Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пахчапа мунча хуҫиÇил-тăвăлСинкерПепке çуралсан...Том Сойер темтепĕр курса çӳрениСунарçă халлапĕсемХĕллехи каçсенче

«Ăмсанмастăп пачах, тарăхмастăп...»


Ăмсанмастăп пачах, тарăхмастăп.

Кĕвĕçмешкĕн те кăмăлăм çук.

Кĕвĕç çын маншăн — мĕскĕн алпастă,

Чурăс чунлă чура вăл кучух.

 

Сан пекех, ирĕке ăнланатăп.

Эс саркайăк пулма пултарсан,

Мĕншĕн эпĕ хăлат пулаймастăп —

Тивлетӳ ытларах-и мĕн сан?

 

Савăла савăлпа кăлараççĕ,

Ултава чăнлăхпа хирĕç çап.

Этеме таса чуншăн хаклаççĕ,

Этем чысĕ — чи сулăмлă чап.

 

1968, çу, 13

Шупашкар.

«Юрату сӳннĕ чух пĕрисем, тен, туллин ахăлтатĕç...»


Юрату сӳннĕ чух пĕрисем, тен, туллин ахăлтатĕç.

Теприсемшĕн пулсан — сӳнсе ларĕ çап-çутă хĕвел.

Хăшĕсем тарăхса пĕрчĕн-пĕрчĕн ука вĕçне татĕç,

Тăшмансем савăнсах юрату çине çакĕç йĕвен.

 

Чĕлпĕртен уртăнса, арçури пек сиксе тапаланĕç,

Лекрĕ-лекрĕ! тесе тытса хупĕç хӳме-картана.

Сӳнекен юрату умĕнче ан шыра лăпкă канăç:

Юрату çуралсан та, вилсен те — асап пĕр танах!

 

1968, çу, 12.

Çулăм лаша


Паян кунĕпех урамра чупса ĕшентĕм. Кун мĕнле иртнине те сисмерĕм. Хырăм выçни анчах кун каç енне сулăннине асаилтерчĕ. Кĕтмен туман çĕртенех тата урамра та вăйлă çил тухрĕ. Юлташсемпе сыв пуллашса килелле уттартăм, утнă çĕрте утатăп, чупнă çĕрте чупатăп. Киле çитсессĕнех анне электричество пĕтни çинчен каларĕ. Мĕн тăвас ĕнтĕ тĕттĕмре? Юратнă кĕнекене те алла тытса вуласа ларма çук, çитменнине тата килти ĕçсене те туман. Ыран шкула çаплипех кайма тивет-ши? Тĕттĕмре ларас мар тесе çурта та пулин çутма шутларăм. Юрать тата çуртисене саппасласа хунă анне. Иккĕн лавккана кайсан хамах аннене çурта илмелли çинчен аса илтернĕччĕ. Вара анне пĕрре кăна мар, виçĕ çурта таран илме пулчĕ. Çак вăхăтра çурта килти хуçалăхра чи кирлĕ япала пекех туйăнчĕ. Пӳрт ăш-чиккинче аванрах çутă пултăр тесе эпĕ виççĕшне тӳрех çутма шутларăм, Тен, уроксене те ку çутăра тума пулĕ. Çуртасене çутрăм та сĕтел хушшине аванрах вырнаçса лартăм. Çунакан çуртасем епле илемлĕ! Куç илмесĕр вĕсем çине пăхса ларатăп. Ыйхă та пуса-пуса килет хама, пуçа икĕ алпа тĕревлесе ларатăп. Манăн çывăрмалла мар! Хама хам алла илсе куçа хупмасăр çуртасем çуннине сăнаса ларатăп. Ак тамаша! Çурта çулăмĕ çинче темĕнле сăнар курах кайрăм! Пит хăранипе часрах çуртасем çине вĕртĕм те сӳнтерсех лартрăм. Хам чĕтретĕп.

Малалла

Кӳршĕ лаши


Тĕрлĕ тĕслĕ чул пухас тесе

Пĕринче эп антăм çырмана.

Темĕнле чĕр чун пит тĕсесе

Аякран сăнанă пек мана.

 

Сив çапать тăрук çан-çурăма,

Ал-урам пуçларĕ чĕтреме.

Ни утма, ни каялла тарма —

Тытăнтăм кĕçех ĕсĕклеме.

 

Мĕн тăвас-ха манăн, мĕн тăвас?..

Пĕр кĕтмен çĕртен палланă сас

Хăлхана кĕрет таçтан килсе —

Апата чĕнет иккен анне.

 

Ӳппĕн-теппĕн хыттăн васкаса

Кил енне чупатăп пашкаса.

Аннене йăлтах мĕн туйнине

Каласа паратăп чăннине.

 

Пуçăмран шăлать мана анне:

«Вăйлă эс хăранă ун чухне.

Чăннипе вара никам пулман —

Туйăннă сана хăранăран».

 

Анчах илтрĕм эпĕ каç енне —

Кӳршĕсем çухатнă лашине.

Виç сехет шыранă — тупайман,

Лашана ниçта тĕл пулайман.

 

Ик эрне те иртрĕ унтанпа —

Пуçĕпех çухалчĕ çав лаша.

…Пĕринче татах юлташпала

Куртăм тĕлĕнтермĕш тамаша.

 

Кăмпана кайсассăн вăрмана

Аташса лекетпĕр чăтлăха.

Малалла

Ши вара


Ши, ши, ши вара,

Çумăр сăвать-ши вара?

Эпĕр кунта юрланишĕн

Намăс пулать-ши вара?

 

Ши, ши, ши вара?

Кĕр çывхарчĕ-ши вара?

Выльăх вити юсамашкăн

Ял-йыш тытăнчĕ карах.

 

Ши, ши, ши вара,

Хĕлле пулчĕ-ши вара?

Çул тăвакан асфальт сарма

Халăх пухрĕ шăкăрах.

 

Ши, ши, ши вара,

Çур пуçланчĕ-ши вара?

Спорт обществи йĕлтĕр бази

Уçрĕ йăпăр-япăрах.

 

Ши, ши, ши вара,

Çулла çитрĕ-ши вара?

Магазина çăм атăсем

Кӳрсе килчĕç вăр-варах.

 

Ши, ши, ши вара,

Такмак пулчĕ-ши вара?

Кун пеккине юрланăшăн

Хупмĕç-ши сив ампара?

Туй такмакĕсем


Хĕр çумĕсем

Эпĕр илсе килтĕмĕр

Тул кĕлти пек пикене.

Тул арпи пек ан тăвăр.

Ай-яр-ай-яр ай-я-я.

 

Пирĕн йысна пит аван,

Асатте пек туйăнать.

Алне туя тытиччен

Авлантарас терĕр пуль?

 

Ай-хай йысна пит маттур,

Тайлăк хапха юпи пек,

Тайкаланса, ай, çӳрет.

Ай-яр-ай-яр ай-я-я.

 

Платник пырать урампа.

Пуртти катăк, курăр-ха.

Ай-хай йысна Ванюк пур,

Шăлĕ катăк, курăр-ха.

 

Туй ачисем

Сад улмине татман пулсан,

Хĕллечченех юлатчĕ.

Инке хамăр илмен пулсассăн,

Ай-хай, ват хĕр пулатчĕ.

 

Пирĕн инке пит сарă.

Хăй ялĕнче кам илет?

Çавăнпа яла каймарĕ,

Пирĕн яла хăй килчĕ.

 

Пирĕн инке ĕçчен, тет.

Ĕçе каймалла чухне

Мăйăр çиме ларать, тет.

Ай-яр-ай-яр ай-я-я.

 

Пирĕн инке ăста, тет,

Пĕçерме аш яшкине.

Вăл купăста вырăнне

Хупах янă кастрюльне.

 

Чашăк тулли аш яшки

Малалла

Чăвашлăхпа


Чăвашлăхпа эпир илемлĕ,

Чăвашлăхпа эпир ансат,

Чăвашлăхпа эпир çĕкленнĕ,

Чăвашлăхпа эпир хăват.

 

Чăвашлăхпа эпир хунавлă,

Чăвашлăхпа эпир хастар,

Чăвашлăхпа эпир туптаннă,

Чăвашлăхран тухать тымар.

 

Чăваш ачи, мĕн пĕчĕкрен

Çавна эс пĕл те пул ĕçчен.

Пул эс хастар, пул эс хăват.

Пирте вăл иксĕлми ăрат.

Этемĕн чи çывăх тусĕ


Миçе ĕмĕр каялла этем лашана алла хăнăхтарнă-ши? Пĕлместĕп. Анчах мĕн авалтан çыншăн чи кирлĕ выльăх шутланнă, халĕ те çаплах. Унпа çĕр ĕçне кăна туман, вăрçă хирне те тухса кайнă. Унсăр пуçне унпа çулçӳревре те усă курнă, вăрман турттарнă. Лаша вăл хаклă выльăх шутланнă, çавăнпа ăна хăшĕ-пĕрисем вăрласа урăх çĕре илсе кайса сутса услам тунă. Халĕ те кукăр алăллă çынсене вăрă-шаккур теççĕ. Мĕншĕн çапла калаççĕ-ха? Шаккур текен çын иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче лаша вăрласа «чапа» тухнă пулнă. Ун чух пĕр лаша сăсар тирĕн хакĕпе танлашнă. Сăсар тирĕ хаклă пулнă, ăна пĕтĕм çын тытайман. 1918-1919-мĕш çулсенче пирĕн таврара та лаша юратакан вăрăсем пулнă. Вĕсем кӳршĕ тутар ялĕсенчен — Маматшăран та Эччельтен пулнă. Выртмана кайсан кашни каç виçшер лаша çухалнă. Мĕн тăваççĕ-ха вара тикашсем? Кашни каç вăрăсене сыхлама хуралсем тăратса тухаççĕ, часах тытаççех çав шаккурсене. Пурĕ 18 лаша çаратнă пулнă вăрăсем. Вĕсене вара урса кайнă чăвашсем тутарпа чăваш чиккинчи «шуйттан» ятлă лупашкана хăйсене шăтăк чавтарса чĕрĕлле çав шăтăка пăрахса çĕрпе витнĕ. Çав вырăн халĕ те пур. Кăçал тутарсен тăванĕ-хурăнташĕсем çĕнĕрен тимĕр карта тытрĕç, мрамор плита çыпăçтарса хучĕç. Çапла хакла ларнă вăрăсене 18 лаша.

Малалла

Хăш кун авланмалла-ши?


Уйăртăм тунтикуна

Эп каймашкăн хăтана.

«Ан кай, терĕç, тунтикун.

Вăл чăтма çук йывăр кун».

 

Авланмах тивет мана.

Кĕтрĕм ытларикуна.

«Ытларикун ытлашши.

Ан кӳл, терĕç, туй лаши».

 

Каяймарăм эп юнкун.

Вăл кун, терĕç, юнлă кун.

Кĕçнерникун хĕр илсен,

Пулĕ вăл кĕçенекен.

 

Эрнекун ан пĕрлешех,

Пурнăç пулĕ эрĕм пек.

Каламаççĕ мĕн кăна.

Юлтăм ак шăматкуна.

 

Мунча кунĕ — шăматкун.

Кам туй тăвĕ-ха вăл кун!

Вырсарникун канмалли.

Арăм пулĕ кахалли.

 

Пур куна анне сивлет.

Хăçан-ши кин кĕртмелле?

Хăçан тупăп чун ăшши?

Е хусах эп юлăп-ши?

«Тĕлĕнтермĕш тĕнче ытамне ăнланмасăр...»


Тĕлĕнтермĕш тĕнче ытамне ăнланмасăр,

Йăлтăр-ялтăр каçхи çутăсем хушшинче

Сан сăнна эп шырарăм пачах вăтанмасăр

Атăлран салхурах аслă Темза çинче,

 

Шупашкар аса килчĕ, шап-шур Шупашкарăм.

Унта пирĕн кĕпер, Мускав çулĕ çинче,

Атăл урлă каçсан юрă пурччĕ пĕр çаврăм,

Çухалайрĕ пулас хăвасем хушшинче.

 

Хамăрьен тус-йышри сар хĕвеллĕ тĕпренчĕкĕм —

Яштака хăва пек, сарă хăйăр пекех...

Сирĕлет кӳренӳ — килти кăмăл кӳренчĕкĕ,

Инçетре маншăн эс Тăван Çĕр вырăннех.

 

1968, пуш, 1.

Вестминстер кĕперĕ, Лондон.

■ Страницăсем: 1... 372 373 374 375 376 377 378 379 380 ... 796