Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пурăнас килетКĕперТаркăнХусанÇамрăк ĕмĕтКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш том

Кĕрхи çулçăсем


Чăшăл-чăшăл тунсăх сасă

Çитрĕ вăрмана.

Пăшăл-пăшăл тунă евĕр

Туйăнать мана.

 

Ай, пĕр çулçă çеç ӳкет-и,

Кĕвĕ улшăнать.

Сивĕ çĕр çинче çав мĕскĕн

Тăлăххăн шăнать.

 

Амăшĕ пекех ват йывăç

Пуç усса ларать.

Çаврăнать мĕн пур тавралăх

Вăхăт-алара...

«Иçĕм çырли шерпечĕ...»


Иçĕм çырли шерпечĕ

Ыр сăмахпа пĕр пек,

Кăмăл уççи те тивлечĕ,

Сывлăх сыппилĕх шерпет.

 

Пур çав пуррин черечĕ,

Килтĕн те кайрăн эс.

Юлчĕ те иçĕм шерпечĕ —

Те хăналас, те ĕçес.

Каламаллине каламаллах


Эпĕ хам çырнă япаласене тепĕр хут пăхса тухрăм: çурса çеç пăрахмаллисене çурса, çунтармаллисене çунтарса ятăм. Вара çапла шухăш патне пырса çитрĕм: «Кирек епле ĕçе те вăхăтĕнче тумалла иккен», — терĕм «Чи пĕчĕк патшалăх» повеçĕме епле тертленсе çырнине аса илсе. Вăл повеçе эпĕ паянхи кун, унчченхи пек, хапăл тусах çырайман пулăттăм: туйăмсем мăкалнă, пулни-иртнинчен чылайăшне манса кайма та пуçланă. «Чи пĕчĕк патшалăх» уйрăммăн, малтан пуçласа вĕçне çитиех, Саратоври «Волга» журналта тухнă хыççăн унăн хăш-хăш сыпăкĕсем «Литературная Россия» хаçатра, белоруссен «Братэрство», ту-тарсен «Казан утлары», пушкăртсен «Агидель», çармăссен «Ончыко» журналĕсенче тата ытти кăларăмсенче пичетленчĕç. Пушкăртстанра тухнă «Усак яктысы» кĕнекемĕн ячĕ чăвашла куçарсан «Вучах çути» тенине пĕлтерет. Ку вăл «Чи пĕчĕк патшалăх» повеçĕн урăхла ячĕ çеç. Çак кĕнекери ытти хайлавсем пирки те çавнах калатăп: вĕсене те хăй вăхăтĕнче çырса хăварма ĕлкĕрнĕ. Мана чылай тĕпчевçĕ е сатирик, е ача-пăча çыравçи тесе шутлаççĕ. Вĕсем çапла пĕтĕмлетӳ тунипе эпĕ хам килĕшсех каймастăп. Ача-пăча валли çырман мар, апла пулин те эпĕ ытларах чух ача-пăча çинчен пысăккисем валли çырма тăрăшнă. Çакна чи малтан «Чи пĕчĕк патшалăха» вуланă чăваш халăх çыравçи Василий Алендей асăрханăччĕ хăйĕн тишкерӳ статйинче.

Малалла

Тупаймарăм


Савнă тусăм манăн иккĕ.

Пит аванччĕ иккĕпе.

Пĕринпе эрне çӳреттĕм,

Эрне çурă тепринпе.

 

Савнă тусăм манăн иккĕ.

Пит аванччĕ иккĕпе.

Пĕринпе каçпа çӳреттĕм,

Тепринпе вара ирпе.

 

Савнă тусăм манăн иккĕ.

Пит аванччĕ иккĕпе.

Пĕринпе çулла çӳреттĕм,

Хĕл çитсессĕн тепринпе.

 

Савнă тусăм манăн иккĕ.

Пит аванччĕ иккĕпе.

Пĕринпе ялта çӳреттĕм,

Шупашкарта тепринпе.

 

Савнă тусăм манăн иккĕ.

Паян куртăм харăсах. —

Эсĕ икĕ питлĕ, — терĕç,

Кайрĕç манран уйрăлса.

 

Çапла хурлăх çеç эп тупрăм

Ик мулкач хăваласа.

Пĕр савнисĕр тăрса юлтăм.

Халь пурнап тунсăхласа.

 

Çамрăксем, сире сĕнетпĕр:

Ан çыхланăр иккĕпе.

Чĕререн, чунтан савсассăн,

Ыр куратăр пĕррепех.

Тупаймарăм


Эпĕ кайрăм пасара

Шыраса хам мăшăра.

 

Хушса юрламалли:

Тупаймарăм (6 хут)

Ах, ăçта-ши вăл çӳрет,

Саврĕ пулĕ ют хĕре?

 

Кам çумĕнче ларать-ши,

Кампала калаçать-ши?

 

Тĕл пулма чун савнине

Вăййа тухрăм каçхине.

 

Хама тивĕçлĕ качча

Эп шырарăм çĕр каçа.

 

Пĕрне чĕнтĕм: «Кил, Курти!»

Пулнă вăл уй тункати.

Кĕрхи кунсем


Капланнă та пĕлĕт

Кĕрхи тӳпене

Пĕр вĕçĕм сив çумăр

Çĕре ӳпĕнет.

 

Çапла кунĕн-çĕрĕн

Йĕри-таврана

Çăвать пĕр канмасăр.

Мĕн кирлĕ ăна?

 

Çынсем сунчăк тытнă.

Сăнсем пит кичем.

Çапах çутçанталăк

Кĕтет тейĕн тем.

 

Килсе çурçĕр çилĕ

Çăлсан хĕвеле.

Вăл савăккăн тухрĕ

Кĕтме шур хĕле.

Тăван енче


Аннеме

 

Тăван енре пулманччĕ тахçанах.

Çуралнă ялăм — асăмри сăпкаçăм.

Кунта килсе ак тухнă-тухманах

Хальхи кунран ачалăха эп каçрăм.

 

Чиркӳ янраттарса чан çапнă май.

Пехиллесе, аннем çапла калаçнă:

«Чухлатăп-ха, пурнассăм çук нумай,

Пулинччĕ ывăлăм чипер малашлă...»

 

Куçа хупсан иртни тухать ума.

Ял мар кунта, паян хула çĕкленнĕ.

Вăл ӳснĕ-ха, анчах мĕскер тума

Ман савăнăçăм питĕ пĕчĕкленнĕ?

 

Масар çинче ав шăплăх та шăпрах.

Чуна тĕм айĕнчи карта чат çывăх.

Анне тăприçĕм... палăксăр тăпра...

Кунта аса килет сăвап та çылăх...

Пурнăç техĕмĕ


1

Сывлăша çурса ши-ши! янăрарĕ сасă. Каç сĕмлĕхне путнă пĕтĕм тавралăха хускатрĕ вăл. Ши-ши! чарăнма пĕлмерĕ тин çеç нумай хутлă çурт подъездĕнчен чупса тухнă Мĕлке. Хăй çинчен систерсе такама тем каласшăн тейĕн çав. Пӳрт çумĕнчи тĕмсем хӳттине пытаннă та шăхăрать те шăхăрать. Хăй вара куç илмесĕр те ала пек çутă тӳпене, те çак çуртăн пĕр хура чӳречине тинкерет. Ши! Ши-и!

Ыйха путнă мăнаçлă çурт лăпланма пĕлмен пĕччен сасса асăрхамасăр ларма тăрăшрĕ. Анчах кăлăхах. Акă тĕттĕм кантăксенче пĕрин хыççăн тепринче çутă чăлт-чалт çутăлчĕ. Яри уçса пăрахнă чӳречесенчен çурма хывăннă çын кĕлеткисем курăнчĕç.

— Хулигансем!

— Мĕн çĕр çĕмĕретĕр?

— Шуйттансем! Ни кăнтăрла, ни каçпа канăç çук çав мурсенчен!

— Пĕр-ик витре сивĕ шыв пуç çийĕн ярсан самант шăпланĕç те-ха.

Ча-аш-ш! сирпĕтрĕ такам шывпа. Лектереймерĕ. Тĕмсем айĕнче тăракан Мĕлке текех сас памарĕ. Анчах уçă чӳречесенчен илтĕнекен ятлаçу çаплипех янăрарĕ-ха. Çакăн сăлтавĕ пулнă Мĕлке вара пурпĕрех хăй вырăнĕнчен пĕр шит те сикмерĕ. Пуçне каçăртса тăваттăмĕш хутри кăшт çеç çутă кăларакан чӳрече çине пăхрĕ. Тĕксĕм çутăпа çунакан çак хупă чӳрече уншăн чи çут çăлтăртан çутăрах, чи ăш хĕвелтен хĕрӳрех пек туйăнчĕ. Туйăнчĕ кăна мар, çакна вăл хăйĕн чĕрипе туйрĕ.

Малалла

Етĕрне чун-хавалĕ


Сăр шывĕ юхать

Авăнса, сарăлса.

Ун сăнĕ пăхать

Таврана хумханса.

 

Ун сăнĕ çине

Куç кӳрет Етĕрне.

Вăл хăй илемне

Кăтартать Сăр шывне.

 

Илем ват хула

Хĕвел тухнă чухне,

Ирхи сывлăмпа

Сăнне çунă чухне.

 

Хĕвел шевлисем

Хула çийĕн çиçеç.

Туй-чан сассисем

Хăлхана илĕртеç.

 

Мăнаçлă хула

Кашни кун ман умра.

Çĕклет кăмăла

Ячĕпе сас пара.

 

Тăван çитсе кур

Етĕрне тăрăхне

Килленчĕк тĕс пур

Сăр çинче ир енне.

 

Пыран çаранпа,

Е утан улăхпа.

Курса куçупа

Эс туян чунупа.

 

Епле... мĕнлерех

Çутă кун çиçнине,

Чуна кĕретех

Пур илем санăнне.

 

Çапла Етĕрне...

Ватă çамрăк хула.

Вăл хăй халăхне

Чăн кăларнă çула.

 

Хисеплĕ çынсем

Пулнă, пур... сахал мар.

Вĕсен ячĕсем

Пирĕн чыс... пархатар.

 

Таланцев хуçа

Етĕрне хăтлăхне

Малалла

Çурма каччă


Каччă хĕре юратать,

Пуррине унпа пайлать.

Пĕрехмай çиет канфет,

Хĕрне фантик парнелет.

 

Каччă хĕре юратать,

Пуррине унпа пайлать.

Пер банан илсе парсан,

Çуррине илет çыртса.

 

Каччă хĕре юратать,

Пуррине унпа пайлать.

Унпа пулать кинора,

Çур хак унран сăптăрать.

 

Каччă хĕре юратать,

Пуррине унпа пайлать.

Çĕрле хĕре ăсатать,

Çур çултан килне тарать.

 

Каччă хĕре юратать,

Пуррине унпа пайлать.

Çурма чунлăскерпеле

Тупма пулĕ-ши телей?

■ Страницăсем: 1... 367 368 369 370 371 372 373 374 375 ... 796