Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хура çăкăрСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеÇил-тăвăлУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑКушкă ачиĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томКулăшла калавсем

Вучах — аталану утăмĕ


Тӳперен Çĕр çине хĕм сапать сар Хĕвел —

Турă чĕртнĕ вучах.

Çĕр çинче кун тăсать йăх пуçтарнă тĕпел

Вутпа чĕртнĕ вучах.

Атте çырнинчен

 

Сӳнмен-ха маншăн сар Хĕвел,

Çут уйăх та сӳнмен.

Тăван килте сӳнмен тĕпел,

Вучах кукри сӳнмен.

Тухать сĕм тĕтĕм мăрьерен —

Ухать вăл çӳлелле...

Кăвак яп-янкăр тӳперен

Çитесшĕн Хĕвеле.

Çампек эп те: тухса килтен

Çитесшĕн пур çĕре.

Туйса чару шухăшсенчен

Пурнасшăн ирĕкре.

Анчах тăван вучах ăшши

Лăпкать ачашлăхпа.

Вучахăн çулăмлă ташши

Çунать астарлăхпа.

Çампа хуран айне хуран

Вут-шанкă та çатра.

Вутта-çке амалантаран

Яшка пулма çăра.

Вучахпала этем тăван

Мĕн çулам тупнăран.

Вутпа вучах пĕр сăмахран,

Апла тăк — пĕр кутран.

Сӳнмен-ха маншăн сар Хĕвел,

Çут Уйăх та сӳнмен.

Тăван килте сӳнмен тĕпел

Малалла

«Юратусăр пурнăç — хĕвелсĕр тĕнче...»


Юратусăр пурнăç — хĕвелсĕр тĕнче,

Юрату вут-хĕм саптăр, тăван, чĕрӳне.

Юратса пурăнаççĕ çынсем ку енче,

Юрату телей кӳтĕр паян кашнине.

 

Юратусăр пурнăç — чечексĕр уй-хир,

Юрату вăл хушать этеме чăн çунат.

Юратусăр пурнăç — шуçăмсăр ир,

Юрату тупман çын питĕ час аманать.

 

Юратусăр пурнăç — шывсăр океан,

Юрату упратăр çынсене ялан.

Юратусăр пурнăç — каснă сĕм вăрман,

Юратушăн эпĕ ал çĕклем паян.

Урхамахсен çĕр-шывĕнче


Пирĕн ялта лашасене питĕ юратаççĕ, çавăнпа та чылай хуçалăхра лаша тытаççĕ. Манăн кӳршĕ те урхамах усратчĕ, анчах вăл ватă пулнипе чирлерĕ те вилчĕ. Питĕ шеллерĕм эпĕ ăна. Мĕн тери илемлĕччĕ вăл: мăнаçлă кĕлетки хăмăр тĕслĕ, хӳрипе çилхи юмахри çил çунатăнни пек шурç та кăтрарах, вăрăм та хитре; çап-çаврака хура куçĕпе ман çине пит тимлĕн те ыррăн пăхатчĕ вăл; алăран апат çиме юрататчĕ. Ытти янаварсене курсан ăна аса илеттĕм, тунсăхлаттăм та вара.

Пĕррехинче, ватă улмуççи айĕнче канса выртнă чух, тӳпере пĕлĕт татки çав кӳршĕ урхамахĕ пекех туйăнчĕ. Асаилĕве путрăм… Тĕлĕрсех кайнă иккен эпĕ.

Таçта тӳпере, питĕ çӳлте, çын курман çĕрте лашасен Ырăпа Туслăх çĕр-шывĕ пур иккен. Унта яланах çу вăхăчĕ: сĕткенпе тулнç симĕс йывăç-курăк ешерет, куçа илĕртекен чечексем ӳсеççĕ, кĕмĕл пек çутă, тăрна куçĕ пек тăп-тăрă та тап-таса шыв юхса выртать. Кунта тĕрлĕрен лаша пурăнать: тур лаши те, йăмăх хури те… Вĕсем ялан пĕр-пĕринпе туслă та харкашусăр, йывăр чух пулăшса пурăнаççĕ. Кашни хăйĕн ĕçне тăвать. Пĕри — пуриншĕн, пурте — пĕриншĕн.

Çак илемлĕ çĕр-шывăн тепĕр кĕтесĕнче усал Лашçурисен çĕр-шывĕ вырнаçнă. Кунта вара кашни хайĕншĕн пурăнать. Çавăнпа та ку Çялан харкашу, кĕвĕçу усал хуçаланать.

Малалла

Манăн эрне


Тунтикун ĕçе эп утрăм

Каннă хыççăн савăнса.

Çуран утрăм пилĕк çухрăм,

Ĕçĕм пычĕ шав ăнса.

 

Ытлашши ан ыткăн теççĕ

Хăшĕсем ытлари кун.

Ман кăтартусем ӳсеççĕ.

Çĕнĕ ӳсĕмшĕн тек чун.

 

Юнкуна мĕн-ма тиркетĕн?

Юнтармасть нихçан мана.

Пур ĕçе хайлап типтерлĕн,

Хывап никĕс — ырана.

 

«Кĕçнерни хыт ан кĕçентĕр», —

Теççĕ пит ĕрĕхесрен.

Ман ку кун та пурин евĕр

Катăк мар çитĕнӳрен.

 

«Эрнекун хыптарĕ эрĕм»

Тенине эп уяман.

Пур йывăрлăха çĕнтерĕп,

Кĕр-кĕрлет станок ялан.

 

Шăматкун вăл канăç кунĕ.

Пурпĕр иртмĕ вăл ахаль.

Походра ĕçлевçĕ пухĕ

Çĕн эрне валли вăй-хал.

 

Вырсарни вырнаçтармашкăн

Май парать хăй вырăнне

Эрнери ĕçе сăпайлăн,

Палăртма çĕннисене.

Чăмăрлă арăм


Аш яшки хатĕрлесе

Урине асапланмасть.

Шуратмасăр пĕçерсе

Çĕрулми çиет ир-каç.

 

Упăшки ирпе ыйтать:

— Эх, çиесчĕ паттăрла!

Урине лартса парать:

— Çĕрулми çи чăмăрла.

 

Урине пурнать ансат:

Ни шӳрпе çук, ни котлет.

Кунсерен мăшăлтатса

Çĕрулми çеç хатĕрлет.

 

Ĕçрен килчĕ упăшка,

Çиме ыйтрĕ кăнтăрла.

Мăшăрĕ ыр шухăшпа:

— Çи улма, тет, чăмăрла.

 

Тепринче çав кахалли

Улăштарнă менюне.

Çăмарта хуран тулли

Пĕçернĕ-мĕн Урине.

 

Арçын киле таврăнать:

— Эх, хушас, тет, вăй-хала!

Арăмĕ лаплаттарать:

— Çăмарта çи чăмăрла.

 

Упăшка шалт аптăрать:

Чăмăрла та чăмăрла.

Чăмăрпа янлаттарать:

— Арăм ху та чăмăрла!

Кам телейшĕн?


«Манăн хăть пĕр кун пуласчĕ

Телейли çак çĕр çинче»,

Тетĕн эс. Мĕн-ма пулмастăн?

Ĕç çеç тăн çухаличчен.

 

Ав, тепри пулса курасшăн

Телейли пĕр уйăх çех,

Авланма ăна хушатпăр.

Пурнĕ уйăх иртĕхсе.

 

«Телей пултăрччĕ пĕр çул хăть

Манпала», — тет Микула.

Туянтăр автомашина —

Телей пырĕ пĕр çула.

 

Пулас теççĕ ав нумайăн

Телейли ĕмĕрĕпех.

Ара пулăр. Авланăр та,

Ĕмĕр пурнăр пĕррепех.

Тăван ял


Урапакасси

 

Урак паттăр касси

Нумай юлмарĕ кĕтесси...

Çитеп яла тымар яма

Тăван йăх ăратне тăсма!

 

Ыталама тăван çĕре...

Савмашкăн хушнă пек чĕре

Путян та Енчĕк куккăрне

Туканайпе Урак сăртне.

 

Сăпка — Куршанкă куккăрри,

Пĕве — янравлă çырмари...

Ăçта хĕвеллĕ кун каçа

Шывра ишсе ача-пăча.

 

Çеремлĕ улăх — Пăчанар,

Улма пахчи, Чуптунă вар.

Ăçта шур хурăн айĕнче

Ларса ирхи çут шуçăмччен.

 

Çумри Чурпай ял хĕрĕпе

Ĕмĕтленсе пулăсемпе...

Çапла ял, санăн пур ул-хĕр

Ялта хăварать манми çул-йĕр.

 

Çулсем иртсен, çав çул-йĕрсем

Аса килеççĕ... Шухăшсем

Вĕçеççĕ тăван ял енне

Ăçта кун панă ыр анне.

 

Кăрлач, 2001.

Патшан асамлă лашисем


Пĕррехинче пĕр патшан витинче кĕсри виçĕ тиха хăмланă.Тихасене çулăмлă-хĕрлине — Шуçăм, шуррине — Кун, йăм хурине Каç тесе ят панă. Янаварсем асамлă пулнине никам та тавçăрайман. Пĕрре тарçăсем лашасене апат çиме кăларнă та вĕсемсĕр тăрса юлнă. Хайхискерсем амăшĕпе сывпуллашнă та тӳпене çĕкленнĕ.

Шуçăм тĕнче йĕри-тавра çаврăннă та çынсене Ир пулнине систернĕ. Унăн йĕрĕ Сывлăм пулса юлнă.

Кун вара пурне те Çутă кун парнеленĕ.Унăн палли — Хĕвел.

Каç телейлĕ тĕлĕк валеçекенни пулса тăнă.

Чулсене хăварса шыв нумай юхнă. Кунпа çĕр чылай хутчен ылмашăннă…

Усаллăх Ырра çĕнтерме пикеннĕ. Çак авăра лекнĕ Каç çилçунат йăлтах улшăнса кайнă. Ырă тĕлĕксем вырăнне хăрушă тĕлĕксемпе çынсем аташнă. Кунпа Шуçăм шăллĕне пулăшма тăрăшнă, анчах кăлăхах пулнă. Усаллăх çĕнтерсех пынă. Пиччĕшĕсем нимĕн тăвайман енне Сывлăмпа Хĕвел патне пулăшу ыйтма пынă. Сывлăм хăйне Каçăн хăлхи ăшне чикме хушнă. Каланă — тунă. Чăнах та, усси пулнă. Урхамах лайăхланнă.

Виçĕ Çилçунат Хĕвелпе пĕрле сăрт çине хăпарса çĕр çинчи мĕн пур усаллăха пĕтернĕ.

Малалла

Пăт тăвар


ЗАГС хĕрарăмĕ аптрарĕ

Мăшăрланакансемпе.

Пурăнсах каймаççĕ мар-и

Çĕн çынсем пĕр-пĕринпе.

 

Хăшĕсем суда утаççĕ

Уйрăлмашкăн уйăхран.

Теприсен чунсем хытаççĕ

Ăнсăртран çулталăкран.

 

«Мĕншĕн çĕнĕ ĕмĕрте те

Çирĕп мар хальхи çемье?

Вĕсене мур кансĕрлет, тен,

Янтратмашкăн пĕр çемме?» —

 

Шухăшлать апла, капла та

ЗАГС çынни яшсем çинчен.

Пĕр-пĕрин пирки ытла та

Пит сахал пĕлеççĕ, тен?

 

Çамрăксем валли тивет-мĕн

Халь ЗАГСа тăвар илме.

Регистрациччен сĕнесшĕн

Пăт тăвар пĕрле çиме.

Тунсăх


Тăван тавралăх, тăван ен,

Пĕлетĕп, эс мана кĕтен.

Нумай çӳрерĕм аякра

Чуна хыт чул пек хытарса.

 

Халь вăхăт çитрĕ таврăнма,

Чунпа çемçен ачашланма.

Сив пăр пек сивĕ чĕрене

Кĕртме тăван ял ăшшине.

■ Страницăсем: 1... 380 381 382 383 384 385 386 387 388 ... 796