Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул юлташӗПĕчĕк патшалăхПурăнас килетЫлханлă хура çĕмĕртКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеАсамат кӗперӗ сӳничченЙышăнман сăмахсем

«Ман ылтăн çупкăнăм, ĕçченĕм...»


Ман ылтăн çупкăнăм, ĕçченĕм,

Ик куç илемĕ, чун ăшши!

Ыр сăмаху вĕçет чĕкеçĕн

Çулсем те çухрăмсем хушши.

 

Кĕрет вăл айăкăн-инçетĕн

Ман тĕксĕм тĕслĕ пӳлĕме.

Кашни сăмаххуна виçетĕп,

Пĕрле илетĕп ӳлĕме.

 

Ытла та аслă çут тĕнчемĕр,

Çул-йĕрĕ вăрăм, кун кĕске.

Эс пулмасан, тек кам тĕпчетĕр,

Кам виçтĕр манăн ĕмĕте.

 

Пур ĕмĕт те тӳрре килеймĕ —

Пĕри хăть тухтăрччĕ тӳрре:

Ман ылтăн çупкăнăм, илемĕм,

Телейлĕ пулччĕ тĕнчере!

Çырла пиçсе çитсен


Пахча карти çинче

Çырла пиçет хĕп-хĕрлĕн,

Пуçне тайса илет

Сиксе кăшт перĕнсен.

Хĕвел пайăркинче

Сапакисем пин тĕрлĕ,

Шерпет пулас пекех

Çырли татса илсен...

 

Хитришĕн ăмсанатăп,

Тăранайми сăнатăп,

Шутлатăп тек-текех:

Тен, эс шăпа çырни.

Анчах та эп пĕлместĕп,

Мĕнле çырла-ши эсĕ —

Те пĕрлĕхен, те хĕрлĕхен,

Те йăтçырли!

 

Çырла пиçсе çитсен

Вăрах кĕтсе тăраймĕ,

Карта урлах курнать,

Каять пуль сапăнса.

Татса илес тесе

Сикекенсем нумай-мĕн,

Пырса пăхатăп та

Каятăп çаврăнса...

 

Хитришĕн ăмсанатăп,

Ытарайми сăнатăп,

Пулсамччĕ ыттисемшĕн

Йĕплĕ шăлан çырли!

Пахча умĕн иртетĕп,

Пăшăрханса çӳретĕп,

Мĕнле çырла-ши эсĕ,

Кама шăпа çырни?

Атте пилĕ


Юратнă атте Федор Васильевич Мышкин умĕнче пуç тайса

 

1

Пуш уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсем. Çанталăк çур еннелле кайнă. Анчах хĕл те парăнасшăн мар-ха. Кăнтăрла ăшă, çĕрле вара çаплипех сивĕ.

Паян канмалли кун. Чаршав хыçĕнчи вырăн çинче выртакан Алюнкка ура çине тăма васкамарĕ. Çĕр каçа пӳрт самаях сивĕннĕ. Çавăнпах хĕр ачан утиял айĕнчен те тухас килмерĕ. Акă малти пӳртрен такамăн утти илтĕнчĕ. Ашшĕ выльăх-чĕрлĕхе ирхи апат парса кĕчĕ пулас. Алюна кантăк еннелле çаврăнчĕ. Пысăках мар чӳрече куçĕнчен янкăр таса тӳпе курăнать. Паян çанталăк уяр та ăшă пулать пулĕ...

Мĕн вăхăт çитнине хĕр ача чухлаймарĕ. Унăн ĕнтĕ ыйхи тулнă. Утияла сирсе ăшă кĕпе, çăм чăлха тăхăнчĕ. Вырăн çинчен анас тесе урине çĕрелле уснăччĕ ĕнтĕ...

— Аннӳ вилнĕ...

Ашшĕн сасси лăпкăн, типпĕн илтĕнчĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса тумланакан ачасене усал хыпар чĕлхесĕр туса хучĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин çине пăхма та шикленчĕç. Анчах кăшкăрса йĕрекен пулмарĕ. Ашшĕн сăмахĕсем мĕне пĕлтернине хальлĕхе нихăшĕ те ăнланса илеймерĕ.

Шăллĕпе йăмăкĕ хыççăн Алюнкка та хыпаланса ура çине тăчĕ, диван çинче пĕр хусканусăр выртакан амăшне курни ăна каялла чаршав хыçне пытантарчĕ. Çак самантра вун пĕр çулхи хĕр ача чунĕнче мĕн пулса иртнине каласа кăтартма çăмăл мар.

Малалла

Мĕншĕн эп хусах


Вăтăра эп çывхаратăп.

Хĕртен ырлăх çук мана.

Мăшкăлаççĕ пур касра та:

«Авланман, теç, тăмана».

 

Кантурта эп шутçă пултăм,

Савĕç терĕм пикесем.

Темшĕн ман енне ним чул та

Çаврăнмарĕç йĕксĕксем.

 

Лайăх мăшăр тупăп терĕм,

Кайса кĕтĕм дояра.

Пĕр хĕрне те илĕртмерĕ

Мăйкла пуçлă ман кăтра.

 

Трактор тытрăм. Унпах кайрăм

Чуптумашкăн савнине.

Çук, капла та юраймарăм,

Лекрĕм эп суд аллине.

 

Хĕрсем темшĕн юратмаççĕ.

Хăмлаçа, тен, ман тухас?

Пит хисеплĕ халь хăмлаçă.

Унта юлмăп, тен, хусах?

Поэтран критик


Поэзи садĕнче

Ваççан ĕç тухаймарĕ.

Сăвви-такмакĕнче

Пайталăх тупаймарĕ.

 

«Эп — критик», — тет хăйне

Халь çавă пархатарлăн.

Çынсем çырнисене

Вăл критиклет хаяррăн.

 

Кунта тĕлĕнмелли çук.

Вĕт хăвăрах пĕлетĕр:

Йӳç эрехрен пур чух

Уксус пулать ват евĕр.

Савни шыраса


Урама эп тухрăм каçхине

Шырамашкăн чунăм савнине.

 

Шăпчăк юрă шăратать,

Шăхăрать ав ши те ши.

Вăл мана иккен калать:

«Тус кунта эс тупăн-ши?»

 

Çут ирпе уттартăм вăрмана.

Тен, унта кĕтет пуль хĕр мана?

 

Юрă-кĕвĕ янăрать.

Авăтать патрах куккук.

Вăл мана иккен калать:

«Тус кунта эс тупас çук».

 

Тухрăм эпĕ анлă уй-хире.

Курăп, тен, унта манми хĕре?

 

Тӳперĕ тăри юрлать:

«Ĕç вĕрет, тет, пусăра».

Вăл мана иккен калать:

«Чун савни ĕçре шыра».

Çирĕм çултан


Чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекен Елизавета Федоровна Сидоровăна халаласа.

Кăкшăм ялĕ.

 

Иртрĕ çирĕм çул

Шкул эп пĕтерни.

Вăрăм пулчĕ çул —

Йывăр самани.

Çывăх астăватăп:

Ăшă çĕртме каç

Иккĕн çаврăнса

Вĕçет хĕр-упраç.

Ташă-юрăпа

Сăвă каласа

Хаклă шкулăмпа

Ир çеç уйрăлса.

Пулнă çамрăк чун,

Пурччĕ юрату...

Уйрăлнă çав каç

Пĕлтĕм: мĕн чупту.

 

Иртрĕ çирĕм çул...

Килчĕ пĕр хыпар —

Чĕнет хаклă шкул:

Тĕлпулу тăвар.

Тухрăм эп çула

Пĕр шухăшпала:

Вăл тĕлпулăва

Вăл пырать-ши-ха?

Вунпĕр çул ытла

Тĕл пулман унпа

Çирĕм çул ытла

Вĕреннĕ класпа.

Тăвăл асилӳ

Пуçăмра кашлать.

Щкул панă пĕлӳ

Сăвă палăртать.

 

Çитрĕм... Ак курап...

Чăннипех курмас...

Тишкерсе пăхап:

Шкул ман курăнмасть.

Куç шырать, шырать

Хăй пĕлнĕ çурта —

Вырăнче кашлать

Малалла

Çурçĕр хыççăнхи шăнкăрав


Пĕрремĕш пайĕ

1

Пĕт-пĕлтĕк! Пĕт-пĕлтĕк! — путене сассипе янăрарĕ алăк çумĕнчи шăнкăрав. Алăка уçма васкамарĕç. Пĕт-пĕлтек! Пĕт-пĕлтĕк!

— Салам. Мĕнле килме пĕлтĕн? — кăшт куренчĕк, кăшт йĕкĕлтеш саспа кĕтсе илчĕ килнĕ çынна хваттер хуçи.

— Ырă каç, Диана. Иртме юрать-ши?

— Ирт килтĕн пулсан.

Çӳллĕ те хытанка каччă кĕрсе тăчĕ. Аллинчи хĕп-хĕрлĕ, шултра кĕл чечек çыххине хĕр еннелле тăсрĕ, чуптуса илме пăхрĕ. Вăрт çаврăнса чакрĕ Диана. Чечекне те илмерĕ, чуптума та ирĕк памарĕ.

— Ирт килтĕн пулсан, — темле тунсăхлăн чĕнчĕ тепĕр хут каччăна. Çавăнтах йĕкĕлтесе те илчĕ: — Сашок, килти пек пул.

«Сашок» тени каччăна килĕшсех каймарĕ. Анчах вăл хăйĕн кăмăлсăрлăхне палăртмарĕ.

— Эсĕ çаплах мана кӳренсе çӳретĕн-и? — хĕр кăмăлне çавăрас тесе йăпăлти саспа ыйтрĕ каччă.

— Çаплах.

— Диана! Тен, çитет кутăнлашса.

— Кутăнлашса? Манăн санпа ĕç çук. Акă алăк — тух та ут.

Каччă чĕнмерĕ. Мĕнех калайăн сана тух та ут тенĕ чухне. Саша пурпĕрех тухса кайма васкамарĕ. Вăл кĕтрĕ. Мĕне? Хĕр кăмăлĕ çемçелессе, йăл-йăл кулса хăйне мăйран уртăнасса. Кăмăлсăр Диана хăй çумне вăйлăрах та вăйлăрах пăчăртанасса... Кĕтрĕ. Кун пек вăрçăнни вĕсен маларах та пулкаланă-çке. Вăрçăннă та мирлешнĕ. Мирлешнĕ те вăрçăннă.

Малалла

Эмел те пулăшаймĕ


Эпĕ тухрăм урама

Чун савнине шырама.

Курăнмарĕ савнă каччă

Чакăр куçăм, ай, шывланчĕ.

 

Ах, юрату, юрату —

Юрату мар, ырату.

Темле эмел ĕçсен те,

Иртсе каймасть пуль ĕнтĕ.

 

Чĕрере вут-хĕм çунать.

Пĕртте канлĕ мар чуна.

Ах, ăçта-ши пӳрнĕ каччă?

Эп шыратăп ирĕн-каçăн.

 

Авă, хурăнпа йăмра

Ӳсеç туслăн урамра.

Ман хăçан-ши çавăн евĕр

Тупăнĕ пĕр-пĕр Хĕветĕр?

Авланма хăратпăр


Эпĕр пурте çывхаратпăр

Акă ĕнтĕ вăтăра.

Авланма çапах хăратпăр

Çакă яшă вăхăтра.

 

Хусаха ялан çул аслă

Çӳремешкĕн урама.

Йывăр пулĕ авлансассăн,

Юрамашкăн арăма.

 

Вăл тем те пĕр туянмашкăн

Шав хăвалĕ лавккана.

Илме хушĕ тиркĕ-чашкă,

Пудра, тĕкĕр, такана.

 

Арăмпа лекме те пулĕ

Инкеке пĕр самантрах.

Михала тăкать куççулĕ:

— Ма юлман-ши, тет, хусах?

 

Ав, Иван ĕнер паллашнă,

Паян кайнă çырăнма.

Арăмĕ каçпа харкашнă:

— Вăхăт, тенĕ, уйрăлма.

 

Ав, тата Палля Якурĕ

Çитнĕ çичĕ арăма.

Авлансассăн тем те курăн.

Пит кирлех-ши авланма?

■ Страницăсем: 1... 368 369 370 371 372 373 374 375 376 ... 796