Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ЙĕрсемТаркăнҪул юлташӗПĕчĕк патшалăхВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртСулпикепе Валĕм хунАслă халал

«Таса юратушăн çунать Чăваш çĕрĕ...»


Таса юратушăн çунать Чăваш çĕрĕ,

Таса Юратушăн çунать чăваш хĕрĕ.

Таса юратăвăн ытарлăхĕ тутă,

Таса юратăвăн пуласлăхĕ çутă.

 

Çавна ĕненсе туйра чăваш хĕрĕ

Алри пӳрнине тăхăнать ылтăн çĕрĕ.

Тăрать венчете таса юратушăн

Çыхать шăпине кун-çуллă ăрушăн.

 

Каччи ун ĕлккен, куç-пуçĕпе чĕрĕ:

Кĕпи улача, хĕр тĕрленĕрен тĕрĕ.

Вĕсен ăраскалĕнче çутă пуласлăх,

Таса юратушăн иленнĕ ачашлăх.

 

Таса юрату — юрату юратушăн:

Качча юрать хĕршĕн, хĕре юрать уншăн.

Атте-анне пилĕ, çӳлти Турăн пилĕ

Вĕсем патне çитĕ... вĕсем патне килĕ.

 

Телейлĕ. Сăваплă тĕнче уçăлатĕ,

Вăл хăйĕн артак асамне кăтартатĕ.

Ку вăрттăнчăк çутă, таса та ĕретлĕ,

Ун сăнĕ-сăпачĕ манми куç кĕретлĕ.

 

Таса юратушăн çунать Çутçанталăк,

Таса юратушăн çунать сывă халăх.

Таса юратушăн çунать Чăваш çĕрĕ,

Таса юратушăн çунать чăваш хĕрĕ.

«Хĕвел урхамахĕ Вуткайăк?..»


Хĕвел урхамахĕ Вуткайăк?

Ытла та маттур-çке паян.

Тӳпе тăрринче вăл пит лайăх

Чупать те чупать тухăçран.

 

Ăçта эс васкатăн, Вуткайăк?

Хĕвел кайсанах пулать каç.

Хĕвел тӳпере чухне лайăх,

Çынсем те чунтан савăнаç.

 

Каç сĕмлĕхĕпе кунта темшĕн

Килет куляну, хурлану,

Этем пурăнать пĕр илемшĕн,

Каç сĕмлĕхĕ, çук сан сăну.

 

Ман тепĕр хĕвел çуратасчĕ,

Этемлĕхшĕн пултăр парне,

Çĕрле тӳпене хăпартасчĕ,

Илем кӳтĕр вăл тĕнчене.

 

23.07.06.

Лашана пула çĕнĕ пурнăç


Çуллахи ăшă кун. Тӳпе янкăр тăрă. Тăрисем юрлаççĕ. Тăр-тăр-тăр… Тăр-тăри… Тикĕссĕн илтĕнет вĕсен хаваслă юрри. Тăри çӳлелле те çӳлелле хăпарчĕ, пĕчĕкленсе пырса пăнчă пек çеç тăрса юлчĕ. Кĕçех кунта хура тĕслĕ урхамах килсе çитрĕ, юрттипе чупса иртсе кайрĕ.

Вăл çав тери илемлĕ. Унăн хура çилхи хĕвел çинче çуталса çеç тăрать. Эпĕ ун хыççăн чупатăп. Часах хăваласа çитетĕп, пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса илетпĕр. Эх, мĕн тери аван-çке çак лашапа пĕрле чупма! Çӳлелле пăхатăн та — унта янкăр тӳпере хĕвел йăл кулса пăхать, айккинелле пăхсассăн йывăçсем кашласа ларнине куратăн… хыçалта… хыçала пăхас та килмест… Хăвăртлăха ӳстеретпĕр. Мĕнпур вăйран чупатпăр урхамахпа пĕрле. Акă эпĕ ывăнса та çитрĕм. Чиперкке лаша çине утлантăм. Питĕ хĕпĕртерĕм вара. Лашана чĕлпĕр вĕçĕпе çапкаласа хăваларăм, малалла çил пек вĕçтертĕмĕр…

— Урине, шкула каймалла, тăр! — вăратрĕ чипер çывăракан ачана амăшĕ.

— Эх, мĕншĕн кунĕпе çвăрма май çук-ши?... тĕлĕксем курса выртма… Анне, анне, эпĕ паян çап-çутă хура лашана тĕлĕкре куртăм.

— Хура лаша тетĕн-и?

— Аха, хуп-хура, тикĕт пек хура!..

Малалла

Икĕ чĕпĕ


Чăх чĕппи пĕрре тĕл пулнă

Кăвакал чĕппипеле.

Çĕнĕ тус шыва кĕç чăмнă,

Сикнĕ — чăх чĕппи пĕрле.

 

«Ай, путатăп!» — янтăратнă

Ăссăр чĕп шĕмпĕлтетсе.

Тусĕ çăлнă та ятланă:

«Тек ан ту пĕлмен ĕçе».

Шăпчăк


Шăпчăка хуçи каланă;

— Читлĕхе эс ма сивлен?

Ман валли юрла, тăванăм.

Парăп çимĕç эп куллен.

 

Хирĕçленĕ хăвăрт кайăк:

— Ирĕкре пур çынсене

Халаллатăп юррăма эп,

Хам тупатăп çимĕçне.

Тункатапа йывăç


— Йывăç, мĕншĕн эс кашлатăн,

Ма шавлатăн-ха сĕре?

Акă, эп шăпах ларатăп, —

Тенĕ Тунката пĕрре.

Вăл каппайнă куç кĕреттĕн

Мухтаса шăпăртлăхне.

— Чĕмсĕррӳпелех пĕтетĕн, —

Йывăç сулнă туратне.

Пыр ман пата, ан хăра


— Пыр ман пата, ан хăра, —

Чĕнчĕ кӳршĕ арăме. —

Хăй — командировкăра,

Эрнерен те таврăнмĕ.

 

Санăн та вĕт мăшăру

Кайнă ача çуратма.

Ним именсе ан тăр ху:

Чăрмав çуках тĕл пулма.

 

...Ун упăшки час-часах

Каять сутăç еккипе,

Хăй арăмне уйăрсах

Пурăнать çамрăккипе.

 

Çирĕп манăн кĕлетке,

Лайăхах тата çи-пуç.

Çавăнпа та чиперкке

Ман çине халь хыврĕ куç.

 

Ăмсанчăклăх йăлийĕ

Такамăн та пуртăрах:

Çын аллинчи куклийĕ —

Пысăкрах та тутлăрах.

 

Таврана карсан чаршав

Каяс терĕмех кӳрше.

Кăлармасăр пĕр шăв-шав

Ӳкрĕм ытамне кĕрсе.

 

Сĕтел тулли çимелли,

Сăра-эрех пур, паллах.

Астарать юрă-çемми —

Чăн-чăнахах шеп улах.

 

Çынсем çухăрашнипе

Часрах уçрăм эп куçа...

Çӳле йăтнă аллипе

Ман умра тăрать хуçа.

 

— Çапмаççĕ выртакана, —

Тетĕп эпĕ чĕтресе...

Пĕр труссипеле кăна

Малалла

Асамлă урхамах


Урине хура çӳçлĕ, хăмăр куçлă, лутра кĕлеткеллĕ, пукане пек илемлĕ, ырă, таса, уçă чунлă хĕрача. Вăл 13 çулта. Амăшĕпе иккĕшĕ пĕр пĕчĕк ялта пысăках мар пӳртре чухăнрах пурăнаççĕ. Амăшĕ ĕçе çӳрет, Урине шкулта вĕренет; амăшĕ укçа пухать, Урине ăс пухать. Час-часах укçа çитменнипе килте выçă ларма та тивет, çакна пăхмасăр вĕсем йывăрлăха лекнĕ çынсене, чĕрчунсене хăйсем патне пурăнма кĕртеççĕ, мĕн пуррипе хăналаççĕ. Анчах ырă çынсен лăпкă пурнăçĕнче те инкек-синкек пулса тухать.

Пĕррехинче Урине амăшĕ ĕçрен таврăнсан пуç хытă ыратнине, ĕслĕк пуçланнине туйрĕ, вырăн çине кĕрсе выртрĕ, Урине киличчен çывăрса та илчĕ. Ачи шкултан килсен апат ăшăтса пама тăрасшăн пулчĕ, анчах пуçĕ çаврăннипе тăраймарĕ. Урине амăшĕ сывă маррине пӳрте кĕрсенех сисрĕ. Яланах хаваслă кĕтсе илекен амăшĕ паян ытла та салху. Хĕр ача ырă мара сиссе часрах амăшĕ патне ыткăнчĕ.

— Анне, аннеçĕм, мĕн пулчĕ сана?

Амăшĕ шăппăн çеç хуравларĕ:

— Хĕрĕм, эсĕ ан кулян, пуç кăштах ыратать те, темех мар, эмел ĕçĕп те иртсе кайĕ. Мĕнле-ха капла çулла чирлесе ӳкрĕм, нихăçан та кун пек пулманччĕ-çке.

Малалла

Мĕскĕн шăнасем


Хĕл çывхарать,

Шăнтса тăрать пĕрмай.

Шăнасене те тыткалать

Ир-каç сивви самай.

 

Çапах хĕле хатĕрленме

Тăхтаççĕ мĕскĕнсем:

«Хушман-ха, — теççĕ, — ĕçлеме

Ку тĕлĕшпе халь аслă органсем».

 

Ак ӳкĕ кăпăш юр часах,

Шуратĕ çĕр питне.

Килмест-ха кăтарту çаплах

Шăна туссем патне.

 

Сивви мĕскĕнсене

Пĕр шелсĕр пăчăртать,

Ирпе е каçхине

Чăн хурлăх кăтартать.

Кун пек шăнсан çине-çинех,

Кăнса та выртăн ак кĕçех.

 

Пуçарулăх, пултарулăх

Кирлĕ кашнинех.

Унсăр ял кулли те пулăн

Шăнасем пекех.

«Астăватăп...»


Астăватăп: тырпул вырнă вăхăт...

Пичче кайрĕ тухса вĕренме.

Ир ăсатрĕ ăна пĕтĕм Сăкăт

Пил сунса: вĕренмешкĕн кĕме

Эп ачаччĕ ун чух — шухăшсăрчăк,

Ăнланман вĕренни кирлине.

Пулнă эп пĕчĕк арăш сулланчăк

Ăнланма пĕлменскер: çук мĕнне.

Астăватăп, аннеçĕм каларĕ

Пиччене тухас умĕн çула:

«Çăмăл пурăнăç саншăн пулмарĕ,

Йывăр пулĕ татах малалла.

Хула пурнăç ял пурнăçĕ мар вăл,

Кашни утăм укçа-тенкĕрен.

Вĕренсе çын пулсассăн, ачамăм,

Эс ан ман Сăкăтри кил çинчен».

Пичче кайрĕ те эп тăрса юлтăм

Тĕршĕнсе аннен пĕвĕ çумне.

Вăрахччен эп ăна алă султăм,

Вăл çухалчĕ куçран ял хыçне,

Вăхăт иртрĕ... Çулсем юхса кайрĕç

Пăчанар шывĕпе хумханса...

Вăхăт çитрĕ: çулсем ман пуç тайрĕç

Вĕренӳн чыслăхне ăнланса.

Астăватăп: тырпул вырнă вăхăт...

Тухса кайрăм эп те вĕренме.

Ир ăсатрĕ мана пĕтĕм Сăкăт

Пил сунса: вĕренмешкĕн кĕме.

Пăлханса ман анне тăрса юлчĕ

Тутăрне куççульпе йĕпетсе.

Уйрăлма аннерен йывăр пулчĕ,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 389 390 391 392 393 394 395 396 397 ... 796