Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Аслă халалСуя телейТĕлĕнтермĕш юмахсемПирĕн çулталăкШевле çутиКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеИрĕк çил

Юлташ тупрĕ


Каллех хура лаша чупать,

Ман мĕлкене çĕр çине ӳкерсе.

Чăтăмлăх çеç мана кирлĕ

Пымашкăн ларса йĕнер çинче.

 

Пыратăп вĕçсе аслă хирте,

Çитесшĕн çитес вырăна,

Ак чарăнчĕ ман урхамахăм,

Чакрĕ-чакрĕ вăй-халăм.

 

Куратăп: инçех те мар

Çӳрет пĕр çӳрен лаша.

Тулхăрса йыхăрать

Вăл хăйĕн тусне.

 

Манн айри урхамах

Васкарĕ унта часрах.

Пуласшăн пулчĕ-тĕр

Çӳрен лашашăн тус-хĕр.

 

Вĕçтерчĕ çил пек,

Ури çĕре перĕнмест.

Çĕкленчĕ тĕк пек

Йĕрĕ палăрмасть.

 

Ак çитрĕ лашам,

Савăнчĕ чунтан.

Курсах вăл пĕрре

Юратрĕ «хĕре».

 

Куç хĕсрĕ чеен,

Вăл пăхрĕ тӳртен.

«Пулсам манпала,

Утсам çумăмра».

 

Часах ак кĕçенчĕ

Лаша савăнса,

Тусне вăл пĕлтерчĕ

«Пулатăп санпа».

 

Ман чун хĕпĕртерĕ,

Кăмăлăм çĕкленчĕ.

Сиксе эпĕ антăм,

Киле пит васкарăм.

 

Çӳреччĕр пĕрле,

Таврăнччăр çĕрле.

Урхамаха утланса…


Урхамаха утланса

Ретĕн-ретĕн уттарса

Хĕçпе пуртă туянса

Асамат тухать çула.

 

Мĕншĕн хĕвел хупланнă,

Аслă çула хупланă.

Хăрашка ăна пытарнă,

Савнă Раиса вăрланă.

 

«Енчĕк кунта пулăшмасть.

Мăнă лаша кӳлес те

Тилхепине туртас та

Ăрăмçăпа тĕл пулас».

 

Радиола итлесе

Асамат тухать çула.

Çирĕп, тĕрек урхамах

Тулхăрса пырать çулпа.

 

Аçтăхана курсанах

Пуртă туртса кăларать.

Ăрăмçă каланă пек

Тьфу-тьфу, виçĕ хут сурать.

 

Асамат умне малтан

Тухса тăрать ашапатман.

Савни сăнне асăрхасан

Асамат ярать ташша.

Тĕлĕнмелле тĕлпулу


Çуллахи каникулăн ытларах пайне Атнер ялан кукамăшĕ пурăнакан ялта ирттерет. Кăçал та юлашки шăнкăрав хыççăн унăн куçĕ умне Чăрăшкасси ялĕнчи улăх-çаран, çырма-çатра, аслă вăрман, инçетренех çуталса выртакан пĕве яр уççăн тухса тăчĕç.

Чăрăшкассинче кукамăшĕ пĕчченех пурăнать, çавăнпах мăнукне чăтăмсăррăн кĕтет. Сĕт-çупа, кукăль-пӳремечпе сăйласах тăрать ăна. Пĕртен-пĕр мăнукĕ те парăмра юлмасть: пахчари йăрансене çум курăкран тасатсах тăрать, çырмари шăнкăр-шăнкăр юхакан çăлтан шыв ăсса килет, ĕнепе виçĕ сурăх валли хĕл каçмашкăн утă хатĕрлеме пулăшать… Пушă вăхăтра вара кӳршĕри Хĕлип пиччен хушка çамкаллă лашине пĕве хĕррине илсе анать, унпа тахçантанпах пĕлекен çын пек юмахлать. Юратать Атнер лашасене. Сăвă та çырнăччĕ вăл урхамаха халалласа:

 

Ман пулсассăн урхамах,

Пăхăттăм ăна хамах,

Сăйлăттăм сар сĕлĕпех —

Вĕçтĕрех текех çил пек.

 

Кĕтсе илчĕ-илчех Атнер çав куна: яланах халăх хĕвĕшекен шавлă хуларан саккăрмĕш класс программине ăнăçлă ăша хывнă арçын ача лăпкă та канлĕ Чăрăшкассине çитрĕ. Кукамăшĕн ялĕ хуларан темиçе çухрăмра кăна пулин те, кунта сывлăшĕ те, тавралăхĕ те пачах урăхла — уçă, илĕртӳллĕ, асамлă.

Малалла

Нарăс


Нарăс çитрĕ тĕплĕ —

Сивĕ çил вĕрет.

Çил çуначĕ йĕплĕ

Пит куçа тирет.

 

Çил-тăманлă нарăс

Мăрьере улать.

Çуткăç йĕсĕ харăс

Шухă шăхăрать.

 

Çĕр çине юр çийĕн

Вĕçтерет юка.

Кантăкра сив çилĕн

Тĕрлĕрен ука.

 

Чунсăр çил ачийĕ

Кĕрт çине ухать.

Кĕмĕл юр пĕрчийĕ

Тавлашса чупать.

 

Нарăс, 1998.

Ырă енсем


Сад пахчи... тăван кил... вĕллесем...

Пурнăç тупсăмĕн ырă енсем.

Вĕлле хурчĕн сĕрленĕ сасси —

Пурнăçа анлăрах тытасси.

Çак тĕлте-çке тăратчĕ атте.

Тăнă пулнă унччен асатте.

Тăмалла, пурнмалла малалла,

Йăх çулне ман мала тăсмалла.

 

Ĕмĕртен именмесĕр пĕртте...

Çавăн пек халаланă атте.

«Чăваша кирлех лаша...»


Чăваша кирлех лаша —

Пурнăç юласран пушша.

Лаша çук та, ĕç те çук:

Тухса кĕрес шухăш çук.

 

Пур хушма май çук — çукран,

Пуррине çаратнăран.

Çĕнĕ çул сăвви


Пит хитре чăваш вăрманĕ,

Тутлă тунката кăмпи, —

Кам ăна татмашкăн маннă,

Халь татар-и, Хĕл Мучи?...

 

Çĕнĕ çул сĕтелĕ тултăр

Тин çеç татнă кăмпапа.

Кашни çын телейĕ пултăр,

Саламлатпăр Çĕн çулпа!..

Паттăрсен ячĕсем халăх асĕнче вилĕмсĕр


Штанаш сали варринче вăрçăра çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсене чысласа 2,5 метр çӳллĕш палăк вырнаçтарнă. Пирĕн умра ур-ра! тесе малалла ăнтăлакан совет салтакĕ. Пăшал тытнă сылтăм аллине вăл çӳле çĕкленĕ, сулахай аллинче — пуçĕнчи каска. Урисем айĕнче вакланнă фашист свастики. Палăк айккине вăрçăра пуçне хунă паттăрсен ячĕсене çырса хунă.

Палăка 1969-мĕш çулта çак ялта çуралса ӳснĕ пĕрремĕш ракетчик Иван Николаевич Коннов ăсталанă, ăна вăрçă пĕтнĕренпе 25 çул çитнĕ ятпа 1970 çулта хута янă. Шкул директорĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ Мартынов Виктор Мартынович, тахçанах Штанаш салинче паттăрсене асăнса палăк лартма ĕмĕтленнĕ. Иван Николаевич çакăн пирки пĕлсен шкула пулăшма шутлать. Палăка вырăнти материалтан тума шутланă. Шкул ачисем, колхозниксем куллен хастар ĕçленĕ: çĕр чавнă, кирпĕч тултнă, хăйăр çăрнă. Пионерсем палăк тĕпне 21-мĕш ĕмĕрти пионерсем валли чĕнӳ çырса кĕленче ăшне хунă.

— Коннов пире ĕçленĕшĕн укçа та тӳлетчĕ, — ăшшăн асаилеççĕ çав вăхăтри Штанаш пионерĕсем, — кунне вунă пус. Икĕ кунта пĕр çăкăр тата мороженăй илмелĕх укçа пуçтарăнатчĕ. (Çăкăр вăл вăхăтра 14 пус тăнă, мороженăй — 5 пус). Палăк çине тĕплĕнрех пăхсан Иван Николаевич Коннова паллама пулать. Ку тĕрĕсех: Коннов, хăй çут тĕнчерен уйрăлнă пулин те, кашни хăнана постамент çинче кĕтсе илет.

Малалла

Выçă куç


Наука кандидачĕ,

Институтри доцент

Ăна ĕнер курсаччĕ,

Паян ЗАГСа чĕнет:

 

— Нуша куратăн, хĕрĕм,

Стипендипе кăна.

Манпа рая эс кĕрĕн, —

Тет ват кăркка ăна.

 

Вунсаккăрти студенткăн

Яш пуçĕ çаврăнать.

Аллă пĕрти доцентăн

Сасартăк ĕç ăнать.

 

Ват арăмне кăларчĕ

Килтен хай кандидат.

Яшши улăхса ларчĕ

Ун чĕр çине вăльт-вальт.

 

Вăл ачашлать шелленĕн

Доцентăн шур пуçне,

Ăшра шутлать çĕленĕн:

«Час хупĕ вăл куçне».

 

Ват упăшки вилсессĕн,

Юлсан ун туприпе,

Пурнасшăн вăл телейлĕн

Çап-çамрăк савнипе.

 

Ик ĕмĕр ыр курасшăн

Çак выçă куç пике.

Ун пеккине каласшăн:

«Пырна турпас лекет».

Хĕрлĕ билетлăскер


Çамрăк çын ун-кунăн

Мухтанса çӳрвт:

— Манăн та халь пур, тет,

Хĕп-хĕрлĕ билет.

 

Вăл хăйне шутлать уш

Паллă çын тесе.

Ахаль çынсенчен тек

Иртет йĕрĕнсе.

 

Сăвă кĕнеки-и

Е калав пуххи

Пур-ши ун? Пĕлместĕп,

Курăнман тухни.

 

Тен, ун тухнă повесть

Е пĕр-пĕр роман?

Пĕр юлташ каларĕ:

«Ун пекки курман».

 

Хаçатра çапать, тен,

Критика статйи?

«Пурччĕ, — тет пĕр тусĕ, —

Пĕчĕк заметки».

 

Куккăш Союза çеç

Кĕртнĕ-мĕн çавнă.

Хăйне тытать кĕнĕн

Литературăна.

■ Страницăсем: 1... 384 385 386 387 388 389 390 391 392 ... 796