Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вăхăт таппиХӗвел мулкачӗсемÇич çунатлă куракĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Сулпикепе Валĕм хунĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томЙĕрсем çухалмаççĕ

Кĕрхи вăрман


Вăрман хуралчĕ. Сивĕ çил

Ăна хăй аллипе хуратрĕ.

Сап-сарă ылттăн тумтирне

Хывса илсе çĕрте таптарĕ.

 

Е çавра çилĕн вĕçтерсе

Таçта илсе кайса парахрĕ.

Сив çумăр сивлĕн шӳтерсе

Çырма-çатрасенче юхтарчĕ.

 

Вăрман салхуллă хурланса

Юр ӳкиччен шăп сывлуллашрĕ.

Çемçе тӳшекшĕн савăнса

Хĕл ыйхине путса хăтлашрĕ.

Атте халаллани


Эп вилçен, мана пытарăр

Халăхпа, ялпа.

Вилтăпри çине тĕм лартăр

Кайăксем ларма.

Хĕрес çине çырса хăварăр

Халăх вулама.

Ман кун-çул йĕрпе паллашччăр

Арусем çапла.

Вăрçăра ку çын та пулнă,

Таврăннă киле,

Ах, анчах урасăр юлнă

Гитлер нушипе.

Мĕн кăна курман-ши эпĕ

Ирĕк çĕршывра.

Усалпа ялан кĕрешрĕм

Хĕрлĕ усалпа.

Тĕресшĕн ултава хирĕç

Тухрăм эп вăрçа.

Ах, анчах пĕччен эп имĕç

Çав çапăçура.

Тĕрĕслĕхшĕн тăват çул лартăм

Халахшăн тăрса.

Ах, çав! Халăх тăнлаймарĕ

Хĕрлĕ усала.

Ял-йыш халăх — мĕскĕн халăх,

Чĕмсĕр ун сасси.

Мĕскĕн ун малти пуласлăх

Çитĕ курасси.

Çак сăвва туйса çыратăп

Кĕриччен çĕре.

Пур ватти-вĕтти каçарăр

Еххĕм Петĕрне.

 

Кăрлач, 1989.

Урхамахсем тăраççĕ тапăртатса


Паян ăнсăртран радиопа урăх планета çине вĕçсе кайма ушкăн пухни çинчен илтрĕм. «Тинех мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленннĕ ĕмĕте пурнăçлама вăхăт çитрĕ иккен манăн», — шухăшларăм эпĕ. Çийĕнчех ушкăн пухакан вырăна çитрĕм. Çирĕп тĕрĕслӳ витĕр кăлараççĕ иккен кунта. Çĕр çынран пилĕк çынна çеç хăварнине пĕлсен çак ушкăна лекеймесрен çав тери пăшăрхантăм. Çапах та çав тери пысăк туртăм çĕнтерчех. Эпĕ ушкăна лекрĕм.

Ушкăна лекнисене инструктор пире вĕçевре тĕл пулма пултаракан йывăрлăхсемпе паллаштарчĕ, унран мĕнле тухмаллисене вĕрентрĕ. Вĕçев кунне палăртсан çĕрĕпе çывăраймарăм. Килтисемпе сывпуллашса çула тухрăмăр...

Эпир çĕр планета чăмăрĕ çинчен вĕçсе кайнăранпа виçĕ кун иртрĕ. Хамăр çитес планета патне çывхарса пыратпăр. Командир каласа панă тăрăх, çак планета çинче тĕлĕнмелле чĕрчунсем пурăнаççĕ. Татах та тĕлĕнмелли, çынсем кунта пачах та пурăнмаççĕ иккен. Эппин, эпир кунта малтанхи çынсем пулатпăр.

Пирĕн карап çĕнĕ планета çине анса ларчĕ. Йĕри-тавра сип-симĕс çаран та тап-таса кӳлĕсем. Аякрах мар çӳллех те мар вăрман пуçланать. Шăплăхра кайăксен çепĕç сассисем çеç илтĕнеççĕ. Эпир çак илемпе киленнĕ вăхăтра вăрман енчен урхамахсем тухрĕç те пирĕн енне ыткăнчĕç. Часах пирĕн ума вунă урхамах çитсе те тăчĕç. Ак тамаша! Урхамахсем пирĕн чĕлхепе калаçаççĕ иккен. Пурте чалак урхамахсем! Вăт тĕлĕнтермĕш!

Малалла

«Ӳтри суранлă сусăр вырăна»


Ӳтри суранлă сусăр вырăна

Сисмесĕрех пырать те кансĕр аллăм,

Шурă мăнакăм, кăшт сирсе ăна,

«Тухтăр ятлать» текелешет пĕр майлăн.

 

Ирĕк çĕре, юратнă вырăна

Çитсе курасшăн васкатать те хапăл,

«Чĕнмен çĕре каймаççĕ пуль ăна»

Тесе лăплантарать шурă мăнакăм

Самант


Сана парнелерĕм самант,

Çĕнтерĕвĕм пулчĕ асаплă.

Пĕрмай çавăнпах асăма

Килет вăл юмах пек асамлăн.

 

Чечек-и ун чух? — çăлтăрсем

Ална тыттарайнă пек туйрăм.

Ытла та кĕтрет-çке парнем,

Тĕнче йăл кулать пире уйрăм.

 

Пурнатпăр эпир çĕр çинче.

Ав пирĕншĕн вăл та пытанчăк.

Мĕскершĕн этем чĕринче

Тĕнче евĕрлех хăш-пĕр шанчăк.

 

Пĕлетĕп эп: çав самантра

Чĕре туйăмпа хăвăрт тулчĕ.

Çав пĕчĕкçĕ вăхăт манра

Пит пысăк телей пулса юлчĕ.

Çĕрлехи çил


Çил çĕрле шаккать килсе.

Хаш сывлать кас-кассăн.

Сивĕ вăл кĕрет илсе

Кантăка уçсассăн.

 

Çав çиле, тен, пулăшать

Аслатиллĕ çумăр.

Тĕлкĕшет вучах, йăшать.

Иккĕн ларнă çуммăн.

 

Вăхăт кайрĕ ир енне.

Шурăм пуç шăранчĕ.

Çил хĕвелĕн шевлине

Курчĕ те — шăпланчĕ.

 

Хытă хупнă кантăка

Яриех уçатпăр.

Юрă тупнă кайăка

Иксĕмĕр тăнлатпăр.

Ăслă Айăр


Сар хĕвелĕ хĕртнипе

Хĕлĕн халĕ те хавшать.

Çурхи сывлăш хумĕпе

Чĕрĕ чун ачашланать.

 

Шур пĕркенчĕке сирсе,

Парăнтарса сив хĕле,

Ака уйăхĕ çитсен

Çитрĕ тăчĕ çуркунне.

 

Шăнкăравлă шыв юххи

Çырмасемпе варсенче.

Ăшă кунĕсем çитни

Савăнтарать тĕнчене.

 

Кайăк-кĕшĕк ушкăнпа,

Чĕвĕл-чĕвĕл сасăпа,

Вĕçсе килчĕ хаваспа,

Тулчĕ тавра юрăпа.

 

Чуна çĕклентерекен

Ешĕл тумлă çуркунне

Вăй илсе пынипеле

Ытарма çук илемне.

 

Тыткăнлать хăй ăшшипе,

Çу пекех ирĕлтерет.

Хӳхĕм тĕнче ытамне

Çиçĕмле туртса кĕртет.

 

Селĕм сăнлă таврара,

Ешĕлленннĕ улăхра,

Куç илейми çаранра,

Лаша кĕтĕвĕ çӳрет.

 

Тăпăр-тăпăр кĕлеткеллĕ

Ăйăрсем1 те кĕсресем2.

Хулăн-хулăн çилхемеслĕ3,

Мăнтăркка купарчисем.

 

Çирĕп тăлланăскерсем4,

Пуçĕсене чикнĕ те

Курăка каçса кайса5

Çиеççĕ çатăртаттарса.

 

Малалла

Чун кăварĕ


1

Такам хаяррăн: «Ăрф!» — тăвать сасартăк. Ваçук шарт сиксе çаврăнса пăхать те тин кăна хăйраса якатнă çĕçĕ евĕр йăлтăртатакан асав шăл вĕçĕнчен чĕрĕ юн тумлатса тăракан темле тискер чĕр чуна асăрхать. Арăслан тес — çилхеллĕ мар, упа тес — армак-чармак мăйракаллă. Ача вăйĕ çитнĕ таран чупать, лешĕ те юлмасть, хыçалта кĕç-вĕç туртса çурасла тискеррĕн: «Ăрф! ăрф!» — тăвать тĕпĕртти-тĕпĕртти сиксе пынă майăн. Ваçук пăхсан пуç çаврăнса каймалла тĕпсĕр çырма хĕррине вирхĕнсе çитет. Таçта аялта капрон хăю евĕр авкаланса выртакан юхан шыва сикес — шăмă-шакă та тăрса юлас çук, сикес мар — тапăртатса, ĕрĕхтерсе килекен эсреметле хăрушă чĕр чун чĕппе муталанă пекех муталаса тăкма пултарать, Мĕн тумалла капла? Ваçук пĕтĕм вăй-халне пухса чăнкă çырантан тапса ярса çӳлелле сикет, аллисемпе хăлат евĕр хăлаçланса яр вĕçсе каять. Хăрушлăхран çăлăннăшăн хĕпĕртесе чун лăшт пулать, вăй каплана-каплана пырать хул-çурăма — вĕçнĕçемĕн вĕçес килет. Вĕçет этем. Юхан шыв урлă та, юман ката çийĕн те вĕçсе каçать вăл. Акă улăх. Ун варрипе çип çапнă евĕр тӳп-тӳрĕ сукмак иртет.

Тĕлĕнмелле ӳкерчĕк: сукмакăн сулахай енче сарă, куçа йăмăхтармаллах сарă, чечексемпе курăксем, йывăç тĕмĕсем; сылтăм енче — сенкеррисем, чуна та куçа та канлĕх кӳрекен сенкерлĕх. Сукмакпа иккĕн — арçынпа хĕрарăм — алла-аллăн тытăнса пыраççĕ. Хĕрарăмĕ — сап-сарă, арçынни — сеп-сенкер. Ваçук ăнсăртран çаксем ман аттепе анне пулма пултараймаççĕ-ши тесе аяларах вĕçсе анать: «Эй! Хе-хе-хе!» — тесе кăшкăрать.

Малалла

Юр хĕвет, хĕвет...


Чĕлтĕр-чĕлтĕр çăмăллăн

Юр хĕвет, çăвать.

Мĕн тума-ши кăмăлăм

Пушанса юлать?

 

Ыррине çеç тупăттăм

Çакă тĕнчере.

Çав пит хаклă тупăшшăн

Пысăк-çке черет.

 

Кĕтĕн пуль ыйтмасăррăн

Тăлăх шăпама.

Тĕлĕкĕм те мансăррăн

Туйăнать хама.

 

Кăпăш юр çăп-çăмăллăн

Çаврăнса çăвать.

Çаврăнмасть çав кăмăлăм.

Чун йăлт астăвать...

Хурăн


Арçын куççулĕ килĕшӳсĕр.

Часах усас килмест алла.

Шап-шурă хурăнран эп тӳсĕм

Илме вĕрентĕм пулмалла.

 

Шартламана чăтать те çирĕп

Кĕтсе илет çурхи куна.

Вара юман, çăка та çирĕк

Куçран пăхаççĕ пек ăна.

 

Вăл питĕ лăпкăн пăшăл-пăшăл

Тусах хавшак чуна сиплет.

Эй, çут тĕнчемĕр ăшă кăмăл

Ун сассипе çынна пиллет.

■ Страницăсем: 1... 366 367 368 369 370 371 372 373 374 ... 796
 
1 конь
2 кобыла
3 Çилхе — грива
4 Тăлланăскерсем — стреноженные
5 Каçса кайса — хĕпĕртесе, савăнса