Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хум пӑшӑлтатӑвӗАча чухнехиÇăлтăрчăксемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеУтартаЫлтăн вăчăраÇул хыççăн çул

Тăхăм ури


Аслă ывăл — Хĕвел манăн,

Çутă уйăх — Хĕрĕм манăн.

Кĕçĕн ывăл — Çĕрĕм манăн,

Савнă арăм — Пурнăç манăн.

Тăхăм çул-йĕрне тăсатпăр,

Кашни кун ăна хыватпăр.

Пушкăрт ялĕ


Асăмра ман Пушкăрт ялĕ —

Пурнăçри ман чун хавалĕ,

Яш чухне мана ытарлă

Пуç тайса вăл пачĕ алă.

 

Çамрăк пулнă... пит юратнă

Чĕрене туйса амантнă.

Пушкăрт хĕрĕ — çутă Уйăх

Чунăмра вăратрĕ тунсăх.

Паттăр Урхамах


Тахçан ĕлĕк-авал çитмĕл те çичĕ тинĕс леш енче пĕр карчăкпа пĕр старик пурăннă тет. Вĕсем пурăннă вырăн асамлăх вăйĕ тыткăнланă. Йĕри-тавра астаракан тем тĕрлĕ хитре чечек, сип-симĕс курăк, кӳлĕ, вăрман… Таврара янкăш1 саслă кайăк юрри иксĕлмест. Шăпах çак асамлă вырăнта кун кунлаççĕ2 карчăпа старик. Хайхи старикĕн пĕчĕк асамлă туя пулнă тет. Çав асамлă туяна алăпа тĕкĕнсенех çĕр çинче мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлсе тăнă. Унăн асамлă туйи яланах хăйпе пĕрле пулнă, йывăрлăхсенче пулăшнă. Ăна вăл нихăçан та хăй çумĕнчен уйăрман, пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхнă, упранă, юратнă.

Ватăлса пынăçемĕн хăйсене пулăшакан çукки пăшăрхантара пуçланă. Карчăкпа старик куллен куляннипе чирлесех кайнă. Кăмака хутса ăшăтма вутă та пĕтсе çитнĕ тет. Кăшт сывалсанах карчăкки старике вăрмана вутă патне кайма ыйтать.

Пырать хайхи старик вăрмана каякан çулпа кĕрнеклĕ3 Урхамахне чуптарса. Йывăçсем йăрăс пĕвĕпе тĕлĕнтереççĕ, тураттисем çăра, çăтă4. Урхамахĕ ют çĕрелле каясшăн марри аран юрттарнинчен паллă. Тата Урхамах темле усала сисет пулас. Пĕр май хăлхине чăнк! тăратса чуппине чакарать лартать. Хушăран тулхăрса илет. Старик Урхамаха шав малалла васкама хистет тет. Урхамах тусĕ мĕне туять-ши тесе старик хăйĕн асамлă туйи çинчен аса илчĕ тет, ăна алла тытасшăн хĕвне чиксе пăхрĕ тет. Ак тамаша. Ара унăн туйи киле юлнă-çке! Мĕнле пулчĕ капла… Хăй çумĕнчен нихăçан та уйăрман-çке ăна? Хăйне малта мĕн кĕтме пултарнине пĕлес тенĕччĕ… Пулмарĕ.

Малалла

«Хуçăк çунатлă шанчăкăм...»


Хуçăк çунатлă шанчăкăм

Каçхи сивлек çил пекех —

Те чăпаййи вăл, те ванчăкĕ...

Тĕлсĕр çӳретĕп текех,

 

Текех пĕрле маршăн иксĕмĕр

Айăплă мар çут тĕнче.

Иртсе каякан яш ĕмĕр

Тыттармĕ-и çилхинчен?

 

Шăтмарĕ-ши пурнăç хутаçĕ,

Пĕтмерĕ-ши кăмăл ăшши.

Шыракансем тупаççĕ,

Эпĕ тупаймăп-ши?..

 

1969, çу, 3.

Шупашкар.

Çăмăллине шыракан


— Юрату тупмашкăн йывăр

Халĕ Çĕр çинче, —

Тарăхать хевтесĕр Виктор

Тусĕ умĕнче.

 

— Уйăх çинелле çул тыт, — тет, —

Леш сĕнет чунтан.

Çăмăлрах шăп тăхăр хут, тет,

Япала унта.

 

— Савнă хĕр тупма та маншăн

Пулĕ ансатрах, —

Виктор тав турĕ канашшăн,

Пулчĕ савăкрах.

 

Халь шырать ĕçе тухмасăр

Вĕçмелли меслет:

— Уйăх пикине тупмасăр

Авланмастăп, — тет.

Тунката


Пукане пек тумланса

Кайрăм эпĕ пасара.

Пулаймарĕ çавăрса

Хама килĕшнĕ ара.

 

Савăк юрă янтратса

Вăййа тухрăм каçпала.

Эп юратнă сар ача

Ташламарĕ манпала.

 

Юри чĕнтĕм пĕрине

Чăваш вальсĕ ташлама.

Вăл пăхмарĕ ман енне —

Ĕлкĕрнĕ-мĕн авланма.

 

Татах чĕнтĕм теприне.

Савас килчĕ тупата.

Вăл памарĕ сассине.

Пулнă-мĕн, ай, тунката.

Мана кирлĕ упăшка


Ман упăшка пуласси

Йăмра лартса ӳстертĕр.

Ун хӳттинче ик савни

Юратупа килентĕр.

 

Мана пӳрнĕ упăшка

Пултăр ĕмĕрлĕх парне.

Манпала пĕр шухăшпа

Вăл ирттертĕр ĕмĕрне.

 

Ларттăр вăл çемье валли

Кил-çурт хăтлă та капмар.

Вăл пулсассăн хастарли,

Хам та пулăп васкавар.

 

Вăл çуретĕр вĕçтерсе

Çăмăл çех машинăпа.

Ун çумне хĕпĕртесе

Эп те ларăп хаваспа.

 

Пултартăр çураттарма

Ывăлла хĕр вăл мана.

Хĕрĕ пулăштăр хама,

Ывăлĕ упăшкана.

Телей çулĕпе


Ĕлĕк-авалах пирĕн мăн асаттесем вырăнтан вырăна куçса çӳрекен халăх пулнă. Вĕсем лашасемсĕр ал-урасăр çынсем пекех пулнă. Чылай ĕçре лаша вăйĕпе усă курнă. Чи шанчăклă тус та вăлах пулнă. Кӳршĕллĕ пурăнакан халăхсем чăвашсем пирки çапла каланă тет: «Чăваш çынни çуралсанах лаша çине утланнă пуль». Вырăс халăхĕ вара чăвашсем пирки ак çапла каланă пулать: «Приросшие к коням люди». Вăйăсем те, уявсем те, йăла-йĕрке те лашасемпе çыхăннă. Лаша вĕсен пурнăç çулне кăтартнă тет.

Чăваш çуркунне çитсен çĕнĕ пурнăç пуçланасса, ырă та телейлĕ кунсем çитессе шаннă. Чечексем çурăлни, йывăçсем ешерни, кайăксен асамлă юрри камăн чунне пырса тивмĕ-ши. Çакă ĕнтĕ вăл çĕнĕ, таса, савăнăçлă пурнăç туйăмне çуратать. Çавна май авал чăвашсен пĕр йăла пулнă. Ку йăлана лашасăр ирттерме май пулман.

Урхамах куçне татăкпа çыхнă. Мăшăр шыракан качча е хĕре лаша çине лартса аслă çул çине кăларнă. Урхамахĕ ăçта илсе каять — çавăнта ĕнтĕ çамрăкăн шăпа пӳрни пулĕ. Çак йăла-йĕрке хыççăн нумайăшĕ хăйĕн телейне тупнă.

Çурхи хĕвеллĕ кун чăваш çыннин ал усса ларма вăхăт çук. Анчах паян вĕсем уй-хирте мар. Авалхи йăлана асра тытса яшсемпе хĕрсем паян мăшăр шырама тухаççĕ. Каччăсем кӳмисене хатĕрлеççĕ, хĕрĕсем капăрланаççĕ, ваттисем вара хăйсен ачисене кĕрĕ урхамахĕ «телей çулĕпе» лартса кайтăр тесе кĕл тăваççĕ.

Малалла

Тăван Çĕр-Анне


Аслă улăхра

Юрă шăранать.

Юханшыв умра

Çаврăнса юхать.

Юрă юрласа

Чăвашсем ĕçлеç,

Курăка çулса

Утă типĕтеç.

Çĕн çĕре куçса

Килнĕ-çке вĕсем.

Ирĕке туйса

Пурăнма çулсем.

Юрă янăрать

Тунсăха сирсе.

Кăмăл хурланать

Чĕрене çисе.

Тăван Çĕр-Анне

Ĕмĕр асăмри.

Çĕнĕ çĕр ани

Чăн ама çури.

Çавăнпа çынсем —

Ентеш чăвашсем

Юрăсем тăсаç,

Юрă йĕркисем

Тунсăхпа çунаç.

Юрататăп


Юрататăп тăван çĕршыва,

Хăват панă асамлă шыва,

Юрату парнеленĕ Çĕре,

Çĕнĕ кун паракан çĕн ире.

 

Юрататăп тăван ял-йыша,

Уйрăм илнĕ кашни чăваша —

Хăйне майлă сăнне, сăпатне,

Тавçăрса илейми пултăкне.

 

Юрататăп тăван кĕтесе,

Аякри сенкер илнĕ тĕсе.

Пурнăç панă атте-аннене,

Сумлă-ятлă тăван-пĕтене.

 

Юрататăп тăван çĕршыва,

Юрататăп тăван ял-йыша,

Юрататăп тăван кĕтесе

Ачаран юратса çитĕнсе.

■ Страницăсем: 1... 371 372 373 374 375 376 377 378 379 ... 796
 
1 янкăш — янкăс
2 кун кунлаççĕ — пурăнаççĕ
3 кĕрнеклĕ — илемлĕ кĕлеткеллĕ, тĕреклĕ
4 çăтă — пĕр-пĕрне питĕ çывăх