Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ИлемИлле ТăхтиПограничниксемЙĕрсемĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеВӗре ҫӗленҪул пуҫламӑшӗ

Сан пуласлăхна куратăп…


Шур çилхеллĕ урхамахăм

Темĕскер пит кукалет.

Тĕлĕнсе эп пăхса тăтăм.

Вăл çырать, темскер чĕрет…

 

Пуçне ухрĕ те çухалчĕ,

Шурă пĕлĕт пулчĕ тем…

Урхамахăм, сан пĕлесчĕ,

Çав тери мана кичем.

 

Сăмахсем вула пуçларăм:

«Тусăм, лайăх эс вĕрен…»

Вĕриленчĕ ман çан-çурăм:

Урхамах пиллет иккен.

 

Малалла татах вулатăп:

«Нихăçан та ан ӳркен…

Сан пуласлăхна куратăп.

Пулăн эс вĕрентекен…»

 

Вĕренесчĕ, тăрăшасчĕ,

Ятăм юлĕ халăхра.

Çынсене ман пулăшасчĕ

Ал парса йывăрлăхра.

Урхамахсем тăраç тапăртатса


«Усĕнсех пырать вăй-халăм.

Хăратмасть умри тумхах:

Юланутçă та эп халĕ,

Урхамахĕ те хамах…» —

темшĕн пĕр юрăри çак йĕркесем аса килеççĕ мана. Ахальтен мар-тăр. Чăн та, шутласа пăхсан, çын пуçлă лашасем, кентаврсем, ытахальтен пулман пулĕ. Авалхи Эллада халапĕсенче те, чăвашсен «Улăп» эпосĕнче те урхамахсем тĕп вырăнта тăраççĕ. Чăвашсем вара чĕлхесĕр янаварсене «лашасене» ĕнтĕ, этемпех танлаштарнă, сума сунă. Халĕ те, реактивлă хăвăртлăх тапхăрĕнче автомашинăсене лаша вăйĕпе виçеççĕ. Юрий Айдаш поэт лашасене «гражданин» ят парасси пирки те сăвă çырнăччĕ. Н.И Ашмарин пухса хатĕрленĕ 17 томлă словарĕнче те утсен хатĕр-хĕтĕрĕ çинчен кăна нумай-нумай страница уйăрнă. Сāмахран, чĕме, чĕмек, шепешкеллĕ çуна… Шел пулин те, халĕ çак хитре те чăн чăвашла сăмахсем илтĕнсех каймаççĕ.

Астăватăп-ха, кукамай халапне. Пĕр чухăн каччă Нарпи ятлă пуян хĕре çав тери хытă юратнă, тет. «Нар» — хĕрлĕ, хĕвел; «пи» — пике пĕлтерĕшлĕскер, чăн та, хĕвел пекех хитре те хӳхĕм, селĕм те япшар пулнă. Эртиван та, савни пекех, сарлака хулпуççиллĕ, яштака пӳ-силлĕ йĕкĕт ялти чи маттур та патвар каччă шутланнă. Анчах пуян Нарпин ашшĕ-амăшĕ чухăн Эртивана сивленĕ, икĕ юратнă чуна пĕрлешме чарнă. Константин Ивановăн «Нарспи» поэмăри евĕрлех. Паллах ку халапра паянхи пурнăç витĕмĕ те пур. Лашасене трактор-комбайнпа ылмаштарни кăна мар, халиччен палламан-пĕлмен «турилккесем» те.

Малалла

Ху шăпунтан тараймăн эс...


Илтетĕп хăш чухне:

«Шăпа... Иртеймĕн хăвăн шăпунтан».

Шăпан хуçи вара кам-ха?

Çавна пĕлесчĕ халĕ ман.

 

Шăпан хуçи вăл хăй — Шăпа.

Çакна ăнлантăм халĕ çсç.

Тарсассăн та чупа-чупа —

Ху шăпунтан тараймăн эс.

 

Шухăшлатăп хăш чухне:

«Мĕн туса пурнатăп Çĕр çинче?»

Ăна пĕр Турă çеç пĕлет.

Иртеймĕн Турă çырнинчен.

«Чĕрем хĕвел пулса тăрсассăн...»


Чĕрем хĕвел пулса тăрсассăн

сăвăсем ман пулĕччĕç шевле.

Паян вара вĕсем —

черченкĕ туйăмлă чĕтрев...

Ман туйăма çутас тесессĕн хăвăншăн, йĕрле

Эс тимлĕн. Ун чухне çех пулмĕ сан

пĕр туйăмсăр ӳпкев.

«Мана асра ан тытăр, тусăмсем...»


Мана асра ан тытăр, тусăмсем,

Эп сирĕн шавлă ушкăна

Хаваслăх кӳреймерĕм.

Пĕрре салхун кулса кăтартрĕ те Илем,

Текех эп тунсăхсăр

Пĕрре те çӳремерĕм.

Шалти çутта сăнанăскер, тен, эп

Куна каçран, каçран куна

Уйăраймарăм.

Паян кунччен килессине кĕтеп.

Анчах çырнине-çке

Тупаймарăм.

Çавах мана ан манăр, тусăмсем,

Манас пулсассăн та

Пĕрре те кӳренместĕп.

Пĕрресалхун кулса кăтартрĕ те Илем,

Текех эп тунсăхсăр

Пĕрре те çӳрейместĕп.

Тапăртатса тăрать тур лаши…


Тапăртатса тăрать тур лаши…

Мĕншĕн тапăртатать урхамах?

Пурнăçĕ ытла та хурлă-ши?

Е кĕтет ăна телей çăтмах?

 

Е шиклентереççĕ çав ута

«НЛО» текен «турилккесем»?

Çавăнпа вăл çуйлă çĕр хута,

Тĕк тăмаççĕ унăн урисем?

 

Тен, вĕçсе каясшăн вĕсемпе

Хурлăхлă хуркайăк çулĕпе?

Тен, хăйĕн асамлă ăсĕпе

Пегас пек вĕçесшĕн çĕрĕпе?

 

Тапăртатса тăрать çилçунат,

Тен, кĕтет ăна инçет-кĕтрет?...

Урапа е çил-çуна пулсан

Пур «НЛОран» та вăл иртет!

Асамат


— И-ха-ха-а! — тесе кĕçĕнет те кĕçĕнет урхамах. Темĕн каласшăн вăл Серкуçа, малти урисемпе кукалет, пуçне сулла-сулла илет. Тин çунă юр пек шурă тĕслĕ вăл. Çилхи яка та вăрăм, пĕр-пĕр асамçăн сухалне асаилтерет. Куçĕсем янкăр кăвак тӳпе тĕслĕ, çутă таса. Кĕлетки çаврака, шăмшакĕ палăрмасть. Мĕн ку?! Урхамахăн ангел пек суначĕсем те пур.

— Кай, кай ман умран, — шикленсе çăварне уçрĕ Серкуç, аллисемпе сулкалашса илчĕ. Шурă урхамах кăшт айккинелле вĕçсе кайрĕ те чарăнчĕ. «Ан хăвала мана. Эпĕ сана малашне çул кăтартса пырăп», — çын пек калаçма пуçланă тĕлĕнмелле чĕрчун.

— Манăн пурнăçри пуласлăх пирки пĕлетĕн–ши эс?

— Çапла, ут ман хыççăн.

Урхамах ăна килĕшӳллĕ пысăк та капмар çурт патне илсе çитернĕ. Серкуç тĕлĕннипе аллисемпе икĕ пĕççине çапа-çапа илнĕ.

— Ай-ай, питĕ чаплă кермен-çке ку, — хăй хĕпĕртенине пытарайман каччă.

— Çакăнта пурăнма пуçлатăн эсĕ малашне. Эпĕ вара сана пулăшса пырăп, — тенĕ урхамах.

— Усалли урхамахпа, ырри ырханпа, тенĕ ваттисем. Эсĕ мана таçта, тĕрмене кĕртсе ярасшăн мар пулĕ те, — утма пуçласан чарăнса тăнă Серкуç.

Малалла

Абай çĕршывĕнче


Кунта ман ĕмĕтĕм пит чĕнчĕ,

Пăхатăп тавралла вут-хĕмлĕ куçăмпа.

Эй, савнă çеçенхир, пуласлăх çĕнчĕ,

Эс ирĕкре, туслаш пуласлăхпа.

 

Абай çĕршывĕ тулăх та илемлĕ,

Кунта юрлаççĕ ирĕклĕх çинчен.

Эс, маттур çын çуратнă çĕр, техемлĕ,

Мана та хĕмлентер хĕвел шевлипелен.

Ăçта-ши, эсĕ, ăраскалăм?


Ачалăх иртрĕ пит васкавлăн,

Ак ватлăх куçăм умĕнче...

Ăçта-ши, эсĕ, ăраскалăм?

Е унсăр çакă çут тĕнче...

 

Манаймăн тайлăк картана,

Атте ăна тӳрлетнине.

Çемье ӳссе пырсан ялан

Хушатчĕ çĕнĕ пӳлĕмне.

 

Кĕпи çанни чавса таран:

Анне чуста çăрать ирпе.

Пире тӳшек çинчен тăрсан

Сăйлатчĕ ăш икерчĕпе.

 

Пулла çӳреттĕм эп çулла,

Курăк çулаттăм улăхра.

Кĕрпе васкаттăм вăрмана

Çырла, кăмпа эп пуçтарма.

 

Куçа хупсассăн çывăрма

Умран хĕл кунĕ çухалать.

Сĕве мăнаçлăн курăнать,

Ун хĕррипе хăмăш кашлать.

Ĕмĕрхи юрату


Сарă хĕвел сивĕнсе лăплансассăн,

Сивĕ пăр пек ир енне çутатасан,

Сивĕ хĕл кунĕ çулла алхасассăн —

Хăйăр çине сивĕ юр тăкăнсан,

Вĕçсĕр инкек çитейсе ахăрсассăн,

Вилĕм çулсан та çынна ураран

Пĕлĕп ялан — эсĕ пурпĕр шанатăн,

Пĕлĕп ялан — эсĕ пурпĕр саван.

 

Пĕтĕм чăн тус тăшмана тухайсассăн,

Виçĕ пуса хумасан чунăма,

Эп çĕр çыртса тупа тăвăп юлташшăн —

Эпĕ ĕненĕп ялан тусăма.

Эпĕ хутаçлă пулсан ыйткаланчăк,

Юр юрласан та тухнишĕн юртан:

Пĕлĕп ялан — эсĕ пурпĕр шанатăн,

Пĕлĕп ялан — эсĕ пурпĕр саван.

 

Пĕтĕм инçет çăлтăрсем сӳнейсессĕн,

Шывсăр юлсассăн мĕнпур океан,

Пурпĕр çăлма кая юлнă тесессĕн —

Çакă тĕнче тусан пулĕ пулсан,

Шелсĕр вут-хĕм ыйтамне Çĕр путсассăн,

Çĕрĕн пĕр ячĕ юлайрĕ пулсан:

Пĕлĕп — чĕрӳ сан манпа çеç пуласшăн,

Пĕлĕп ялан — эсĕ пурпĕр саван.

 

Эп пирĕшти пулайса вĕçсĕр шырăп,

Тупăп чăн вырăн пĕрле пурăнма,

Чун-чĕрепе пĕр эп саншăн кĕл тăвăп

Сан чĕр çине хурайса пуçăма.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 397 398 399 400 401 402 403 404 405 ... 796