Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеСар ачапа сарă хĕрЫтла та вăрттăн юратуСана ҫырма сӑмах ҫитетВăрман ачисемЙĕрсем çухалмаççĕХум пӑшӑлтатӑвӗ

«Чечняра юн юхать...»


Чечняра юн юхать,

Чечняра чун тухать.

Вĕлереççĕ пире,

Вĕлереççĕ пире.

 

Сыхлама Çĕр чысне

Кĕтĕм вăрçă вутне —

Йывăр-çке чĕрене,

Йывăр-çке чĕрене.

 

Канăç çук кун та каç,

Пуç йăтма юрамасть.

Лектереç çамкаран,

Лектереç çамкаран.

 

Мĕн чул çамрăк салтак

Шăтнăран тĕк пăртак

Хучĕç-çке пуçсене,

Хучĕç-çке пуçсене.

 

Эпĕ хам та вутра,

Чечняри тамăкра

Çунтăм икĕ хӳтчен,

Çунтăм икĕ хутчен.

 

Пултăм эп сахал мар,

Вилĕмпе юнашар,

Анчах юлтăм тăрса,

Анчах юлтăм тăрса.

 

01.02.1997.

Çулăм пулмасть тĕтĕмсĕр


— Çулăм пулмасть тĕтĕмсĕр, —

Теççĕ пурнăçран илсе.

Çакна пĕлĕрех эсир

Ман такмака итлесе.

 

Вунулттăрах пуçларăм

Каччăпала çӳреме.

Темшĕн вара ман хырăм

Тапранчĕ-ха кӳпчеме.

 

Аттепе анне вăрçаç —

Эсĕ тăр чăтса кăна.

Тантăшсем манран кулаç:

— Çапла кирлĕ, — теç, — ăна.

 

Çамрăк кĕрĕм хаваслăн

Юрлать-ташлать урамра.

Манăн ача тухасшăн

Тапаçланать хырăмра.

 

Пĕлместĕп каччă ăçта

Çӳретех манран тарса.

Улталама пит ăста...

Ларап куççуль юхтарса.

 

— Чавса çывăх — çыртма çук, —

Тенĕ ĕлĕк-авалрах.

Пуçа нуша лекнĕ чух

Унтан тухма май пурах.

 

Çитĕнтерĕп ачана,

Вĕрентетĕп омона,

— Тупса кил, — теп, — аçуна...

Тăна кĕртме ăнмана.

 

Пĕтеретĕп такмака

Пĕлеп: мана ятлатăр.

Калап сире ак тата:

Сăмсăр çине карт лартăр.

Асамат


Илемпи паян ир-ирех тăчĕ. Пит-куçне çурĕ. Сĕтел çинче ларакан сĕте ĕçрĕ. Унтан тулалла тухас тесе алăк уçма тытăнчĕ кăна - ун патне Мăркка чупса пычĕ.

Мăркка. Мăр-р-р! Мăр-р-р! (Илемпин уринчен сĕртĕнсе) Илемпи, васкасах ан кай. Манпа выляма мантăн-им? Эпĕ санăн тусу-çке. Эсĕ вара тухса кайма хыпаланатăн.

Илемпи. (кушака ачашласа) Выляма, выльăп-ха. Манăн вара, Мăркка, вăхăт çук çав. Ман тус эсĕ кăна мар. Ыттисем патне те каймалла. Вĕсем кĕтеймеççĕ, сана вара кăштах кĕтнĕшĕн нимĕн те пулмасть.

Мăркка. (çилленннĕ пек туса) Вăт... Ялан эс, Илемпи, çапла. Манпа калаçса та тăмастăн, тӳрех ыттисем патне васкатăн.

Илемпи. Ан кулян, Мăркка. Ман çине ан çиллен. Сан пата хăвăртрах килес тесен нумай калаçса тăмалли çук, ĕçе хăвăрт вĕçлетĕп те сан пата таврăнатăп. (Мăрккана Илемпи чашăка сĕт ярса парать) Акă сана валли сĕт. Эпĕ каям (кăшт тăхтасан). Ĕçех сĕтне.

Илемпи кил картине тухать. Унта курăк çинче тăсăлса выртнă Кампура курать.

Кампур. (Илемпине курсан сиксе тăрать) Салам, Илемпи! Ĕçсем мĕнлерех? Аванах-и? Ирех тăнă эсĕ паян. Ặçта васкатăн?

Малалла

«Кăвайт çунать кĕрхи каçран шикленнĕн...»


Кăвайт çунать кĕрхи каçран шикленнĕн,

Пĕрре вăйсăрланса, тепре вăйне пухса.

Çут çăлтăрсем, ăна пулăшас тенĕн,

Çĕр çинелле пăхаç куçне чарса.

 

Çап-çарамас вăрман ларать пит хурлăн,

Шăнаççĕ йывăçсем те çак кĕрхи каçра.

Тен, çавăнпа кăвайт патне тем ыйтнăн

Пуçне усса, тăсаç пĕр кĕвĕллĕ юрра.

 

Шиклентерет чун-чĕрене çак сĕмлĕх,

Çунсам, çунсам, кавайтăм, вăйлăрах!...

Эс ялкăш чух тарса каять пек шиклĕх,

Килес хĕвеллĕ кун та асăмрах.

Чечняра пуç хунă ентешсене


Хĕвел анчĕ те пытанчĕ

Сăр вăрман хыçне.

Каçхи кӳлем шăппăн анчĕ

Урак ял çине.

Алăксем хупса шăпланчĕ

Кун ĕшеннĕ ял.

Хăй çути яла саланчĕ

Кантăкра чăл-чал.

Пĕр килте хăй çутăлмарĕ

Тĕттĕм кантăксем:

Ку килте халь тăлăх арăм -

Тăлăх ачисем.

Чечняра пуç хунă ашшĕ

Вăрçă хирĕнче.

Вилнĕ хут-хыпар таврашĕ

Амăш аллинче.

Макăрать, йĕрет пур саслă

Хуйхă çитнĕ кил.

(Хуйхă чикĕсĕр те анлă...

Вăхăтсăр ан кил)

— Эх, атте, атте, аттеçĕм,

Мĕншĕн пĕтрĕн эс? —

Кала-ха мана, аннеçĕм,

Манăн та пĕлес, —

Тет чĕрçи çинчи ачийĕ

Амăшне тĕртсе. —

Чарăн-ха, анне, йĕмешкĕн,

Тек ан лар йĕрсе.

Атте пек пулатăп паттăр

Сыхлăп Çĕр чысне,

Хам атте ятне ямасăр

Тăсăи ун ĕçне.

 

Çурçĕр иртрĕ... уйăх анчĕ

Сăр вăрман хыçне.

Урак ялĕ те лăпланчĕ

Путрĕ ыйхăшне.

 

21.9.2000.

«Палтайри вăтам шкул...»


Тăван шкул 140 çул тултарнă кун

 

Палтайри вăтам шкул,

Эс ялан сывă пул!

Эс вĕрентрĕн мана

Ăс пухма ăс-тăна.

 

Палтайри вăтам шкул,

Çĕр те хĕрĕхмĕш çул

Пурнăç сан пуçланни

Çут ĕçе тытăнни.

 

Палтайри вăтам шкул,

Паян санăн Мăнкун.

Паян санăн уяв —

Пархатарлăх, чыс, тав.

 

Палтайри вăтам шкул,

Тертлĕ пулчĕ кун-çул.

Анчах пур вăхăтра

Пултăн эс ман çумра.

 

Палтайри вăтам шкул,

Куçăмра ман куççуль...

Асăмра юрату —

Пирвайхи ырату.

 

Палтайри вăтам шкул,

Хума кăрпăч та чул

Эс вĕрентрĕн пире

Вĕренӳллĕ ĕçре.

 

Палтайри вăтам шкул,

Уçса патăн эс çул.

Каччăпа хĕрсене

Малалла вĕренме.

 

Палтайри вăтам шкул,

Пурнăçран эс ан юл.

Пур малти пĕлĕве

Кĕрт çутĕç ĕç-хĕлне.

 

Палтайри вăтам шкул!

Тав сана! Сывă юл!

Паянхи тĕлпулу

Малалла

«Çуркунне...»


Ваçли Кĕçтукне

Çуралнăранпа 110 çул çитнĕ ячĕпе

 

Çуркунне... çу уйăх кунне

Эсĕ килтĕн çак Çут Тĕнчене.

Çурхи чĕр калча пек ешерсе

Пуç кăлартăн çилпе чӳхенсе.

 

Çул çитсен паллама саспалли

Сан аттӳ — тиек ывăль Ваçли

Сана ячĕ шкула вĕренме.

«Вĕрен, — терĕ, — шкулта, ăс илме.»

 

Пĕтерсен ял пуçламăш шкулне

Çитнĕ эс аттӳн йăмăк патне.

Плепейре эс вĕрентĕн пĕр çул,

Пĕр çултан... Чĕмпĕрти чăваш шкул.

 

Сана йышăннă пиллĕх сунса,

Пынă эс пĕлӳпе çуталса.

Вĕрентӳçĕ ятне илнĕрен

Хăв вĕрентрĕн унта чĕререн.

 

Чĕмпĕрти вĕри яшлăх çулсем:

Савăк савăнăç курнă кунсем.

Çухату та эс тӳсне унта,

Ыр телей те эс туйнă чунпа.

 

Ах, анчах та кун-çул самани

Тӳр чунна санне çирĕ манми.

Чăтаймарăн эс пусмăр пуçне

Хирĕç тăтăн пӳлме ун çулне.

 

Ирттермерĕн ахаль çут куна,

Çыртăн-çыртăн парса хăв чунна:

Малалла

Виçĕ тус


Пурăннă тет пĕр ялта хытă чунлă хресчен. Унăн лаша пулнă. Хăй лашине ним çук çĕрте хĕненĕ, йывăр ĕç тутарнă. Лаши хуçинчен йăлăхса çитет те тухса тарма шутлать. Çапла вара вăл пĕр тĕттĕм, çумăрлă каç тухса каять. Вăйлă çумăр çунă, аслати авăтнă, çиçĕм çиçнĕ, лаша пыракан çулĕ çеç типĕ пулнă.

Часах лаша вăрмана çитет. Кунта питĕ тĕттĕм, пĕр çутă та курăнман. Çӳресен-çӳесен вăл темле пӳрт патне пырса çитет. Чӳречерен çеç шаккарĕ çеç — алăкран тухрĕç те. Лаша алăк çывăхне пычĕ, ун умĕнче ĕне тăра парать. Малтан пĕр-пĕрне сывлăх сунчĕç, кайран лаша хăй кунта мĕн пиркие лекнине каласа пачĕ. Ĕне ăна пӳрте илсе кĕчĕ. Кунта веçех тирпейлĕ, ăшă, кăмăллă. Сĕтел хушшине ларсан ĕне хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Унăн та пурнăçĕ çăмăл пулман иккен.

Пĕчĕк чухне ăна улăхран ялти усал çынсем вăрласа кайнă. Малтан ăна ачашланă, юратнă. Кайран вара, ӳссе çитсен, йывăр пахча ĕçĕсене тутарнă. Ĕнен сĕчĕ анма пăрахнипе ăна час-часах чăпăркка та лекнĕ. Вара вăл кун пек пурнăçа чăтаймасăр вăрмана тарса килнĕ. Кунта ăна пӳрт тума вăрманти чĕрчунсем пулăшнă. Халĕ ĕнепе лаша пĕр-пĕрин çинчен пĕтĕмпех пĕлеççĕ ĕнтĕ.

Малалла

Така


Пĕр кăтрашка Така

Туслашрĕ Тилĕпе:

«Хӳри ун йăпшака», —

Тет хĕпĕртенипе.

 

Така килĕштерет

Хĕрлишĕн те çав Тилле,

Часах ăна чĕнет:

«Атя, — тет, — ман киле».

 

Кăтрашкапа Хĕрли

Пурнаççĕ кăшт кăна,

Йăлăхтарать Тилли

Ăс-пуçсăр Такана.

 

Ыйтать вăл уйăрма

Суеçĕ Тилĕрен:

«Май çук, — тет, — пурăнма:

Шав улталать иккен».

 

Юлташесем чунтан

Калаççĕ ухмаха:

«Эс ху Така пулсан,

Качча ил Сурăха».

Кавăнпа пиçен


Пиçен кĕрет пĕр ешĕл пахчана,

Курать те Кавăна:

«Пурнăçласамччĕ, — тет, — эп ыйтнине,

Шеллеччĕ мĕскĕн Пиçене.

Çынсем мана хăртасшăн.

 

Хăтарччĕ вилĕмрен, тархасшăн.

Епле хитре те сарлака сан çулçусем!

Вĕсемпеле мана хӳтĕлесем». —

Вăл лăпсăр-лапсăр Кавăна

Тăван пек йăлăнать.

 

Хĕрхенчĕ Кавăн Пиçене:

«Хӳтĕлесем çавна, — теейрĕ çулçине. —

Вăл та ӳсентăран вĕт.

Кунта ăна çум çумлакан хăратмĕ».

 

Ӳсет Пиçен

Ыр тусĕ хӳттинче.

Анчах туймасть-çке лешĕ-мурĕ:

Ун çумĕнче — киревсĕр курăк.

Кунран кунах

Вăл хавшатать хăйне çăлакана.

■ Страницăсем: 1... 391 392 393 394 395 396 397 398 399 ... 796