Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йышăнман сăмахсемЙĕрсемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеҪул юлташӗПограничниксемКулăш кустăрмиХĕн-хур айĕнче

Пылакпа йӳçĕ хушшинче


Пылакпала йӳçĕ хушшинче

Пурăнатăп эпĕ савăнса,

Пурăнатăп эпĕ юрласа

Пылакпала йӳçĕ хушшинче.

 

Пылакпала йӳçĕ хушшинче

Пурăнатăп эпĕ шăртланса,

Пурăнатăп эпĕ хурланса

Пылакпала йӳçĕ хушшинче.

 

Пылакпала йӳçĕ хушшинче

Утас çулĕ çип пекех çинçе,

Ларас сакĕ мамăк пек çемçе

Пылакпала йӳçĕ хушшинче.

 

Пылакпала йӳçĕ хушшинче

Хăйне евĕр курăнать тĕнче:

Тăнăн вăл хăрах ура çинче

Пылакпала йӳçĕ хушшинче.

Ытахаль ма пурнас?


Чуста лартăп, тутлă кукăль пĕçерĕп,

Эпĕ хывăп шăрттан кăмака ăшшине.

Сăлтав тупăп, ыр хыпар кĕç çитерĕп

Тăвана пухăнма кĕреке хушшине.

Тăвансемĕр, эп сире юрататăп,

Юр юрлатăп савса кĕреке хушшинче,

Чун-чĕреçĕм сикет-çке — туятăп...

Ытахаль ма пурнас çылăх çак çĕр çинче?!

 

Сĕтел тулĕ, ырă кулă — хаваслă:

Эп шӳт тăвăп сире асăнма ĕмĕре.

Тем те пулĕ — пулăр эсĕр тăванлă

Чыс туса пĕр-пĕрне пухăнма пĕр киле.

Тăвансемĕр, эп сире юрататăп,

Юр юрлатăп савса кĕреке хушшинче,

Чун-чĕреçĕм сикет-çке — туятăп...

Ытахаль ма пурнас çылăх çак çĕр çинче?!

 

Юрататăп — эпĕ пулмăп пĕчченçĕ,

Кĕреке тулли чух юр юрлар савăнса:

Ĕçлесессĕн — кĕр курки те килленĕ

Тăвансен тутине йĕркипе чуп туса.

Тăвансемĕр, эп сире юрататăп,

Юр юрлатăп савса кĕреке хушшинче,

Чун-чĕреçĕм сикет-çке — туятăп...

Ытахаль ма пурнас çылăх çак çĕр çинче?!

 

2010, чӳк, 10

Чи пĕчĕк патшалăх


Аттепе аннене, Григорий Степановичпа

Лукерья Матвеевнăна, халаллатăп

«Эп черчен чечек...»


«Эп черчен чечек», — тесе каларăн.

Эс апла е лантăш, е тюльпан...

Сив сăмах илтсессĕнех шанатăн,

Кăмăлун екки çапла-мĕн сан.

 

Ху хăш чух ним çукшăн вăрçăнатăн.

Хирĕç каламан сăмах — тӳсеп.

Пĕр çакна нивушлĕ ăнланмастăн:

Тал пиçен çеçкийĕ мар вĕт эп.

Çухату


Пытарма каякан халăх йĕрĕ

(пурнăç хăй кĕрлесе иртсе кайнăн)

çул тусанĕ çинче!..

 

Кам-ши йĕрĕ?!.

тем такам çитменнишĕн лăсканĕ

ăсăм!..

 

ăссăр.

 

Чунра — çĕтĕм çĕкĕ!..

 

Пĕлменни -

вăл татах та-çке пулĕ... —

 

(пулманнин пушлăхне шанма çăмăл...

 

килекен çĕнĕ ĕмĕр те — пушă!..)

Туй


Паян чăваш ялне Çавал енчен

Хаваслă туй çывхарчĕ ерипен.

Кăлттин-кăлттин кĕсле пăнтăртатать,

Тавралăхăм паян уяв тăвать.

Çураçнă хĕр — сипетлĕ çумăр-мĕн,

Сĕрен кĕперĕ — яш каччи иккен,

Туй ачисем — шур хурăн çулçисем,

Ташлаççĕ лăпкăн чăшăлтатнăçем.

Хĕр çумĕ-тусĕсем — сар чечексем,

Ытарайми илемлĕ-çке вĕсем.

Мăн кĕрĕвĕ — хĕвел. Çемçен кулса,

Çĕн мăшăра вăл саламлать савса.

Пытанчĕ хĕр пĕркенчĕк тĕнчине,

Пуçларĕ авалхи хĕр йĕррине.

Йăл-йăл çиçсе пуçне таять каччи

Çӳл тӳпери юмахлăх асамçи.

Пĕр кĕвĕллĕн пырать туй Кив касра,

Вăл юлĕ ĕмĕрех ман асăмра.

Туй пынăçем çарран ташлас килет,

Чун-чĕререн ман савăнас килет.

Тĕнчене эпир килетпĕр...


Тĕнчене эпир килетпĕр, кулянатпăр, хĕпĕртетпĕр,

Çылăха та кĕркелетпĕр юриех е йăнăшпа.

Çеккунтсем вĕçсе иртеççĕ, çиçĕм пек çиçсе илеççĕ, —

Пурăнатпăр çураçуллăн ăнтăлуллă вăхăтпа.

 

Ача чух мĕн чухлĕ ĕмĕт чĕрере чечек çурать,

Сана çеç пилленĕ ĕмĕр сар хĕвеллĕн курăнать:

Сивĕ хĕл те сивĕ мар пек — вут-хĕлхем вылять чунра,

Утас çул та йывăр мар пек — кулнăн çеç телей умра.

 

Пурăнатпăр, кун кунлатпăр, аптрасан та — аптрамастпăр,

Хамăра кăна курах-тăр шав васкатпăр тăвалла.

Ачасем аталанаççĕ, мăшăр çунатсем сараççĕ,

Аслă çул çине тухаççĕ — ку çаплах вăл пулмалла.

 

Çут тĕнче телей çеç сунтăр ытарми çĕр çыннине,

Юрату шевли ан сӳнтĕр — патăр вăй вăл кашнине.

Утас çулăмăр тивлетĕн чĕнтĕр-и ырри патне,

Пурнас кунăмăр илемлĕн çунат хуштăр чĕрене...

 

Тĕнчене эпир килетпĕр, кулленех вĕткеленетпĕр,

Вĕренетпĕр те ĕçлетпĕр пысăк, çутă шанăçпа.

Ай, çулсем вĕçсе те иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçне, тен, çитнĕ,

Пурăнма епле аван та — мĕскер калĕ-ши шăпа?

Малалла

Çиçĕмут мыскари


Манăн асатте халĕ çитмĕл пилĕк çулта. Вăл çамрăклах колхоз лашисемпе выртмана çӳренĕ, ака-суха тунă. Урхамахсене халĕ те пит юратать хăй. Эпĕ питĕ асатте аса илĕвĕсене итлеме килĕштеретĕп. Акă эсир те итлесе пăхăр-ха...

«Манăн хамăн та ĕлĕкрех виçĕ лашаччĕ: хура Çӳренкке, çӳрен Тимĕрут тата улма-чăпар Мăранкка. Мăранкка кĕсре ун чухне нумай пулмасть хăмланăччĕ, тихине Ачашкка тесе чĕнеттĕм.

Кунĕпе ĕçлесе ывăннă хыççăн пĕррехинче яланхилле выртмана кайрăм. Эпĕ пĕрмаях Çиçĕм вар хĕррине çӳреттĕм. Хальхинче те хамăн чĕлхесĕр янаварсемпе пĕрле колхоз лашисене çав вар хĕррине илсе кайрăм. Лашасем каçхине симĕс курăк çинче канлĕ çӳреççĕ, ешĕл курăк вĕсене вăй кĕртет. Каç сулхăнĕнче шăна-пăван та тапăнмасть.

Ку тăрăхра темле асамлă вăй пур пек туйăнатчĕ мана, мĕншĕн тесен эпĕ выльăхсенче шалтан тапса тăракан вăй хушăнса пынине сисеттĕм.

Пирĕнтен инçех те мар чикансен тапăрĕ чарăннă. Вĕсем чатăр карнă та кăвайт чĕртсе апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, инçетренех ачи-пăчи сасси, кулли-юрри илтĕнет. Лашисем те вăхăтран вăхăт кĕçĕнсе илеççĕ.

Кăвайт чĕртсе çĕрулми пĕçерсе çирĕм те пĕр кана шăпăр каласа килентĕм, унтан сӳре туса ывăннăран выртнă та кăтăш пулнă.

Малалла

«Шухăш чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ...»


Шухăш чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ,

Хĕрхенӳсĕр шăнтрĕ темĕнччен.

Хĕртекен хĕвелĕ хăвăрт кайрĕ.

Хĕл те çитрĕ.

Эпĕ — пĕр-пĕччен.

 

Пĕр-пĕччен...

Тӳпе те тĕксĕмленчĕ,

Уйăх сапрĕ ĕнтрĕк шевлине.

Ма татах тавралăх тискерленчĕ,

Кăтартас теет-ши вăйлине?

 

Çутă кун куç умĕнчех хуралчĕ.

Куринке салхуллăн тĕлĕрет,

Ӳкĕнӳ таçтан-муртан çуралчĕ,

Чарăнмасăр чун-чĕре йĕрет.

 

Шухăш чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ,

Хĕрхенӳсĕр шăнтрĕ темĕнччен.

Шартлама çанталăкĕ çухалчĕ,

Хĕл те иртрĕ.

Эпĕ — пĕр-пĕччен...

Виçĕ хризантема


Виçĕ хризантема

Ман сĕтел çинче...

Чĕрене ак темĕн

Чикрĕ айккинчен.

 

Шурă акăшсемĕр,

Ыртăр пуль тăрса —

Ирĕке вĕçсемĕр

Çуната сарса!

 

Шутсăр кĕвĕçетĕп,

Ăмсанап сире.

Шел, анчах вĕçетĕп

Эпĕ... тĕлĕкре...

 

Виçĕ хризантема

Çутă пӳлĕмре.

Пăшăлтатрĕç темĕн...

Калĕç ӳлĕмрен.

■ Страницăсем: 1... 364 365 366 367 368 369 370 371 372 ... 796