Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çил-тăвăлТом Сойер темтепĕр курса çӳрениЮрату ҫӑлкуҫӗИрĕк çилТаркăнКулăш кустăрмиЧапшăн пурăнмастпăр

Арçын çуначĕ — урхамах


Таван ялта лаша витине аркатса, вутă туса, кăмакара çунтарма валеçрĕç.

Хальхи вăхатра ялта пĕр лаша та çук.

28 раштав 1981 çуд

(Аркану пуçланнă вăхăт)

 

Мĕскер кĕтет халь лашана,

Тăван ялта ку вăхăтра?

Лаша та, урапа-çуна

Пачах та тухрĕç халь шутран.

 

Пĕтерчĕç мĕскĕн чĕрчуна

Тăван ялта манса Турра.

Çунать халь урапа-çуна

Вут-çулăмпа кăмакара.

 

Халь черетре лаша вити,

Йĕри-тавралăхри карти.

Ăна та аркатакансем

Пăсса туртаççĕ кунсерен.

 

Хресчен тĕрек — кӳлен лаша.

Мĕн авалтан çапла пулса

Ялта параççĕ йăлт аша

Лашайăн йăхĕнчен кулса.

 

Раштав, 1981.

Шăна шăпи


Кĕтесре шăна темчченех сĕрлерĕ,

Эрешмен ăна карталать тирпейлĕ.

Пӳлĕмре шур хута варалатăп,

Тыткăнри шăнапа калаçатăп:

 

Шăна, шăна,

Пулас терĕн-им хăна?

Парас терĕн-им чунна?

Ĕçтерсе эс хăв юнна

Чыс тăватăн тăшманна.

Тыткăнри шăна кĕтесрен мана хирĕç:

— Пĕлетĕн-и, сăвăç, ăна эпĕ тивĕç,

Шур хута эс пĕр майлă варалатăн,

Ку хутра ман çинчен те çыратăн.

 

Нумай-нумай

Емсе эп выльăх юнне

Шеллемесĕр ӳт-тирне.

Хам лекрĕм халь тыткăна. —

Илет эрешмен чуна.

 

Тыткăнри шăнана эп хуравларăм:

— Сан ятпа шур хута вараларăм.

Пурне Турă виçе виçсе панă,

Çапла çав çут Тĕнче аталаннă.

 

Шăна, шăна,

Ан кӳрен эс мана

Тата хăв шăпуна.

Пĕлетĕн эс ун тивеçне —

Вăл парне эрешмене.

 

Çапла çынсем те юн ĕçеççĕ çынсенне...

Пĕлмесĕрех ĕçессине хăйсен юнне.

 

Ака, 2000.

Тус тупрăм


Эпĕ ку таранччен пирĕн хушамат ăçтан пулса кайнипе интересленмен. Мана хамăн хушамат килĕшет: ни ытлашши вăрăм мар, ни кулăшла мар. Юлташсем хушаматран тăрăхламаççĕ.

Асаттерен: «Пирĕн хушамат ăçтан пулса кайнă-ши?» — тесе ыйтрăм. Вăл та пĕлсех каймасть иккен: «Пирĕн ратнере лашасене çав тери юратакан çын пулнă пулас», — терĕ.

Асатте хăй те лашасене юратать.

— Ĕлĕк ялта кашни çемье лаша усратчĕ, ĕлĕк ялта лашасăр пурнăç малалла кайман, — тет вăл.

Асатте пире хăйĕн йывăр ачалăхĕ пирки каласа парать. Вăрçă пуçланнă чухне вăл пилĕк çулта кăна пулнă. Унăн ашшĕне вăрçа тухса кайма повестка панă. Амăшĕ макăрма пуçлать: «Ах, сансăр епле юлăпăр-ши?» — тет. Ашшĕ ăна лăплантарса: «Маншăн ан хуйхăрăр, сывах таврăнăп», — тет. Асатте амăшĕ ашшĕне валли аякри çула ăсатма кутамкка çĕлесе ларнине ас тăвать. Ашшĕне амăшĕ лашапа ăсатса янă. Асатте вăл темиçе кун хушши куççульне шăлнине астăвать.

— Станци шавлать: салтаксем юрлаççĕ: япалапа çăкăр улăштараççĕ, вакунсенче виçшер-тăватшар лаша, вĕсене пăхсан куççуль тухать, лашисем те çынна курсан шăр-ри кĕçенсе яраççĕ, ăçтан-ха чăтăн йĕмесĕр?

Малалла

Пĕр персе — виç мулкача


«Асатте» тесе чĕнетчĕç

Николай Дедушкина.

Пур çĕрте те хисеплетчĕç

Пултаруллăшăн ăна.

 

Пултарулăхĕ чăнах та

Унăн пулнă пĕчĕк мар.

Вăл паман ăна пачах та

Ĕç тумасăр пăчăхма.

 

Вăл тишкернĕ чăвашсенĕн

Çĕн литературине.

Уйрăмах хĕрсе тĕпченĕ

Вăрçă вăхăтĕнчине.

 

Çырнă хăвăрт диссертаци

Вăрçă тапхăрĕ çинчен.

Филологи кандидачĕ

Ятне илнĕ çийĕнчех.

 

Çав ĕçпех ăна ертейнĕ

Литераторсен ретне.

Çавăнпах вăш-ваш кĕртейнĕ

Союз председательне.

 

Пĕр персех епле пултарнă

Тытма виçĕ мулкача.

Ун пеккишĕн халь, мăнтарăн,

Ăмсанма тивет анчах.

Анне çырăвĕ


Эп илтĕм çыру паян аннерен

Çыру çырманран, ăна эпĕ кĕтмен.

Анне ватă çын, çырать кулянса,

Чĕнет вăл киле чунĕпе хурланса.

 

Çырать: пӳрт тулли ачасемччĕ пулса,

Пĕртте шутламанччĕ пĕччен юласса.

Пĕччен çĕр каçма та хăрушă мана,

Ялта тӳлек çуккă, хăруш самана.

 

Мăнукăм — хĕр Оля вилни шăп пĕр çул

Çитет... килмелле... такăр пултăрччĕ çул.

Пĕччен мана йывăр, укçийĕ те çук,

Аш-пăшĕ те пĕтрĕ, тип çăвĕ те çук.

 

Темме пенсине те памаç вăхăтра,

Парсан вăхăтра — туяттăм пурра.

Çук — шухăш тăрать пĕрмай пуçăмра:

Шутлатăп, йĕретĕп — куççуль куçăмра.

 

Çерукăм-мăнукăм пурнать Палтайра...

Шкула вăл çӳрет... Çил-тăманлă уйра,

Уй урлă каçма хăруш ачана,

Çампа килте çук вăл, шанапчĕ ăна.

 

Пулсан, çаврака пĕр утă тюкне

Леçсе парсам эсĕ, утти çитменне...

Хĕл хырăмĕ пысăк, çăтать пуррине,

Çуккишĕн шутлатăн, тухсаçсăн вĕçне.

 

Çампек çыру илтĕм паян аннерен,

Вуларăм ăна эп килсессĕн ĕçрен.

Малалла

Юратнă пиччене


Медицина наукисен докторе ятне илне ячĕпе

 

Анне ĕçне...

Ун ĕç çулне

Эс килĕштертĕн пĕр çулне.

Çав вăхăтра ăс-тăн тĕнчи

Сана чĕнсе кăларчĕ-ши?

Вĕрентĕн çирĕм çул ытла:

Çӳрерĕн вунпĕр çул шкула,

Çич çул шăп мединститута,

Аспирантурăра тата

Вĕрентĕн эc анне ĕçне

Пĕлме тĕпрен чир-чĕр мĕнне.

Сыв мар çынна асап чиртен

Эс сывататăн кунсерен.

Сыватрăн эсĕ сахал мар...

Gурне те чĕнтĕн сывалма.

Тĕпчерĕн сусăр чир мĕнне

Пĕлме пуçламăш айăпне.

Тĕпчев ĕçпе ырми-канми

Ĕçлетĕн эс... вăл ĕç манми —

Сан пурнăç çулĕнчи тĕллев.

Чапа кăларчĕ çав тĕпчев

Сана, сан пурнăçăн çулне

Юратнăран анне ĕçне.

 

Авăн, 1989.

«Эпир те ватăлса пыратпăр...»


В.Т. Анишина

 

Эпир те ватăлса пыратпăр,

Çулсем вĕçеççĕ кайăк пек.

Çапах та пурнăçа саватпăр

Вунсаккăрти яш каччă пек.

 

Кăнтăралла вĕçет караппăл,

Те çак кĕр сиввинчен тарса.

Ун пек тармастпăр хăпăл-хапăл

Нимле ĕçрен те хăраса.

 

Атте-анне пире вĕрентнĕ

Кашни ĕçе чунтан тума,

Ĕç хăй санран хăратăр, тенĕ,

Вĕрентнĕ çыншăн тăрăшма.

 

Тăван çĕршывшăн тăрăшатпăр.

Чуна та чĕрене парса.

Пире те савасса шанатпăр,

Çĕршывăмăр, çакна курса.

 

Ан тив, чылай чухне ан курччăр

Хăш-пĕрисем ĕçĕмĕре.

Çынсем кăна телейлĕ пулччăр,

Вара телей çитет пире.

 

Эппин, ватăлнине пăхмастпăр,

Пуласлăха пĕрле курса.

Татах та çĕнĕ ĕç пуçлатпăр —

Тăван çĕршывшăн тăрăшса.

 

27.08.2006.

Çунатлă урхамах


Аслă вăрман çумĕнчи пĕр пысăках мар ялта ăста лашаçă пурăннă. Унăн чи юратнă лаши Çăлтăр ятлă пулнă. Пĕррехинче вăрă-хурахсем çак лаша хуçине вĕлерсе хăварнă. Çăлтăр хăйĕн хуçишĕн питĕ-питĕ тунсăхланă: ниçта вырăн тупайман, апат та çимен, улăха та тухман, кунĕпе лаша витинче канăçсăррăн тăпăртатса тăнă. Хĕвел анса каç пулсан çеç вăл урама тухса уткаласа çӳренĕ, ырă кăмăллă хуçине асаилнĕ, икĕ куçĕнчен куççулĕ юха-юха аннă.

Çăлтăра çутçанталăк нихăш енчен те кӳрентермен, вăл вăрăм ураллă, çутă та яп-яка хура ӳтлĕ, пуçĕ çинче шап-шурă тĕслĕ çăлтăр евĕр паллă пулнă. Çавна пулах ĕнтĕ ăна Çăлтăр ят панă.

Пĕр каçхине уçăлса кĕнĕ хыççăн тĕлĕрсе çеç каять Çăлтăр — темĕнле чуна пăлхатакан сасăсем илтет. Сиксе тăрать те витерен урамалла чупса тухать. Пăхать — ялалла тĕлĕнтермĕш салтаксем тапăнса килеççĕ. Çăлтăр нумай шутласа тăмасть — вăрманалла тапса сикет. Хура вăрманта вăл ассăн сывлакаласа, пăшăрханса-кулянса çĕр каçкалать. Ирхине асăрханса яла таврăнать. Тепĕр инкек! Салтаксем яла тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса янă. Çыннисем ăçта-ши? Лаша пуçне усса тĕлли-паллисĕр уткалама пуçлать. Сасартăк ун умне ăмăрт кайăк вĕçсе килсе ларать. «Эсĕ кам пулатăн?» — ыйтать Çăлтăр. «Мана ăслă ăмăрт кайăк теççĕ. Эсĕ мĕншĕн салху пулнине эпĕ пĕлетĕп. Эсĕ пурăнакан ял çыннисене тĕлĕнтермĕш салтаксем хăйсен патшалăхне илсе кайнă. Эсĕ вара пĕр-пĕччен тăрса юлнă. Халĕ санăн, хăвăн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хуçу пек ырă кăмăллăскерĕн, ял çыннисене тĕлĕнтермĕш салтаксенчен хăтарас килет, вĕсене каялла юратнă çĕр-шывне тавăрас килет», — тет пурне те курса-пĕлсе тăракан ăмăрт кайăк.

Малалла

Аннене


Анне 40 çул ытла çынсен сывлăхне сыхласа, вĕсене сыватса ĕçлерĕ.

 

Тав сана, тăван анне,

Ырлăх куртăмăр санне —

Хăв çимесĕр хăш чухне

Çитерсе ачусене.

 

Тав сана, тăван анне,

Юрату сан кашнине:

Хĕвел пек ăшшăн пăхса

Кунĕн-çĕрĕн йăпатса.

 

Тав сана, тăван анне,

Çук манма каланине:

Ăшă-çутă Хĕвелре,

Ырă — хаксăр аннере.

 

Тав сана, тăван анне,

Çитĕннĕ ачусене

Эс пăхан сăпкари пек,

Хăв шыран пирте тĕрек.

 

Тав сана, тăван анне,

Пирĕншĕн эс чăн парне.

Çакă çутă Тенчере

Пĕр — Хĕвел, анне — пĕрре.

 

Тав сана, тăван анне,

Вăхăт иртрĕ. Сив çилпе

Евĕр тайăлнă пӳпе

Парăнмастăн чир-чĕре.

 

Тав сана, тăван анне,

Хăв çуратнă «чĕпсене»

Эс вĕçтертĕн инçете

Сывлăх, ăнăç пиллесе.

 

Тав сана, тăван анне,

Ачусен ачисене

Халь кĕтетĕн эс киле

Хаклă аттепе пĕрле.

Малалла

Псевдоним вăррисем


Эп вăтăрмĕш çулсенче

Пракка Сатур çырнине

Тек вулаттăм киленсе.

Шеп хайлатчĕ сăввине.

 

Хунă вăрçăра пуçне

Лайăх сăвă хайлакан.

Халĕ ун Псевдонимне

Тупăннă, ав, вăрлакан.

 

Намăс мар-и-ха вара

Никоноров сăвăçа?

Çынни пĕтнĕ вăрçăра —

Чапĕ ют çынна куçать.

 

Захаров хушаматли

Чĕр Сергейĕн Мерченне

Ярса илнĕ хăй валли,

Хапсăнса ют чепчене.

 

Вячеслав Кондратьева

Савгай теççĕ кăлăхах.

Григорий Ефимова

Çав çаратнă кăнтăрлах.

■ Страницăсем: 1... 385 386 387 388 389 390 391 392 393 ... 796