Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пĕчĕк патшалăхКăвак çĕмренÇамрăк ĕмĕтĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Хум пӑшӑлтатӑвӗХуркайăк çулĕÇил-тăвăл

Вăрлани лайăх


Юлташа парнелесеттĕм

Сăввăмсен кĕнекине.

Чĕререн килĕштеретчĕ

Ямб-хорей йĕркисене.

 

Тус паян мана пĕлтерчĕ

Кĕнеке çухалнине:

«Тахăшĕ ăна вăрланă», —

Лаштах усрĕ аллине.

 

Ана эпĕ лăплантартăм.

— Кирлĕ мар, — теп, — кулянма.

Сана эпĕ татах парăп.

Ан пăрах çеç вулама.

 

Çавăнтах хушса эп хутăм:

— Кĕнеке вăрланине

Сивлеместĕп. Ку та лектĕр

Урăх вăрă аллине.

Санпегас


Кантăкран ытла хăрушшăн шаккаса

Сантăр Павăлĕ вăратрĕ ыйхăран:

«Эй, тăрсам, мĕскер выртатăн çывăрса!

Хăнасем,ав, килнĕ мар-и уçлăхран!»

 

Ăнланмарăм малтанах мĕн пулнине,

Анчах Павăл кăшкăрать хăй сăмахне:

«Ют планета çыннисем, ав, карапне

Лартнă тетĕп Мучавар çырми хĕрне!»

 

Ыйхă кĕчĕ самантрах таçта кайса,

Салтак евĕр тумланатăп васкаса,

Мучавар çырми енне сиккипеле

Вĕçтеретпĕр Сантăрсен ачипеле.

 

Уйăх тулнă, çутатаççĕ çăлтăрсем.

Çырмара уяв тăваççĕ шапасем.

Юмахри пек туйăнать каçхи тĕнче…

Темĕнле карап пурах çав леш енче.

 

Васкамасăр çывхаратпăр ун патне.

Телее, хупман карапăн алăкне.

«Тен, пăхатпăр шаларах кăштах кĕрсе», —

Терĕ Павăл чĕтрекен сассипеле.

 

Пусма тăрăх хăпаратпăр çӳлелле,

Кĕç лекетпĕр темле пысăк пӳлĕме.

Ылтăн-кĕмĕл ялтăрать йĕри-тавра.

Телевизор пур. Куратпăр хамăра.

 

«Карапа йăлтах тăраççĕ сăнаса, —

Тетĕп эпĕ шикленсе те хăраса, —

Малалла

Çунатлă ĕмĕтлĕх


Пĕррехинче асатте çывăхри кӳлле пулă тытма кайрĕ. Каçхине эпĕ ун патне çул тытрăм. Тытнă пуллисене илтĕм те киле килме тухрăм.

Каçĕ тĕлĕнмелле лăпкă, çывăхри вăрман шăрши пуçа çавăрать. Тулли уйăх мана çул кăтартса пырать. Яла çитме нумаях та юлмарĕ. Эпĕ тавраналла сăнаса пыратăп. Кукамай каласа панине асаилетĕп. Ĕлĕк çак вырăнта киремет картишĕ пулнă тет, ял халăхĕ кунта чӳк тума çӳренĕ. Вĕсем сăвап-калмаксем каланă.

Сасартăк уйăха тем хупларĕ пулас: куçран пăшатанпа тĕртсен те нимĕн те курăнмасть. Çил тухрĕ, умри йывăçсем «калаçа» пуçларĕç, мана тем асăрхаттараççĕ тейĕн. Чуна çурса аслати кĕрлерĕ, çиçĕм çиçрĕ, витререн тăкнă пек çумăр чашлаттарма пуçларĕ.

Эпĕ хăранипе утайми пулсах лартăм, пĕр утăм та тăваймастăп. Тăратăп юпа пек: ни малалла, ни каялла.

Ах, мĕн ку? Хыçалта лаша тулхăрнă сасă илтĕнчĕ. Шăпах ман хыçран виçĕ лашаллă тăрантас килет! Лашисем вара — шап-шурă, питĕ пысăк. Куçĕсенчен вут-хĕм тухнăн туйăнать. Эпĕ урхамахсене çул парса пĕр-икĕ утăм каялла чакрăм. Манн ума çитсен утсем юрттине майĕпенлетрĕç те, лавçă (вăл темле мĕлке евĕр çеç курăнать) мана ларма чĕнчĕ — сасăпа мар, куçĕпе хушрĕ. Эпĕ ларас тесе утăм тăвасшăнччĕ çеç — хам сисмесĕрех темеле вăй тăрантас çине лартрĕ. Эпир тапранса та кайрăмăр. Çук, çĕр çинче мар — эпир — вĕçетпĕр!

Малалла

Анне


Пурăнать анне тăван килте,

Чĕрипе çунать пире кĕтсе.

Кунсерен пăхать вăл кантăкран...

Анать-шим, тесе, ачам туран.

 

Кĕркунне те хĕл сиввисенче,

Çуркунне те çу кунĕсенче

Вăл кĕтет ялан тунсăхласа

Кашни ачине илсе аса.

 

Хам çимесĕр çитерсе сире, —

Тет, анне çитсен киле пире.

Вăл шырать, шырать пирте тĕрек,

Хăй пăхать пире сăпкари пек.

 

Таврантăм эп ват анне патне...

Кĕтнĕ... кĕтсе ывăлнă анне,

Пурăнатап, терĕ вăл, хуллен,

Ах сире кĕтетĕп кунсерен.

 

Ан кĕттерĕр ват аннесене,

Çӳрĕр тăтăшах килĕрсене.

Пĕлĕр-ха анне чĕри чул мар,

Пултăр яланах вăл юнашар.

 

30.01.2001.

Сăвăçсен пĕрпеклĕхĕ


— Эпĕ Ухсайран та

Çĕклентĕм çӳле, —

Янтрашать пĕр сăвăç

Сăввисемпеле.

 

Эпĕр ĕненетпĕр

Ку пĕрпеклĕхе.

Мĕншĕн хирĕçлес-ха

Ыр тĕрĕслĕхе?

 

Ухсай уксахлатчĕ

Вăрçăран килсен.

Вĕçкĕнрех поэтăн

Уксах сăввисем.

Денис


«Эрех турри пирĕн, —

Тет грек, — Дионис.

Чăваш калать: — «Çавă

Пирĕншĕн Денис».

 

Денис хаçатра

Вуланă иккен

Паян ирхине

Хăй ячĕ çинчен.

 

Çавскер юлташне

Чĕнет савăнса:

— Эй, кил-ха. Вĕçсем

Часрах, Ваççа.

 

— Мĕскер кăшкăран?

Чарать Нил ăна. —

Пушар тухнă пек

Çуран таврана.

 

— Эп тупрăм! — Денис

Çаплах çухăрать.

— Мĕн тупрăн? — унран

Нил лăпкăн ыйтать.

 

— Денис тени вăл

Эрех турри тет.

Уншăн-мĕн ман тек

Ĕçессĕм килет, —

 

Каларĕ Денис

Хыт тăпăртатса.

Кăштах сыпнăскер —

Ярать юрласа.

 

Кăшт-кашт сыпнăшăн

Тек ан ятлăрах.

Ята, — тет, — тӳрре

Ман кăлармăллах.

Литтакмаксем


Писательсен Союзне

Кĕме йывăр, çăмăл та:

Пĕриншĕн — футбол хапхи,

Е теприншĕн — йĕп çăрти.

 

Вĕрентеççĕ çамрăка

Сăвă çырма ик поэт:

«Чăх кăтиклемест пулсан,

Автаймасть Кукареку».

 

Пуçланать чăн юрату

Ăнсăртлă тĕлпулуран.

Ун пирки А. Юрату

Çырнă рифмăсăр романс.

 

Сăвăç панă критика

Хăй томне чунтан шанса

Хайласса ыр дифирамĕ,

Лешĕ тăкнă тиркесе.

 

Пичетленмен сăвине

Сăвăç литкаçра вулать.

«Ал çупни гонорартан

Лайăх-çке», — теет поэт.

 

Поэтсем 100 çын кăна,

Графоманĕ 1000 ытла.

Ай-уй, мĕнле чăтать-ши

Чăваш çĕрĕ ун чухле?

 

«Эпĕ выçă, — тет писатель. —

Кĕнеке кăларма çук».

Ун пĕлесчĕ: ун пек чух

Роман лайăх çырăнать.

 

«Роза — проза» — кивĕ рифма, —

Тенĕ сăвăçа çынсем.

Вырăн улăштарса çырнă:

«Капла, тенĕ, — килĕшет».

 

«Ан хăра критикăран», —

Калать критик сăвăçа.

Малалла

Шурçилхе


Пролог

 

Пирĕн повеçре сăмах асамçăсем çинчен пулать. Асамçăсем авалтанах пирĕнпе пĕрле юнашар пурăннă, анчах çынсене курăнман. Çаксем хăйсен историне питĕ тĕплĕн тата хăватлăн сыхланă, пĕлнĕ-пĕлмен çынна хăйсем пуррине каламан, ырă çынсене кăна вĕсем хăйсем кам иккенне кăтартма пултарнă. Малтанах çынсем асамçăсенчен шикленнĕ, анчах вăхăт иртсен вĕсенпе туслашнă, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма пуçланă.

Асамçăсем виçĕ тĕрлĕ пулнă — Çуттисем, Тĕттĕммисем тата Хутăшшисем. Çутă асамçăсем Пысăк Тинĕс тăрăхĕнче, Нукран вăрманĕсем1 патĕнче анлă сарăлнă пулнă. Çаксем çутă вăйпа çеç усă курнă, нихăçан та тĕттĕм вăйсем енне пăрăнман. Пысăк Тинĕс тăрăхĕнчи асамçăсем çынсем пĕрремĕш хуласемпе ялсем тăвичченех хăватлă урхамахсем ӳстернĕ пулнă. Вĕсен пĕрремĕш лашисем ылтăн ураллă пулнă, этем чĕлхипе калаçма пултарнă. Халь вара çак лашасенчен пĕри кăна юлнă пулнă, ун çинчен вара малалла сăмах пулĕ. Тата çутă асамçăсен пĕр хаклă япала пулнă — Çутăсен кĕмĕл виçкĕтеслĕхĕ. Çак япала питĕ пысăк çутă вăй тытса тăнă пулнă — вăл асамçăсене тĕрлĕ чĕрчун туса хума пултарнă, чĕрчун пулнă асамçăсене каялла çын тума пултарнă.

Малалла

«Пĕлместĕп...»


Пĕлместĕп... пур-ши ыр чăваш

Лăпкамăш Чăвашра? —

Чăваш çынни — вăл анăраш, —

Тени халь те асра.

 

Ăна каланă асатте,

Калатчĕ ман атте.

Ăмсанчăк туйăмне чĕрте

Пурнать чăваш килте.

 

Çампек шăпа-ши чăваша

Тур панă пайласа? —

Пур уçă кăмăл — тамаша, —

Тесе вăл пурăнса.

 

Çук, кураймасть кахал чăваш,

Ĕçчен чăваш ĕçне

Хура юн пĕвĕннĕ юлташ

Сутать хăй юлташне.

 

Нарăс, 2000.

Акатуй


Акатуй! Акатуй!

Çĕрпе вăрлăхшăн туй —

Вăрлăхпа çĕр-ани

Вăхăтра пĕрлешни.

Хĕл каçа акаччен

Ĕçлĕ-хĕллĕ хресчен

Çураки вăхăтне

Парать чун хавалне.

Тырă-пулă акма,

Пурпала пурăнма

Вăл шутлать кунсерен

Çураки çитнĕрен.

Ешерсен тыр пĕрчи —

Акатуйăн калчи.

Хĕпĕртет çав хресчен

Чунĕпе чĕререн.

Çĕрпе вăрлăх калчи —

Акатуйăн ачи

Çĕкленет пĕвĕпе

Хумханса пучахпе.

Пуç таять хресчене

Акатуй хуçине.

Манманран çĕр ĕçне

Тата çăкăр хакне.

Савăн эсĕ, хресчен!

Юрла эсĕ, хресчен!

Акатуй сан, уяв...

Санăн чыс та мухтав.

■ Страницăсем: 1... 386 387 388 389 390 391 392 393 394 ... 796
 
1 Нукран вăрманĕсем — хĕвелтухăç енчи авалхи пысăк вăрмансем. Çак вăрмансенче вăрманти çутă асамçăсем пурăнаççĕ.