Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Суя телейЮрату ҫӑлкуҫӗЧапшăн пурăнмастпăрКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеЮрату йĕтесĕВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртТĕлĕнтермĕш юмахсем

«Эп пулман кунта...»


Эп пулман кунта —

ан макăр

Вăл та пурăннă тесе —

Сывлăша юратнă, ахăр...

Савнă (савнă!) çук тĕсе...

 

Эп пулман кунта — пулнах тăк

Мĕншĕн ним те улшăнман?

Пурăннах пулсан, татах та

Пулас килмĕччĕ-и ман?

 

Эп пулман кунта — ĕненĕн:

Тăвăл та çаплах — кăра.

Çап-çавра тĕнчен пĕр енĕ

Хĕвеле çăтса ярать...

«Эп вĕçĕп...»


Эп вĕçĕп. Вĕçĕп те аманăп.

Ахăлтатса кулать пек вилĕм.

Пулман та, çук та пек, пĕр авăк

Сывлаймиех выртассăм килĕ.

 

Ултавăма суйни кăна ку.

Веçех — вĕçевĕм тĕрĕслевĕ.

Таçтан ман иртнĕ савăк, ахăр,

Ахрăмланса килет çил евĕр.

 

Кулас килет те — куллăм тарнă,

Пуш сассăм çеç пуласшăн кулă.

Сана мĕн чухлĕ ăнлантарнă:

Ӳксессĕн те — чĕп-чĕрĕ юлăп,

Вилсен — çĕр мар, эп тинĕс пулăп.

Аххаяс-маххаяс


Тĕнчен кукăр-макăрне

тӳрлетсе пĕтереймĕн.

Халăх каларăшĕ

Поэзи пурăнать


Поэзи пурăнать

Те — çĕр çинче,

те — сывлăшра,

Те — акăш куçĕнче,

те — пахчара,

шур çĕмĕрт айĕнче,

Те — чунăмра,

те — юн тымарĕнче...

Поэзи пурăнать.

Çапах та эп

Ăна курмастăп —

унпала... пуплеп.

Чĕлхе


Чав-чав, чĕлик-чĕлик, чи-чи.. —

чăвв! чу! —

тăп-тăп...

 

чанк, чарăнт!

чăнкăл-чанкăл, чăлтăр-чалтăр, тенк!..

 

Тĕнчен чăн хăйĕн сассисем

пултарнă-тăр

сана, тахçан Адам калаçнă Те1-л!..

 

и — Пĕр чĕлхеллĕ —

Чĕлтĕрти Аваллăхран

çăл шывĕ пек

Чĕл-чĕл тапса тăратăн эс —

ман Чĕлпĕк-Евĕрлев-Чĕлхем — илентерен

 

хăвна —

типтеркĕçле сăхса Тĕнче Тĕсне!..

 

Тĕнче юрри — эс ху! — санра:

 

веç! ăс-тăнран!..

Тĕрев


Мĕн-ши вăл кĕтнĕ тĕре2

ун çине тĕренни

 

е хăнăхни — анчăкла — тĕкĕ пулăшăвне?.. —

 

шик — тĕнчене хӳмепе картлама хăтланни —

 

ним ăнланмасăр — лекни Шикленӳ Картине

 

тыткăнĕнчен — тĕмрери пек — тӳрех тухайми!.. —

 

(кирлĕ тĕрев — туя пек —

ун çине таянма

йывăр çулра

пархатарĕ çук мар! — пуç мими

тавçăрайсан май пур чух унпа усă курма:

 

ним вырăнне те хумасăр

 

савса чыс туса...) —

 

ăс ялтăркки çеç çавна —

Шикленӳ Картине —

çĕмĕрĕ...

 

унсăрăн — вăхăтлă хăтăлмасан

тĕкĕ пĕрмай чăрмантарĕ

 

алри туя пек!..

Талан


Эп килте Тĕнчере!..

Мĕн кирли пур йăлтах Тĕменре!..

Вĕренесчĕ ман пĕр çавна çеç:

тĕрлине йышăнма! —

(ăнланатăп: Тĕнче пĕрмаях

парнелесшĕн пире

ырлăхне — тăванла! —

курăр: унăн çӳпçи чухăн мар —

«Тур пани» — талан3 пек —

(Тала4-ран)!..

 

Çак çынсем те парнех!..

 

Веç! Туллин!

Йышăнар хакласамăр

кашни парнене! —

савнă пек ашшĕ-амăшĕ сар

сăпкари ачине,

кĕтнĕ пек ирсерен йывăç-курăк

хĕвел шевлине) —

 

пысăк йăнăш: тӳрех мĕн пурне хапсăнни

Çын! тени —

кĕç пулса тăрас пек

Çĕр Патши!..

(Çак хитре Çĕр çинче

унашкал май килмест пулĕ çав)... —

 

çĕнĕрен те çĕнни

вырнаçсан ăшăма

(киввине эп «сыв пул» тенĕçем)

 

асăрхатăп тăрук: çитĕнсе сарăлса пынăçем

уçăлать чун-чĕреçĕм хуллен

 

(мул

пухмачĕ

пекех)

Малалла

Тĕлĕкри чăнлăх


Вылякансем:

Андрей — 13 çулта

Иван — Андрейăн аслашшĕ

Вася — 13 çулта, Андрейăн тусĕ

Геннадий Иванович — физика учителĕ

Карпас — Уртаман планета патшин советникĕ

Пилиф — Уртаман планета салтакĕ.

Динабумо — Уртаман планета салтакĕ.

 

Пьесăри ĕçсем 21 ĕмĕр вĕçĕнче пулса иртеççĕ. Çĕр çине ют планетăра пурăнакансем час-часах килеççĕ. Вĕсем çынсемпе çыхăну тытасшăн, анчах та çынсемшĕн ку хăнăхман япала. Пурте çакна ăнланма пултараймаççĕ. Шкулта вĕренекен ачасем учителĕпе канашлаççĕ, ют плпнетăра пурăнакансемпе тĕл пулаççĕ.

 

1-мĕш курăну

Пӳлĕмре Андрейпа Вася сĕтел хушшинче уроксем туса лараççĕ. Сĕтел çинче тĕрлĕ кĕнекесем, карттăсем выртаççĕ.

Вася: Андрей, эсĕ вĕçекен лашасем пуррине шанатăн-и? Эх, манăн çавăн пек лаша пулсан çӳле-çӳле вĕçсе хăпарса пăхăттăм. Космос карапĕ те кирлĕ мар.

Андрей: (кăшт куларах) Ну калатăн та эсĕ, Вася. Питех те шел. Вĕçекен лашасем пирĕн хальлĕхе çук. Вĕçекенни тетĕн-ха, ахаль лаши те çук.

Малалла

Çул


Утаççĕ çынсем урампа,

Утаççĕ пĕччен, мăшăрпа,

Утаççĕ телейлĕн кулса,

Утаççĕ темскер шутласа.

 

Утаççĕ çынсем урампа,

Пĕри ав тăртаннă куçпа

Е хĕнлĕн хăрах урапа,

Е кăмăллăн мăн хырăмпа.

 

Утаççĕ çынсем урампа...

Кашнин хăйне евĕр шăпа.

Умра тăсăлать вăрăм çул,

Курни, курмалли темĕн чул...

Мĕн-ма-ха...


Мĕн-ма-ха вилĕмрен эпир хăратпăр?

Сехре хăпать-çке тамăк куриччен...

Кама мĕн пӳрнĕ, çавăнта пулатпăр,

Пурнасчĕ шикленмесĕрех унччен.

 

Мĕн-ма-ха тăшманран пĕрмай таратпăр?

Тен, пирĕнтен вăл теветкеллĕрех

Кăштах хăмсарчĕ — чĕтреме пуçлатпăр,

Пуçа пĕксе çӳретпĕр ĕмĕрех.

 

Мĕн-ма-ха чăнлăхран та пăрăнатпар?

Вăлах сиплет, тен, юнлă сурана.

Эпир çапах та пĕр-пĕрне суятпăр,

Шап-шурă тетпĕр... хурана.

 

Мĕн-ма-ха

Ыйтăва хуравлаймастпăр...

Тен, аттесем пилленĕ хăрама?

Сехре хăпартнăн урăх пурăнмастпăр, —

Ан кайтăрччĕ яш ĕмĕр харама!

■ Страницăсем: 1... 362 363 364 365 366 367 368 369 370 ... 796
 
1 Те — «калаç, сăмахла» тени пулать. Асăннă глаголран чĕлхе (те — чĕ-л-хе, кунта -л тата -хе — сăмах тăвакан аффикссем) сăмах пулса кайнă
2 Тĕре — «тĕкĕ пер, тĕрев ларт, тĕрек пар» тени.
3 Талан — Тала Туррăн (парни); ăнăçу, телей.
4 авалхи чăвашсен мифĕнчи тĕнчепе çынна çуратнă Йывăç.