Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йĕрсем çухалмаççĕАвăн уйăхĕПирĕн çулталăкХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхАли-паттăрАтте пилĕМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..

Вĕçӳ


Вĕлтĕр те вĕлтĕр сар çулçă,

Шăппăн ӳкет çĕр питне.

Ăшă çу кунĕ ал сулчĕ

Тунсăхлăн-тунсăхлăн пит.

Кур: кĕркунне кĕрнеклĕн

Мăнаçланса утать.

Кайăк карти эрлеклĕн —

Инçе çула тухать.

Тăван-тăван кĕтесĕ,

Юлĕ вĕсемшĕн кунта.

Алă сулсамччĕ, эсĕ,

Лăпкăлăх тулĕ чунра.

Ăшă кунсем татах та

Килĕç кайăксемпе пĕрле.

Кăчăк туртĕ ката та

Çу çепĕç çилĕпеле.

Шухăшăмсем те вĕçеççĕ

Салху пусать чĕрене.

Шухăшăмсем — çĕтеççĕ,

Лайăх. Çапла хăш енне?

Мулкач


Эпĕ пĕрре ка[й]рăм вăрмана

Ахаль мар, лаша çитерме.

Лаша çипчен ансассăн,

Мал[ал]ла виççĕ ярса пуссассăн,

Пĕр йывăç тĕлĕнчен

Лаша хăшт! турĕ те

Мулкач вĕлт кăна тăвайчĕ,

Эпĕ пăхса кăна юлайтăм.

Каласан та çылăх мар,

Чăнк хăлхине тăратса,

Пĕр тапса сикет те

Ӳкет пичатăй1 та пĕр аршăн2.

Урхамах парни


Пĕр карчăкпа старик пурăннă. Вĕсен Йăван ятлă ывăл пулнă. Çак Йăван питĕ хăвăрт ӳснĕ, питĕ çӳллĕ, тĕреклĕ, кăвак куçлă каччă пулса тăнă.

Пĕрре çапла Йăван çырма хĕрне пит-куçне çума анать. Пăхать çӳлелле — темĕскер так-так тутарать, çĕрелле пăхать — çӳлтен кĕрĕслетсе тем ӳкет.

— Кам унта& Эсрел-и эсĕ& Хăвăртрах сас пар, — тет Йăван.

— Тук-тук, ку эпĕ, тăхран, — тет çӳлти сасă. — Йывăç хупписен айĕнчи хуртсене кăларса çиетĕп, так! тутаратăп та йывăçа сиплетĕп, вăрман тухтăрĕ эп — улатакка.

— Çук, ĕненместĕп. Эсĕ кун пек мĕн пур йывăçа хăртатăн, — тет Йăван тӳрре тухса. — Шыв та типсе ларĕ, ӳсентăран тĕнчи те пĕтĕ. Ĕненместĕп, ĕненместĕп...

— Хăвăн кăмăлу, — тет те улатакка тепĕр еннелле вĕçсе каять.

Йăван çаплах улатакка еннелле тилмĕрет. Татах так-так! туни илтĕнет.

— Мĕнле хитре мар кайăк, кĕпи ула-чăла, сăмси шĕвĕр, пачах та ман пек хитре мар, — тет Йăван шыв çийĕнче хăй мĕлкине пăхса. — Эпĕ мĕнле илемлĕ каччă-ă-ă! Куçăм улăхри утмăлтурат пек, тутам пиçсе çитнĕ çырла пек...

Унччен те пулмасть, Йăван хăй умне темĕнле çăмха чăштăртатса тухнине курать. Хăйне пăхса савăнса тăракан Йăван чутах шыва кĕрсе ӳкмест. Йăван çăмхана тĕксе пăхать — хускалмасть, ни чĕрĕ, ни вилĕ — утмасть, пӳрнипе тĕллет кăна — шăрпăк тăрăнтарать.

Малалла

Акатуй уявĕ


Ачак ялĕнче

Акатуй паян.

Çаврăнса пăхсан

Тĕлĕнен каян.

Кам-ши çук кунта?

Мĕн-ши çук кунта?

Халăх тăп тулли...

Тĕрлĕ япали.

Мĕн илес? —

Йăлт пур:

Пыр та тытса кур.

Туянас тесен —

Туянма пулать.

Илесех тесен

Ал çапас пулать.

Хаклă? Йӳнĕ-ши? —

Пĕлме май çук халь.

Ирĕк сут-илӳ

Илекен сахал.

Кĕсье тĕп яка

Укçа-тенкĕ çук.

Укçине тума

Йывăр-ăçти çук.

Таврари ялсем

Хаклă уявра.

Çитнĕ тăвансем

Пурте хăнана,

Шăна пек сĕрлеç

Сăра ĕçнĕрен

Шавласа кĕрлеç

Туйăм çитнĕрен.

Юрă шăранать,

Кĕвĕ янăрать.

Акатуй юрлать,

Чăваш савăнать.

Эпиграммăсем


Рыбкин Улатимĕре

Такмак-сăвă ал парать.

Пулмасан кондицире

Вăрăм Палюк хăтарать.

 

«Сэниель сăввисенче

Пăтранчăк, теç, шухăшсем».

Хăй калать: «Шыв çĕпринче

Шултра пулĕç пуллисем».

 

Çыркалать Кипеч роман.

Çитеймеççĕ-çке пиçсе.

Вăл васкать ятне пама

Роман-халап е эссе.

 

«Ан вăрла, теç, çынăнне».

М.Захаров пурпĕрех

Селезневăн Мерченне

Тăкаклать хăйĕн пекех.

 

«Асамат кĕперĕ» урлă

Каçрĕ «Çул пĕрре» тесе,

«Кĕтмен утăм» Вутлан турĕ

«Вăрттăн юрату» кĕтсе.

 

«Тымар» ячĕ те Чаржов,

«Хунав» тухрĕ хыççăнах.

Кĕç сас пачĕ «Шăнкăрав».

Янтăринччĕ хытăрах!

 

Карягина шеп çырать.

Киленетĕп сăввипе.

«Тинĕс пăшăлтатăвне»

Вăйлатасчĕ хумсемпе.

 

Ăсан Уçăпĕ вăр-вар

Сунарсем çинчен çырать.

Чулкаçа çитме пăт тар

Çимеллине хăй манать.

Кам вилĕмсĕрлĕхшĕн?


Пин çул шуса иртĕ...

Нарспи Сетнерне

Пĕртте улталамĕ

Нихçан, ĕмĕрне.

 

Пин çул шуса иртĕ...

Хастарлăхĕпе

Айтар ун-кун çӳрĕ

Пăрьен çилĕ пĕк.

 

Пин çул шуса иртĕ...

Чипер Аннана

Илемĕшĕн ырлĕç

Çынсем яланах.

 

Пин çул шуса иртĕ...

Лапшу Çтаппанне

Кам манĕ? Вăл ăнлă,

Чее пулниле...

 

Пин çул шуса иртĕ...

Кĕллук мучипе

Курса пуплес тейĕç

Çынсем пинĕпе.

 

Пин çул шуса иртĕ...

Праски инкене

Курас текен пулĕ

Хаваслишĕнех.

 

Пин çул шуса иртĕ...

Энтри Аптраман

Чăваш ятне çĕртмĕ

Ниçта та нихçан.

 

Кам вĕçсĕр пурнасшăн?

Ан ман вăй хума:

Çыравçă хайлавĕн

Геройĕ пулма!

«Çӳл тӳпере çĕн çăлтăрсем çутатăп...»


Çӳл тӳпере çĕн çăлтăрсем çутатăп —

Тата та çутă пултăр тĕнчере.

Çĕн юрă хыççăн юрă эп хыватăп,

Тата хаваслă пултăр чĕрере.

 

Анчах та темшĕн, темшĕн сӳнтереççĕ

Эп тупнă тӳпери çăлтăрсене:

«Илтмен, курман, пĕлмен ку юрра», — теççĕ

Çынсем эп юрлакан юрăсене.

 

Эп пурпĕрех çĕн çăлтăрсем çутатăп

Тӳпе илемленет, хитреленет.

Эп пурпĕрех çĕн юрăсем хыватăп,

Хаваслăх тĕнчене вĕсемпеле килет.

Тĕлĕкри урхамах


Юлташĕсемпе пĕрле кунĕпе тенĕ пекех тăвайккинче айкашрĕ вăл. Малтан пĕр-пĕрне юрпа пемелле вылярĕç, унтан ял конюшнийĕн картишĕнчен вĕр çĕнĕ çуна туртса тухрĕ çамрăк йыш. Ялти чи чăнкă тăвайккинчен ярăнма пуçларĕç. Эх вăхăчĕ, мĕншĕн васкать-ши тата! Ачасем айĕнчи çуна пекех: пĕр тапратса ярсан чарма та çук ăна! Тавралăх çутă кун пĕркенчĕкне каç вителĕхĕпе ылмаштарчĕ. Ачасем те вара килелле васкарĕç.

Тăвайккинчен ярăннă чухнех хăйне япăх туя пуçларĕ вăл. Пĕр хушă куç та хуралса килчĕ. Хаваслă юлташĕсене систерес мар тесе пăрăнса тăчĕ. Вăйă-кулă тыткăнне лекнĕ тантăшĕсем вăл ушкăнтан уйрăлнине асăрхамарĕç те. Тен ку лайăх та пулĕ. Сывлăхĕ хавшак пулин те, чунĕпе ачалла мар çирĕп вăл. Анчах мĕн ку! Мĕншĕн урасем итлемеççĕ, тĕнче çаврăна-а-а-ать!

Пĕтĕм кĕлеткене темле ăнлантарса памалла мар канлĕх сырса илчĕ. Ăçта вăл! Ача анлă хирпе пырать иккен: кайăксем юрлаççĕ, унччен нихçан курман чечексем куçа йăмăхтараççĕ. Мĕнле кайăксем, мĕнле чечексем! Халĕ хĕлле-çке!

«Çук, кунта хĕлле пулмасть», — хуравларĕ çав тери лăпкă, çав вăхăтрах янăравлă сасă. Çак сасă пĕр тĕлтен мар, хупăрласа тăракан таврăлăхăн кашни енĕнчен илтĕннĕ пек туйăнчĕ ăна. «Кам кунта?», — хăранипе тĕлĕннине çĕнтерсе ыйтрĕ ача. Хирĕç чĕнекен пулмарĕ. Пĕр хушă тавралăх шăпланчĕ: сасартăк таçтан çавраçил килсе кĕчĕ. Хăраса ӳкнĕ ача питне икĕ аллипе хупласа кукленсе ларчĕ. Çутçанталăк умĕнче вăйсăррине туйса упранса юлас терĕ-ши!

Малалла

Хусах


Пĕринче Кăсăя

Чĕннĕ-мĕн хăнана

Уйăпа, Чакака,

Çерçие, Чанана.

 

Хăнăсем валли кăшт

Тунă-мĕн вăл сăра.

Сыпнă май чĕлхесем

Вылянĕç уçăрах.

 

«Санăн, кум, — тет Чана, —

Авланма тивет пуль?

Хăш-пĕр чух, тен, пĕччен

Эс тăкатăн куççуль?»

 

«Авланмашкăн пулать —

Илме çук никама», —

Ӳкĕнет Кăсăя,

Кĕç пуçлать макăрма.

 

«Илĕттĕм, Шăнкăрча, —

Тет хуçа, — вăл инке.

Шăпчăка илме çук —

Ытла чаплă пике.

 

Чĕкеçпе калаçма

Кирлĕ çепĕç чĕлхе.

Вĕршĕн е Шăкăлчи —

Ытлашши вĕчĕлхе»...

 

Сăлтавсем кăсăя

Тек шырать те шырать.

Тиркешсе пурăнсах

Хусаха вăл юлать.

Кӳренекен чул


Çырмара выртать

Питĕ пысăк чул:

— «Пурăнап кунта

Эп, — тет, — шăп пин çул.

Шутламаç тума

Ман юбилее, —

Чул хыт кӳренет. —

Ав, çынсем епле!»

■ Страницăсем: 1... 387 388 389 390 391 392 393 394 395 ... 796
 
1 Пичатăй — тăршшĕ виçи, чалăш (тăршшĕ 2,1 м).
2 Аршăн — тăршшĕ виçи (0,7 м).