Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ИлемХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхПирĕн çулталăкПурнӑҫ утравӗсемВăрман ачисемХĕрлĕ тюльпанТом Сойер темтепĕр курса çӳрени

«Халь тин сана тытса чармастăп...»


Халь тин сана тытса чармастăп,

Ан таврăн каялла кăна.

Сан хыçăнтан йĕрсе чупмастăп,

Эс пулнă вăхăтлăх хăна.

Пулмасть шав сивĕ, вĕçĕм юр,

Хĕл хыççăн çитĕ ăшă çур.

Çилçунат


Пурăннă тет пулнă тет пĕр çĕршывра хура лаша. Унăн икĕ тиха пулнă. Анчах çаксем пĕртте ытти тихасем пек пулман. Вĕсем çунатлă çуралнă иккен. Кашни кун çилçунатсем тӳпере вĕçсе çӳренĕ, çĕр çине çӳлтен пăхса савăннă. Çакна курсан ытти тихасем кĕвĕçнĕ, вĕсенчен кулнă, курайманнисем те пулнă.

Аслă çилçунат хăй ыттисенчен урăхларах пулнăшăн намăсланма пуçланă, çавăнпа вăл пĕрмаях йĕнерчĕк тăхăнса çӳреме тытăннă. Кĕçех унăн çуначĕсем типсе-хăрса ларнă та пачах çухалнă. Халĕ ĕнтĕ вăл ытти тихасенчен нимпе те уйрăлса тăман, вĕсемпе пĕрле çӳреме пуçланă.

Кĕçĕн çил çунат вара никама та итлемен, ниме те пăхман, нихăçан та ыттисем пек пулма шутламан. Кашни кун вăл питĕ çӳлте, шап-шурă пĕлĕтсем хушшинче вĕçсе çӳренĕ, тĕлĕнмелле тĕнче ăна хăй патне илĕртнĕ.

Пĕррехинче хура лаша хăй ачине йĕкĕлтенине чăтайман, ăна чĕнсе илнĕ те çапла каланă:

— Ачам, хăвăн çунаттусемшĕн сана малашне пирĕнпе пĕрле пурăнма йывăр пулать. Эсĕ халĕ пысăк. Санăн пире пăрахса кайма тивет. Хăв пеккисене шыраса туп. Вĕсен хушшинче сана пурăнма лайăхрах пулĕ.

Çилçунат нимĕн те чĕнмен, хура лаша çине хурлăхлăн пăхса илнĕ те тӳпенелле вĕçсе кайнă.

Малалла

Çирĕмĕш ĕмĕр вĕçĕнчи хурлăхлă чăвашăн хӳхлевĕ


Вĕрентекенĕме

Иосиф Дмитриева.

 

Атăл урлă каçмасан чăваша ăс кĕмест.

Ваттисем ăнланса илнинчен.

 

Атăл урлă каçрăмăр.

Ăсланмарăмăр.

Çичĕ ют кулли пулма пăрахмарăмăр.

Атте-анне пехилне асран ямарăмăр.

Пĕрне-пĕри савма, пулăшма манмарăмăр.

 

Анчах

Пĕр хăват, пĕр йыш пулма хăнăхмарăмăр.

«Çыхман çапă — шăпăр мар» текелерĕмĕр.

Хамăр

«Çыхман çапă» пулнипех

Ĕмĕрсем ĕмĕрлерĕмĕр.

 

Ĕнтĕ тӳсрĕмĕр, ĕнтĕ чăтрăмăр.

Усалпа усал пулас темерĕмĕр.

Ухмахпа ухмах пулас темерĕмĕр.

Ыррине пула йăваш пултăмăр.

 

Вăхăтне кура «йăваш» ятăмăр

Тӳрре тухрĕ-тĕр, тĕрĕс пулчĕ-тĕр.

Урăхла каласан, çичĕ ют пире

Пĕр чăваш юлми пĕтеретчĕ-тĕр.

 

Шăпине кура ухмаха пени

Тĕрĕс пулчĕ-тĕр, тӳрре тухрĕ-тĕр.

Урăхла каласан, çичĕ ют пиртен

Сивĕ кĕл кăна хăваратчĕ-тĕр.

Малалла

Ĕмĕтри туйăмсем


Пĕр илемлĕ хирте

Куртăм эпĕ кĕсре

Тыткăнларĕ мана

Чăннипех çак лаша.

 

Сăнĕ унăн чипер

Уйăхпи теме пур.

Çилхи вĕçĕ кăтри

Чăнахах та Нарспин.

 

Уттине пăхнăçем

Чуппине курнăçем

Ах, килет асăма

Юмахри пек хăна.

 

Кайăк пек ыткăнать,

Çунатла туйăнать

Куçăма вĕçнĕ пек курăнать

Кам-ши хăлĕ ăна хăвалать?

 

Кам-ха пĕлĕ ăна?

Кам-ха туйĕ çакна?

Çунакан ман ăшри туйăма

Тен, ман ĕмĕт вĕçет малалла?

 

Халь çапла кашни каç,

Халь çапла кашни çĕр

Ман пата чиперккеçĕм килет

Ĕмĕтпи ят парассăм килет.

 

Ĕмĕтпиçем, юлташăм

Санпа эпĕ туслашрăм

Ĕмĕтпиçем, тăванăм

Сана çеç эп шанатăп.

 

Каçсерен унпала

Халь пулатпăр пĕрле

Пĕр пекех шухăшлатпăр

Çын пекех калаçатпăр.

 

Хăт чухне туспала

Тĕл пулса тĕлĕкре

Вĕçтеретпĕр тӳпе еннелле

Çунакан çăлтăрсем патнелле.

 

Çак лаша шав мала

Вĕçтеринччĕ ялан ыткăнса

Ăшра вуттăн çунан çулăмсем

Ан сӳнинччĕр нихçан туйăмсем.

«Такам манра шырарĕ çынлăх...»


Такам манра шырарĕ çынлăх,

Такам манра шырарĕ çылăх.

Ăна-кăна та тупрĕç пуль,

Ман вăл та — ку та темĕн чул.

Хам шырамастап пăнчăсем,

Килте те тĕрлĕрен чăхсем,

Алри пӳрне те темĕн тĕрлĕ,

Хирти чечек сап-сарă, хĕрлĕ...

Шăп çитмĕл çичĕ тес куратăп.

Йăнăшсене эп каçаратăп.

Çын такăнмасăр пурăнмасть,

Тĕве хăй курпунне курмасть.

«Санран мана ачашлăх куçрĕ...»


Санран мана ачашлăх куçрĕ —

Çу кунĕ евĕр çутă та таса.

Манра вăл çĕнĕ уçлăх уçрĕ,

Тӳлек ăрша пек вылянса.

Эс кайрăн та, çав уçлăх юлчĕ,

Çуталчĕç сӳннĕ ĕмĕтсем.

Пĕр чарăнми, чĕтревлĕн çунчĕç

Манра эс çутнă çутăсем!

Ирĕклĕ урхамах


Ку вăл авалах пулса иртнĕ.

Çав тери чаплă урхамах ирĕкре çӳренĕ. Вăл тур лаша пулнă. Унăн çилхи çав тери вăрăм, кăтра, ури çинçе те вăйлă. Ытти лашасем çынсемпе пĕрле пурăннă, вĕсемшĕн ĕçленĕ, çынсем вĕсене тăрантарнă.

Çынсем ирĕклĕ урхамаха курса тĕлĕннĕ, вĕсемшĕн вăл юмахри ĕмĕт пек туйăннă. Вĕсен тур лашана тытас килнĕ, хăйсен йăх кĕлемине çапасшăн пулнă, çав лашаран хăйсен лашисем валли йăх хăварма ĕмĕтленнĕ. Анчах ку ĕмĕт çеç пулма пултарнă, ирĕк чĕрчун никама та хăй çывăхне яман. Таçтан инçетрен çын çывхарнине сиссенех питĕ аякка тарса кайнă е чăтлăх вырăнсенче пытанса сăнанă.

Пĕр йăхра Тапăр ятлă яш каччă çитĕннĕ. Каччă илемлĕ, çуткам, яштака. Хумланса тăракан çӳçĕ хулпуççи таран. Кирек те мĕнле ĕçе вăл юратса тунă, шывра пулăран кая мар ишнĕ. Ирĕкре çӳрекен илемлĕ урхамаха Тапăрăн та тытас килнĕ.

Пĕррехинче вăл ăна йĕрлеме шутлать. Кутамккана апат-çимĕç чикет те тур лаша йĕрне шырама тухса каять. Аякри çавра кӳлĕ тĕлĕнче ирĕкри лаша йĕррисене асăрхать вăл. Кунта лаша шыв ĕçме çӳрнеине те чухласа илет. Çак вырăнта Тапăр хăйне валли çумăртан та çилрен пытанма хӳшĕ тăвать. Ĕçленĕ хушăра та, ĕçлемен чухне те хăйне майлă кĕвĕ шăхăрать.

Малалла

«Умăмра çырма-çатраллă...»


Умăмра çырма-çатраллă,

Çеçен хирлĕ Энтепе.

Талккишпех — уй-хир, çаранлăх,

Сăрт таврашĕ — Вун тӳпе;

Юп курмалăх çамрăк хырлăх,

Авкаланчăк юханшыв,

Мĕнешкел кĕтес, çĕршыв!

 

...Ерипен хĕвелĕ тухрĕ

Анăçа кĕренлетсе.

Сăрт çамки çинче вăл шуре

Айлăма йăлт тĕсесе.

Ытарми тăван яла

Тинкеретĕп ачалла.

«Эс килĕн-ха...»


Эс килĕн-ха

кăкшăмран

хĕвел тухсан,

калта хӳри татăлсан.

Эс килĕн-ха

хĕвел ури хуçăлсан,

çерçи чĕппи авлансан.

Эс килĕн-ха

эпĕ карчамас пулсан,

çăварта пĕр шăл юлсан.

«Сан шур аллу паян мана...»


Сан шур аллу паян мана

Кăшт вăтанса, именчĕклĕн лăпкарĕ.

Ачашлăхпа пĕр пулнă куçусем чуна

Чуп турĕç вăрттăн, тĕнчене хупларĕç.

Эп аташмарăм ĕнтĕ иртнипе —

Асаилӳ тек капланса килмерĕ.

Иртнисене паянхипе

Пуласлăхăн çиппи çĕлерĕ.

■ Страницăсем: 1... 402 403 404 405 406 407 408 409 410 ... 796