Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулать-çке пурнăçраПулас кинсемÇамрăк ĕмĕтКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеАндрей ПеттокиПограничниксемÇул хыççăн çул

«Тем те пулать çул çинче...»


Тем те пулать çул çинче

Вĕçсĕр васканă май.

Савăк сахал чун çинче,

Шухăш нумай.

 

Чăтăм çĕклемĕ пуян,

Ир-ха ăна хурлама.

Пурпĕр çитет ман уяв

Çак урама!

 

1961, çĕртме.

Шупашкар.

Шурă пуçлă урхамах...


Хĕвелтухăç хĕрелет

Тĕттĕм каçа вăл сирет

Ял-йыш ĕçе пикенет

Ырă куна систерет

 

Хĕвел тухăç çутипе

Кĕтӳ тухать уялла.

Ут утланнă кĕтӳç те

Васкать малтан малалла.

 

Шурă пуçлă урхамах

Хăйĕн вăрăм урипе

Вăхăт-вăхăт кĕçенсе

Ташлать хăйĕн ташшине.

 

Уçланки питĕ хитре,

Ырă шăршлă курăксем.

Тĕрлĕ–тĕрлĕ выльăхсем

Çӳреç ирĕккĕн хирте.

 

Кунĕ ырă пулнăран

Кĕтӳç чунĕ савăнать.

Выльăх-чĕрлĕх тутăран

Ял еннелле пăхкалать.

 

Пушă сасси илтĕнет

Часах яла анмалла.

Выльăх та çакна сисет

Пуçтарăнать лапалла.

 

Ăслă выльăх урхамах

Пĕрре пăхсах ăнланать.

Кĕтӳç пушша йăтсанах

Лапамалла чуптарать.

 

Çӳлте тӳпе кăн–кăвак

Унта тăри юр юрлать.

Хĕвел аннă анманах

Кĕтӳ ялалла васкать.

 

Кĕтӳ шăвать ялалла

Хăйĕн майлă уттипе

Пуçтарать вăл ял-йыша

Вара хытă сассипе

 

Малалла

Асамлă тĕлĕк


Манăн юратнă асатте пур. Вăл ĕнтĕ 80 çула çитсе пырать. «Аппару ашшĕ» теççĕ ăна ялти пĕлĕшсем. Мĕншĕн тесен вăл манăн мăн асатте пекех вăйламас та яштак талпуллă пулнă. Упăнăн йăлисене ăтса пынă. Ир-ирех тăрса кил хушшинчи ĕçе пикеннĕ. Ун хыççăн туртупкă хутаç çакнă та лаша витине уттарнă. Унта ăна юратнă урхамахĕ кĕтсе тăнă. Кашни çыннăн хăйĕн тайĕнĕ пур. Пирĕн асаттен вара вăл — çĕр çинче ĕçлесе пурăнасси. Çу уйăхĕнчен пуçласа лашапа акаласа тырă акнă, çĕрулми лартнă. Кĕр кунĕсем çитсен вĕсене пуçтарса анкартипе тĕп сак айне хунă.

Асаттене ачасем питĕ кăмăллаççĕ. Мĕн кăна каласа тĕлĕнтермест-ши вăл мана тата манăн тантăшсене?! Хĕр-арсем те унăн халапĕсене итлеме тарават.

Пĕррехинче мана асатте хăй çамлăха кайсан епле аташса çӳренине каласа парса тĕлĕнтерчĕ.

Ĕнтрĕк çывхарса килнĕ, асар-писер çил-тăман тухнă. Асатте урхамахне васкатнă, анчах та тиевлĕ лавпа хытă чупайман, вăл часах ăшăрханă. Асатте те çав вăхăтра ывăннипе кăтăш пулнă. Вăранса каять — çил-тăман лăпланнă. Урхамах ахрат çырми çывăхĕнче пĕр яштак патĕнче тăра парать иккен. «Ăрăслă çăлтăр айĕнче çуралнă иккен эпĕ, ман сыхчă юнашарах пулнă-тăр, — терĕ асатте, — чутах урхамахпа пĕрлех çак ахрат çырмине çăкса аннă пулăттăмччĕ вĕт. Вăт сана ват кӳмеркке!» «Урхамахĕ те вăйран чалăхнă пирки чарăннă пулĕ ĕнтĕ, çапла-и, асатте?» — сăмах хушрăм эпĕ çак пăтăрмахлă ĕç-пуçăн вĕçне пĕлес тесе. «Çапла пулмасăр, мăнукăм. Урхамахăм та йăлтах ырса çитнĕччĕ çав арăш-пирĕш çулпа чавтарса пырса. Вара элес-мелес çил-тăман хыççăн вăйран кӳтсе çитрĕм пулсан та киле тĕрĕс-тĕкел çитрĕмех», — кĕчĕç ман хăлхана асаттен вăйран пӳхсе тухакан сăмахĕсем. Çак пулса иртнĕ ĕçе каласа пани уншăн тепĕр хут çак йывăрлăха тӳссе ирттернĕ пекех туйăнчĕ пулас. Ват çын хаш! сывлани мана хумхантарчĕ, калаçăва вĕçлеме хистерĕ.

Малалла

Старике киле кĕртсен


Карчăк, упăшки вилсен,

Киле кĕртрĕ Лукана.

Вăл сĕвенсе тăнипе

Хапха юпи лăканать.

 

Мăшăрне юратнă пек

Карчăк савас çук ăна.

Ирпе пит çума парать

Мăшкăлтăк шывне кăна.

 

Питне шăлма тыттарать

Карчăк старика чăпта.

«Сак мунчали те юрать, —

Тет вăл, — сан ална шăлма».

 

«Уруна сыр çăпата», —

Тесе пушăт тыттарать.

Пӳрттенкке тесе ватта

Çĕтĕк михĕсем парать.

 

«Çатра çӳçне турама

Акă сана, тет, сӳре.

Пĕрре çĕре сӳреле,

Çӳçне тура эс тепре».

Арăм çавăрса лартать


— Авланас пулать сан, ывлăм,

Эсĕ ĕнтĕ çирĕмре, —

Йăл кулса атте каларĕ

Вутă татнă чух пĕрре.

 

— Авланма юрать вăл, — терĕм. —

Çĕнĕ пӳрт эс хатĕрле.

Кантăкне çеç кăнтăра мар,

Кастарар çурçĕрелле.

 

Аллине атте шарт çапрĕ,

Тĕлĕнсе ыйтать манран:

— Мĕншĕн çурçĕре пăхасшăн,

Пăрăнасшăн çутăран?

 

— Арăм пултăр, йăлт майланĕ, —

Эп пăчка хуллен туртап. —

Арăм çавăрса лартать вăл

Тепĕр майлă пӳрт-çурта.

Тĕпчевçĕ


Сана иленчĕ çамрăк чунăм.

Курас килет хитре сăнна.

Ăшра хĕмрен çĕкленчĕ çулăм.

Тĕпчес килет юратăвна.

 

Çынсем тĕпчевпеле тухаççĕ

Наукăсен кандидатне,

Наука докторĕ пулаççĕ.

Ман чун туртать пĕр сан енне.

 

Пикеçĕм, ирĕк эс парсамччĕ

Кăшт тĕпчемешкĕн кăмăлна.

Сан юратувăн кандидачĕ

Пуласчĕ ман пăртак кăна.

 

Кайран хăвах мана куçарăн

Кандидатран эс доктора.

Пур тăвансем ыр сунĕç каррăн

Телейлĕ мăшăра туйра.

Лашапа


Пырать Ваççа урампа.

Ăна хирĕç тур лаша

Туртса пырать урапа

Пылчăка аша-аша.

Килĕшрĕ ку Ваççана.

Ача утрĕ витене,

Илсе тухрĕ лашана,

Йĕвенлерĕ çӳрене.

Ларчĕ Ваççа утланса,

Хыт чуптарчĕ малалла.

Пырать вĕçсе савăнса,

Питех шеп-çке ярăнма.

Çаврăнсассăн пĕр кана

Ута ячĕ картана.

Урхамаха юратса

Апат парать савăнса.

Лашаллă пултăм


Пĕррехинче эпĕ вăрмана кайрăм. Чылай вăхăт уçăлса çӳрерĕм. Хамăр лартса ӳстернĕ йывăçсем патне пытăм. Вĕсенчен: «Сире никам та кӳрентермест-им?» — тесе ыйтрăм. Вĕсем пурте хаваслăн: «Çук, çук! Пире кӳрентерекен çук. Пире вăрманти чĕр чунсем питĕ хытă юратаççĕ. Кайăксем пирĕн туратсем çинче йăвасем çавăрса чĕпĕсем кăлараççĕ, пире хитре юрăсем юрласа савăнтараççĕ.Вĕсемех хуртсене пуçтарсах тăраççĕ, пире чирлесрен сыхлаççĕ», — тесе каларĕç.

Шаларах кĕтĕм. Кунта пĕр пĕчĕк кӳлĕ пур. Кӳлĕри пулăсемпе те калаçса илме шутларăм: «Сире никам та кӳрентермест-и?» Вĕсем хаваслăн умран ишсе кайрĕç. Кӳрентерекен çук пулас, унсăрăн пулăсем хаваслă пулас çук.

Уçланкăра икĕ лаша куртăм. Вĕсем курăк çиетчĕç, ташла-ташла илетчĕç. Тĕлĕнсех кайрăм. Эпĕ ку таранччен лаша ташланине курман.Мулкач купăс калать, мулкач çурисем алă çупаççĕ, лашасем ташлаççĕ. Курăк çисе ташлаççĕ. Пĕр лаши хуп-хура тĕслĕ, тепри вара шурă. Ташлакан лашасем мана питĕ килĕшрĕç.

Тĕттĕмлене пуçларĕ, лашасенчен уйрăлас килмест, анчах та манăн киле таврăнмалла, атте-анне маншăн вăрманта çухалса кайнă тесе кулянма пултарать.

Малалла

Хальхи ял


Ăçта, ман ял, сан халăху?

Мĕн-ма эс кансĕрлĕ салху?

Мĕн-ма яран çăва çине

Пурăнмалли арçынсене.

 

Эс путнă, путнă ĕçкĕшне

Çукран ĕç ял çынни пуçне.

Мĕскер кĕтен эс тăпланса,

Куçа чиксе, пуçа усса?

 

Пур арçын — пултăр пĕтнĕрен

Уя тухса çук ĕçлекен.

Эрех айне пĕр путнăран

Яла хуплать сулланакан.

 

Ача чухне ял шавласа,

Тем-тĕрлĕ сасă янраса.

Урхамахсем те кĕçенсе,

Чăх-чĕп пĕр май кăтиклетсе

 

Ял тăрăх урапа сасси:

«Ăçта-щи юлчĕ кусасси?» —

Тесе шăтăртатаччĕ вĕçĕм,

Çапла вĕретчĕ ялăн ĕçĕ.

Ача-пăча сасси пĕр май

Янратчĕ çырмара самай.

 

Урам халь шăп...

Çерук пĕччен. Аппан ачи.

Вăл кунсерен

Кичем çӳрет туха-кĕре

Çапах çитет çитес çĕре.

Люба — чăвашла — савăк


Савăк çирĕм санăнне панулми:

Чăнах тутлă Анисăн улми, —

Авăн уйăхĕн ырă парни —

Çепĕç алăпа эсĕ пани.

 

Санăн алă суйларĕ мана:

Мĕнпе килĕшрĕм-ши эпĕ сана?

Вашаватлă çынсем халь сайра —

Вашаватлă чĕре сан чунра.

 

Ан кӳрен сăвă çырнăшăн эп —

Сăвăра сана — манăн хисеп.

Ырă кăмăллă пул çынсемпе

Ах, анчах!?

Ан уттар вĕсене пуç çипе.

 

Авăн, 2004.

Етĕрне.

■ Страницăсем: 1... 376 377 378 379 380 381 382 383 384 ... 796