Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем...Кулăш кустăрмиЫлханлă хура çĕмĕртЮрату йĕтесĕТантăшсемТанатаКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнеке

«Каллех аякри сăрт енче...»


Каллех аякри сăрт енче

Çурхи чечексем ешереççĕ.

Каллех кăн-кăвак çуттĕнче,

Вĕçсе тăрнасем, ав, килеççĕ.

 

Савса вĕсене Çĕр-анне

«Килсемĕр часрах!» — тет хавассăн.

Васкаççĕ пурте хăй килне,

Часрах çĕн йăва çавăрасшăн.

 

Тăван халăхпа, туссемпе

Çурхи тĕнчепе савăнатпăр.

Çурхи кайăксем хăйсемпе

Телей илсе килĕç — шанатпăр.

Асамлăх тĕнчи


Пĕр ялта пĕр çемье пурăннă. Часах вĕсен пĕчĕк ача çуралнă. Сашук ят панă вăл арçын ачана.

Сашук çитĕнсен ашшĕ ăна хитре те мăнаçлă лаша илсе панă.

Пĕр ирхине Сашук лашапа ярăнма шут тытрĕ. Утланса ларчĕ те, лаша çил пек малалла вĕçтерчĕ. Пĕр чарăнмасăр ыткăнса пырса палламан çĕре лекнине те сисмен.

Ку вырăнта (те хула, те ял) питĕ илемлĕ вара! Машинăсем ярăнмаççĕ, вĕçеççĕ! Йывăçсем тӳп-тӳрĕ тăма пĕлмеççĕ, выляса-кулса, çавăрăнса-пĕтĕрĕнсе тăраççĕ! Сашука кунта питĕ килĕшрĕ. Анчах вăл çакăнта мăн кăмăллă та усал тухатмăш пике пурăннине пĕлмерĕ. Пике машинăсене, йывăçсене, хăш-пĕр чĕрчунсене тухатланă.

Сашук шăнкăрав сасси илтрĕ. Каччă çаврăнчĕ те пĕр хĕре курчĕ. «Мĕне пĕлтерет-ши ку?» — шухăшларĕ çамрăк çын. Хĕр ун патĕнче чарăнса тăчĕ. Каччă ытараймасăр пике çине пăхрĕ. Вăл çак хĕр тухатмăш пулнине пĕлеймерĕ.

— Салам, эсĕ кам пулатăн? — ыйтрĕ пике.

— Эпĕ Саша.

— Санăн хырăму та выçнă пуль. Эсĕ мĕн çиме юрататăн?

— Эпĕ… Эпĕ... Манăн чăнах та хырăм выçрĕ. Эпĕ мармелад çиме юрататăп.

— Юрĕ.

Хĕр аллипе сулчĕ кăна — каччă умĕнче пĕр турилкке мармелад курăнса кайрĕ. Сашук мармелада çисе ярсанах пуçĕ çаврăннине туйрĕ. Хĕр ахăлтатса кулса ячĕ те куçран çухалчĕ.

Малалла

Упа меслечĕ


Специалистсене вăр-варрăн

Ĕç-панă çăмламас Упа.

Пурне те сĕннĕ ăс, мăнтарăн,

Хăй пĕлнĕ пек, ыр кăмăлпа,

 

— Кара-Кумра аптраççĕ сансăр,

Унта кай, — тенĕ Шапана.

Ват Тĕвене ним шутламасăр

Ăсатнă вăл лачакана.

 

Слона хăюллăн çул кăтартнă

Сив Çурçĕр тинĕсĕ енне.

Кита тип çĕр çине кăларнă,

Вăрман пилленĕ Тюлене.

 

Вăл Ăмăрткайăка васкатнă

Вĕç-хĕрсĕр Çĕпĕр тайгине.

Текерлĕке кайма хут панă

Кавказ сăрт-тăвĕсем çине.

 

Халь Утаман урса çӳрет, тет,

Дипломлисемшĕн тарăхса:

Лешсем çав ĕçсенче пĕрре те

Курман-мĕн кирлĕ ĕç туса.

 

Май килмессе кам ăнланмасть-тăр

Ĕç пулмасан профессипе,

Çапах хăш-пĕр администратор

Ĕçлĕт Упа меслечĕпе.

Ăслă лаша


Чупса пырать çулпала,

Кăн-кăвак хитре лаша.

Ун çинче ларать Ваççа

«Хăвăртрах!» — тет вăл кулса.

 

Лаша чупрĕ васкаса,

Анса кайрĕ çырмана.

Кутне йăтрĕ çулелле,

Ваççа укрĕ çĕрелле.

 

— Ай, ай, ай, — терĕ Ваççа, —

Ыраттартăм урана.

Лаша чикрĕ халь пуçне

Вăл хĕрхенчĕ хуçине.

 

Ним тума аптранипе,

Лаша выртрĕ çĕр çине.

Лартрĕ савнă хуçине

Хăйĕн çурăмĕ çине.

 

Вĕсем тухрĕç çул çине

Акă çитрĕç кил тĕлне.

Кĕтсе илчĕ вĕсене,

Вунă çулхи Марине.

 

Чей ĕçтерчĕ Ваççана

Сĕлĕ пачĕ лашана.

Лаша кĕчĕ сарайне

Çисе ячĕ сĕллине.

Хĕвеле хăтарни


Эп çыратăп çак сăвва

Чун-чĕререн савăнса.

Ыр кăмăла мухтаса

Шухăшсем шăрçаланаç сăвва

 

Те аякра, те çывăхра

Пурăннă ырă халăх.

Çут тĕнче саккунĕсене

Пурнăçланă яланах.

 

Вĕсем нуша курма çуралман,

Пĕлмен вăл мĕн иккене,

Выçлăх курма ĕçлемен,

Выçса курман ĕмĕрне.

 

Çапла иртеç ĕмĕрсем,

Çапла пурнаç этемсем.

Шав иртеççĕ вăхăтсем,

Пурăнаççĕ туслăхра вĕсем.

 

Анчах çитет пĕр самантра

Инкек кĕтмен-çĕртен пырса.

Самант тем пулчĕ тĕнчене

Хупларĕ вупăр хĕвеле.

 

Никам ăнланман мĕн пулнине,

Мĕн пуласса та пĕлмен малалла

Мĕн чул кăна сăмах тухман-ши?

Мĕн таранччен пуçа ватман-ши?

 

Чылай шухăшласан кăна

Пĕр шухăш шухă çамрăка

Пырса кĕчĕ васкаса

Ват çынран канаш ыйтма..

 

Ват çын пуплерĕ вĕрентсе:

— «Хĕвел çухалнă тетĕр, — çухалман, —

Ăна Вупăр текен усал

Илсе кайнă хăй тĕнчине

 

Пурнать çав Вупăр аякра

Малалла

Чунри ăнтăлу


Шухăшсем пит инçе вĕçтереççĕ

Урхамaх пек мала ыткăнса,

Тăван ял тыткăнне пит васкаççĕ

Ĕмĕтри шанăçа тавăрса.

 

Тăван енĕм, ытла аякра эс,

Пурăнатăп санран инçетре.

Шухăшлатăп куллен сан çинчен эп,

Яланхи ырату чĕрере.

 

Эс васка, ĕмĕтри урхамахăм,

Çитерсемччĕ Уйкасăм ялне.

Анне пилĕ ыйтать çамрăк чунăм

Лăплантарччĕ чĕрем çуннине.

 

Ак каллех шухăшран эп вăрантам,

Çук, манмарăм этем тивĕçне.

Умăмра тăван кил, ман кĕтесĕм

Ыткăнатап анне ытамне.

Çăлтăрсен тĕнчинче


Тăнăç çĕр çинче, илемлĕ тавралăхра пурăнатпăр эпир — çынсем. Темĕн те пур çынна пурăнма… Çутçанталăкĕ те питĕ илемлĕ. Анчах та эпир таçта аякра-аякра, тĕнче хĕрринче Çăлтăрсен тĕнчи пурри çинчен шутламастпăр та. Унта вара Çĕр чăмăрĕнчен те илемлĕрех, çутăрах. Пурăнма та ирĕклĕрех, çăмăлтарах. Пурăнаççĕ вара унта… Камсем тесе шутлатăр? Çук, çынсем мар. Илемлĕ, шурă, çунатлă лашасем. Питĕ пуян пурăнаççĕ вĕсем. Вĕсен пуянлăхĕ — çăлтăрсем. Каçсерен çак урхамахсем таврари пĕтĕм çăлтăра çутса çĕр çине пăхса лараççĕ. «Çав Çĕр çинче кам та пулин пурăнать-ши?» — теççĕ... Çав лашасем питĕ ырă, пĕр-пĕрне усал тăвас мар, пĕрне пĕри пулăшас тесе пурнаççĕ…» — вĕçлерĕ юмахне Матĕрне инке Куçук мăнукĕ çине ачашшăн пăхса. Итлеме питĕ хавас пулчĕ Куçук ку юмаха, анчах та ыйхă пусса илчĕ ăна. Матĕрне инке çывăрса кайнă Куçук çине ăшшăн пăхса илчĕ те пӳлĕмри çутта сӳнтерсе хăй пӳлĕмне тухрĕ…

Куçук тутлă ыйхăра… Акă Çăлтăрсен тĕнчи. Унта вара шап-шурă, çунатлă лашасем. Куçук çав лашасем патне пычĕ, анчах шăпах çав вăхăтра аслати кĕмсĕртетни илтĕнчĕ. Куçук хăранипе вăранса кайрĕ. Пӳлĕмри çутта çутса ячĕ те… Ах! Мĕн курать вăл! Ун умĕнче асламăшĕ каласа панă юмахри пек, хăй тĕлĕкре курнă шап-шурă, йăлтăр-йăлтăр çутатакан, илемлĕ çунатлă лаша тăра парать. Куçук çак илемлĕ лашана курсан малтанах çухалса кайрĕ, калаçайми пулчĕ. Чĕлхи çĕтрĕ тейĕн. Майĕпен вăл хăйне алла илчĕ те шăппăн сăмах хушрĕ:

Малалла

Шур лаша


Сик-сик, лаша, сик, лаша,

Çилхӳ вĕçсе тăмалла,

Ĕçне ĕçлер, тупата,

çын тĕлĕнсе тăмалла.

 

Шурă лаша харт сикет,

харт сикет,

вăрманалла вĕçтерет,

вĕçтерет.

 

Вăрманта тип вут нумай.

вут нумай.

Каяс хăрăк пуçтарма,

Пуçтарма.

 

Тип вутта касса пуçтартăм,

Эх, пуçтартăм.

Ăшă пӳрт çинчен шутларăм.

Эх, шутларăм.

 

Киле каяр вутăпа, вутăпа,

Чунри тулли кăмалпа, кăмăлпа,

Йывăр пулмĕ-ши сана,

Шур лаша, шур лаша?

 

Янавара хĕрхенеп, хĕрхенеп

Йывăрришĕн шикленеп.

— Эсĕ, тусăм, Шур лаша,

Туртайратни ку лава?

 

Акă лаша кĕçенет

Киле кайма хатĕр тет

Пуçне ухса пĕлтерет:

Киле часрах вĕçтерер!

 

Тапăртатса ташласа,

Сиккипеле ыткăнса

Килсе çитрĕмĕр яла

Вутă тулли лавпала.

Ваттисен асăрхавĕсем


Чипер хĕр кĕпи çумне

Çыпçăннă сап-сарă çип.

— Упăшки, — тет, Укçине, —

Пулĕ унăн сарă çын.

 

Уçă кантăк умĕнче

Аля алшăлли тĕрлет.

Çерçи кĕчĕ вăрр! вĕçсе.

Ун каччи çапла килет.

 

Апата чĕнсен Ваçук

Ларчĕ сĕтел кĕтесне.

— Авланаймăн çичĕ çул, —

Терĕ Вера пиччĕшне.

 

Куçкĕски çине пăхать

Пилĕк хĕр пĕр харăсах.

— Вăрçса кайăр, — тет Улька, —

Эсĕр пĕр качча савса.

 

Кĕпе-йĕм çăвать Наççа,

Шывне питĕ тăккалать.

— Хыт ан сирпĕт, — тет Ваççа, —

Мăшăру ĕçкĕç пулать.

 

Апат çисен Хветура

Алпа шăлчĕ сĕтеле.

— Кукша пулĕ, ах-турах,

Упăшку сан, — тет Илле.

Лаша


Хура лаша юрттарать,

Инçе çула вăл васкать,

Пирĕн пек вĕтĕр-шакăра

Яр(ă)нтарма хыпаланать.

 

Лаши хытă чуптарать,

Хыçлă çуни хыт шăвать.

Çитес çĕре вăл васкать,

Çитсен чунăм савăнать.

 

Эх, катаччи те катаччи!

Кĕсье тулли икерчи

Çăварнире ярăнни

Ĕмĕр асра юлтăр-и?

■ Страницăсем: 1... 395 396 397 398 399 400 401 402 403 ... 796