Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Аслă халалИлле ТăхтиСулпикепе Валĕм хунСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеАтăл шывĕ юха тăратьАсамат кӗперӗ сӳничченПурăнас килет

Куçăм


Кӳ-ӳ! Килет симĕс курăк шăрши...

 

Сар шевле кӳ саланчĕ уй-хирĕн... —

 

ик ку-ç умĕ — мĕн ху-мĕ, ăрши

 

(...анатра çăл тапать илĕм-тилĕм):

 

мĕн пуррин

е пур евĕр çуккин —

(пĕтĕм пурлăхăн!) —

палăкĕ —

 

Ку1..ç!..ăм!..:

 

(çур-ку-н-не кун ку-р-ать тĕм çеç-ки

 

кĕр-ку-н-не-ку-р-лан-ки).. —

 

(пур-нăç ку-р-сĕ)!..

«Хăвăрт иртрĕç кунсем, сивĕ хĕлĕм те çитрĕ...»


Хăвăрт иртрĕç кунсем, сивĕ хĕлĕм те çитрĕ:

Сивĕ хĕл пас хывать ман тăнлавăм çине...

Шухăшпа хуйхăра ман çур ĕмĕрĕм иртрĕ,

Ма васкан-ши, сив хĕл, шуратма çӳçĕме?

 

Чунăмпа çирĕмре хама эпĕ туятăп,

Анчах хĕл систерет çулăмсем иртнине...

Сивĕ хĕл, мĕншĕн эс васкаса çывхарайрăн —

Утьăкка сиктерме пар мăнук ачине.

 

Ан васкаччĕ, сив хĕл, эпĕ пурпĕр тараймăп,

Каярах шуратан ман хура çӳçĕме —

Пурнăçа юратса пĕр кана пурăнасшăн,

Ан васкаччĕ, сив хĕл, пурнăçа кĕскетме.

 

Сивĕ хĕл, лăпкă хĕл, халь сана кĕл тăватăп,

Хал парсам ырăпа пурăнма çĕр çинче.

Пурнăç — сакăр кĕтес, енĕсем ун тăваттă,

Мĕн тени ку, пĕлем пурăнса шур çӳçчен.

 

2010.12.03

Икĕ кайăка хăваласан


— Ах, Таня, ах, мĕн тумалла-ши? Икĕ каччăпа тĕл пулмалла-çке манăн паян! Ах, хăшĕн патне тухам-ши? — çапла ах-ахлатса та ши-шилетсе Ирина ман çума пырса ларчĕ. Тĕлĕнтермĕш хĕрача вăл Ирина: анраса кайсан ахлатма пуçлать, пĕр-пĕр иккĕлентерекенни сиксе тухсан шилетме тытăнать.

— Иккĕшĕнпе те тĕл пул! Анчах курнăçусен хушши 3-4 сехет пултăр, — ăс паратăп лăплана пĕлмесĕр пӳлĕм тăрăх кумакан хĕр тусăма. Ăçтан йăтăнса анчĕ ман чĕлхе çине «3-4 сехечĕ» тата мĕншĕн шăпах çавăн чухлĕ вăхăт — хам та пĕлместĕп.

Хĕр пурнăçĕ çапла вăл: е никам та çук, е сасартăк харăссăн йăтăнса анать. Хам та Ирина пекех тунсăхласа курнă. Тантăшăмсен пурин те савнийĕсем пур, кинона, театра пĕччен çӳремеççĕ, кафере тулевсĕр апатланаççĕ, санăн та хăвна юраттарас килет — эсĕ вара хăр тăлăххăн. Чи телейсĕр шăпа! Ларан общежити пӳлĕмĕнче çăлтăр вырăнне тĕксĕмрех обой çинче миçе хăнкăла çурçĕр хыççанхи апат шыраса чупса çӳренине шутласа. Тĕмсĕлсе итлен кантăк леш енчи шăплăха, студентсен хулинче аташса кайнă пĕр-пĕр принцăн шурă лаши шаклаттарса килни илтĕнмест-и тесе. Пĕлетĕн, кăлăхах, пĕрех тăнлама пăрахаймастăн каçхи шăплăха — юрата-а-ас килет вĕт-ха! Ау! Ăçта эсĕ, шурă лаша çинчи принц? Пĕррехинче вĕсем манăн «SoS»а илтрĕç пулас, харăсах тăватă лаша шаклаттарса çитсе тăнă кантăк умне. Кĕçенеççĕ: и-а-ха! и-а-ха!

Малалла

Чунсăрлăх


Пасарта ватăсем

Чечексем сутаççĕ.

Розăсем, астрăсем

Куçăмран пăхаççĕ,

Хурланса ыйтаççĕ:

— Çĕр çинче илеме

Мĕншĕн-ха сутмалла,

Пĕр самант киленме

Пурнăçа татмалла?

Пурнăçа татмалла...

Ма ун пек тумалла...

Пурнăçра этемсем

Пĕр-пĕрне сутаççĕ,

Ваттисем, вĕттисем

Мулшăн хапсăнаççĕ.

Мулшăн хапсăнаççĕ,

Туслăха манаççĕ.

Ăшăмри чунăма

Мĕншĕн-ха сутмалла?

Чĕрери çулăма

Сӳнтерсе хумалла...

Сӳнтерсе хумалла...

Ма кун пек тумалла?..

Карта


Пиччене — ырă сунса

 

Эс туятăн пек вăйсăр хăвна пур хăрав! —

 

панă эсĕ вăйна такама — эс шыратăн

хунтă2

иккĕленсе хăраса — тулашра!..

 

Ай, сасартăк

«ăшран» тинкерен

те — куратăн:

пур енче те — кар3-та

эс хăв тытнă ăна

шикленсе — эс шалта — тул енче

Çут Тĕнчемĕр!..

 

Час-часах такăнми — пул чĕлхи —

илт çавна!..

Вăй-халпа туптанать

Çын — хăйне

шаннăçем-тĕр!..

Тăрмăш


И, пур пулни —

ик куç тулли!..

 

И-ккен4, тĕр-ли пур Тĕменре:

 

(ил!.. —

пек... —) —

лĕ

тăр-мăш5... —

 

çын валли

йăла-йĕрке

 

(«пур» пĕтесрен)

Именӳ


Пуртан эс — çĕтрĕм!..

(Эп —

пур мар!..)

 

кунта халь — «эпĕ çук»-лă пурнăç!..

 

(Кĕрсемччĕ вăрттăнлăхăма:

унта санпа эп тăвăп пĕрлĕх,

чуна уçма та — курăн — пĕлĕп!..) —

 

кӳрет пек намăс —

(темшĕн) —

курнăç!..

 

Тен, çавăнпах-и: теветкеллĕ

хама яр уссăн палăртма!..

 

Санпа — вутпа эп пĕрешкеллĕ!.. —

(куçран пăхма

«эп — пур» юлман!..)

Асанне пур-и?


Ванюк шăллăм — кăтра çӳçлĕ, çаврака питлĕ ача. Кулнă чух икĕ пичĕ пăч путать. Куçĕ пысăк ун. Хура. Йĕпеннĕ хурлăхан евĕр йăлтăртатса çиçсе тăрать. Пĕррехинче Ванюкпа урамра выляттăмăр. Сисмен те: «Эй, шăркалчăсем, мĕнле чупатăр? — тени илтĕнчĕ. — Аçу-аннӳ килтех-и?» Хулара пурăнакан Мишша кукка иккен.

— Ух, маттур! — Ванюка утьăкка çĕклесе питĕнчен чăпăрт! чуптурĕ вăл. Мана çурăмран лăпкарĕ, вара кашнинех пĕрер шоколад пачĕ.

— Анне çырмана шыва кайрĕ, — пĕлтерчĕ Ванюк. — Атте арманта. Килте асанне кăна. Эпир — ак кунта.

Пӳрте кĕтĕмĕр. Кукка кучченеç нумай илсе килнĕ иккен. Пĕр сумка! Ванюк шăллăм, ăна-кăна тĕшмĕртеймесĕр, кашни çимĕç-кучченеçех тытса пăхма тăрăшрĕ.

— Ку мана валли, — терĕ хыпаланса. — Кăна эпĕ илетĕп...

Унччен шарламасăр тăнă асанне Ванюка айккинелле çавăтса кайрĕ, тем ăнлантарма тытăнчĕ.

— Апла лайăх мар, ачам, — тенине çеç илтсе юлтăм. Ахăртнех, асанне шăллăма ятларĕ пулас.

Ванюк кӳренчĕ. Мăрт-март тукаласа чӳрече патне кайса тăчĕ.

— Эпĕ тек санпа пурăнмастăп, куккапа пĕрле хулана тухатăп та каятăп, — терĕ вăл асанне енне пăха-пăха илсе.

Малалла

«Кашни çул...»


Кашни çул —

Çĕнĕ çул.

Кивви —

çук!

 

Кĕввĕмсем!

Çĕмĕртсен

кĕвви —

çуп —

 

кам! Кала,

кунталла

килет

тет;

 

Эс кунта

сывлăш та

илсе

кил...

«Палланă арпашу...»


Палланă арпашу —

палланă сасăсем —

палланă çемĕ ĕнĕревĕ...

Палан! Çырли хĕл сиввипе хĕллех

хĕрелĕ...

 

Чӳречере —

асамлă эрешсем йĕрленчĕç пĕр кунах,

хĕрӳ чĕре ăнланаясшăн та — туять кăна ăна.

 

Палланă арпашу —

палланă сасăсем —

палланă çемĕ ĕнĕревĕ —

эп кунĕпе сас пĕрчисем пухса çӳрерĕм,

 

анчах... Анчах

ăш сăмахпа иртсе каять те эрлĕк,

мĕн пур — йăлтах —

çурăлайса çитмен çеçке манерлĕ...

 

Çурăлайса çитмен çеçке илемĕ евĕр —

палланă çемĕ ĕнĕревĕ —

евĕк.

■ Страницăсем: 1... 360 361 362 363 364 365 366 367 368 ... 796
 
1 Ку — вырăна кăтартакан чи авалхи форма.
2 Хунтă — пулăшу
3 кар — «пӳл, картла, чар, çавăрса ил» тени.
4 Иккен (и-э-эр «пур») сăмахра и — «пур» глаголăн авалхи тĕпĕ упранса юлнă.
5 Тăрмăш (тăр — тур — «пул, пур») — «пурлăх, тупра»; «кулленхи пурнăç».