Шупашкара куҫарма йышӑннӑ. Республикӑн тӗп хулинче арҫынна коронарографи тунӑ, стент вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Раҫҫей банкӗн Атӑл-Вятка наци банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче экскурси ирттерӗҫ. Ӑна кредит учрежденийӗнчи Уҫӑ алӑксен кунӗнче йӗркелӗҫ. Уйрӑмра ҫав кун «Время и деньги» (чӑв. Вӑхӑт тата укҫа-тенкӗ) фотокурав ӗҫлӗ. Укҫа аталанӑвӗпе паллаштаракан экскурси те пулӗ. Интерактивлӑ занятисем те кӑсӑклӑ иртессе шантараҫҫӗ. Банк кассирӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма май килӗ, кивӗ укҫана епле тӗп туни ҫинчен те каласа кӑтартӗҫ. Хӑнасене банкнотӑсене уйӑрма вӗрентӗҫ, тӳлев инструменчӗсемпе тӗрӗс усӑ курма, ултавҫӑсенчен сыхланма вӗрентӗҫ. Экскурсие хутшӑнас тесен Раҫҫей банкӗн сайчӗ урлӑ ҫырӑнмалла. Банк ҫуртне кӗрекенсен ҫумра паспорт пулмалла. Банкри Уҫӑ алӑксен кунӗ Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 25-мӗш ҫуртра иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ 80 ҫулхине уявланӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Сцена ӑстисене тата вӗсене кулленхи ӗҫре пулӑшса пыракансене союзӑн юбилейӗпе саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ. Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне пирӗн республикӑра 1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче йӗркеленӗ. Пӗрлешӗве артистсене ҫеҫ мар, театрӑн ытти ӗҫченне те илеҫҫӗ. Союза паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Сергей Павлов ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ҫӑлкуҫ: The Washington Post Аляскӑра икӗ упа Krispy Kreme пончиксем кӑларакан американ компанийӗн фургонне кӗрсе ҫӗр ытла пылак ҫимӗҫ ҫисе янӑ. Пылак ҫимӗҫпе вӗсем 20 минута яхӑн апатланнӑ, тесе ҫырать The Washington Post. Хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, хура упа ами тата унӑн ҫури Анкориджри АЗС ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап бакӗсенче апат-ҫимӗҫ шыранӑ. Ҫав вӑхӑтра тискер чӗрчунсене фургонри пончиксен шӑрши илӗртнӗ: унӑн водителӗ автомобиль алӑкӗсене хупма манса ҫывӑхри лавккана кайнӑ пулнӑ. Упасене чи малтан асӑрханӑ АЗС менеджерӗ Шелли Дино каласа панӑ тӑрӑх, тискер чӗрчунсем фургона вырнаҫса ларнӑ та пылак ҫимӗҫе ярӑнтарнӑ. Krispy Kreme-ра каярах ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, вӗсем мӗнпурӗ 130 пончикран кая мар ҫисе янӑ. Чи малтанах Динопа фургон водителӗ упасене хӑйсем тӗллӗн хӑратма хӑтланнӑ, анчах вӗсен ӗҫӗ ӑнӑҫман. Ун хыҫҫӑн вара вӗсене пулӑшма инҫех мар вырнаҫнӑ Эльмендорф-Ричардсон ҫар базинчи хурал ҫитнӗ. Вӗсем тискер чӗрчунсене служба автомобилӗнчи сиренипе хӑваласа яма пултарнӑ. Кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах чухне хура упасем талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче апат шырама тухаҫҫӗ, ҫавӑнпа та кӑнтӑрла вӗсене курма ҫӑмӑлах мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнчи сӑн РФ Президенчӗ Владимир Путин Ҫӗмӗрлере пурӑнакан нумай ачаллӑ амӑшне Мария Кудрявцевӑна «Амӑшӗ героиня» ята пама йышӑннӑ. Марийӑпа Иван Кудрявцевсем 11 ачана воспитани параҫҫӗ: 7 ывӑл та 4 хӗр. Аслӑ ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцине хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Ҫак хисеплӗ ята тивӗҫнӗ амӑшӗсене 1 миллион тенкӗ, грамота тата ылтӑнран тунӑ медаль параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑнакансем уйӑхсерен вӑтамран 47,3 пин тенкӗ укҫа ӗҫлесе илеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчипе танлаштарсан шалу виҫи 19,3 процент ӳснӗ. Унсӑр пуҫне пирӗн республикӑра ӗҫсӗр ҫынсен шучӗ сахалланнӑ. Республикӑри предприяти-организацисенче кадрсем ытларах кирлӗ. Ку цифра 25 процент пысӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ир пулттипе, 3 сехет те 40 минутра, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнӑҫнӑ Ҫӑкалӑхъялӗнче пушар пулнӑ. Кил хуҫи ҫулӑма хӑйех сӳнтерес тесе тӑрӑшнӑ та шар курнӑ: вӑл пиҫсе кайнӑ. Ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Шел те, пушар пӳрте тӗп тунӑ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем кӳршӗ ҫурта сыхласа хӑварнӑ. Ирхи 5 сехет тӗлне Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрчӑ ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Унта ҫулӑм пӳрт тӑррине сиенлетнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче бюджет вырӑнӗсене самай ӳстернӗ. Пин таран. 2023-2024 вӗренӳ ҫулӗсенче абитуриентсене професси пӗлӗвӗ паракан 23 организаципе 12 аслӑ шкула йышӑннӑ. Пӗрремӗш курссем валли пӑхса хӑварнӑ бюджет вырӑнӗсен шутне кӑҫал тепӗр 912 вырӑн хушса 11 522-е ҫитернӗ. Ҫав шутран 4 346-шӗ – аслӑ шкулсенче, 7 176-шӗ — техникумсемпе колледжсенче. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнчи канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулта аслӑ шкулсенче тӗллевлӗ вӗренме кӗмелли 844 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Анчах тӗллевлӗ вырӑнсенчен 402-шне ҫеҫ йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |