Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Куçа-куçăнЙӳçĕ кулăЮманлăхра çапла пулнăҪул пуҫламӑшӗСӳнми хĕлхемÇич çунатлă куракШевле çути

«Çут мерченлĕ тӳперен...»


Çут мерченлĕ тӳперен

Çăлтăр çумăрĕ çăвать.

Ăшшăн чуптуса питрен

Савнă тус мана савать.

 

Уйăх-кимĕ кӳлĕре,

Акăш евĕр çăвăнать.

Юратсам хĕрӳллĕрех,

Савнă тусăм, эс мана.

 

Ытакла-ха хытăрах

Шăм-шака çемçетмелле.

Манăн ытамра тăрах

Лăпкăн, шуçăм киличчен.

 

Ярапаллă хурăнсем —

Шупăр уртнă пикесем —

Ал çупаççĕ пикенсех,

Капăн, ташлама чĕнсе.

 

Тӳперен пĕр вĕçĕмех

Çăлтăр çумăрĕ çăвать.

Çук сăлтавĕ кĕвĕçме, —

Тусăм çав-çавах савать.

Чĕвĕлпи ĕмĕчĕ


Çĕр çинче пĕр пĕчĕк Çутçĕр ятлă хулара Чĕвĕлпи ятлă хĕрача пурăннă. Вăл питĕ хаваслă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, анчах пĕчĕкренех сусăр пулнă. Унăн пĕр ури тепринчен кĕскерех пулнă. Çавна пула вăл хăй тантăшĕсемпе пĕрле выляса çӳреймен. Тус-юлташĕсем чупса, выляса çӳренине хуйхăрса пăхса ларнă. Унăн ĕмĕчĕ — хăвăртрах сываласси.

Пĕр каçхине Чĕвĕлпи тĕлĕк тĕлленнĕ. Вăл илемлĕ те асамлă вăрманта çӳренĕ. Кунта йывăçсем те, чечексем те питĕ хăйне евĕр пулнă. Вĕсем тĕрлĕ тĕслĕн çиçсе çуннă. Хурăнăн симĕс тĕсĕ йăлтăртатса тăнă, пилешĕн хĕрлĕ тĕсĕ куçа йăмăхтарнă. Чечексем çинчен каламалли те çук. Ку Чĕвĕлпине питĕ тĕлĕнтернĕ, çав вăхăтрах питĕ килĕшсе кайнă. Тĕлĕнмелли малалла пулнă-ха. Ара кунти йывăç-курăк, чечексем калаçма пултарнă. Ку çеç-и? Кунти чĕрчунсем те калаçаççĕ иккен! Чĕвĕлпи пурне те сывлăх сунса асамлă вăрман тăрăх малалла утнă. Кĕçех вăл тĕлĕнмелле юханшыв патне çитсе тăнă. Ак тамаша! Юханшыв пĕрре çутă кăвак тĕспе, тепре кĕрен тĕспе çуталса выртнă. Чĕвĕлпи ларса канма шутланă. Вăл ӳсентăрансен калаçăвне илтнĕ. Кĕçех юханшыв хĕррипе Çӳреçи ятлă асамçă иртсе каймалла иккен. Вăл ку вырăнта вăхăтран вăхăта пулать иккен. Чĕвĕлпин ăна питĕ курас килсе кайнă, мĕншĕн тесен унччен нихăçан та курман пулнă.

Малалла

Туйăм вăранăвĕ


1

Чунра шур çеçкесен пушарĕ

Çунса вут-туйăма куçсан,

Ăнлантăм эп: ачалăх кайрĕ —

Унта чăн юрату пулман...

 

2

Шур мăкăньсем те çурăлнă иккен —

Черченкĕ çеçкесем сараççĕ.

Лăпканă вăрттăн вĕсене ирччен

Ачашлăхпа çуталнă çăлтăр каçĕ.

 

Чечек çинче хуллен сывлать мерчен —

Салху тупен ирхи куççулĕ,

Выртать инçе — каçран чечен ирччен

Аташнă чунăн çăлтăрланнă çулĕ.

 

Шур мăкăньсем те çурăлнă иккен...

Ман чун пăчăртанать-çке темшĕн.

Вăл тунсăхлать ачашлăхпа чечен

Чечексенчен черченкĕрех илемшĕн...

 

3

Хăрăмланса хуралчĕ халь анчах

Вуншар тĕспе хĕмленнĕ хĕвеланăç.

Кĕрен тĕспе çунатчĕ-ха çапах

Теме кĕтсе сӳнмесĕр юлнă шанăç.

 

Килмерĕ каялла çухалнă канăç,

Çӳрерĕ çулсăр, вăрттăн сукмакпах.

Ман чунăма хускатнă хĕр-асамăç,

Сана шырарĕ вăл тахçантанпах.

«Килмерĕн...»


Килмерĕн.

Сăмăх панине тытаймарăн.

Тупа тунине те эс мантăн.

Килмерĕн.

Ала çăлтăр пек çунаймарăн,

Тупа тунине те эс мантăн.

 

Килмерĕн.

Çапах сан сăнна эп манмарăм.

Тупа тунине асрах тытрăм.

Килмерĕн.

Сана юратса çунса кайрăм,

Тупа тунине асрах тытрăм.

 

Килмерĕн.

Çапах та сана ятламастăп.

Сана манаймастăп, саватăп.

Килмерĕн.

Çапах та сана эп манмастăп,

Саватăп, саватăп, саватăп...

Сап-сарă ылттăн


Ман алăра — пучах, сап-сарă ылттăн,

Ăна çуратнă çĕр çинче хĕвел кулли.

Тути епле! Хăмлалла, тутлă, пыллă,

Вăл пур чухне пӳртре ман пурлăх туп-тулли.

 

Сап-сар пучах — ман ĕç, ман ĕмĕт, пурлăх,

Ман савăнăç, телей те тар такни.

Эп тар тăкса, пуласлăха йăлт курнă,

Тăван, курсам, сая каймарĕ тăрăшни.

 

Сап-сарă ылттăна алла илетĕп,

Пĕлетĕп: вăл — ман ăраскал, шăпа.

Атте-анне вĕрентнине асаилетĕп:

«Çĕрĕçлекен пуян çак ылттăнпа...»

 

Сап-сарă ылттăн — пĕчĕкçĕ пĕр пĕрчĕ.

Ăна акса ӳстересси вăл çăмăл мар.

Хуллен-хуллен ӳсет сар ылттăн кĕрчĕ,

Юлмасть тулмасăр нимĕнле амбар.

 

Пĕçернĕ çăкăра алла илсессĕн,

Тăванăм, асаил эс хресчене.

Сана ман çăкăр чăн та килĕшсессĕн

Тав ту сар ылттăнпа тăван çĕр-аннене.

Юлташăм çинчен


Пĕррехинче аттепе

Кайрăм эпĕ пасара

Лаша туянма.

 

Тăрса тухнă речĕпе

Тур лаша, çӳрен тиха,

Пурлă ăйăр, чуптар ут.

 

Утрăм, утрăм суйласа.

Пĕри тепринчен паха.

Хăшне илес? Пĕлме çук.

 

Каллĕ-маллĕ шутларăм,

Чи чаплине суйларăм

Хам валли — çӳрен тиха.

 

Çӳрен тиха çилхине

Йĕс турапа турарăм,

Кăвак хăю çыхтартăм.

 

Кӳлтĕм эпĕ тихана,

Сикрĕм лартăм ун çине

Вĕçрĕм килелле.

 

Пĕрре çапла тусăмпа

Кайрам эпĕ вăрмана

Вутă-шанкă пуçтарма.

 

Ак тамаша! Мĕскер ку?

Тухрĕç тăчĕç пир(ĕ)н ума

Вунă кашаман.

 

Эп чĕтретĕп, хăратăп,

Ăçта тарас теетĕп.

Мĕн тумалла малалла?

 

Манăн тусăм хăрамарĕ,

Ниçта тарма шутламарĕ,

Хирĕç тăчĕ тăшмана.

 

Тăшман вăрçрĕ, туллашрĕ,

Анчах хаяр пулсан та

Пулчĕ тусăм вăйлăрах.

 

Çак кунран эпĕ ăнлантăм:

Санран лайăх тус та çук.

Тавах сана, юлташăм!

Ылтăн лаша — авалхи лаша


Шкултан таврăнсан эпĕ шкулти çи-пуçа улăштаратăп, апат çиетĕп, уроксем тăватăп. Çав кун кунĕ самаях ăшă тăратчĕ. Янкăр хĕвел пăхатчĕ, уяр кун тула тухма астаратчĕ. Уçăччĕ. Кĕрхи ырă çанталăкпа савăнса юлас тесе тула тухас терĕм. Нумай вăхăт çӳрерĕм. Хĕвел ыррăн пăхать, ăшă çил ярса мана ачашлать. Кĕр ешĕл хурăнсен çулçисене ылтăн тĕс парнеленĕ. Яштака илемлĕ хурăнсен çулçисем вĕçсе ташлаççĕ, лĕпĕш евĕр ман çине пырса лараççĕ, мана питрен ачашласа илсе умри çул çине ылтăн кавир сарса параççĕ. Ытла та ытарми хитре-çке кĕрхи йывăçсем, мĕн тĕрлĕ тĕс çук кунта! Тĕрлĕ йывăçсене пăхса киленсе тăтăм. Чипер. Кĕркунне вĕт...

Анкартинчен юнашар ял та лайăх курăнать. Пĕр кăкарнă лашана курах кайрăм. Аякра пулсан та вăл чиперри палăрать. Хитре утпа паллашас тесе эпĕ юнашар яла кайса килме шутларăм. Ялĕ юнашарах, ытлашши нумай утма кирлĕ те мар. Сисмерĕм те, лаша умне çитсе те тăтăм.

Ман умра ытармалла мар лаша пуçне ухса тăрать. Юнашарах тихи. Лашан кĕлетки те, хӳри те ылтăн, çамкинче кăна пĕр пĕчĕк шурă пăнчă. Тихи хура тĕслĕ: шурă урисене хуп-хура пăнчăсем илемлетеççĕ.

Вĕсем çине пăхса тăнă чух эпĕ хама тахçан кукамай каласа панă халапа асаилтĕм:

Малалла

«Кайрăм аслă вăрмана...»


Чупрăм антăм çырмана

Кĕпер хывнă пуль тесе...

Халăх юрри майлă

 

Кайрăм аслă вăрмана

Çырла вăхăчĕ тесе.

Уçланкăра çук çырли —

Симĕсси те хĕп-хĕрли.

 

Тухрăм аслă урама

Сар каччăпа паллашма.

Вăй саланчĕ тахçанах,

Тухни пулчĕ кăлăхах.

 

Ăйăр кӳлсе мăшăрпа

Каясшăнччĕ хăнана.

Пĕр лаша та хăварман,

Çунине те юсаман.

 

Çăка çулçи çаврака,

Мĕн каласа çырнă-ши?

Пĕччен çамрăк пуçăма

Шăпи çапла хушнă-ши?..

«Эп йăнăш утăм турăм çуркунне...»


Эп йăнăш утăм турăм çуркунне.

Мĕнпур кунçул ултавçă евĕр пулчĕ.

...Çапла, хĕлле пит сивĕ пулнине

Çулла кăна ăнланасси ман юлчĕ.

 

Ант турăм çавăн чух: хам пурнăçра

Кашни ĕçе тĕрĕслĕхпе виçмешкĕн.

Кулянмалла ан пултăр теп пуласлăхра

Чăнлăхпала суя мĕнне пĕлменĕн.

«Пит нумая пымарĕ тĕлпулу...»


Пит нумая пымарĕ тĕлпулу,

Палач пулса, ак, килчĕ уйрăлу.

Тĕлпулăва хăйсем çине лартса,

Вĕçтерчĕç акăшсем пит васкаса.

 

Эп çав кунран шутлатăп вăхăта,

Телей килмест текех халь ман пата.

Вырнаçрĕ пĕтĕм пурнăç çав кунра,

Мĕскер кĕтет мана пуласлăхра?..

■ Страницăсем: 1... 400 401 402 403 404 405 406 407 408 ... 796